Конкурс афористического рассказа
«Мудрость слова»
Моя прабабушка
Выполнила: Селивестрова Софья (7 лет)
Руководитель:
Селивестрова Лира Фёдоровна,
Цели:
Приобщать детей к красоте, мудрости народного
слова
Ценить
добрые дела, людей, которые их совершают, стремиться самому быть добрым,
понимающим, милосердным.
Обогащать
и активизировать словарь обучающихся;
Ырă кукамай.
Манăн юратнă ватă кукамай, Максимова Александра Александровна, 82 çулта. Вăл
Çĕрпÿ районне кĕрекен Тĕрер ялĕнче пурăнать. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿснĕскер,
халĕ те унăн ĕçчен алли валли ĕç тупăнать. «Еç вăл пурнăç илемĕ» — тет кукамай
пире, кĕçĕн мăнукĕсене. Пур ĕçе те пĕтĕм чĕререн тăрăшса, юратса, тирпейлĕ тума
вĕрентет. «Çын ĕçĕпе паха» текен ватттисен сăмахне ялан аса илтерсех тăрать.
Ырă чунлă кукамайран тĕслĕх илетпĕр тата вĕрентекен пур чухне вĕренсе юлма
тăрăшатпăр. Çавăнпах пулĕ кĕркуннехи, хĕллехи, çуркуннехи, çуллахи каникулсенче
яланах кукамайпа пĕрле пахчара ĕçлетпĕр, выльăх – чĕрлĕх пăхатпăр, тутлă кукăль
пĕçеретпĕр, алсиш – носки çыхатпăр. Пĕрле тăрăшса ĕçлесен канма та аван – çке
тата. Кукамай пирĕн шкулти çитĕнÿсемпе интересленет, яланах малтисен ретĕнче
пулма хушать. «Алăра ĕç пултăр, пуçра, ăс пултăр» — тет. Ырă кукамайăн сăмаххи
те ăшă. Мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ, сăвă – юрă пĕлмест пулĕ вăл. Нимĕçле те ăста
калаçать кукамай.
Эпир ватă кукамайпа савăнатпăр, мухтанатпăр, мĕншĕн тесен вăл Тĕрер ялĕнче
пуринччен те лайăххи, маттурри, ĕçченни, чи хисепли.
Ман юратнă кукамай Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнать. Каникул пуçлансанах эпĕ яла каятăп. Ялта уçă сывлăш, кукамайпа кукаçи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çулла пахчара тем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Кукамай калашле, савăнса кăна пурăн, ĕçлеме çеç ан ӳркен.
Ман кукамай кашни çуркунне хăй çуралнă тăван ялне, Урпаша, кĕçĕн хĕрĕ патне хăнана каять. Анчах та амăшĕ хĕрĕ патне пушă алăпа кайни пулман. Кăçал куккук евĕр чăпар чăххине пусма лартрĕ те хĕрне чĕпсем леçсе пама шутларĕ.
Тепĕр виçĕ эрнерен чĕпĕсем шимплетни мана питĕ савăнтарчĕ. Вунпилĕк чĕпĕ! Шăпах эпĕ ун чухне ялтаччĕ.
Чăпар чăхха кукамай витрене лартса çӳлтен тутăрпа çыхрĕ — текех вĕçсе тухса тараяс çук. Чĕпписене алапа пуçтарса тытрĕ.
Кукамай хăйне пĕччен çул çинче кичем ан пултăр тесе мана та пĕрле пыма чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.
— Кукамай, мĕншĕн чĕпписене амăшĕнчен уйăртăн?
— Амăшĕ вĕсене витрере таптаса вĕлерсе пĕтерет.
— Кукамай, чĕпписене мĕншĕн тепĕр витрене ямарăн? Кĕвентепе йăтса пыма мĕн тери лайăхчĕ…
— Вун пилĕк чĕппе сывлăш çитмест, пушă вырăн та ытларах кирлĕ. Витре тĕпĕнче пĕрне-пĕри хĕссе вĕлерме пултараççĕ. Çитменнине вĕсене пăчă унта. Çук, çук, Наçтук, чĕпĕсем витрере чăтаяс çукчĕ…
Ыйту хыççăн ыйту. Çапла калаçса пынă хушăра сисмен те такăр çултан пăрăнса сарлака урпа уйĕ тĕлне çитсе тăнă. Пĕрре пăхсанах вĕçĕ-хĕрри курăнмасть пек, анчах малалла тинкерсе пăхсан ял курăнать. Шăпах çав яла çитмелле те ĕнтĕ пирĕн кукамайпа иксĕмĕрĕн. Сукмак тупса эпир урпа уйĕпе утрăмăр. Калаçса пырсан çул кĕскелет тесе, мана кукамай хăй çуралнă ялĕ пирки тĕлĕнмелле халап каласа пачĕ.
— Ман тăван ялăмăн — Урпашăн — хăйĕн халапĕ пур. Урпаш ячĕнчен кăнтăрарах, сăрт çамки çинче, Туçи ялĕ вырнаçнă. Халап тăрăх çак ялта «Слака» ятлă хресчен хăйĕн çемйипе пурăннă. Унăн икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитĕнсен пĕр ывăлĕн килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма вăхăт çитнĕ. Ашшĕ пĕр ĕнине килтен кăларса ывăлне çак ĕне хыççăн кайма хушать. Выльăх çисе тăранса ăçта канма вырпать — çавăнта кил-çурт çавăрма пиллет. Ĕне Туçи ялĕнчен тухса çурçĕр еннелле утать, кĕçех пĕр пысăках мар вăрман уçланкинче чарăнать, юнашарах пĕчĕк юханшыв та юхса иртнĕ. Тутă выльăх шыв ĕçсе канма выртать. Çапла вара Слака ывăлĕ çав вырăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлать. Çак илемлĕ вырăна Çатра ялĕнчен Коришăн ятлă хресчен те куçса килсе кил-çурт çавăрать. Икĕ йăх çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Вăрман касса тунă анасем çинче урпа калама çук тухăçлă пулать, çавăнпа вĕсем ытларах урпа акса тăваççĕ те. Хăйсен ялне те урпапа çыхăнтарса «Урпаш» теме пуçлаççĕ, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юханшыв та Урпаш пулса тăрать.
Паян Урпаш ялĕнче ытларах виçĕ йăх çынни пурăнать: Улай йăхĕ, Коришăн йăхĕ, Микиш йăхĕ. Коришăн йăхĕсен хушамачĕ — Иванов, Микиш йăхĕсен хушамачĕ — Никифоров. Ман анне, сан ватă кукаму, каланă тăрăх — эпир — Микиш йăхĕсем.
Çапла шăкăл-шăкăл калаçса кукамайпа яла çитрĕмĕр. Анук аппапа Микулай йыснан çĕнĕ чул çурт. Пысăк та шап-шурăскер аякранах курăнса ларать. Пахча хыçĕнче ӳсекен çĕмĕрт чечекĕн шăрши мана хырăм выçнине аса илтерчĕ.
— Наçтук, шӳрпе çиетĕн-и?
Ыйтаççĕ тата! Ун пек тутлă апата ялта çеç çисе курма пулать вĕт, хулара анне пĕçермест. Ывăннипе сĕтел хушшинчех тĕлĕрсе кайнă. Тĕлĕкре çав тĕлĕнмелле ĕнене курнă.
Каç енне Микулай йысна ĕçрен таврăнчĕ те пире кукамайпа иксĕмĕре хăйĕн тимĕр урхамахĕпе кукаçисен ялне лессе ячĕ.
Халапĕ
Ман тăван ялăмăн — Урпашăн — хăйĕн халапĕ пур. Урпаш ялĕнчен кăнтăрарах, сăрт çамки çинче, Туçи ялĕ вырнаçнă. Халап тăрăх çак ялта «Слака» ятлă хресчен хăйĕн çемйипе пурăннă. Унăн икĕ ывăл çитĕннĕ. Ывăлĕсем ӳссе çитĕнсен пĕр ывăлĕн килтен уйрăлса тухса кил-çурт çавăрма вăхăт çитнĕ. Ашшĕ пĕр ĕнине килтен кăларса ывăлне çак ĕне хыççăн кайма хушать. Выльăх çисе тăранса ăçта канма выртать, çавăнта кил-çурт çавăрма пиллет. Ĕне Туçи ялĕнчен тухса çурçĕр еннелле утать, кĕçех пĕр пысăках мар вăрман уçланкинче чарăнать, юнашарах пĕчĕк юханшыв та юхса иртнĕ. Тутă выльăх шыв ĕçсе канма выртать. Çапла вара Слака ывăлĕ çав вырăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлать. Çак илемлĕ вырăна Çатра ялĕнчен Коришăн ятлă хресчен те куçса килсе кил-çурт çавăрать. Икĕ йăх çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Вăрман касса тунă анасем çинче урпа калама çук тухăçлă пулать, çавăнпа вĕсем ытларах урпа акса тăваççĕ те. Хăйсен ялне те урпапа çыхăнтарса «Урпаш» теме пуçлаççĕ, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юханшыв та Урпаш пулса тăрать.
Халап çăлкуçĕ: Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнакан Трофимова Любовь Вениаминовна (ман кукамай), Емельянов Александртан, 2009 çулта çырса илнĕ.
Манăн кукамай, Перасковья Михайловна Иванова, хăйĕн ĕмĕрне Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнса ирттернĕ. Ултă çул каялла, 97 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Вăл вăрçăран хăрах урасăр таврăннă офицерпа çемье çавăрнă, виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Ах, мĕн тери, мĕн тери хаклă çын пулнă вăл маншăн! Халĕ хам та çамрăках мар. Мăнукăмсем тахçанах «асанне, кукамай» тесе чĕнеççĕ пулин те, çав-çавах хамăн юратнă кукамай вĕрентсе каланисем паянхи кун та куç умне чĕррĕн туха-туха пыраççĕ. «Аля, çыннăн пурнăçĕнче паянхи кунпа çеç мар, иртнине аса илме те, малашлăх çинчен ĕмĕтленме те пĕлес пулать», — тетчĕ. Тымарсăр йывăç çук тенĕ пек — иртнисĕр малашлăх çук. Чăн та çапла. Унăн тĕрĕс пурăнма вĕрентсе каланă сăмахĕсем хăлхара янраса тăраççĕ, чĕрери ăш туйăмсене вăратса чунăмри ырă кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Вара çав самантрах кама та пулин пархатарлă ĕç туса парас килет. Кукамайăн пилне яланах асра тытса упратăп. Тен, çавăнпа та пулĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе, малалла çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнатăп. Çакă çутă тĕнчере йăх хăвачĕ тымарта иккенне çирĕплетсе çапла калас килет. Юратасчĕ ачасене, хисеплесчĕ ватăсене, манас марччĕ ку тĕнчерен куçнă чи çывăх тăвансене. Вара тин эпир хамăра пархатарлă та çирĕп тымарлă йывăçăн çĕнĕ хунавĕсем пек туйăпăр.
А.ДМИТРИЕВА.
Кукамай, пуç таятăп сана
Кукамай – Вера Прокопьевна Волкова – 1937 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Мăнал ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Алексеевсен 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă, анчах та кукамайăн 2 шăллĕ чире пула ача чухнех умлăн-хыçлăн çĕре кĕнĕ.
Кукамай 4 çулта чухне ашшĕне вăрçа илсе каяççĕ. Вăл унта тыкăна лекнĕ, киле вăрçă пĕтсен тепĕр 3 çултан кăна таврăннă. Анчах та вăрçă суранĕсене пула нумай пурăнайман, часах çĕре кĕнĕ.
Кукамай вăрçă чарăннине паянхи пекех ас тăвать. «Ун чухне пире, шкул ачисене, хĕрлĕ ялавсем пачĕç те урамсем тăрăх вăрçă чарăннă! вăрçă чарăннă! – тесе кăшкăрса чупма каларĕç», – аса илсе каласа парать вăл. Вăрçă чарăнсан та пурнăç тÿрех йĕркеленсе каяйман-ха, халăхăн самаях терт-нуша чăтма тивнĕ. Аслисемпе пĕрле ачасем те колхозра пур ĕçе пурнăçланă. Епле чăтнă-ши? Çи-пуçĕ начар, урара çăпата, апат-çимĕç япăх, пÿртре хутма вутă çук…
Мăнал шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн кукамай Ишлейри пĕр предприятие ĕçе вырнаçать, 25 çул çĕвĕ ĕçĕнче вăй хурать. Ĕçчен çынна ял савать. Манăн кукамая Олкаш ял каччи Леонид Волков куç хывать. Çемье çавăрса мăшăр 4 хĕрпе 1 ывăл çуратса ÿстереççĕ. Халĕ ачисем пурте çемьеллĕ.
Пирĕн кукамай чăннипе те телейлĕ. Унăн 10 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук. Шел, пирĕн кукаçи 23 çул кукамайпа пĕрле пурăннă хыççăн йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Кукамай халĕ аслă хĕрĕн çемйипе пурăнать. Вăл пурнăçра хура-шурне нумай курнă, çапах та вăл пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе çак çула çитни пирĕншĕн калама çук пысăк телей!
Ватă çын – тăватă çын тени пурнăçăн чăнлăхĕпе килĕшсе тăрать мар-и-ха. Вĕсем пире ăса вĕрентнине, кирлĕ чухне сĕнÿ панине эпир яланах асра тытатпăр. Кукамай, эс пурришĕн эпир савăнатпăр.
АНАСТАСИЯ КОЗУКОВА, МАМКА
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.
Открыть все новости
Кукамай, пуç таятпăр сана
Категория: Твои люди, район
Опубликовано: 21.11.2017, 09:23
Просмотров: 3022
Манăн кукамай, Клавдия Николаевна Егорова, çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Кукамайăм 1927 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Ярославка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пугачевсен çемйинче 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă.
Кукамай 14 çулта чухне, 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче, ашшĕне Николай Никифоровича вăрçа илсе каяççĕ. 1943 çулта вăл аманать, хăрах урине çухатса киле таврăнать. Степанида Григорьевнăпа 67 çул пĕрле пурăнаççĕ.
Вăрçă чухне ялта пурнăç çăмăл пулман. Çуллахи вăхăтра пĕр кун сиктермесĕрех ĕçе çÿреме тивнĕ: колхоз хирĕнче утă та çулнĕ, тырă та вырнă, вăрман та каснă. Вăрçă чарăнсан та терт-нушине сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Епле тÿснĕ-ши; Çипуçĕ начар, урара — çăпата, çимелли çитмест, хутма вутти çук.
Ярославка шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кукамай Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çуран 30 километр эрнере пĕрре яла çуран килсе çÿренĕ. Хăй каласа панă тăрăх, пĕррехинче çул çинче кашкăрсене тĕл пулнă. Питĕ хăранă. Çавăн хыççăн вĕренме кайма пăрахнă. 1948 — 1949 çулсенче ял Советĕнче ĕçленĕ.
Манăн кукамая Мăн Токшик ял каччи Павел Егорович Егоров куç хывать. 1949 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ, 3 хĕрпе 3 ывăл пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ. Халĕ ачисем пурте çемьеллĕ.
Кукамай чăннипех те телейлĕ. Унăн 16 мăнук тата 22 кĕçĕн мăнук. Шел, пирĕн кукаçи 64 çул кукамайпа пурăннă хыççăн, 87 çулта, чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Кукамай халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Ватă çын — тăватă çын тени пурнăçăн чăнлăхĕпе килĕшсе тăрать мар-и-ха; Кукамая тăхăр теçеткере тесе ниепле те калаймăн. Килти пур ĕçе те тума пултарать. Нумаях пулмасть Элĕк районĕнче «Пурте туслă çемьерен» конкурса та хаваспах хутшăнса килтĕмĕр. Ваттисем пире ăса вĕрентнине, кирлĕ чухне сĕнÿ-канаш панине эпир яланах асра тытатпăр. Кукамай, эсĕ пурришĕн, çавăн пек çывăх та хаклă çын яланах юнашар пулнишĕн эпир чунтан савăнатпăр. Эпир вĕсем — 3 хĕрĕ, 3 ывăлĕ, кĕрÿшĕсем, кинĕсем, йышлă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, мĕн пур тăванĕ.
Мăнукĕ Светлана МЕРЧЕН.
Мăн Токшик ялĕ.
Добавить комментарий
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Манăн анне, кукам, асанне — чи лайăххи
Категория: Общество
Опубликовано: 19.11.2021, 15:22
Просмотров: 566
Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 2 Б класра вĕренекенсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ — Лилия Александровна МАТВЕЕВА.
Манăн анне Ирина ятлă, вăл 28 çулта. Вăл питĕ лайăх анне. Халĕ пĕчĕк шăллăмпа килте ларать. Вăл пире пиччепе иксĕмĕре урок тума яланах пулăшать. Анне — ырă кăмăллă çын, вăл шỹтлеме те, шỹте ăнланма та пĕлет.
Анне маншăн — çут тĕнчери чи çывăх çын. Вăл чи хитри, чи ăсли. Хăш-пĕр чухне мана анне ятласа та илет. Шутласа пăхсан, вăл манăн йăнăшсене кăтартать, мана ыррине кăна сунать. Вăл манăн çитĕнỹсемшĕн савăнать, мана япăх пулăмсенчен сыхлать, упрать.
Виктория СЯДАЙКИНА.
ххх
Манăн аннене Алина Николаевна тесе чĕнеççĕ. Вăл 1976 çулта Серенкасси ялĕнче çуралнă. Анне Атнарти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ. Халĕ анне 45 çулта.
Манăн анне тирпейлĕ. Эпĕ аннене урай, чашăк-тирĕк çуса пулăшатăп. Эпир аннепе кукăль пĕçеретпĕр. Эпĕ аннене юрататăп.
Анастасия ОРИНОВА.
ххх
Анне вăл — пур çыншăн та чи тăван тата çывăх çын. Манăн аннене Алина тесе чĕнеççĕ. Вăл питĕ ĕçчен те ăста. Анне питĕ тутлă апат хатĕрлет, эпир яланах тепĕр хут ярса пама ыйтатпăр. Анне пирĕншĕн яланах тăрăшать, мĕн те пулин тĕрĕс мар пулсан — пăшăрханать. Манăн анне питĕ ырă. Эпĕ аннене питĕ юрататăп, вăл — манăн чи лайăх тус. Ăна хамăн вăрттăнлăхсене пĕтĕмпех каласа паратăп. Анне яланах ăнланĕ те пулăшĕ.
Владимир КАПРАЛОВ.
ххх
Манăн кукам Надежда Николаевна ятлă. Хальхи вăхăтра вăл ĕçлемест. Вăл кашни кунах килте. Кукамай килти йĕркелĕхшĕн тăрăшать, апат хатĕрлет. Вăл чи тутлă икерчĕсем пĕçерет.
Екатерина СОЛДАТКИНА.
ххх
Манăн анне тĕнчере чи лайăххи. Ăна Надежда тесе чĕнеççĕ, вăл 26 çулта. Анне машинсем валли саппас пайсем сутакан лавккара сутуçăра ĕçлет.
Анне питĕ тутлă апат пĕçерет. Вăл апат хатĕрленĕ чухне эпĕ те ăна пулăшма тăрăшатăп.
Эпир Хĕрлĕ Чутайра виçĕ çул ĕнтĕ пурăнатпăр. Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет.
Маргарита ПЛАТОНОВА.
ххх
Манăн аннене Валя тесе чĕнеççĕ. Вăл 43 çулта. Эпир çемьере виçĕ ача, эпĕ — чи кĕçĕнни. Пиччепе аппа шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Эпĕ вара иккĕмĕш класа çỹретĕп. Анне ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăл килсен вара мана уроксем тума пулăшать.
Эпĕ аннене юрататăп, унпа мухтанатăп.
Инесса МАЙОРОВА.
ххх
Маншăн чи хаклă çын вăл — анне. Ăна Ирина тесе чĕнеççĕ. Вăл манăн хитре те çамрăк. Анне алăксем тунă çĕрте ĕçлет. Вăл мана уроксем тума пулăшать. Анне пирĕн-шĕн яланах тăрăшать. Пире вăл юратать. Анне мана яланах ăнланать. Манăн анне чи лайăххи. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.
Семен БОГАТНАЕВ.
ххх
Манăн анне тĕнчере чи лайăххи! Вăл — питĕ ырă кăмăллă çын. Пирĕншĕн, ачисемшĕн, кашни кунах тăрăшать. Вăл мана яланах лăплантарĕ, никама та кỹрентерме памĕ. Анне мана питĕ юратать, эпĕ те ăна питĕ юрататăп. Вăл мана яланах пулăшĕ. Анне хăш чухне ятлаçать пулин те, мана уроксем тума яланах пулăшать. Вăл — чи лайăххи!
Василиса КАТЮКОВА.
ххх
Манăн мамака Нина тесе чĕнеççĕ. Вăл вулама, çыхма тата çĕлеме юратать. Мана уроксем тума пулăшать. Эпир унпа пушă вăхăтра урама уçăлма тухатпăр.
Никита САПОЖНИКОВ.
ххх
Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Валентина Александровна тесе чĕнеççĕ. Кукамай 57 çулта. Кукамай — ăслă, ырă кăмăллă, ĕçчен тата лайăх çын. Вăл 40 çула яхăн районти тĕп библиотекăра ача-пăча уйрăмĕнче библиотекарьте ĕçлет.
Эпир кукамайран инçе мар пурăнатпăр. Çуллахи каникулта эпĕ ун патĕнче канатăп. Кукамайпа пĕрле пахчара çырла пуçтаратпăр, кил картинче чăх-чĕпсене çитеретпĕр. Кукамай апат та питĕ тутлă пĕçерет. Мана яланах хуран кукли, икерчĕ пĕçерсе çитерет. Çывăрас умĕн юмахсем вуласа пама юратать.
Эпĕ хамăн кукамая питĕ юрататăп. Манăн кукамай — чи лайăххи.
Костя МАДЮШКИН.
Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ — Татьяна Васильевна ГОРБУНОВА.
Манӑн анне — чи лайӑххи. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, хаклатӑп. Манӑн анне, Алена Ивановна Богатеева, 1973 ҫулта Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӑн Этмен шкулӗнче 11 класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарта повар профессине алла илнӗ. Унтан «Путь коммунизма» колхоз столовӑйĕнче поварта ӗҫленӗ. Вӑл пире халӗ те тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫитерет. Анне хитре. Ун куллине тата тӑрӑшуллӑ, ӑшӑ аллисене юрататӑп. Аннепе пушӑ вӑхӑт ирттересси — манӑн савӑнӑҫ, эпир пӗрле телевизор пӑхатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫемьепе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнатпӑр, вĕсенче тӗрлӗ вырӑн йышӑнатпӑр. Манӑн йывӑрлӑхсем пур пулсан, эпӗ аннерен пулӑшу ыйтма пултаратӑп, вӑл пĕтĕмпех ӑнланӗ те кирлӗ канаш парӗ.
Эпӗ аннене питӗ юрататӑп. Вӑл — манӑн чи лайӑх тус, ҫавӑнпа ӑна хамӑн ӗҫсемпе кӳрентерес мар тесе тӑрӑшатӑп. Маншӑн ҫӗр ҫинче аннерен лайӑххи ҫук.
Юлиана БОГАТЕЕВА.
ххх
Манăн аннене Галина Николаевна тесе чěнеççě. Вăл Хватукасси ялӗнче ҫу-ралса ӳснӗ. Манӑн анне 11 класс пӗтернě те хулана вӗренме кайнă. Унтан вӗсем аттепе тӑван яла куҫса килнě.
Анне мана йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, эпӗ те ăна пулăшма тӑрӑшатӑп. «Анне вӑл — тӗнчери чи лайӑх ҫын», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Эпир аннепе час-часах вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр. Эпӗ ӑна хуҫалӑхра выльăхсене пăхма, тирпейлеме пулӑшатӑп, тепӗр чухне эпир пӗрле апат та хатӗрлетпӗр.
Маншӑн анне — тӗнчери чи хаклӑ та ырӑ ҫын. Эпӗ ӑна вӑл яланах пулӑшса тӑнӑшӑн юрататӑп.
Дарья Журавлева.
ххх
Аннеҫӗм — ҫут тӗнчери чи хаклӑ ҫыннӑм. Эпӗ ӑна питӗ хытӑ юрататӑп. Темшӗн мар, ахаль юрататӑп, хаклатӑп.
Манӑн аннене Татьяна Николаевна тесе чӗнеҫҫӗ. Анне кулли, пысӑк хӑмӑр куҫӗсем тата унӑн тӑрӑшакан, ӑшӑ, хаклӑ икӗ алли яланах умра. Вӑл питӗ ырӑ, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнать, пурте ӑна хисеплеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтра вӑл мана пулӑшма, ӑшӑтма пӗлет.
Анне пирӗншӗн (маншӑн, Сашӑшӑн, Наташӑшӑн) мӗн ҫуралнӑранах тӑрӑшать, ырӑкӑмӑллӑх, ачашлӑх тата амӑшӗн юратӑвне парнелет. Эпӗ аннене пуриншӗн те тав тӑватӑп. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул, сывлӑх, телей тата пур ӗҫре те ӑнӑҫу сунатӑп. Аннен куҫӗсем пирӗншӗн кӑна мар, пӗлӗшсемшӗн те, тус-семшӗн те ҫиҫсе тӑччӑр тетӗп эпӗ.
Аннеҫӗм, эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп, хисеплетӗп.
Надежда Антонова.
ххх
Кашни ҫыншӑн чи тӑван, чи хаклӑ икӗ ҫын пур — аттепе анне. Манӑн хамӑн анне ҫинчен каласа парас килет. Аннене Ольга Михайловна Воронова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл 1978 ҫулта Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ. Районти «ЭСТЕТ» компанире алӑксем тунӑ ҫӗрте ӗҫлет. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах кирлӗ пулсан, ҫирӗп пулма та пултарать. Анне питӗ хитре. Унӑн ҫӳҫӗ хура, куҫӗсем хӑмӑр. Вӑл савӑнать пулсан, куҫӗсем ҫуллахи вӑрман пек ӑшшӑн та ачашшӑн пӑхаҫҫӗ, чун савӑнать, хурлӑх та чакать. Манӑн анне ырӑ, ачаш, хаваслӑ, вӑтам пӳллӗ. Вӑл ҫутӑрах тӗслӗ тумтир тӑхӑнма кӑмӑллать: кӑвак, ҫутӑ симӗс тата ытти те ун юратнӑ тӗсӗсем. Анне питӗ тутлӑ апат хатӗрлет. Пуринчен ытла мана унӑн яшки килӗшет. Пушӑ вӑхӑт пулсан эпир унпа тӗрлӗ торт тӑватпӑр. Тӗслӗхрен, «Медовик», «Шарлотка», «Шоколадный торт» тата ытти те.
Анне – чи ҫывӑх, тӑван тата хаклӑ ҫын. «Анне» – нумай ҫутӑ, ӑшӑпа юрату йӑтса пыракан пысӑк сӑмах. Мӗн пуррине пире пурне те анне панӑ. Эпӗ хамӑн аннене юрататӑп.
Карина Воронова.
Добавить комментарий
Хура хыççăн шурă килет, шурă
хыççăн каллех хура таврăнать…
Çак çаврăнура çынсен шăпи хуллен шăвать,
Хурипе шуррине тутантарать.
Виталий Родионов
«Шăпаран иртме çук»,- теççĕ ваттисем. «Çуралсан ачан çамки çине унăн пулас шăпине çырса хунă»,-тенине те илтме пулать. Анчах кама еплерех шăпа пÿрнине никам та калама пултараймасть. Шăпа кĕнекин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур иккен.
Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен хаваслансах каласа параççĕ. Эпĕ пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнă çынсен аса илĕвĕсене итлеме юрататăп. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăç çинчен хаçат-журнал тăрăх мар, хăйсен чун-чĕри витĕр иртнĕ хĕн-хурсене, асапсене, савăнăçсене чăн-чăн туйнă, курнă, пĕлнĕ.
Акă ман кукамайпа кукаçи те хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Эпĕ вара питĕ тимлĕн итлесе ларатăп та, вĕсемпе пĕрле пулнă пекех туйăнать. Таса чуна вараламасăр, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каламасăр, юратса, хисеплесе пурăннă вĕсем. Ватăсен хурипе шурри чылай пулнă ĕнтĕ, вĕсен мĕн каламалли пурах.
Манăн ват кукаçи, Семёнов Аким, колхоз йĕркелесе яриччен пилĕк çул лавккара ĕçленĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хисеплĕ çын пулнă вăл. Çĕнĕ саманасем пуçлансан ăна колхозра завхоз ĕçне шанса панă. Пин те тăхăр çĕр вăтăр иккĕмĕш çулта, сехер вăхăтсем пуçлансан, ăна ĕçленĕ çĕртенех ним каламасăрах таçталла ăсатнă. Ун чухне ăçта ăсатнине, мĕншĕнне никам та пĕлмен. . Ват кукаçине, Çемене, ним айăпсăр тĕрмене ăсатнă. Сталин саккунĕсем улшăнсан айăпсăр ăсатнă çынсене реабилитаци тăва пуçланă. Анчах ват кукаçи унччен пурăнайман. Халĕ ăна мĕншĕн айăпланине, ăçта вилнине никам та пĕлмест. Пин те тăхăр çĕр вăтăр çиччĕмĕш çулта вăл киле таврăнать. Вара каллех ман ват кукаçи пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулччен колхозра тăрашса, вăй хурса ĕçлет. Акимов Алексей платник та пулать, комбайнпа та ĕçлет. Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулта вăл хăй ирĕкĕпе хăрушă вăрçа тухса каять. Аслă Çĕнтерÿ çулĕччен хаяр çапăçусене хутшăнать. Киле йывăр аманса таврăнать. Ват кукаçи пĕр вăхăт колхоз председателĕ пулса вăй хурать. Мĕн чире кайичченех вăл ялта тăрăшать: бригадир та пулать, ферма заведующийĕ те. Ытти ĕçсенчен те пĕрре те пăрăнмасть. Чире те парăнмасть, çÿренĕ çĕртех вилсе каять.
Манăн кукамай, Акимова Аксинья, çав тери ĕçчен çын пулса ÿснĕ. Ăçта кăна ĕçлемен ĕнтĕ вăл ĕлĕкхи йывăр вăхăтсенче! Вăрçă пуçлансан, кукамай вун пиллĕкре чухне, Нижнетроицк енне вăрман касма кайнă. Ун хыççăн колхозра тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă: çулла утă çулнă, кĕр кунĕсенче лашапа тырă турттарнă. Бригадир мĕн хушнă, çавна тунă. Кукамайăн пĕрремĕш упăшкине халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Çавăнпа кукамая халăх тăшманĕн арăмĕ тесе ултă çул ферма кĕтĕвне кĕттернĕ. Вăл кунĕпе фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, пăру пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Питĕ нумай вăй хунă вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, ÿркенмен. Пурне те юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те кукамай, ватăлнă пулин те, ĕçсĕр лараймасть. «Виличчен те алăран ĕç ан кайтăрччĕ»,- тесе яланах сăмахлать.
Манăн кукаçи те, Алексей Семёнович, йывăр вăхăтра пурăннă. Ват кукаçине тĕрмене ăсатнă чух, вăл ача пулнă, шкула çÿренĕ. Анчах репрессине пула вăл малалла вĕренеймен. Çавăнпа ултă класс кăна пĕтерейнĕ. Кукаçи питĕ ăслă, шеп çын пулнă. Хăрушă вăрçа вăл çамрăклах тухса кайнă. Çапăçу хирĕнче пулемётчик пулнă. Кукаçи вăрçăра чылай çапăçăва хутшăннă. Смоленск хулине хăтарнă чух ăна уринчен амантнă. Ури сусăрланнă пулсан та вăл киле сывă таврăннă. Ун чухне Алексей Семёнович çирĕм çиччĕре пулнă. Кукаçие вăрçă ветеранĕ тесе хисеплесе медаль тата Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ панă. Вăл питĕ хăюллă, çирĕп сывлăхлă, чăтăмлă çын пулнă. Кукаçи нимĕнле хăрушлăхран та хăраса тăман. Шкулта вĕренме май килмен пулсан та вăл çав тери хитре ÿкеретчĕ. Эпĕ ăна ас тăватăп-ха: ман валли кукаçи тĕрлĕ чĕр чунсен сăнарĕсене ÿкерсе паратчĕ, вĕсем çинчен ăнлантаратчĕ. Манпа калаçма юрататчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене эпĕ тирпейлĕ усратăп. Кăмăл хуçăлнă вăхăтра вĕсене пăхса ларсан чунăм уçăлса каять. Кукаçипе ăшшăн пуплешнĕ пекех туйăнать.
Тата манăн хамăн асанне çинчен каласа парас килет. Унăн ячĕ Елена Степановна. Эпĕ асаннене лайăхах ас тумастăп: ун чухне пĕчĕкрехчĕ-ха. Ун çинчен мана атте каласа пачĕ. Елена Степановна та çав тери ĕçчен çын пулнă иккен. Вăрçă
вăхăтĕнче вăл вун виççĕре кăна пулнă пулин те ытти ачасемпе фермăра пăру пăхнă, хирте çум çумланă, утă пуçтарнă. Ахальтен мар ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă. Асатте вилнĕ хыççăн асанне тăватă ачине пĕччен ура çине тăратать. Вĕсем пурте хисеплĕ çынсем. Асанне мĕн виличчен тăрмăшса ĕçленĕ.
Асаттене те, Ильин Михаила, эпĕ курман. Вăл, атте каланă тăрăх, паттăр çын пулнă. Вăрçăра танкист пулса Кенигсберг хулине çитнĕ. Унта ăна йывăр амантнă хыççăн киле ăсатнă. Вăрçă пĕтсен, суранĕсем тÿрленмен пирки, вăрахах та пурăнайман.
Çапла манăн çемье историйĕ пуян та калăплă. Эпĕ хамăн çавăн пек хăюллă та ăслă, хастарлă та пултаруллă несĕлпе: ват кукаçипе, Акимов Семёнпа, кукаçипе, Алексей Семёновичпа, кукамайпа, Аксинья Романовнăпа, асаннепе, Елена Степановнăпа, асаттепе, Ильин Михаилпа, мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вĕсем, чăнах та, Пушкăртстан историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем çав тери лайăх, тĕрĕс пурнăç пурăнса ирттернĕ тесе шутлатăп эпĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнасчĕ, вĕсем пекех хисеплĕ çын пуласчĕ, ĕмĕре чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа, пуян ăс-хакăлпа, çĕр çинчи тивĕçе туйса пурăнса ирттересчĕ, ырă ят хăварасчĕ .
Районный конкурс сочинений, посвящённый дню Республики и Году литературы «Пою мою республику»
Моя семья – моя крепость
Тинякова Александра Анатольевна
11 класс
муниципальное общеобразовательное
казённое учреждение
средней общеобразовательная
школа с. Нижнеулу-Елга
муниципального района Ермекеевский
район Республики Башкортостан
Ильина Любовь Геннадиевна


