Манăн асанне.
«Ват çын-тăват çын,»-тенĕ ватăсем .Чăнах та, вăл мĕн кăна тума пĕлмест пуль?Хамăн асаннене илем-ха.Ун çинчен шухăшлатăп та тĕ-лĕнетĕп:мĕн кăна тÿсмен-ши вăл хăйĕн кун-çулĕнче.
Екатерина Максимовна 81 çулта. Норваш-Шăхаль ялĕнче пурă- нать.Āна ялта та хисеплеççĕ.
Асанне ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă вăхăчĕ пулнă-çке. Ун чухне крахмал икерчи пĕçернине, мăян вăррине çинине куççульсĕр каласа та параймасть вăл.
Асанне ултă ача çуратса ÿстернĕ.Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.
Нумай выльăх-чĕрлĕх усрать. «Мĕн тума асапланатăр вара?»-ый-татпăр унран хăш чухне. «Выльăх-чĕрлĕх пăхса йăпанатпăр. Эсир килсен-сирĕнпе,»-хуравлать вăл.
Асанне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ Канаш парса пулăшать,яланах апат-çимĕçпе тултарнă сĕтелпе кĕтсе илет,ĕçе юратма, лайăх çын пулма вĕрентет.Тавах сана, юратнă асанне. Эсĕ пурришĕн савăнат- пăр.
Обновлено: 11.03.2023
3 Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский, мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля- матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.
4 Чăваш халăх сăмахĕсем. Анне (ан’н’э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к’бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан’н’э), mater mea, моя мать: аннÿ ( ан’н’ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан’к’ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.
5 Синонимсем. Анне – апай, апок, апи, мама.
6 Этимологи словарĕ. АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к’бэмез дорогая наша матушка.- Из письма). Производные формы: асанне, асланне (
7 Ваттисен сăмахĕсем. Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар. Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр. Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте–аннерен хакли çук. Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ. Атте-анне пилĕ пурнăç парать. Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет. Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă. Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче. Атте-анне пурри – пуянлăх. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать. Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.
9 Сăмах майлашĕвĕсем. Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…
10 Сочинени. Чи çывăххи, чи шанчăкли. Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче. Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем. Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.
11 Анне манна çунат пиллет, Ытарайми чĕкеçĕм, тет. Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе, Ăс вĕрентсе, хисеплесе.
12 Анне манна телей пиллет, Çурхи чипер хĕвелĕм тет, Хĕвелĕм, тет юратнипе, Юратнипе, савăннипе.
13 Кам пире мĕн пĕчĕкрен ÿстерет савса куллен? Вăл – анне, тăван анне. Тавтапуç сана, анне! А.Ильин
ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Инстаграм».
18 февраля
(РДК) Площадь Победы, д.9
С 9.00 до 17.00 ч.
Распродажа Шуб г. Пятигорск
Норка
Мутон
Размеры от 40-70
Дубленки
Головные уборы
Скидки от 10 до 50%
Акция! Принеси старую шубу и получи скидку на новую. Расрочка 0% кредит.
Основными направлениями государственной поддержки, обозначенными в проекте документа, являются развитие здравоохранения, образования, культуры, спорта, общественной инфраструктуры.
Такая же задача на пятилетку ставится и по капитальному ремонту общеобразовательных школ. На сегодняшний день капитально отремонтирована половина общеобразовательных школ. На дальнейшее укрепление материально-технической базы образовательных организаций в республиканском бюджете на 2020 год будет дополнительно предусмотрено 1,2 млрд рублей. Из этих средств 910 млн рублей будет направлены на капитальный ремонт общеобразовательных организаций и детских садов, 200 млн рублей на приобретение новой мебели для учащихся начальных классов и 90 млн рублей на модернизацию материально-технической базы и капитальный ремонт оздоровительных лагерей.
Столько же средств планируется выделить в 2020 году на строительство и реконструкцию плоскостных спортивных сооружений и укрепления материально-технической базы существующих объектов спорта. Михаил Игнатьев подчеркнул, что в течение 5 лет необходимо развивать спортивную инфраструктуру по месту жительства и максимально обновить пришкольные стадионы. Это позволит к 2024 году увеличить до 55% долю населения республики, систематически занимающегося физической культурой и спортом.
Всего на реализацию Указа предлагается выделить в 2020 году в общей сложности 3,4 млрд рублей.
- Для учеников 1-11 классов и дошкольников
- Бесплатные сертификаты учителям и участникам
Предмет: чăваш литератури
Класс: 6 класс
Урок теми: Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре
Урок тĕсĕ: пуплеве аталантармалли урок
Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ: çемьери çывăх çынсен чун-чĕрине ăнланма, вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, кирлĕ чухне пулăшма, чĕнĕве палăртма вĕрентесси.
Аталантару (илемлĕх) тĕллевĕ: ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси, проблемăллă ыйтусем тупма хăнăхтарасси, харпăр хăй шухăшне калассине аталантарасси, тěпчев ěçне явăçтарасси;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
— эпизодсене суйласа вуласси;
— тĕп сăнара хак пани;
— сăвва илемлĕ вулани;
— харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калаттарасси;
— ушк ă нпа п ĕ т ĕ млет ÿ туни ;
— синквэйн ç ырасси ;
— хĕвеллĕ кластер туни;
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: 1) палăртуллă вулава аталантарасси;
2) панă ыйтăва туллин хуравласси;
3) уйрăмшарăн калаçма хăнăхтарасси;
4) çыхăнуллă калав йĕркелеме вĕреннине
Литература теорийĕ: тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;
тĕп шухăш – автор пире мĕн каласшăн пулни;
проблема – хайлавра хускатнă çивĕч ыйту;
Словарь ĕçĕ: 1. Ăнлантармалли сăмахсем:
ырханкка – начар, имшер, хыткан;
ват супнă – ватă çынна каланă киревсĕр сăмах;
аяк пĕрчи – ребро;
2. Çырма вĕрентмелли сăмахсем:
çан-çурăм – кĕлетке, ÿт-пÿ, пÿ, кÿлепе;
пархатарлă ĕç – лайăх ĕç;
вирхĕнсе тухать – васкаса тухать;
урам тăрăх вĕçтерет – урам тăрăх чупать;
Ĕç хатĕрĕсем: мультимедиа проекторĕ, слайдсем; таблицăсем
Урок эпиграфĕ: Асаннесен пилĕ пурнăç парать.
I .1. Урока йĕркелесси
Кĕрхи хĕвел куллипе, ăшă кăмăлпа паянхи урока пуçлăпăр.
2. Проблема ситуацине палăртасси
— Ачасем, эсир юрă итлĕр, юрăпа пĕрле ÿкерчĕксем тухса пырĕç. Юрăпа ÿкерчĕксем сирте мĕнле кăмăл-туйăм çуратĕç? Кам çинчен пулĕ-ши юрă?
Аттепе анне юратнă,
Асанне те ыйăх татнă,
Вěренеп сан пек пулма
Ирхине ěçе каятчěç
Кунěпех санпа юлаттăм
Выляса та ывăнаттăм
Çывăрма санпа выртаттăм
3. Урок темине палăртасси
Халĕ, ачасем, урок темине палăртăр? (Ачасен хуравĕсем)
4. Юрăри асанне эсир тин вуланă мĕнле хайлаври асаннене аса илтерет? (Ачасен хуравĕсем)
Çулсем иртнĕçемĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай сăнарĕ кашни çын пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне юнашар мар чухне вĕсем яланах пирĕнпе пĕрле.
Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
II . 1. Аса илер-ха, ачасем, Юра мĕнле йăнăшсем тăвать, асламăшĕпе хăйне мĕнле тыткалать? (Ачасен хуравĕсем)
3. Мĕншĕн килĕшмерĕ-ха? Мĕнлерех çын-ха вăл Юра асламăшĕ? (Ачасен хуравĕсем)
Тĕп сăнар характеристики
ç итм ĕ л урл ă ка ç н ă ;
чĕре ăшшине юратн ă м ă нук ĕ сене парасси, вĕсенчен ч ă н-ч ă н ç ын т ă васси;
ыр ă к ă м ă лл ă , таса та уç ă чунл ă , пуриншĕн те каçарать;
мĕн в ă й ç итн ĕ таран пурне те пул ă шма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче т ă рать;
м ă нукĕшĕн п ă ш ă рханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех т ă рать, выль ă х-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе ç ă вать, урай сĕрет, ашшĕ-ам ă ш ĕ сен пух ă вне çÿрет, чи кайран çыв ă рма выртать;
Эпĕ те сирĕн шухăшсемпе килĕшетĕп, мĕншĕн тесен маншăн та, сирĕншĕн те – асанне, кукамай – иккĕмĕш анне. Вĕсем пĕтĕм чĕре ăшшине пире параççĕ, пиртен чăн-чăн çын тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
4. Кам пулăшнипе Юра хăйĕн йăнăшне ăнланса илчĕ? (кĕске содержани)
5. Эсир пурнăçра Юра пек йăнăш тумастăр-и? (Ачасен хуравĕсем)
Атьăр, тăрăр, юлташсем,
Асанне патне васкар.
Вăрман урлă та каçар,
Çырма урлă та сикер.
Ак çакăн пек çÿллĕ пуль…
Ак çакăн пек лутра пуль…
Ак çакăн пек сарчăк пуль…
Ак çакăн пек пĕрĕнчĕк пуль.
III . 1. Асаннесем патне кайса килтĕмĕр. Айтăр-ха вĕсем çинчен калаçар. Килте сирĕн асанне, кукамай çинчен презентаци е сочинени çырмалла пулнă. Халĕ пире Костя хăйĕн кукамăшĕ çинчен тунă презентаципе паллаштарать. (презентаци пăхатпăр) (2№ хушса пани)
2. Костя кукамăшĕ, Матросова Таисия Петровна, пирĕн патра паян хăнара. Халĕ ăна сăмах парăпăр. (пил парать)
Пиллĕ çын телейлĕ теççĕ. Эсир паян, чăнах та, телейлĕ. Ачасем, çак пил сăмахĕсене яланах асра тытăр, асанне-кукамай пилĕ пурнăç парать.
3. Костя тав сăмахĕ калать:
Тавтапуç сана, кукамай,
Тавтапуç сана, кукамай,
Йывăр вăхăтра ялан
Тĕрĕс каланишĕн. (чечек çыххи тухса парать)
4. Халĕ Костя Гурьев та кукамăшĕ çинчен каласа парать. (3№ хушса пани)
5. Таньăн та асламăшĕ пур. Халĕ ăна итлесе пăхар. (4№ хушса пани)
Пурне те пысăк тав. Ачасем, çакна яланах асра тытăр:
Асаннен çемçе алли
Эсир лайăх вĕренсен
Асаннен чĕри хĕпĕртет.
Эсир ырă ĕç тусан
Куçĕ савнăçпа çиçет.
Акă мĕн сире калатăп:
Асанне-кукамая ан манăр нихăçан.
Юратма та упрама ыйтатăп:
Пурнăç лайăх асанне-кукамай пулсан!
6. Ваттисен сăмахĕсем те çакнах вĕрентеççĕ. Халĕ ушкăнра ĕçлесе илĕпĕр. Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем йĕркелĕр.
IV . 1. Камсем çинчен калаçрăмăр-ха эпир? (хурав)
2. Синквэйн çырасси
Япала ячĕ асанне
Икĕ паллă ячĕ ĕçчен, ватă
Виçĕ глагол юратать, каçарать, парать
Предложени Ватă асламăшĕ чун-чĕре ăшшине мăнукне парать.
Синоним (метафора) пÿрт ăшши
3. Хĕвеллĕ кластер туни
V . 1. Юрă сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренмелле;
3. Асанне, кукамай патне тав çырăвě çырмалла;
Тĕп сăнар характеристики
ç итм ĕ л урл ă ка ç н ă ;
чĕре ăшшине юратн ă м ă нук ĕ сене парасси, вĕсенчен ч ă н-ч ă н ç ын т ă васси;
ыр ă к ă м ă лл ă , таса та уç ă чунл ă , пуриншĕн те каçарать;
мĕн в ă й ç итн ĕ таран пурне те пул ă шма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче т ă рать;
м ă нукĕшĕн п ă ш ă рханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех т ă рать, выль ă х-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе ç ă вать, урай сĕрет, ашшĕ-ам ă ш ĕ сен пух ă вне çÿрет, чи кайран çыв ă рма выртать;
Юратн ă кукамай
Пир ĕ н кукамай çĕ р ç инчи чи ыр ă ç ын . Ун ç ум ĕ нче яланах ă ш ă, шанч ă кл ă. Ç ут ç антал ă к ĕ кукамая ç еп ĕç к ă м ă л , ыр ă чун , ĕç чен ал ă пан ă. Ман ă н кукамай хирти чечек пулн ă пулсан чи илемл ĕ чечек пулн ă пул ĕ чч ĕ. Т ÿ пери çă лт ă р пулн ă пулсан чи ç ут ă çă лт ă р пулн ă пул ĕ чч ĕ. Ун ă н илемл ĕ те ă ш ă кулли х ĕ вел пек туй ă нать .
Чи çывăх çыннăм
Эпир çемьере пиллĕкĕн пурăнатпăр: атте, анне, асанне, шăллăм тата эпĕ. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Атте-анне килте çук чухне пирĕнпе пĕрле яланах – асанне.
Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.
| Вложение | Размер |
|---|---|
| Сочинение на чувашском языке»Всем смертям назло!» | 38.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…
Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.
Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.
Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…
Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.
Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.
Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.
Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.
Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.
Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.
Читайте также:
- Сочинение пьер безухов быть самим собой
- Сочинение зимний день 4 класс презентация
- Сочинение рассуждение политический режим
- Идея двигатель прогресса сочинение
- Сочинение геродота это письменный источник
Манăн асанне
1 Нарăс, 2018
Манăн асаннене Зинаида Егоровна тесе чĕнеççĕ. Асаннен чи кĕçĕн мăнукĕ — эпĕ. Нумаях пулмасть тăхăр çул тултартăм çеç-ха. Мăнукĕсенчен чи асли вара вăтăр икĕ çулта.
Эпĕ асаннене питĕ юрататăп. Ăна итлетĕп, пулăшатăп. Йĕп çине çип тирсе паратăп, ăна валли хаçат, кĕнеке вулатăп. Кашни çĕнĕ сăвă вĕренмессерен каласа кăтартатăп. Эпир иксĕмĕр тĕрлĕ кино пăхма юрататпăр. Телевизор яратăп та каналсене куçарса асанне килĕштерекен кăларăма шыратăп, сассине ÿстерме е чакарма пулăшатăп.
Иртнĕ канмалли кунсенче асаннене çамрăклатас терĕм. Тахçанах питĕрĕннĕ хăлха çакки шăтăкне çĕнĕрен тиртĕм. Асаннем хитре пултăр тесе хăлха çакки çакрăм.
Юратнă çыннăм мана чиркĕве илсе çÿрет, кĕлĕсем вĕрентет, уявсемпе паллаштарать. Килте ватă çын пурришĕн эпĕ савăнатăп.
Асанне

Волков Геннадий Никандрович
Манăн асанне, нумай пурăннаскер, чылай юмах-халап пĕлетчĕ. Хайĕн мăнукĕсене пуçтарса вĕсене тĕрлĕрен тĕлĕнмелле юмахсем каласа пама юрататчĕ. Унăн халапĕсен шутне пĕлместĕп те.
Асанне тăхăр ача çуратса ӳстернĕ. Мăнукĕсем те сахал мар пулнă çав: асанне пурăннă чухнех вĕсен шучĕ вăтӑр тăватта çитнĕччĕ. Вăл пире пăхса çитĕнтернĕ чух сăмахпа та, ĕçпе те вĕрентетчĕ, пурсăмара та ăс паратчĕ.
Ача-пăчана асанне çав тери юрататчĕ, çавăнпа ун тавра яланах хамăр урамри ачасем кĕшĕл пуçтарăнатчĕç.
Пире час-часах авалхи йывӑр пурнăç çинчен кала-кала паратчĕ. Мĕн-мĕн кăна çукчĕ-ши асанне юмахĕсенче!
Акă халь те лайăх аставатăп-ха улпутпа ямшăк çинчен янă халапа. Ямшакĕ пит чухăн пулнă. Унăн хĕллехи сивĕре тăхăнмалли çĕтĕк сăхманпа чаппансăр пуçне урăх нимĕн те пулман. Улпут пуян пураннă вара. Вăл хаклă йышши кĕрĕкпе çӳренĕ, ăша тăлăп тăхăннă.
– Анчах пурнăç пуянлăхра кăна мар-çке, – тетчĕ те асанне пире, çав улпутăн тăмсайлăхĕ пирки каласа култаратчĕ. Ямшăкăн ăс-хакăлне ырласа: «Ĕçсĕр, хĕнсĕр ăс пулмасть», – тесе хуратчĕ тата юлашкинчен.
Асанне кил-йышпа лайăх пурăнмалли çинчен, ваттисене хисеплесси, ĕçе юратасси пирки нумай калатчĕ. Унăн «Ăслă ача», «Açy-аннӳ яланах хисепре пултăр», «Ваттине хисепле, ху та хисеплĕ пулăн», «Ват çын – тăват çын» калавĕсенче аслисене яланах хисеплемелли çинчен каланă. Çавăнтах тата ĕлĕк-авал пурнăç питĕ йывăр пулнине те курма пулать.
Кахалсене, этеме хисеплемен çынсене асанне пĕр хĕрхенмесĕр питлетчĕ. Хăш-пĕр юмахне калама пуçличчен вăл:
– Кăна Алякки йысна каласа панăччĕ, хăйне вара аслашшĕ каланă, – тетчĕ.
Алякки йыснăшĕ XIX ĕмĕрĕн 60-мĕш ҫулĕсенчех вилнĕ, ун аслашшĕ вара XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕсенче пураннă пулать. Çапла вара, асанне хӑш-пĕр юмахĕсене çеç хай шухăшласа кăларнă, ыттисем темиҫе ҫĕр çул каялла пулнă ĕçсем çинчен калаççĕ.
Асанне хăйĕн иртнĕ кун-çулне пит хурласа асăнăтчĕ.
– Эсир калама çук телейлĕ, – тетчĕ вӑл. – Манăн мĕн пулнă? Эпĕ мĕн курнă?
Пиллĕкре чух тăлăх ан пустăр тесе хама анне тупакĕ урлă каçарттарнине астӑватӑп, унтан выçăллă-тутăллă пурăнса асапланнă, вун ултта çитсен – пĕр палламан çынна ют яла качча пачĕç.
Уpăx нимĕн те аса илмелли çук. Халь çеç çын пек пурăнма пуçларăмăр.
Авалхи пурнăçа асанне хальхи пурнăçпа нумай енчен танлаштарма пăхатчĕ. Халь ватти те, ҫамрăкки те машина çине ларса курманни çук. Ĕлĕк ват çынна та çуран нумаях çӳреме тивнĕ.
Алякки йысна хăйĕн туйипе çĕре таккаса калатчĕ:
– Ку туя маншăн юпах тиха вырăнне, ман туяра юпах тиха вăйĕ, – тесе хуратчĕ.
Каласа пама тесен манăн асанне тĕлĕнсе каймалла ăстаччĕ. Çавăнпа та пулĕ ун юмахĕсенчен нумайӑшне паян илтнĕ пекех асра лайăх тытатăп.
Шухăш-кăмӑлпа пĕр килтерсе калама, савăнтарма пултаратчĕ вăл: йĕмелле чух куҫҫульпех йĕретчĕ, кулмалла чух хамăрпа пĕрлех ахăлтатса кулатчĕ, юрламалла-савăламалла чух юрлатчĕ те, савăнатчĕ те…
Асаннен пире калавсемпе юмахсем юптарнă чухне кăна мар, ахаль калаçнă чухнехи сăмахĕсем те питех те витĕмлĕччĕ, вăл ваттисен сăмахĕсемпе анлăн усă куратчĕ.
Паянхи пекех аставатăп: «Юлташăнтан уйрăлан – пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлан – вун çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлан – ĕмĕр йĕрĕн», – тенине. Пуриншĕн те паллă: ял-йыш кунта – халăх, тăван çĕршыв. Тĕнчере, пурнăçра çыншăн Тăван çĕршывран хакли урах нимĕн те çук.
Асанне пире, ачасене, шкулта тăрăшса вĕренме хушатчĕ:
– Çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлла вĕренни – юр çинче, – тесе час-часах калама юрататчĕ вăл. Çакăн çинчен унăн пĕр пĕчĕк калавĕ те пурччĕ, ăна çак кĕнекене кĕртнĕ.
Е тата хăш-пĕр чух: «Сунас вăйлă çынтан çуррине хăварап, вăйсăррине пĕтĕмпех илеп тесе калать тет», – тесе хуратчĕ.
Сывлăха тĕреклетмелле, чăтăмлă та вăйлă пулмалла, вара чир-чĕр те ҫыпăсмасть, – ăс паратчĕ ун чух асанне.
Вăл пире сывлăхлă, вăйлă, лайăх кăмăллă, турě çынсем пулса ӳсчĕр тесе тăрăшнă çав.
Асаннен калавĕсенчен чылайăшĕ нихçан та кивелмест пуль тетĕп.
Хăш-пĕри кивелнĕ пек пулсан та вĕсен тĕп шухăшĕ пирĕншĕн халичченех хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
метки: Чувашский, Инчен, Калас, Чухна, Алексей, Кукамай, Тавро, Асанна
«Конкурсное сочинение » Моя семья – моя крепость » (На чувашском языке).»
Хура хыççăн шурă килет, шурă
хыççăн каллех хура таврăнать…
Çак çаврăнура çынсен шăпи хуллен шăвать,
Хурипе шуррине тутантарать.
Виталий Родионов
«Шăпаран иртме çук»,- теççĕ ваттисем. «Çуралсан ачан çамки çине унăн пулас шăпине çырса хунă»,-тенине те илтме пулать. Анчах кама еплерех шăпа пÿрнине никам та калама пултараймасть. Шăпа кĕнекин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур иккен.
Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен хаваслансах каласа параççĕ. Эпĕ пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнă çынсен аса илĕвĕсене итлеме юрататăп. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăç çинчен хаçат-журнал тăрăх мар, хăйсен чун-чĕри витĕр иртнĕ хĕн-хурсене, асапсене, савăнăçсене чăн-чăн туйнă, курнă, пĕлнĕ.
Акă ман кукамайпа кукаçи те хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Эпĕ вара питĕ тимлĕн итлесе ларатăп та, вĕсемпе пĕрле пулнă пекех туйăнать. Таса чуна вараламасăр, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каламасăр, юратса, хисеплесе пурăннă вĕсем. Ватăсен хурипе шурри чылай пулнă ĕнтĕ, вĕсен мĕн каламалли пурах.
Манăн ват кукаçи, Семёнов Аким, колхоз йĕркелесе яриччен пилĕк çул лавккара ĕçленĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хисеплĕ çын пулнă вăл. Çĕнĕ саманасем пуçлансан ăна колхозра завхоз ĕçне шанса панă. Пин те тăхăр çĕр вăтăр иккĕмĕш çулта, сехер вăхăтсем пуçлансан, ăна ĕçленĕ çĕртенех ним каламасăрах таçталла ăсатнă. Ун чухне ăçта ăсатнине, мĕншĕнне никам та пĕлмен. . Ват кукаçине, Çемене, ним айăпсăр тĕрмене ăсатнă. Сталин саккунĕсем улшăнсан айăпсăр ăсатнă çынсене реабилитаци тăва пуçланă. Анчах ват кукаçи унччен пурăнайман. Халĕ ăна мĕншĕн айăпланине, ăçта вилнине никам та пĕлмест. Пин те тăхăр çĕр вăтăр çиччĕмĕш çулта вăл киле таврăнать. Вара каллех ман ват кукаçи пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулччен колхозра тăрашса, вăй хурса ĕçлет. Акимов Алексей платник та пулать, комбайнпа та ĕçлет. Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулта вăл хăй ирĕкĕпе хăрушă вăрçа тухса каять. Аслă Çĕнтерÿ çулĕччен хаяр çапăçусене хутшăнать. Киле йывăр аманса таврăнать. Ват кукаçи пĕр вăхăт колхоз председателĕ пулса вăй хурать. Мĕн чире кайичченех вăл ялта тăрăшать: бригадир та пулать, ферма заведующийĕ те. Ытти ĕçсенчен те пĕрре те пăрăнмасть. Чире те парăнмасть, çÿренĕ çĕртех вилсе каять.
Манăн кукамай, Акимова Аксинья, çав тери ĕçчен çын пулса ÿснĕ. Ăçта кăна ĕçлемен ĕнтĕ вăл ĕлĕкхи йывăр вăхăтсенче! Вăрçă пуçлансан, кукамай вун пиллĕкре чухне, Нижнетроицк енне вăрман касма кайнă. Ун хыççăн колхозра тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă: çулла утă çулнă, кĕр кунĕсенче лашапа тырă турттарнă. Бригадир мĕн хушнă, çавна тунă. Кукамайăн пĕрремĕш упăшкине халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Çавăнпа кукамая халăх тăшманĕн арăмĕ тесе ултă çул ферма кĕтĕвне кĕттернĕ. Вăл кунĕпе фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, пăру пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Питĕ нумай вăй хунă вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, ÿркенмен. Пурне те юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те кукамай, ватăлнă пулин те, ĕçсĕр лараймасть. «Виличчен те алăран ĕç ан кайтăрччĕ»,- тесе яланах сăмахлать.
14 стр., 6842 слов
Моне клод «стог сена в живерни» описание картины, анализ,
… Я люблю пейзажи. Они заставляют мечтать. Удачи вам. Сочинение по картине Стог сена в Живерни — Клод Моне Работа «Стог сена в Живерни» написана знаменитым французским импрессионистом Клодом Моне в … эксперт). Он ответил, что просто сидит и смотрит на картины. И этот ответ вызвал восторг у музейщиков. В картине «Стог сена в Живерни» в центре находится яркое пятно …
Манăн кукаçи те, Алексей Семёнович, йывăр вăхăтра пурăннă. Ват кукаçине тĕрмене ăсатнă чух, вăл ача пулнă, шкула çÿренĕ. Анчах репрессине пула вăл малалла вĕренеймен. Çавăнпа ултă класс кăна пĕтерейнĕ. Кукаçи питĕ ăслă, шеп çын пулнă. Хăрушă вăрçа вăл çамрăклах тухса кайнă. Çапăçу хирĕнче пулемётчик пулнă. Кукаçи вăрçăра чылай çапăçăва хутшăннă. Смоленск хулине хăтарнă чух ăна уринчен амантнă. Ури сусăрланнă пулсан та вăл киле сывă таврăннă. Ун чухне Алексей Семёнович çирĕм çиччĕре пулнă. Кукаçие вăрçă ветеранĕ тесе хисеплесе медаль тата Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ панă. Вăл питĕ хăюллă, çирĕп сывлăхлă, чăтăмлă çын пулнă. Кукаçи нимĕнле хăрушлăхран та хăраса тăман. Шкулта вĕренме май килмен пулсан та вăл çав тери хитре ÿкеретчĕ. Эпĕ ăна ас тăватăп-ха: ман валли кукаçи тĕрлĕ чĕр чунсен сăнарĕсене ÿкерсе паратчĕ, вĕсем çинчен ăнлантаратчĕ. Манпа калаçма юрататчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене эпĕ тирпейлĕ усратăп. Кăмăл хуçăлнă вăхăтра вĕсене пăхса ларсан чунăм уçăлса каять. Кукаçипе ăшшăн пуплешнĕ пекех туйăнать.
Тата манăн хамăн асанне çинчен каласа парас килет. Унăн ячĕ Елена Степановна. Эпĕ асаннене лайăхах ас тумастăп: ун чухне пĕчĕкрехчĕ-ха. Ун çинчен мана атте каласа пачĕ. Елена Степановна та çав тери ĕçчен çын пулнă иккен. Вăрçă
вăхăтĕнче вăл вун виççĕре кăна пулнă пулин те ытти ачасемпе фермăра пăру пăхнă, хирте çум çумланă, утă пуçтарнă. Ахальтен мар ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă. Асатте вилнĕ хыççăн асанне тăватă ачине пĕччен ура çине тăратать. Вĕсем пурте хисеплĕ çынсем. Асанне мĕн виличчен тăрмăшса ĕçленĕ.
Асаттене те, Ильин Михаила, эпĕ курман. Вăл, атте каланă тăрăх, паттăр çын пулнă. Вăрçăра танкист пулса Кенигсберг хулине çитнĕ. Унта ăна йывăр амантнă хыççăн киле ăсатнă. Вăрçă пĕтсен, суранĕсем тÿрленмен пирки, вăрахах та пурăнайман.
Çапла манăн çемье историйĕ пуян та калăплă. Эпĕ хамăн çавăн пек хăюллă та ăслă, хастарлă та пултаруллă несĕлпе: ват кукаçипе, Акимов Семёнпа, кукаçипе, Алексей Семёновичпа, кукамайпа, Аксинья Романовнăпа, асаннепе, Елена Степановнăпа, асаттепе, Ильин Михаилпа, мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вĕсем, чăнах та, Пушкăртстан историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем çав тери лайăх, тĕрĕс пурнăç пурăнса ирттернĕ тесе шутлатăп эпĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнасчĕ, вĕсем пекех хисеплĕ çын пуласчĕ, ĕмĕре чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа, пуян ăс-хакăлпа, çĕр çинчи тивĕçе туйса пурăнса ирттересчĕ, ырă ят хăварасчĕ .
Районный конкурс сочинений, посвящённый дню Республики и Году литературы «Пою мою республику»
Моя семья – моя крепость
Тинякова Александра Анатольевна
11 класс
муниципальное общеобразовательное
казённое учреждение
15 стр., 7006 слов
Основные мотивы и жанровое своеобразие лирики А.К. Толстого. …
… А. К. Толстой есть один из самых замечательных русских людей и писателей, еще и доселе недостаточно оцененный, недостаточно понятый и уже забываемый». Толстой Алексей … народно-песенные мотивы. лирики Толстого становится фольклорность. Особенно привлекательна для Толстого весенняя пора, расцветающие … драматург, член-корреспондент Петербургской академии наук. По его произведениям в ХХ веке было …
средней общеобразовательная
школа с. Нижнеулу-Елга
муниципального района Ермекеевский
район Республики Башкортостан
Ильина Любовь Геннадиевна



