Сочинение хеллехи варман на чувашском языке


Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха…


Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă …


Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х…


Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ

Хурӑнай ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк хыр вӑрманӗ

Ҫутҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлмен ҫын ҫуках ӗнтӗ, тесе шутлатӑп. Чӑн та, йӗри-тавралӑх кашни самантрах улшӑнса тӑрать. Мӗншӗн тесен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ мар, кашни йывӑҫпа ҫӗр ҫинчи кашни пӗчӗк курӑк пӗрчи те чӗрӗ чунлӑ. Вӗсем те эпир сывлакан сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, шыв ӗҫсе, ҫӗр-анне паракан сӗткенне ӗмсе транса пурӑнаҫҫӗ.

Хӗллехи вӑрман тарӑн та тутлӑ ыйха путнӑн туйӑнать. Уйрӑмах йывӑҫсемпе тӗмсен тураттисем ҫине шурӑ юр ҫуса лартсан вӗсем кӑпӑшка мамӑк утиялпа витнӗнех курӑнаҫҫӗ. Йӗри-тавра — канлӗ шӑплӑх. Ялтан тухнӑ чухне тин ҫеҫ уҫӑ вырӑнсенче аванах сивӗ ҫил вӗретчӗ, юр ҫавӑрттарса илсе вӗҫтеретчӗ. Йӗлтӗрпӗ вӑрманалла вӑркӑнтарса кӗтӗмӗр ҫеҫ — нимӗнле ҫил те ҫук. Лӑпкӑлӑх патшалӑхӗн тыткӑнне лекрӗмӗр, тейӗн ҫав. Мӑнаҫлӑ хырӑсен вуллисем хушшинче йӗлтӗр йӗрӗ малран-малалла чӗнсе йыхравлать. Ҫумрах чупса пыракан кӗске ураллӑ йытӑ малтан пӑлан пек ялт! та ялт! туса ҫӳлелле сиксе пычӗ. Анчах та часах тарӑн юр ӑна вӑйран ячӗ пулмалла та, пирӗн Кампур хуҫа хыҫне юлса йӗлтӗр йӗрӗ тӑрӑх чупа пуҫларӗ. Ҫапах та, темле йывӑр пулсан та, киле кайма шутламарӗ, пӗрех пирӗн хыҫҫӑн малалла талпӑнчӗ. Хӗл илемӗ тата сӑмахпа каласа ӑнлантарма ҫук витӗр уҫӑ сывлӑш ӑна та тыткӑнларӗ, курӑнать.

…Чылаях вӑхӑт иртрӗ пулин те, киле каясси пирки шутлас та килмерӗ. Сисӗнмесӗрех тавралӑха каҫхи сӑн та ҫапа пуҫларӗ. Тинех килелле ҫул тытрӑмӑр. Ывӑнма ывӑнтарать те, анчах ӳт-пӳре, ҫан-ҫурӑмра — канӑҫу хуҫаланать. Чунра ты ырӑ.

Ытти ҫынсене, уйрӑмах ача-пӑчасемпе ҫамрӑксене калас килет: телевизорсемпе компьютерсенчен кӑшт ҫеҫ канӑр-ха! Хӗл кунӗсемпе усӑ курса урама, ҫывӑхри тӑвайккисемпе катоксем ҫине, вӑрмансемпе парксене ҫитсе кӑштах та пулин йӗлтӗр-конькипе е ҫунашкасемпе ярӑнса пӑхӑр! Паллах, кун пек туни кашнин сывлӑхӗшӗн те питех те усӑллӑ.

#Комсомольски районӗ, #Хырхӗрри, #Хурӑнай

Комментари:

вика // 9502.9.4946

2018.12.18 16:10

Ӑҫта эпӗ

Комментариле


Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха…


Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă …


Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х…

Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх раштавӑн 22-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Огонёк посёлокӗнчи ачасем вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайса килнӗ. Ачасене хӗллехи вӑрмана кӑтартма Ирина Семёнова илсе кайнӑ.

Хӗллехи вӑрман ачасене питӗ килӗшнӗ — уйра ҫил вӗҫтернӗ пулсан, кунта, вӑрманта — лӑпкӑ. Йывӑҫсемпе тӗмӗсем юр айӗнче лараҫҫӗ, турачӗсем хӗвел ҫинче ялкӑшаҫҫӗ. Чӑн та юмаха лекнӗ евӗр!

Вӑрманта хӗлпе ҫыхӑннӑ тупмалли юмахсене юптарчӗҫ, тупсӑмӗсене тупрӗҫ. Чи матурри Луиза Ильина пулчӗ. Килелле каяс умӗн Хӗл Мучин мастерскойӗ валли чӑрӑш турачӗсемпе йӗкелӗсене пуҫтарчӗҫ.

Тепӗр эрнере вара шкулта «Хӗллехи вӑрман» темӑпа ӳкерчӗксен конкурсне ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Йӗпреҫ районӗ, #ҫутҫанталӑк, #Шӑрттан, #Огонёк

Комментариле

Хĕллехи
вăрманта.

5
класра ирттермелли урок планĕ

Тĕллевсем: 1. Хĕл темăпа çыхăннă сăмахсене
аса илесси, çирĕплетсе хăварасси, пуплеве аталантарасси.

2. Текста илемлĕ вулама вĕрентесси, кайăк
ячĕсене çырма вĕрентесси.

3. Çутçанталăк илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

 Усă курмалли хатĕрсем:
мультимедиллĕ усановка, диалог тĕревĕ, ушкăнсемпе ĕçлемелли схемăсем.

Литература.

1. Андреев И. А.
Чăваш сăмахĕ. Ш. — 2006 (учебник 5 класс).

2. Андреев И. А.,
Иванова Э. Г. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси Ш. — 2001
(пособи).

3, Кузьмина Л. Н.
Чăваш чĕлхи урокĕсем. Вырăс шкулĕнче усă курмалли мелсем.
(пособи) Ш. —
2006.

Урок
юхăмĕ.

I. Класа урока йĕркелесси.

1. а) Шăнкăрав сас пачĕ

 Урока чĕнсе.

Aчасем шăпланчĕç

Парта хушшинче.

а) Ырǎ кун пултăр, ачасем!

… … …  

б) Шăппăн ларăр! Шăппăн ларăр!

Урок пырать ку класра.

Эп çыратăп, эп вулатăп,

Калаçатăп чăвашла.

2. Дежурнăйсем.

3. Урок темипе тĕллевĕсемпе
паллаштарасси.

Паян урокра эпир хĕлле çинчен
малалла калаçăпăр.

Хĕллехи вăрманта пулса курăпăр.

Хĕл каçакан кайăк ячĕсене аса илĕпĕр,
ула такка çинчен пĕчĕк калав тăвăпăр.

 4. Малтанлăха паянхи çанталăка сăнласа
парар-ха.

(Диалог) — Халĕ çулталăкăн хăш
вăхăчĕ?

— Хĕллехи уйăх ячĕсене калăр.

 — Паян мĕнле число? Хăш кун? 

— Урамра мĕнле çанталăк? Ǎшă е сивĕ?

— Хĕвел пăхать-и?

 — Тÿпе мĕнле?

— Çил пур е çук? Мĕнле çил?

— Çумăр е юр çăвать-и?

— Çĕр çинче  мĕн выртать?

— Çулсем мĕнле?

— Çынсем мĕнле тумтир тăхăнаççĕ?

— Сана паянхи пек çанталăк килĕшет
е килĕшмест?

— Мĕншĕн?

(монолог) Пĕтĕмĕшле паянхи çанталăк
мĕнле? 

II. Пуплеве аталантармалли материалпа
ĕçлени.

1.      Фонозарядка.

слайд тăрăх 

р — ĕрюр — çĕр питне хупларĕ юр 

лă – лĕ — ĕлхалĕ сивĕ хĕл

 — нă — нĕ — ĕнурамра шапшур

-ăх -ĕх — ух — ярăнмашкăн
тух

2. Текстпа ĕçлени.

а) словарь ĕçĕ

ă) кăтартуллă
вулав.

Калава вуласа
паратăп, йĕрлесе пырăр. Текста ăнланма тăрăшăр.

б) текст
содержанине ăнланние тĕрĕслесси

Текст мĕн çинчен?
Содержанине кĕскен вырăсла каласа парăр.

в) текста çурма
сасăпа вуласси

г) текста сăнчăрпa вуласси

д) ыйтусене
хуравласси

— Хĕллехи вăрманпа
кам çÿренĕ? Çуран çын-и е йĕлтĕрçĕ-и?

— Хĕллехи вăрман çинчен
кам каласа парать?

— Вăл вăрманта мĕн
тăвать?

— Калавра ĕнер
кунĕпех мĕн çурĕ?

— Йывăç тураттисем
мĕнпе хупланнă?

— Вĕсене пĕренсенех
мĕн пулать?

 — Йĕри — тавра мĕнле?

 — Кайăк сасси
илтĕнет-и?

 — Инçех мар мĕн
сасси илтĕнчĕ?

 — Ула такка мĕн тĕслĕ?

 — Вăл мĕн тăвать?

 — Эсир хĕллехи
вăрманта е рашчара пулса курнă-и?

Пĕтĕмлетÿ: Хĕллехи
вăрманта йĕлтĕр сырса çÿрени сывлăхшăн питĕ усăллă.

2.      Физкультмнутка:

Сивĕ çилĕ лăпкăн вĕрчĕ,

Тайăлаççĕ йывăçсем.

Пит ÿсесшĕн вĕсем
çÿллĕ

Эпир лартнă йывăçсем.

             Ак
эпир те кармашатпăр,

             Халь
çитесшĕн вĕсене.

             Кăшт
хумханнă хыççăн пурте

             Ларар
парт
а хушшине.

4. Ула такка çинчен
калаçу иртересси.

 а) — Эсир ула
такка çинчен килте мĕнле интереслĕ материал тупрăр?

а) Ачасем чăвашла
каласа (вуласа) параççĕ.
Тăлмачă
вырăсла куçарса парать.              Пĕрремĕш вĕренекен. Ула такка тÿррĕн
вĕçмест, пысăк хум çинче ишнĕн хăпарса – анса вĕçет. Çĕрле çÿреме юратмасть.
Утаймасть — аран — аран куçкалать кăна. Йывăç тăрăх улăхма тесен вара ула такка
пек маçтăр çук.

Иккĕмĕш вĕренекен. Кун
çутинче кунĕпех апат шыраса çÿреççĕ. Çак ĕçре ула таккасем питĕ тимлĕ. Йывăçа
тĕпĕнчен пуçсласа вĕçне çитичченех тĕрĕслесе тухаççĕ, мĕнпур хушăка, çурăка сăнаççĕ,
таккаса тĕпчеççĕ. Йывăç хуппи айĕнчи хурт- кăпшанка е унăн личинкисене тупсанах
ула такка вĕсене сăмсипе хыпса илет. Йывăç çурăкĕнчи е хушăкĕнчи пĕр-пĕр
чĕрчуна асăрхасан сăмсипе таккаса шăтăк шǎтăрать, унтан ăна вăрăм та çыпçăнчăк
чĕлхипе туртса кăларать.  

Виççĕмĕш
вĕренекен
.
Кĕркуннерех ула таккасен апачĕ улшăнать. Ытларах лăсăллă йывăçсен вăррисемпе
тăранса пурăнма тытăнаççĕ. Йĕкеле сăмсипе шаккаса уçать, йĕкел хуппи ăшĕнчен вǎррине
туртса кăларать. Сăнанă тăрăх, ула таккана пĕр йĕкеле çисе яма 5 – 8 минут кирлĕ.

Тǎваттăмĕш
вĕренекен.

Тĕрлĕрен сиенлĕ хурт- кăпшанкăна çинисĕр пуçне вĕсем йывăç хăвăлĕсем туса
тĕрлĕрен вĕçен кайăксене ĕрчеме лайăх условисем туса параççĕ. Çавăнпа пĕрлех вăрман,
парк, сад ĕçченĕсене йывăçсен сывлăхне пĕлтерсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен çак ула
таккасем чирлĕ йывăçсене çеç таккаççĕ.  

в) Ула такка
çинчен калав тăвасси

·       
учитель
ачасем (слайд
тăрăх)

 — Эсĕ ула такка
курнă-и?

Эпĕ ула такка
курнă.

 — Ула такка мĕн
тĕслĕ?

 — Ула такка
шурă-хура çунатлă, шурǎ хырăлă, пуçĕ хĕрлĕ.

— Вăл мĕн пысăкăш?

— Вăл пысăках мар
кайăк.

— Сасси мĕнле
илтĕнет?

— Сасси так-так
тесе илтĕнет.

— Ула такка усăллă
кайăк-и?

— Ула такка усăллă
кайăк.

— Мĕншĕн ула
таккана вăрман санитарĕ теççĕ?

— Ула таккана вăрман
санитарĕ теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл йывăçсемшĕн сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тăранса
пурăнать.

·       
ушкăнсемпе
ĕçлени

пĕрремĕш ушкăн

иккĕмĕш ушкăн

виççĕмĕш ушкăн

5. Çыру ĕçĕ.

Пирĕн вăрмансенче
тата мĕнле кайăксем хĕл каçаççĕ?

(слайд ÿкерчĕк)

 а) Чана, чакак, уйăп, шалинкурăс, кăвакарчăн, ула такка, çерçи, ула курак, кăсăя.

а) кайăк ячĕсене
тетраде çырса хурăр

б) тĕрĕслетпĕр

в) — Çак кайăксене
пирĕн патра хĕл каçма çăмăл-и?

 — Пирĕн вĕсене
мĕнле пулăшмалла?

Пирĕн вĕсем валли
сырăш тумалла.

Апат çитермелле. 

III. Пĕтĕмлетÿ.

1.     Хĕллехи вăрмана
эпир калав тăрăх мĕнле сăнларăмăр. Пĕтĕмĕшле калǎр.

                              
юрпа хупланнă

юр çăвать                                         
                            
тÿлек, шăп

                               
хĕллехи вăрман

тĕлĕрет                                                                   
кайăк сасси илтĕнмест

2.     «Юр
тăкăнать» юрă.

 Е.
М
. Иванова
.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейре чăваш чĕлхине вĕрентекен

Кĕрхи вăрманта пултăмăр

Кĕрхи вăрманта пултăмăр

Хĕвеллĕ ăшă кун эпир Мăн Ямаш çывăхĕнчи вăрмана, Çут çырма уçланкине класс ертÿçипе пĕрле экскурсие кайрăмăр. Хĕвел çуллахи пек йăл кулса пăхать, пирĕн кăмăла тивĕçтерет, хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине сапалать. Ылтăн кĕркунне вăрманта мĕн тери аван! Йĕри-тавра сарă, кĕрен, хăмăр тĕс куçа илĕртет. Сарă, кĕрен тутăр çыхнă хурăнсемпе вĕренесем пире алă çупсах кĕтсе илчĕç. Ăшă çилĕ вĕрнипе çулçисем шĕпĕлтетеççĕ, пĕр-пĕрин хушшинче темĕн пăшăлтатаççĕ. «Килĕрех, килĕр. Эпир сире яланах тарават», — теççĕ пулас. Вĕсене хирĕç сăмах хушмасăр чăтаймарăмăр,  кăмăлтан тав турăмăр.

Класс ертÿçи пире вăрмана сăнама, илемне курма вĕрентрĕ. Мĕн чухлĕ илем! Çав илеме курма пĕлмелле кăна иккен. Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хит-ре. Ура айĕнчи çулçă чăштăртатни те кăмăла çĕклет. Хурăн, вĕрене, пилеш, палан çулçисене пĕр çĕре пуçтаратăн та çÿлелле ывăтатăн. Сан тăрăх авкаланса çулçăсем çĕр çине вăраххăн ÿкеççĕ. Акă вăл ăçта савăнăç!? «Çулçă çумăрĕ» айĕнче питех те лайăх. Тулли кăмăлпа сывлатăн, уçă сывлăш чуна уçать.

Кунтах акă пилеш хăйĕн вут пек çимĕçĕсемпе мăнаçланса ларать. Китайка йывăççи те вĕтĕ çимĕçĕсемпе мухтанать. Вĕсем патне пымасăр чăтаймарăмăр, тутанса та пăхрăмăр. Вăрманта кăмпасем курăнсах каймаççĕ, мăйăрсем те тахçанах çĕр çине тăкăнса пĕтнĕ ĕнтĕ. Кайăк юррисем те илтĕнмеççĕ. Унта-кунта чакак чаклатни те, улатакка йывăç тăрринче таклаттарни çеç илтĕнет. Кĕрхи вăрманта класпа пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

Лилиана БАРАНОВА.

Назад

Презентация по чувашскому языку на тему «Зимний лес»

Оценка 4.8

Презентация по чувашскому языку на тему "Зимний лес»

Переведи слова с русского языка на чувашский язык. Прочитай стихотворение «Зимний лес» выразительно. Поупражняйся в чтении стихотворения. Прочитайте стихотворение хором выразительно. Вспомни правило об ударении в чувашских словах. Восстанови стихотворение «Зимний лес». Заверши предложения. Составь свой рассказ о зимнем лесе, используя новые слова.Презентация на тему «Зимний лес»

Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.

Урок теми:  Вăрман — пирĕн пуянлăх.

Тĕллевсем: 1) палăртнă темăпа вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетесси;

                       2) тĕрлĕ хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси;

                       3) тăван тавралăха юратма, унăн  илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: «Вăрман», «Йывăçсем» çинчен презентации; ваттисен сăмахĕсем,

Урок юхăмĕ

1.Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.

    -Ачасем, паянхи урока эпир вăрмана халаллатпăр. Эпир сирĕнпе вăрманăн çут çанталăкри тата çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен калаçăпăр.

 — Вăрман çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр.

3. Фонозарядка.

        Вăрман вăл ман,                           Вăрман вăл мул,

        Вăрман вăл сан,                            Вăрман- тупра,

        Апла пулсан-                                Апла пулсан —

        Вăл тус-тăван.                              Ăна  упра.

4. Умĕнхи калаçу.

   1)  Вăрман –вăл пирĕн пурнăç. Вăл пире мĕнле усă парать? Вăрман пирĕн пурнăç тетпĕр пулсан чи малтанах вăл пире кислород парать. Кислородсăр пурăнаймастпăр. Вăрман сывлăша тусанран тасатать. Енчен те эпир таса сывлăшпа сывлас тетпĕр пулсан, чирлес мар тесен пирĕн нумайрах йывăç лартмалла. «Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла», — тенĕ ваттисем.

 — Вăрманта мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?

  2) Ачасем слайдсем тăрăх йывăç ячĕсене каласа тухаççĕ.

5. Текстпа ĕçлесси.

       Пирĕн çĕр-шывра вăрман питĕ нумай. Чылай çĕрте вăрмансем пысăк та çăра. Вăрмансем çĕршер-пиншер километра тăсăлаççĕ. Вăрăм та сивĕ хĕл тăнă çĕрте пысăк хырсемпе чăрăшсем ÿсеççĕ. Ăшăрах çĕрте хурăн, çăка, ăвăс,  юман, вĕрене ÿсет. Вăрман çыншăн питĕ хаклă.

  Вăрман – пирĕн планетăн «ÿпки». Вăрманти йывăç-курăк çав тери нумай кислород кăларать, сывлăша тусанран, йÿçек газран  тасатать.

  Вăрман- пирĕн пуянлăх. Вăл нумай çимĕç парать: мăйăр, çырла, кăмпа….

  Вăрман – чĕр чунсемпе кайăксен килĕ, хÿтлĕхĕ.  

  Вăрман çĕре эрозирен сыхлать.

  Вăрман çынсене хăйĕн илемĕпе савăнтарать, таса сывлашĕпе кăмăла çĕклет, сывлăха çирĕплетет. Мĕн чухлĕ кăмпа, çырла, эмел курăкĕ парнелет пире вăрман!

  Çавǎншǎн вǎрмана пирěн тав тумалла, ǎна сыхласа та упраса хǎварас тесе тǎрǎшмалла.

    а) кăтартуллă вулав;

    ă) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси;  

            çăра- густой

            хÿтлĕх – защита

            кăмăла çĕклет – настроение поднимает

            сыхла, упра – беречь, хранить  

  б) текста пайăн-пайăн  вуласси;

    в) вырăсла куçарасси;

    е) ыйтусемпе ĕçлесси.

-Эсир вăрманта пулнă-и?

— Вăрмана çÿреме сире килĕшет-и?

— Эсир вăрмана çырла татма çÿретĕр-и? Каласа парăр.

— Вăрманта ÿсекен мĕнле кăмпасене пĕлетĕр?

— Эсир вăрмана  канма çÿретĕр-и?

— Кану вырăнне тирпейлесе хăвратăр-и?

— Вăрмана таса та тирпейлĕ тытас тесен мĕн тумалла?

6. Кластер туни.

     Вăрман çыншăн мĕн?

     Вăрман мĕн парать?

7. Кану саманчĕ.

    Тупмалли юмахсемпе ĕçлесси. Кашни ача хăне валли пĕрер хăю туртса илет.

— Вăрманта тĕрлĕ чĕр чунсем, кайăксем  пурăнаççĕ, тĕрлĕ çимĕçсем ÿсеççĕ. Эсир вĕсене пĕлетĕр-и?

1. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă.

2. Çулçи çук- туратлă, йĕплĕ – чĕрĕп мар, хĕлле те çулла та пĕр тумпа.

3. Çĕр ăшĕнчен шлепке тăхăнса тухать.

4. Вăрманта йĕплĕ çăмха выртать.

5.Çулла сăрă, хĕлле шурă.

6. Çулла симĕс, хĕлле çара.

7. Ку çимĕç шĕшкĕ çинче ÿсет. Ăна пакша та пуçтарать.

8. Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе, йывăç тăрăх сиккелет.

9. Кушак мар – шăши тытать,сĕт ĕçет, çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.

10. Йывăçсен тухтăрĕ.

8. «Чăваш вăрманĕ» çинчен видеофильм пăхасси.

     Видеофильм умĕнхи калаçу.

 -Чăваш Республикинче мĕнле вăрмансем пур?

 -Йăлăм вăрманĕ ăçта вырнаçнă? Сăр вăрманĕ ăçта вырнаçнă? Сăр вăрманне урăхла мĕнле калаççĕ?

9. Ваттисен сăмахĕсеме ĕçлесси.

      Вăрман çур тăлăп.

      Вăрман пуян, уй аслă.

      Хирте-хитре, вăрманта – ырă.

      Вăрман чуна та, ÿте те сиплет.

10. Çыру ĕçĕ. Панă сăмахсенчен тĕрĕс предложении туса çырасси.

Çĕр шыв, илемĕ, вăл, вăрман.

Йывăç, икĕ, пĕр,  кассан, йывăç, ларт.

Пĕлсе, усă, вăрманпа, кур.

Сиплет, вăрман, ÿте, те, чуна, та.

11. Урока пĕтĕмлетни.

— Урокра мĕн çинчен калаçрăмăр? Вăрман  мĕн парать? Вăрмана сиен кÿме юрать-и?

12. Ачасен ĕçне хаклани.

Урок теми : « Хел илеме».

Урок тесе: информаципе хутшану технологийесемпе уса курса ирттерне  

                    вулавпа тишкеру уроке.      

Сапарлав теллеве :ачасене таван тавралаха юратма , санама верентесси ,

                      унан илемлехне курма ,упрама ханахтарасси .

Пелу теллеве: султалак вахачесем синчен вереннине аса илесси, хел

                      илеме  синчен , сав вахатри улшанусем синчен теплен аса илсе  

                     петемлету тавасси .

Аталантару теллеве  : ачасен    сыханулла пуплевне , шухашлавне , тимлехне

                      аталантарасси  , хайсен пелевне сиреплетме тата петемлетме

                      верентесси .

Уса курна технологисем :  информаципе хутшану технологийесем .

Ес мелесемпе меслечесем : ыйту – хурав , учитель самахе , каласу , шырав –

                      тепчев ,тишкеру – петемлету , илемле вулав , тест ирттересси .

Пуплев ханахавесем: сасасене терес каласси ; ыйтусем парас , хуравлас ,

                     илемле те терес вулас ханахусене аталантарасси ; самах

                     йышне пуянлатасси , сыханулла пуплеве аталантарасси .

Курамлах хатересем : компьютер , проектор , экран ,слайдсем , валесу

                   карточкисем .

Словарь есе : тинех ,чатамсарран  , лаплантар , кус курать , перре те,

                 саватпар , певе.

Урок юхаме:

1.    Урок темипе , йеркипе паллаштарни .

Верентекен самахе .

— Паянхи урок темине . эсир сава йеркисенчен анланса илме пултартар пуле  тетеп . ( Экран синче слайд « Юр савать» )

— Эпир паян султалакан хаш вахаче  синчен каласапар – ши ? ( Хелле синчен )

2. Темапа еслени.

— Ачасем , чи малтан султалак вахачесем синчен аса илсе хаварар- ха .

Султалакра мисе вахат , весен ячесем менле – ши ?

(Тавата  вахат : хелле , суркунне , сулла , керкунне )

— Кашни вахат мисе уйах  тасалать ,уйах ячесене те аса илсе хаварасче.

(Кашни вахат висе уйах тасалать .

Хеллехи уйахсем : раштав , карлач , нарас .

Суркуннехи уйахсем : пуш , ака , су .

Суллахи уйахсем : сертме , ута , сурла .

Керкуннехи  уйахсем : аван , юпа , чук .)

— Пите терес , ачасем . Хале хелле синчен тепленрех каласапар . Хелле  ситнине чи малтан сут санталакра пулса иртне менле улшанусем катартассе –ши ? (2 слайд « Шура юре суре ,суре … )

(Уйсемпе – хирсенче , вармансенче  , ялсемпе – хуласенче , пур серте те шап-шура , капаш юр выртать . )

— Хелле ситсен санталак менлерех улшанать ? ( 3 слайд « Паянхи санталак» )

( Хевел хытах ашатаймасть, сиве сил верет , юр савать )

— Маттур ,пите терес палартрар , ачасем . Хел ситсен сынсен  пурнасенче улшанусем пулассе – ши ?

(Санталак сиве пирки сынсем аша тумтир тахана  пусларес : керек , пальто алсиш , самата , калпак , шарф .)

-Хелле ачасемшен саванасла вахат . Меншен ?

(Хелле ачасем йелтерпе , сунашкапа , конькипе яранассе . Печекреххисем юртан юр келетке тавассе )

-Паянхи урокра та эпир ачасем хелле ситнишен саванни синчен вулапар . Кенекесене 117  — меш страницана  усатпар. « Тинех хел ситре» калава тупатпар . чи малтан эпе сире хам вуласа парап . Тимлен йерлесе пырар .

   Тинех чан-чан хел ситре . Ир те , кас та юр савать . Хура сере шуратать . Сиве    кунсем те тарассе . Чуречесем хитре эрешсемпе витенчес . Юхан шывсем , певесем , кулесем шанчес . Йери-тавра – шап-шура юр.

    Эпе хеле чатамсарран кететеп , меншен тесен конькипе яранма юрататап Эпир семьепе  час-часах хеллехи варманта пулатпар , унта йелтерпе яранатпар . Паян эпе веренместеп , канатап . Кантарла йелтер илтем те урама васкарам . Манан йамак та перле утре . Вал аша курткапа , калпакпа , атапа.

    — Таня , эпир йелтерпе яранатпар-и ? – ыйтре манран йамак .

    — Яранапар , яранапар  , — лаплантартам ана .

     — Нумай яранапар-и ?  — тере йамак .

     -Кус курать, — хуравларам эпе.

     Эпир йамакпа урамра нумай ярантамар . Сиве санталакран перре те харамарамар. Яранна вахатра вара печек сава сыртамар.

              Юратна шура хел!

              Сана саватпар – пел !

— Ачасем , калава хавар теллен вулама пусличчен , доска синчи сене самахсемпе паллашар .Черетлен вуласа пурте  перле каласа пырар : тинех –наконец-то ; чатамсарран – с нетерпением ; йелтер – лыжи ; витенчес – покрылись ; певе – пруд ; лаплантар – успокоил ; кус курать – видно будет ; перре те – нисколько ; саватпар – обожаем .

Физкультура саманче .

Кантакран шаккать ирех

Касая тус сивере .

Кунсем сивее тана чух

Кучченес пире пит чух.

Сад пахчинче сурсертен

Уйап килне ханана .

Уме пите херлерен

Улма тейен эс ана.

— Ачасем , хелле синчен , хеллехи санталак синчен сынсем  елекех терле санавсем туна . Хале эпе сире сав санавсемпе паллаштарасшан .Сире карточкасем валессе паратап . Есе «Терес йеркеле» ятла .Санав пайесене терес перлештерсе тухмалла .

1 .Хел таманла пулсан

2.Сил кантар енчен версен-

3.Сене сул куне юр сусан

4. Серсисем йывас таррине ларса чевелтетсен

5.Сарт синче юр нумай пулсан

6.Хелле юр таран пулсан

а) су сумарла пулать .

а) таман пуласса

б)тыра аван пулать .

в)юр савать тессе.

 г)сырла нумай пулать .

д)тыра анса пулать.

-Хале калава хавар теллен вулар .Енчен  те анланман самахсем тел пулсан ,  ыйтатпар  . (Ачасем вулассе .)

— Калава  вырасла кусарапар . Яланхи пекех черетлен еслетпер . (Вуласа кусарассе.)

-Ачасем , калава кам менле анланче ? Вырасла содержанине каласа парар , тархасшан .( Ике , висе ача каласа парассе .)

Текст содержанийепе  еслесси :

Ыйтусем  сине хуравласси .                                                                              

-Текстра сулла синчен калана-и ?

— Таня хеле юратать-и ? Меншен ?

— Паян Таня йелтерпе яранче-и ?

-Настя паян урамра пулче-и ? Унта вал мен туре ?

-Таньапа Настя хел синчен калав сырчес-и , сава-и?

-Эсир хел синчен хитре савасем пелетер-и ?

-Ачасем калавра , эсир калана савасенче хел илеме синчен менле  самахсемпе , самах савранашесемпе палартса хаварна

Хуравесем : 1а,2а,3б,4в,5г,6д

— Хаварттан терес хуравсене каласа тухар .

Вереннине петемлетни :

(6,7,8, слайдсемпе еслесси)

-Ачасем , хелле ситсессен сынсен пурнасенче сес мар , тискер чер  чунсемпе кайак – кешексен пурнасенче  те пысак улшанусем пулса иртессе.Сак улшанусем синчен каласса илер – ха.

(Тискер чер чунсен самесем хуламланассе , хаше –перисен тесесем те улшанассе .

Хаш пер чер чунсем сыварма выртассе :упа , череп , селен- калта .

Чылай кайаксем аша енне хел касма вессе каяссе :чекес , вершен, шанкарч, курак, куккук, шапчак…

Теприсем вара пирен патрах хел касассе : кавакарчан, ухе, тамана , серси,чакак… )

-Ачасем , хеллехи сивере кайаксене апат тупма пите йывар .Эпир весене менле пулашма пултаратпар-ши?

(Ачасем сырашсем туса сакассе , весем сине керпе ,сакар тепренчеке, сала татаке хурса парассе .)

(9 слайд)

-Ачасем, сак слайд  синче эсир менле кайаксене куратар ?

(Уйапсемпе касаясене .)

-Весене меншен уйарнине пелетер –и ?

Уйапсемпе касаясем пирен енне хел касма  килессе икен . Пилешпе палан , катаркас сырлисене пите камалласа сиессе весем . Уйапсен херле песехисем шура юр синче херле панулми пекех куранассе .

Хел сиввинче кайаксем ан нушаланччер тесен , весене вахатра апат пама ан манар,ачасем ! Кайаксем – пирен печек туссем .   

— Ачасем , хел илеме синчен эпир менле самахсемпе калама пултаратпар ?

-Хеллехи вахат сире килешет-и ?

( Капашка шура юр , илертулле  тавйкки , Хел Мучипе Юр пике , сил пек

сунашка …)

— Ачасем , килте  сирен хел илеме синчен печек калав е сава сырса килмелле .

-Паян урокра маттур есленешен сире пысак тав .

Ачасен есне хаклани .

Урока веслени.

Просмотр содержимого документа

«Хел илеме. »

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Сочинение фаталист герой нашего времени краткое
  • Сочинение флейта позвоночник
  • Сочинение хезмэт яшэу шатлыгы
  • Сочинение флаг герб гимн
  • Сочинение хасел на аварском языке 6 класс

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии