Сочинение сеспель мишши на чувашском языке

ÇЕÇПĔЛ Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çӗрпӳ уесӗнчи Касаккассинче (халь Канаш районӗнчи ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ. 1907–1919 ҫҫ. Мишша Шӑхасанти икӗ сыпӑклӑ шкулта, 1917–1919 ҫҫ. Теччӗри учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. 1911–1914 ҫҫ. Шӑхасанти вулӑс кантурӗн ҫыруҫинче, 1916 ҫ. Минск тӑрӑхӗнче санитар пуйӑ-сӗн санитарӗнче, 1918 ҫ. Хусан коменданчӗн хут ӗҫӗсене йӗркелекенӗнче, Теччӗри судпа следстви комиссийӗн следователӗ тата председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1920 ҫ. августӑн 3-мӗшӗнче поэта Чӑваш автономи облаҫӗнчи Ревтрибунал председательне, октябрӗн 21-мӗшӗнче юстици пайӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Сӑлтавсӑр айӑпланине пула сӑвӑҫ 1920 ҫ. декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 1921 ҫ. февралӗн 7-мӗшӗччен тӗрмере ларнӑ, ун хыҫҫӑн Наркомнацӑн Чӑваш облаҫӗнчи кӗнеке куҫарса кӑларакан комиссинче вӑй хунӑ. Унтан вӑл шӑмӑ туберкулезӗнчен сывалма Евпатори курортне тухса кайнӑ. 1921 ҫ. августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1922 ҫ. март пуҫламӑшӗччен Киев хулинче, унтан мӗн виличченех (1922 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗччен) Остер уесӗнчи Кашкӑр Сӑрчӗ ялӗнче пурӑннӑ.

Çеҫпӗл Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хистеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

ЙЫВӐР ШУХӐШСЕМ

Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм,

Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.

Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ…

Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.

Атăл шавланине итлерĕм:

Чуна лăплантарса пули терĕм.

Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,

Пуçран йăвăр шухăш каймарĕ.

Тăван çĕршыв, сана ĕненеттĕм,

Пулас мухтавлăхна сисеттĕм…

Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ…

Паян теме сиссе ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.

* * *

– Килсем часрах, чăваш поэчĕ! –

Тесе яланах чун чĕнетчĕ.

Шухăшлаттăм: акă талан килĕ –

Тăван çĕршыв чĕлхине илем килĕ.

Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,

Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ…

Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,

Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.

Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,

Паян кун чĕрере ĕмĕт сÿнчĕ.

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ…

* * *

Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ?

Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?

Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ

Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?

Е чăваш çынни, чăваш ялĕ

Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..

Апла пулсан… чĕрем хыпса çунтăр,

Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр.

Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе пĕттĕр,

Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.

Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр

Мана масар çине кайса чиктĕр.

Тăпрам çинче ĕмĕр çил улатăр,

Ватă йывăçсене суллатăр.

Вилтăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,

Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

1921

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çеçпĕл Мишши
Sespel.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Кузьмич Кузьмин
Çуралнă вăхăт: 1899 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1954–1991).svg Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Старогородка сали, Чернигов облаçĕ, Украина ССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçи, пĕрлĕх ĕçченĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçченĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çапла вара вăл Чăваш Енĕн пĕрремĕш «тĕп прокурорĕ» пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.

1921 çулта сывлăхĕ самай хавшанă хыççăн Крымри санаторине кайнă. Сипленнĕ хыççăн Остер уесĕн çĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ.

Чăваш поэзин хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигов облаçĕнчи Старогородка хулинче çакăнса вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ». Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă.

Паллă сăввисем:

  • «Çĕн Кун аки»;
  • «Хурçă шанчăк»;
  • «Пуласси».

Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл Мишши музейĕ (Шупашкар)
  • Сăвăç музейĕ, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ.
  • Сăвăç музейĕ, Шупашкар, Юстици Çурчĕ.
  • Кăкăр кӳлепи (бюсчĕ), Шупашкар, Ленин проспекчĕ,
  • Тăван ен тĕпчев музейĕн кĕтесĕ, Тутарстан, Теччĕ хули, Педтехникум.
  • Çеçпĕл Мишши урамĕ, Шупашкар.
  • Çеçпĕл Мишши конкурсĕ [2]
  • Украинăри чăвашсем Çеçпĕл çуртне туянасшăн[3]

Сăвăç çинчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Збанацкий, Ю. М. Çеçпĕл : роман / Ю. М. Збанацкий. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1963. – 488 с.
  • Иванов, Н. Поэт хавалĕ : док. очерк / Н. Иванов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1984. – 60 с.
  • Кăвар чĕре : поэт çинчен аса илнисем / В. А. Долгов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1979. – 180 с.
  • Чичканов, П. Н. Кăвар чĕре : Çеçпĕл Мишши Украинăра : биогр. роман–хроника / П. Н. Чичканов. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1965. – 284 с.
  • Бекшанский, П. И. Рассказы о Сеспеле : новеллы, воспоминания, письма, размышления / П. И. Бекшанский.– Чебоксары, 1999. – 67 с. : порт.
  • Кузьмин, Г. К. Брат мой огнекрылый : воспоминания / Г. К. Кузьмин // Чебоксары, 1999. – 56 с. : порт.
  • Михаил Сеспель : библиогр. указ. / Чуваш. респ. б– ка им. М. Горького; сост. : Л. Д. Виссарова, Г. Н. Прокопьева. – Чебоксары : Изд–во Чуваш. ОК КПСС, 1989. – 88 с.
  • Наш Сеспел : стихи, проза, статьи и письма М. К. Сеспеля. Воспоминания о поэте. Посвящения : сб. – Чебоксары, 1999. – 260 с.
  • Рубис, Н. Н. Встречи с Сеспелем : восп., стихи, письма / Н. Н. Рубис. – Чебоксары, 1999. – 85 с.
  • Сеспель Мишши : 1899–1989 / сост. А. Хузангай ; худож. Э. Юрьев.– Чебоксары, 1989. – 15 с. : ил.
  • Сироткин, М. Я. М. К. Сеспель : очерк жизни и творчества / М. Я. Сироткин. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1969. – 43 с.
  • Основоположник чувашской советской поэзии : учен. зап. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1971. – Вып. 51. – 264 с.
  • Поэтика Сеспеля : материалы регион. конф., посвящ. 90–летию со дня рождения М. Сеспеля (22–23 нояб. 1989г.) / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1991. – 168 с.
  • Агивер, Х. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ // Агивер, Х. Илем тĕкĕрĕ / Х. Агивер.– Шупашкар, 1991.– С.31–33.
  • Асамат, С. Йывăр шухăшсем…: Çеçпĕл ятне каланă кĕлĕ–хӳхлев / С. Асмат // Ялав. – 1997. –№ 11. – С.103–108.
  • Давыдов–Анатри, В. Вут чĕреллĕ поэт / В. Давыдов–Анатри // Хыпар. – 2000. – 4 нарăс.
  • Дмитриев, И. Ирĕке тухнă Çеçпĕл / И. Дмитриев // Хыпар. – 1999. – 12 чӳк.
  • Дмитриев, И. Çеçпĕл Мишши – вĕçсĕр шырав / И. Дмитриев, Н. Булаткин // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 16–17.
  • Eгоров, В. Ăсчахпа сăвăç пилĕсем / В. Eгоров // Хыпар. – 2003. – 28 çу.
  • Eфимов, Г. Унра – пĕтĕм халăх чунĕ / Г. Eфимов // Ялав. – 1999. – № 11–12. – С. 77–78.
  • Иванов, Л. Пĕрремĕш ĕç укçи / Л. Иванов // Çилçунат. – 1996. – № 11. – С. 27.
  • Иванов, Н. Çĕçпĕлшĕн тăкăннă куççулĕ… / Н. Иванов // Ялав. – 1998. – № 6.– С. 100–107.
  • Ишутов, Р. Кăвар сирпĕтет чĕлхипе / Р. Ишутов // Хыпар. – 2003. – 27 çĕртме.
  • Кролькова, П. Çеçпĕл Мишши çырăвĕсем / П. Кролькова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2002. – 26 июня – 4 июля (№ 26). – С. 4.
  • Макарова, E. Çеçпĕл Мишши – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ / E. Макарова // Çилçунат. – 1995. – № 11. – С. 14–15.
  • Никифоров, А. Хусан тапхăрĕ / А. Никифоров // Ялав. – 1999. – № 11. –12. – С. 90–93.
  • Петров, К. Ăста юрист, патшалăх ĕçченĕ : Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 98 çул çитнĕ тĕле / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 12 чӳк.
  • Петров, К. Никольскипе Тайăр хавхалантарнă / К. Петров // Хыпар. – 1997. –23 авăн.
  • Петров, К. Çеçпĕл тымарĕн çичĕ сыпăкĕ / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 17 çĕртме.
  • Петров, К. Çулăмлă публицист / К. Петров // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 28–29.
  • Сементер, Ю. Аван–и, Çеçпĕл! / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 10–17 авăн (№ 37). – С. 13.
  • Сементер, Ю. Çеçпĕл – пирĕн чĕрере / Ю. Сементер // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1995. – № 1. – С. 93–96.
  • Сементер, Ю. Чӳк уйăхĕн варринчи çĕрлехи шухăшсем / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 1995. – 18–25 чӳк (№46). – С. 13.
  • Скворцова, Р. “Манăн вил тăпри çине курăк ан шăттăр” / Р. Скворцова // Хыпар. – 1995. – 23 чӳк.
  • Смирнова, Н. Çеçпĕл çурчĕ “таврăнчĕ“ / Н. Смирнова // Хыпар. – 2003. – 26 нарăc.
  • Сунтал, М. Çеçпĕл саманчĕ / М. Сунтал // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 13 чӳк (№ 42). – С. 2.
  • Çеçпĕл çинчен / Н. Рубис, Н. Григорьева, А. çхĕл тата ыт. те. ; В. Дмитриев хатĕрленĕ // Тантăш. – 1997. – 20 чӳк. – С. 2.
  • Хусанкай, А. Çеçпĕл тата коммунизм идейи / А. Хусанкай // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 1.
  • Шурыгин, В. Çеçпĕл пултарулăхĕнчи икĕ паянлăх / В. Шурыгин // Хыпар. – 1996. – 21 çĕртме.
  • Юмарт, Г. Çеçпĕл куçарма та шутланă / Геннадий Юмарт // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 20–21.
  • Юмарт, Г. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне малалла тĕпчессин хăш–пĕр ыйтăвĕсем / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 2000. – 27 утă.
  • Юмарт, Г. Çĕнĕ хыпарсем мĕн калаççĕ / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1999. – 16 чӳк.
  • Яковлев, Ю. “Катаран каç килсен” / Ю. Яковлев // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 29 чӳк. – С. 4.
  • Метин, П. Сатирическая струя в творчестве Сеспеля / П. Метин // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 18–19.
  • Мильоном стих мой повторен“ // Выдающиеся люди Чувашии.–Чебоксары, 2002. – Т. 1. – С. 146–154.
  • Семенова, З. Сеспель глазами русских учеников / З. Семенова // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1997. – № 5–6. – С. 97–99.
  • Федоров, Н. В. Подвиг и трагедия поэта и гражданина / Н. В. Федоров // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 1–8.
  • Юхма, М. Миллиона чувашей певец // Юхма, М. Песнь о Чувашии / М. Юхма. – Чебоксары, 1995. – С. 130–134.
  • П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006

Кинофильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл (фильм)[4]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сироткин М. Я. М.К.Сеспель. Ч., 1949
  • Кăвар чĕре. Ш., 1979
  • Поэтика Сеспеля. Ч., 1991

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Выдающиеся люди Чувашии : Сеспель Михаил (Кузьмин Михаил Кузьмич)
  2. ^ Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем
  3. ^ Украинăри йăхташăмăрсем Çеçпĕл пурăннă çурта туянасшăн
  4. ^ Фильма кĕменнисем музея лекнĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çеçпĕл Мишши сăввисем
  • Çеçпĕл Мишшине асăнса унăн сăввисене вуларĕç
  • МИХАИЛ СЕСПЕЛЬ КАК ЧУВАШСКИЙ КУЛЬТУРНЫЙ ГЕРОЙ ХХ ВЕКА Архивленĕ 2 Ака уйӑхӗн 2016 çулта.
  • Çеçпĕлĕн çуралнă кунне хатĕр
  • Кузьмин Михаил Кузьмич (Сеспель Мишши)
  • Çеçпĕле Украинăра та чысланă
  • Украинăри блогер Çеçпĕл вил тăпри çине чечек хунă
  • Çеçпĕл Мишшине асăнса митинга пуçтарăннă
  • В украинском городе Остёр снесли памятники чувашскому поэту Михаилу Сеспелю

Çеçпĕл Мишши

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Çырнисен пуххи».

Хĕрӳллĕ чăваш поэзи ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Украинăри Старогородка салинче вилнĕ.

Хайлавĕсем

  • Эп вилсен… | Сăвă
  • Чăваш чĕлхи | Сăвă | 1920
  • Чăваш ачине | Сăвă | 1920 | 562
  • Чăваш арăмне | Сăвă | 1920
  • Пирĕн вăй | Калав | 1918 | 3 384
  • Вăрман ачисем | Калав | 1918 | 15 362
  • Чăваш сăмахĕ | Прозăллă сăвă | 1920 | 1 918
  • Йывăр шухăшсем | Сăвă | 1921 | 1 375
  • Чăн чĕрелнĕ | Сăвă | 1921 | 1 613
  • Шăршлă каç йăвăрри… | Сăвă | 1921 | 715
  • Чăваш! Чăваш!.. | Сăвă | 1921 | 1 046
  • Инçе çинçе уйра уяр… | Сăвă | 1921 | 883
  • Хурçă шанчăк | Сăвă | 1921 | 1 127
  • Паянтан | Сăвă | 709
  • Ĕнер йăвăç пахчи кăмăлне… | Сăвă | 290
  • Или! Или! Лима савахвани!.. | Сăвă | 511
  • Янк уяр кĕрхи каç çĕр чĕтрерĕ… | Сăвă | 1921 | 632
  • Катаран каç килсен, каçхи кунăн мĕлки… | Сăвă | 1921 | 651
  • Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем… | Сăвă | 1922 | 615
  • Эп вилсен… | Сăвă | 1921 | 1 544
  • Çĕн кун аки | Сăвă | 1921 | 1 124
  • Тинĕсе | Сăвă | 1921 | 1 938
  • Чăваш поэтне Ахаха асăнса | Сăвă | 1921 | 1 181
  • Хурăç шанчăк | Сăвă | 1921 | 1 168
  • Пуласси | Сăвă | 1918 | 516
  • Пурнăçпа вилĕм | Сăвă | 1918 | 1 219

Хушма каçăсем

  • Çемен Элкер тата Çеçпĕл Мишши («Хыпар» хаçатри статья)
  • Вăл халăх чĕринче (Лидия Угахина)
  • Асап тăвĕ çине çаруран… (Виталий Родионов)
  • Халĕ çĕнĕ ăслайсем кирлĕ (Виталий Родионов)
  • Çеçпĕл прози (Виталий Родионов)

Тупмалли

Сайта кĕр

Шырав

Çыравçăсем

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →



Тинĕсе

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,
Хуп-хуран, сип-симĕсĕн,
Кăпăк тумлăн, хумлăн, хумлăн
Çырана çапса, хăюллăн
Хумлă сулнăксемпе сулăн,
Хумлă кăпăкла вĕре.
Ман çунатлă вутлă чунăм,
Çĕн çĕре чĕнен чĕре
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать çак тĕнчере.
Тинĕс, тинĕс, вăйлăрах
Хыççăн-хыççăн хум пăрах.
Тамăк вутлăн, тамăк çутлăн,
Вут-каварлăн, хар-хаяррăн,
Тайăн-тайăн, çырăн-варăн
Хутлă хумлăн сулăн-уткăн.

Кĕрешÿ сассипеле —
Вăйлă мĕкĕрлеш саспа
Йăвăр пĕлтсене силле,
Хумсемпе çапа-çапа
Чуллă çырана тапрат,
Хулăм чулсене ташлат.
Тинĕс, тинĕс, — умăнта
Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ;
Авалхи кунсен ĕречĕ
Ун чунне тапта-тапта,
Ун чунне, чĕри тĕпне
Хурлăхлăх юрри хăварнă.
Тинĕс, тинĕс, эс хаяррăн
Сăвăçăн юнне-чунне
Вăйлă хумлă юрăпа,
Кĕрешме чĕнен саспа
Нишлĕлĕхсенчен тасат.
Вăйлă паттăрлăх, хăват
Вырнаçтар ун чĕрине.
Чунĕ ун хăюллă пултăр,
Тинĕс вăйĕпеле тултăр.
Савтăр паттăрлăх вăйне;
Çĕн куна, çĕн тĕнчене
Юратса çĕн юрă хутăр,
Кĕрешÿ ĕçне-вăйне
Хăй чĕрин хĕвелĕ тутăр.
Çĕн поэт ака та тутăр,
Утă çултăр,
Вутă çуртăр,
Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,
Туй пулсан — ташлатăр, култăр…
Тинĕс, тинĕс, вăл санран
(Вăхăт çитĕ) уйăрлсан,
Савнă çĕршывне кайсассăн,
Йăвăр тимĕр сăнчăртан
Хăтăлнă чăвашсене
Паттăр та хăватлă саслăн,
Чĕрипе çунса, хавассăн
Çĕн тĕнчен çĕн пурнăçне,
Çĕн кунне, çĕн кун-çулне,
Çĕнĕ пурнăç хĕвелне
Юратса тăма калатăр.
Лăпкă халăх — пултăр паттăр.
Вăл йăваш — йăвашлăх çĕттĕр,
Чун — кăвар çунатлăн вĕçтĕр
Кив çĕртен çĕн çул çине.
Тинĕс, тинĕс, вăйлăраххăн,
Хăвăртраххăн, çăмăлраххăн,
Чул пулсан — хăватлăраххăн,
Хыççăн, хыççăн хум хумла!
Эс хăюллăн, вăйлă хумлăн,
Йăвăр саслă, йăвăр чуллăн
Чуллă çырана тулла.
Мĕкĕр, ахăр, кар-карла,
Вăйлă сулăмлăн, хăюллăн,
Хыççăн-хыççăн хум пăрах:
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать ман вутлă чунăм…

Çĕн тĕнче! Эй, Çĕнĕ Кунăм,
Каялла ан кай, ан чак!

1921 ç. утăн 12-мĕшĕ Евпатори


↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Морю

Море, без конца и края,
С ветром яростным играя,
С черно-голубым оскалом
Смело бейся ты о скалы.
И волной остервенелой,
Пеной белой закипай…
Всей душой своей и телом,
Сердцем пламенным горя,
Я стремлюсь из края в край,
Где горит борьбы заря.
Море, море, не робей:
За волной волну разбей,
Бездны тьмой, исчадьем ада, —

То огня всесильным жаром,
То неистовым пожаром,
Разрушая все преграды,
Мощным голосом борьбы,
Что зовет на бой святой,
Потрясай небес столпы,
Мчи волну ты за волной,
Пусть под натиском гранит
И весь берег задрожит.
Море, море, — пред тобой
Новых дней поэт чувашский;
В прошлом непознавший ласки
Бывший под его пятой,
Что на дне его души
Заложил напев печали.
Море, море, ты вначале
Пламень сердца не туши,
Песней яростной и жгучей,
Своим голосом могучим
Его душу очищай.
Силу воли ему дай,
Пусть борьбою дорожит.
Буря смелость пусть разбудит,
Сильною душа да будет.
Пусть отважным будет он,
В новый день и мир влюблен,
Песню из груди добудет,
Пусть горит борьбы огонь
Солнцем сердца среди буден.
Новых дней поэт пусть пашет,
Руби т лес и сено косит,
Новой песней труд возносит,
А на свадьбе — пусть он пляшет.
Море, море, он однажды
Истомившись, как от жажды,
В край родимый возвратится.
Сердцем пламенным, отважным,
Голосом могучим, важным,
Скажет пусть тогда чувашам,
Цепь тяжелую порвавшим,
Что мы сможем возродиться,
Прошлым днем жить не годится,
Солнце нови пусть горит!

Был чуваш подавлен горем —
Так пусть станет он героем!
Был забит — пусть возгордится
И душа его жар-птицей
В край прекрасный воспарит!
Море, море, ты без страха
Своим яростным размахом
Разбивай все скалы махом,
Крой волну ты за волной!
Шквалом диким и могучим
Сотрясай утесов кручи,
Бей сильней о берег свой,
Ты реви, рычи и вой!
Штормовой волны накат
Прогремит пусть, как набат:
Огнекрылою душой
Я приемлю только бой…
Новый мир! День светлый мой!
Нет пути тебе назад!

12 июля 1921 г., Евпатория
Перевод А. Смолина

2014 год был в Российской Федерации объявлен годом культуры. Этому событию посвящена данная исследовательская работа, которая актуальна еще и тем, что в 2014 году исполнилось 115 лет со дня рождения выдающегося государственного деятеля Чувашской Республики, поэта и писателя Михаила Сеспеля.

Что подвигло к написанию данной работы. В прошлом году в г. Чебоксары, в музее, посвященном Михаилу Сеспелю прошла экскурсия учащихся класса, которая произвела яркое впечатление. В музее хранятся письма, написанные Сеспелем любимой женщине Анастасии Червяковой. Возникло желание написать данную работу, чтобы показать христоматийного М. Сеспеля с другой с романтичной стороны. Когда читаешь его письма, кажется, что за плечами этого человека большая жизнь, но он прожил всего 22 года. Данная работа написана исключительно на музейном материале, в основе которого письма Сеспеля.

Целью данной работы является исследование жизненного пути Михаила Сеспеля по материалам ГУК «Чувашский национальный музей».


1



2



3



4


1.Çеçпĕл Мишши хǎйĕн кĕске ĕмĕрне тасалǎхпа ырлǎхшǎн, çынсен ырǎ ĕмĕчĕсемшĕн, тǎван халǎх телейĕшĕн панине ǎнланасси; 3.Çеçпĕл Мишши чǎнах та чǎваш поэзийĕн классикĕ пулнине çирĕплетесси. 2.Вǎхǎт иртнĕçемĕн ун çинчен ытларах пĕлме, генилле ǎс- хакǎлĕпе хастарлǎхне ытларах ǎнланма пуçланине кǎтартасси;


5



6



7


Кăвар чĕрем – пин ςын чĕри. Эп пĕр ςын мар – эп хам пин- пин, Эп пин чăваш, эп пин-пин ςын! Чĕрем юрри- пин ςын юрри! « Инςе ςине уйра уяр» « Инςе ςине уйра уяр»


8


вāрманта тутлā шāршипе, илемĕпе, пуринчен маларах шāтса тухнипе илĕртсе ларать. Ахальтен мар ĕнтĕ хāйен хушма ятне çав çурхи илĕртуллĕ чечек ячĕпе çыхāнтарнā чāвашсен кāвар чĕреллĕ сāвāçи.


9



10


Чăваш Республикинчи Канаш хутлăхĕнчи Касаккасси ялĕ. Кунта (Çеçпĕл ачалăхĕ иртнĕ) çулта Касаккаси Шĕкĕр ялне Çеçпĕл ятне панă. Çав ял ячĕпе кану пахчи тунă, палăк лартнă.


11


Мишша çамрăклах амăшне тĕрлĕрен ĕçре пулăшма тăрăшать : кĕпе çăвать, кил таврашне тасатать, ака тăвать, кĕтÿ кĕтет. Вăл ÿкерме, юрлама, тĕрлеме те пĕлнĕ,уйрăмах вулама килĕштернĕ.


12


«Эх, анне, мĕнле чăтатăн- ши эсĕ? Пĕр телей те çук вĕт санăн. Пурнăç йывăр пулсан та ан хуйхăр, хамăр ÿссе çитĕнсен саншăн та савăнăçлă кунсем пуçланĕç» — тет вăл амăшне йăпатса.


13


(1917 çулхи августчен) Шăхасанта в ӗ ренн ӗ ҫ улсенче Мишша с ӑ в ӑ сем хайлама пу ҫ лать,М.Лермонтов ӑ н «Горные вершины» ҫ еммине ҫ ыв ӑ х й ӗ ркесем ш ӑ р ҫ алать. Ҫ ав ҫ улсенче в ӑ л выр ӑ сла ҫ ырн ӑ «Правила стихосложения» к ӗ некене тишкерет, с ӑ в ӑ сем ҫ ырма в ӗ ренет.


14


(1917 çулхи сентябрь – 1919 çулхи май) Çак тапх ă р поэтăмăршăн тĕнче культурин алăкне уçса янă вăхăт. Ку тĕлĕшре ăна пулăшакан учительсен семинарийĕнче вĕрентекен В. Никифоров пулнă. Ун тăрăшăвне пула Çеçпĕл антика литературине пĕлсе çитет, вырăс романтизмĕпе классицизмне тĕшм ĕ ртет.


15


(1919 çулхи май – 1920 çулхи август) В.Брюсов ӑ н «Краткий курс науки о стихе» кĕ некине тишкерет. «Ака ҫ инче» «Дорогая…» с ӑ ввисене ҫ ырать.


16


(1920 çулхи сентябрь – 1921 çулхи май ) Çеçпĕлĕн илемлĕх концепцийĕ çак тапхăрта çирĕпленсе,малалла аталантарса пырать. Поэт çĕнĕ жанрсем, ăслайсем шырать, çĕнĕ тропсем усă курма пуçлать. Çакă вара ăна çĕнĕ стильпе поэтика йĕркелеме май парать.


17


(1921 çулхи июнь – август) Ҫ ак тапх ӑ рта поэт литература классикине к ӗ рсе юлмалли улт ӑ с ӑ в ӑ хайлать: «Ин ҫ е ҫ ин ҫ е уйра уяр…», «Катаран ка ҫ килсен…», «Ш ӑ ршл ӑ ка ҫ йыв ӑ рри…», «Ч ӑ ваш! Ч ӑ ваш!..», « Ҫӗ н Кун аки» тата «Тин ӗ се».


18


(1921 çулхи сентябрь – 1922 çулхи февраль) Ҫ ак тапхăр пу ҫ ламăшĕнче ҫ ырн ӑ «Хур ҫ ă шанчăк» с ӑ вар ӑ Ç ӗҫ пĕлĕн оптимизм ӗ чылай. Теп ӗ р уй ӑ хран ч ӑ ваш с ӑ в ӑҫ и «Вы ҫ псалом» хайлать, унта Ҫӗ ршыва п ӑ талани ҫ инчен малтанхи пек иртн ӗ в ӑ х ӑ тпа мар, хальхи в ӑ х ӑ тпа ҫ ых ӑ нтарса калан ӑ. « Ҫӗ ршыв ӑ м вилсе выртн ӑ в ӑ х ӑ тра эп ӗ аякра Украина ул ӑ х ӗ сем т ӑ р ӑ х ҫ ухалса ҫӳ рет ӗ п, тесе шутлать.


19


(1922 çулхи март – июнь) Есенин пултарул ӑ х ӗ пе Ҫ е ҫ п ӗ л Шупашкар тапх ӑ р ӗ нче т ӗ пл ӗ н паллашн ӑ, ун ӑ н с ӑ нар системине ҫ ыв ӑ х с ӑ нар тыт ӑ м ӗ й ӗ ркелен ӗ. Ҫ апла майпа пир ӗ н поэзие Ҫ е ҫ п ӗ л урл ӑ сылт ӑ м имажинизм юх ӑ м ӗ к ӗ рсе пын ӑ.


20


Аслă ă ру пу çĕ нче м ĕ н лай ă ххи пур, ç авна ç амр ă ккисен алла илмелле, унс ă р ă н малалла кайма май ç ук. Поэзире чи кирли – пуян ч ĕ лхе. В ă л – тип тик ĕ с… Ч ĕ лхепе ху ç а пулмас ă р, с ă маха м ĕ нле кирл ĕ ç апла авкалама в ĕ ренсе ç итмес ĕ р, Европа культурин шайне çĕ кленн ĕ поэзи техникине алла илмес ĕ р пыс ă к шух ă шл ă та илемл ĕ, у çă мл ă та вит ĕ мл ĕ япала ç ырма ç ук.»


21


Ç е ç п ĕ л ытам ĕ нче ÿ ссе ч ă н-ч ă н художник- ç ырав çă пулн ă « Ç е ç п ĕ л ç е ç кисен» йыш ĕ пыс ă к тата в ĕ сен кашнинех с ă н – с ă пач ĕ х ă йне ев ĕ р, т ĕ рл ĕ т ĕ сл ĕ те илемл ĕ. Ç ак ушк ă н сас ă, х ă й ĕ н в ĕ рентекен ĕ пе п ĕ рле, ч ă ваш поэзий ĕ н симфонилле янравне ÿ стерсе, в ă йлатса пыч ĕ.


22


Ç е ç п ĕ л шкул ĕ нчен тухса, унран в ĕ ренсе в ă й илн ĕ, ун ă н традиций ĕ сене ă н ăç л ă аталантарн ă поэтсен шутне чи малтан ç ак ç ырав çă сене к ĕ ртме пулать: А. Воробьева Н. Ваçанккана Альберт Канаша Митта Ваçлейне А. Петтокине Стихван Шавлине Александр Алкана Петĕр Хусанкая


23


Катаран каç килсен Вăхăт çитĕ,вăхăт çитĕ Çĕн кун аки Инçе çинче уйра уяр Хурăç шанчăк Выç псалом Хĕрлĕ хĕрлĕ мăкăньсем Паянтан Çуркунне Чăваш чăваш Атăл юрри Пурнăçпа вилĕм Кĕпер хывăр Тинĕсе Пуласси Иртнĕ самана Час Салтак шăпи Чăваш чĕлхи Чăваш ачине Чăваш арăмне Эпĕ вилсен Чăн чĕрĕлнĕ Йăвăр шухăшсем


24



25


Кăвак çутăран шăратнă ака пуç Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать. Çĕн Кун – шевле сарриллĕ ылтăн пуç – Чăваш уйне ака тума тухать…


26



27



28



29


йăлтăрти çăлтăрăм сăваплă чун савниçĕм турăçăм чунăмçăмсăваплă чун ытарайми хĕвелпийĕм сиплĕх пайăркисем


30



31



32



33


Шупашкарти Ҫ еçпĕл Мишши музейĕ (2003 çулта уçнǎ).


34


Шупашкарти Çеçпĕл Мишши палăкĕ. Авторĕ Алексей Майраслов çулта Касаккаси Шĕкĕр ялне Çеçпĕл ятне панă. Çав ял ячĕпе кану пахчи тунă, палăк лартнă.


35


Сăмахĕнче ун – трибунал сасси, Çĕр-шывăн хĕçĕ – çирĕп аллинче… Çапла çĕн кун малашĕ, пуласси çуталчĕ ирĕк ĕмĕр тÿпинче.


36



37



38



39


пачĕ.


40


Поэт пурнăçĕпе тата пултарулǎхĕпе паллаштаракан кĕнекесем.


41


Ч ăваш тата ытти тăванла халăхсен поэчĕсем Ҫ еç п ĕл Мишшине халалланă сăвăсем Ҫ ăлтăрсем çутатаççĕ çаплах килĕшÿллĕн, Анчах лешĕ – мĕн ĕмĕр тăршши Курнă çын асĕнчен çухалмасть вара ÿлĕм. Ҫ авнашкал пирĕн Ҫ еçпĕл Мишши Аслă Ҫ еçпĕл, халăх чапĕ, Патриот, кăвар чĕре, Ҫ ĕнтерÿ сехечĕ çапĕ, Ҫ итĕ эс выртан çĕре. Ҫ урхи Украина çĕрне Ҫ ывăраймасть вăл çĕрĕпе. Ун Атăла курас килет.


42


Ҫ ут çăлтăрсем те хĕмлĕрех пек, Уйăх çути те ачашрах, Сана тĕл пултăм эп, Михайло, Кунти ăшпиллĕ сывлăшра.


43



44


Çеçпĕл Мишши сăнарĕ кинора.


45



46


Александр Васильев(композитор) Александр Васильев(композитор) Федор Мадуров ( скульптор) Юрий Сементер(поэт) Раиса Сарпи (поэт) «Сувар» ансамбль Юрий Кураков ( композитор) В. И. Чекушкин Петер Хусанкай ( поэт) Виталий Захаров (писатель) Г. Хирбю ( копозитор) Г. Хирбю ( копозитор) Юрий Збанацкий( украина писате ) Юрий Збанацкий( украина писате ) А. Агаков ( писатель) А. Агаков ( писатель) Нина Григорьева ( артист ) Нина Григорьева ( артист ) Георгий Орлов ( поэт ) Георгий Орлов ( поэт ) Алексей Воробьев ( поэт ) Алексей Воробьев ( поэт ) Анатолий Емельянов( писатель) Анатолий Емельянов( писатель) Георгий Краснов ( писатель) Георгий Краснов ( писатель) Порфирий Афанасьев (поэт) Порфирий Афанасьев (поэт)


47



48


Черчен мар, кăвар чĕреллĕ эсĕ. Санăн хурçǎран шăратнă сăввусем чăваш халăхне паян кунччен тĕлĕнтерĕ. Вĕсенчен йăл илеççĕ çĕнĕ хунавсем. Вăратăр, вăратăр, çамрăк çеçпĕлсем, миттасем, айхисем, сарписем, элкерсем, чăвашăн пин-пин ачине пуласлăхшăн чăн- чăн кĕрешме.


49



50



51



52


1. Ч ă ваш литератури: Учебник- хрестомати: В ă там шкул ă н 9-м ĕ ш класс валли. В.П.Никитин( Станьял ) пухса хат ĕ рлен ĕ.- Шупашкар: Ч ă ваш к ĕ неке издательстви, с. 2. Ч ă ваш литератури: В ĕ рен ÿ к ĕ неки: В ă там шкул ă н 10-м ĕ ш класс валли. -Шупашкар: Ч ă ваш к ĕ неке издательстви, с. 3.. Ч ă ваш литератури: 8- м ĕ ш клас ĕ н в ĕ рен ÿ пе вулав к ĕ неки: — Шупашкар: Ч ă ваш к ĕ неке издательстви, Хал ă х шкул ĕ, 6, Хлебников Г.Я. Поэтика чувашской советской литературы. Начальный этап( )6 Учебное пособие.Чуваш. университет. Чебоксары, 1990, 92 с. 6. Михаил Сеспель. Библиографический указатель.- Чебоксары, Ç е ç п ĕ л Мишши. Ç ырнисен пуххи. Икк ĕ м ĕ ш хушса т ÿ рлетн ĕ к ă лар ă м.- Шупашкар, З.С.Антонова, П.Н.Метин. Т ă ван литература, 7-м ĕ ш клас ĕ н в ĕ рен ÿ пе вулав к ĕ неки.- Шупашкар: Ч ă ваш к ĕ неке издательстви, 2002.

Çеçпĕл
Мишшин чăтăмлăхĕ çинчен те, пултарулăхĕ
çинчен те пĕлмелли, калаçмалли, каласа
кăтартмалли нумай çав. Сăвăç пурнăçĕ
çинчен кĕнекесем, хаçат-журнал, Интернет
материалĕсем чылай хальхи вăхăтра.
Пĕлме тăрăшни те вулама ÿркенменни çеç
кирлĕ. Темĕн те шыраса тупма пулать.
Çеçпĕл Мишши пек маттур çынсем çинчен
вара пирĕн пĕлмеллех, вĕсенчен тĕслĕх
илмелле. Мана Çеçпĕл Мишшин чун хастарлăхĕ,
ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, чун
тасалăхĕ, таса юратăвĕ, тĕрлĕ енлĕ
таланчĕ, витĕмлĕ сăмахĕ килĕшет. Хăй
шухăшне уççăн калама пултарни, çутă та
пысăк емĕтпе пурăнни те сăвăçăн паха
енĕсене кăтартать. Поэтăмăрăн хастар
чун-чĕринчен тухнă çунатлă сăмахĕсем
халăх хушшинче анлă сарăлнă. Вĕсене
пурте астуса юлаççĕ, вĕсемпе час-часах
усă кураççĕ.

Кăвар чĕре!
Кăвар чĕлхеллĕ

Чăваш ачи,
сассуна пар!

Тухсам кунта.
Сана кĕтеççĕ.

Килсем!
Килсем! Эс пур, — çук мар.

(Чăваш ачине)

Хастарлă,
хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн
хастар ачисем,

Вут кайăклăн
вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр
кун-çул уттинчен.

(Хурçă
шанчăк)

Çĕн поэт ака
та тутăр,

Утă çултăр,

Вутă çуртăр,

Ĕçлесе çĕн
юрă хутăр,

Туй пулсан,
— ташлатăр, култăр…

(Тинĕсе)

Кăвар чĕрем
– пин çын чĕри,

Эп пĕр çын
мар – эп хам пин-пин.

Эп пин чăваш,
эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри
– пин çын юрри!

(Инçе çинçе
уйра уяр)

Çĕнĕ çын,
çĕнĕ поэт пулнă вăл Çеçпĕл Мишши. Çĕнĕ
ĕмĕре, çĕнĕ пурнăçа, çĕнĕ Куна, çĕнĕ
Чăваша мухтаса çырнă чаплă поэтăмăр,
тăван чĕлхене, тăван халăха нимрен ытла
юратнине, хисепленине, вĕсен шăпишĕн
çуннине хĕрÿллĕ сăмахсемпе кăтартса
панă. Унăн ăста та тарăн шухăшлă сăввисем
пире йывăрлăха çĕнтерсе пыма, ырă
ĕмĕт-шухăшпа малалла çирĕппĕн утма,
чăваш ятне çÿлерех çĕклеме хавхалантараççĕ.
Чĕнÿллĕ сăввисем яланах çĕнни патне,
ырри патне туртăнма йыхăраççĕ. Чи пысăк
поэт çеç çавăн пек чуна тыткăнлакан
сăвăсем çырма пултарать.

Пысăк поэт
пулнипе пирĕн асран тухмасть ĕнтĕ вăл.
Унăн ячĕ чăваш литературинче, музыкинче,
культуринче, чăваш халăх кун-çулĕнче
пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă.
Çеçпĕл ялĕ, Çеçпĕл музейĕ, «Сеспель»
кинотеатр, «Çеçпĕл» кинофильм, Çеçпĕл
ячĕллĕ преми, Çеçпĕл фончĕ, Çеçпĕл
сăввисем – çаксем пурте юратнă поэтăмăр
Çеçпĕл Мишши яланлăхах пирĕн чĕрере
пулнине кăтартаççĕ.

Çеçпĕл,
Çеçпĕл, санăн ыр яту

Ĕмĕрех упранĕ
чунсенче.

Căввусенчи
çивĕч сăмаху

Юлĕ манăн
халăх асĕнче.

МЁНЛЕ
ҪЫННА
ИЛЕМЛЁ ТЕТПЁР?

Эс илемлӗ,
эп илемсёр теҫҫӗ,

Илеме сӑна
пӑхса
виҫмен.

Чунпала
кашнин хитреленесчё,

Чун пуян —
тӑк
— чи хнтре этем.

Н.Ильина.

Илем… Мӗнле
ҫепӗҫҫӗн
те ачашшӑн
илтӗнет.
Ахальтен мар ӑна
паллӑ
тӗпчевҫӗ
Н.И.Ашмарин «чӑваш
чӗлхинчи
чи хитре сӑмахсенчен
пӗри»
тенӗ.

Мӗн
—ши вӑл
илем? Ман шутпа, илем — чуна ҫӗклентерекен,
хавхалантаракан, кӑмӑла
уҫакан,
ырра ӗмӗтлентерекен,
куҫа
илӗртекен,
чӗрене
тыткӑнлакан
туйӑм.
«Асамлӑ
вӑй-хӑват
пӳр
тейӗн
ҫав
унра. Ҫичӗ
тӗспе
йӑлкӑшакан
асамат кӗперне
асӑрхатпӑр-и
е чӗвӗлти
кайӑк
юррине илтетпӗр
— пирӗн
пит-куҫ
ҫуталать,
чӗрене
темле ӑшӑ
туйӑм
ҫупӑрланӑн
туйӑнать.
Уяр ҫанталӑкри
янкӑр
тӑрӑ
сенкер тӳпе
мӗнле
хитре тата! Вӑл
чуна лӑплантарать,
ӑшра
ырӑ
канлӗх
туйӑмӗ
вӑратать.
Акӑ
тата каҫхи.тӗттӗме
сирекен ҫутӑ
уйӑх
пӗлӗт
хушшинчен ярӑнса
тухать те тулли питлӗ
сарӑ
хӗр
пек курӑнать.
Йӑл-йӑл
ҫиҫекен
ҫӑлтӑрсем
таҫта
инҫете
чӗнекен
вӑй
евӗр
илӗртеҫҫӗ.
Ӑнсӑртран-и
пур халӑх
поэзийӗнче
те савнӑ
ҫын
куҫне
ҫутӑ
ҫӑлтӑрпа
танлаштараҫҫӗ»,
— тенӗ
кун пирки Г.Я.Хлебников критик —
литературовед. Пур япалана та, пулӑма
та «илем», «илемлӗ»
сӑмахсемпе
ҫыхӑнтарма
пулать: ҫурхи
илем, ял илемӗ,
илемлӗ
чечек, илемлӗ
кӗвӗ,
илемлӗ
хӗр
/каччӑ/,
илемлӗ
сӑмахлӑх…
Илемре яланах мӗнле
те пулин ырӑ
пӗлтерӗше
туйтаракан япала уҫӑмлӑхӗ,
сӑн
— сӑпачӗ
пур. Анчах кашни сӑнлӑхах
илемлӗ
пулмасть. Сӑмахран,
пылчӑкра
сысна йӑваланни,
шӑршлӑ
пӗвере
шапа кӑваклатни,
хуҫӑлса
аннӑ
е хӑрса
ларнӑ
йӑмра,
ӳсӗр
ҫын
тӑрлавсӑр
калаҫни
е тайкаланса-сулланса утни…

«Илем
илӗртет»,
«Илем куҫран
пӑхтарать»,
— тенӗ
ваттисем, Илеме курма, курсан — чунпа
туйма пӗлмелле.
Илеме сӑнаса
пӑхсан
чунра ырӑ
туйӑм
ҫуралчӗ-тӗк,
шухӑш-кӑмӑл
ҫӗкленчӗ-тӗк
— эсё илеме чунпа туйнӑ.
Илем вӑл
— пурнӑҫ.
Пурнӑҫ
илемлӗх
пуррипе хитре. Анчах пурнӑҫа
ҫут
ҫанталӑк
илемӗ
кӑна
мар хитрелетет. Пурнӑҫ
вӑл
илемлӗ
ҫынсем
пуррипе те пуян.

ВАЛЕРИ
ТУРКАЙ СĂВВИСЕНЧИ ЧĂВАШЛĂХ ХАВАЛĔ

Туркай —
ăрăмçă.

Туркай —
йыхăравçă.

Туркай — Турă
ачи.

Сăввисене…
илĕр «ал валли».

И. Дмитриев.

Чăвашлăх вăл
— эпир хамăр чăваш çынни пулнине уççăн,
мухтанса, хавхаланса пĕлтерни. Чăвашлăхра
хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне
туйса тăни, чăваш çĕрне тата тăван
халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йĕркине
аталантарни, халăх сăвви-кĕввипе
ташши-кĕввине кăмăллани, илемĕшĕпе
ÿнерне упрани, чăваш чăваша чыс туни,
кашни чăваш хăй йăх-несĕлне, ашшĕ-амăшне
сума суни, ачи-пăчине чăваш туса ÿстерни,
халăхăн ырă пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленсе
шухăшлани тата кĕрешни малта тăрать.

Валери Туркай
сăввисем те чăвашлăх туйăмĕпе çуталса
тăракан хайлавсем. Вĕсемпе вăл хăй
чăн-чăн чăваш поэчĕ пулнине пĕлтерчĕ.
Халăх пурнăçне, унăн шухăш-кăмăлне,
чун-чĕре туртăмне уçса пама пултаракан
сăмахçă-ăстаçă пулнине çирĕплетрĕ.
Халăх вара уйрăм çынсенчен тăрать.
Мĕнлерех курать-ха поэт çав чăваша?

Эс пул
академик,

Эс пул,
генерал,

Эс пул çĕр
ĕçченĕ —

Тăван çĕр
хуçи…

Эс пул пысăк
пуçлăх,

Пулсам эс
кĕтÿç,

Эс пул çамрăк
йĕкĕт,

Пулсам ватă
çын…

Çакна çеç,
çакна çеç

Ан ман эс,
чăваш:

Чăвашшăн
чăваш — чи хаклă юлташ!

Чăвашшăн
чăваш — тăван-хурăнташ!

тЧăвашшăн
чăваш — чи çывăх юлташ!

Чăвашшăн
чăваш — тăван-хурăнташ!

/»Чăваш
тупи»/

Халăхĕ вара,
поэт «Атăл урлă каçрăмăр», «атте-анне
пехилне асран ямарăмăр», «пĕрне-пĕри
савма, пулăшма манмарăмăр» тет пулсан
та, «пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхайман».
«Тĕлĕретпĕр-ха», «вăранмастпăр-ха
иккен эпир».

Никамран
нимпе катăк мар эпир.

Никамран
нимпе чухăн мар эпир.

Пур сăмахăмăр.
Пур Эрешĕмĕр.

Улăпсем те
пур. Кăйкăрсем те пур.

Пур Кун-çулăмăр,
авалхи Кун-çул.

Пур ыр ятăмăр,
таса чунăмăр.

Пĕрлĕх çеç
сахал! Ирĕк çеç сахал!

Тĕп хуламăр
пур… Çук Çĕр-шывăмăр.

/20-мĕш ĕмĕр
вĕçĕнчи хурлăхлă

чăвашăн
хÿхлевĕ»/

Чăвашăн тĕп
хули — Шупашкар — «хăш чухне чи çывăх
тус пек, хăш чухне усал тăшман пек»
туйăнать поэта. Поэта анчах мар ĕнтĕ:

Ку вăл — манăн
Шупашкарăм:

Чăваш мăшкăлĕ,
мухтавĕ,

Чăваш савăнăçĕ,
терчĕ,

Чăваш ĕмĕчĕ,
инкекĕ,

Чăваш чăнлăхĕ,
ултавĕ,

Чăваш тамăкĕ,
çăтмахĕ…

/»Шупашкар»/

Мĕншĕн
вырăсланать-ха Шупашкар чăвашĕ —
канăçсăрлантарать поэта çак ыйту.
Хĕрхенет вăл çакăн йышшисене:

вырăсланнă
чăвашсем

ĕмĕлкесем
пек

хĕвĕшеççĕ
ман тавра

ăшçунтармăшсем…

сивĕ тĕксĕм
çăлтăрсем

хăрнă
хунавсем…

/»Вырăсланнă
чăвашсем…»/

Эпир авалхи
аслă несĕлсен халалне, ырă йăли-йĕркине
манман-ха. «Тутар-и, вырăс-и е хамăр
чăвашах -ăна тулли кĕрекене лартмасăр
ку таранччен пĕрре те кăларман».
Чăвашăн чун тараватлăхĕпе сăйлăхĕ
сăваплă пÿрт ăш-чиккинчен те пысăкрах:

Хăна валли
юлашкине пулсан та

Чăн-чăн чăваш
лартать сĕтел çине.

Ан тив, чăвашăн
çук тем тĕрлĕ çимĕç:

Банан та
персик, иçĕм, ананас…

Ун вырăнне
эпир таса чунпа сăйлатпăр,

«Тавсси»
тесе çĕклетпĕр алтăра.

/»Чăваш
килне иртен-çÿрен кĕрсессĕн…»/

Хамăрăн
чăвашлăха хамăр хÿтĕлеме, упрама,
аталантарма пĕлетпĕр-и эпир? Камран
килет вăл? Чăваш хĕрарăмĕнчен-и? Чăваш
пуçлăхĕнчен-и? Чăваш арĕнчен-и? Чăваш
хĕр упраçĕпе яш-кĕрĕмĕнчен-и? Манкурта
тухмастпăр-и эпир?

Эй, чăваш
хĕрарăмĕ!

Санăн куçунтан

Пуласси
пăхать паян

пулăшу ыйтса.

Санăн
ывăлу-хĕрÿ

Чăвашла
пĕлет-и?

Санăн
ывăлу-хĕрÿ

Тăван халăха

Ыр сунмашкăн,
юратма

Хăнăхса
ÿсет-и?

Эй, чăваш
пуçлăхĕсем,

Халăха ан
сутăр!

Тăван халăх
пĕрре çеç,

Ăна ырă сунăр!

Эй, чăваш
яш-кĕрĕмĕ!

Тĕлĕрсе
çитет!..

/»Утăм
хыççăн утăм»/

Поэт: «Чăвашра
Арсем пĕтмен-ха», — тет, — «пулĕ ĕç
те, кĕрешÿ те, килĕç ирĕклĕ кунсем».
Арçын — çĕр-шыв вăй-халĕ, хăюлăхĕ,
хастарлăхĕ, маттурлăхĕ, çирĕплĕхĕ…

Вăл, чăваш,
пĕрре пăхма çеç

Халран кайнăн
туйăнать.

Чĕринче ун
Турă Пилĕ —

Шанчăк çулăмĕ
— çунать.

Пулĕ ĕç те,
кĕрешÿ те.

Усса лармăпăр
алла.

Чăвашра Арсем
пĕтмен-ха.

Пурăнатпăр-ха
апла!

/»Чăвашра
Арсем пĕтмен-ха!»/

Чăваш вăл
Чăвашра кăна мар. Пушкăртра та, Чĕмпĕрте
те, Самарта та, Çĕпĕрте те пур вăл. Пур
чăваш пĕрле пулсан, алла-аллăн тытăнсан
— «Чăваш тĕнчи» пуринчен вăйлă,
пуринчен çирĕп, пуринчен те аслă:

Чăвашшăн çук
çич ют чăваш.

Эп — сан, эс
— ман хурăнташ!

Эй, тăвансем,
ылтăнăмсем!

Эй, тусăмсем,
çăлтăрăмсем!

Мĕн виличчен
пĕрле пурнар!

Чăваш тĕнчишĕн
кар тăрар!

/»Пехил»/

Анчах чӑваш
мар чӑвашсем
нумайланчӗҫ
мар —и? Маргинал чӑвашсем.
Йӑхне
маннӑ
чӑвашсем.
Чӑваша
чӑваш
хисепе хуман чӑвашсем.
Чӑваш
чӑваша
сутма та хатӗр
чӑвашсем.

Ах, епле вӗсем
ӑслӑ!

Ах, епле вӗсем
харсӑр!

Ах, епле
вӗсем!..

Пурпӗр

Чӑваш
мар чӑвашсем

Чӑваш
мар!

Чӑваш
мар!

Чăваш мар!

Чӑвашла
калаҫаҫҫӗ,

Чӑвашла
шухӑшлаҫҫӗ,

Чӑвашла
ятлаҫаҫҫӗ…
Чӑвашах
—иҫ
вӗсем!
Ачисем?! Ачисен ачисем?!

Чӑваш
мар — Чӑваш
мар ачасен Ашшӗсем
— амӑшсем.

/»Чӑваш
мар чӑвашсем»/

Поэт вара
ҫаплах
хӑй
юррине — чӑвашлӑх
кӗввине
— чӗре
хавалӗн
тӗрри
— эрешне сӑмахлӑха
хывать.

Чӑваш
эп.

Эп пулӑп
Чӑваш
ӗмӗрех.

Пӗлетӗп
эп: мансӑр

Пушанӗ
тӗнче.

Ак мӗншӗн
пурнасшӑн

Эп ҫак
Ҫӗр
ҫинче.

Ҫурри
эп — Европа,

Эп — Ази —
ҫурри.

Чӑваш
эп.

Ман туррӑм
— Ыр кӑмӑл
Турри.

/»Ҫурри
эп — Европа…»/

Чӑт.

Ёҫле.

Кӗреш.

Ҫӗнтер…

/»Кам калать
Чӑваш
Енре Улӑпсем
пулман тесе?»/

Турӑпа,

Хӗвелпе
килӗшӳллӗ
пурнатри?

Эй, эсир,
чӑвашсем!..

Эп сире
юрататап!

/»Ман ытарма
ҫук
ырӑ
та маттур чӑвашӑмсене»/

Ҫавах
эпир — чӑвашсем
— вӑйлӑ.
Мӗншӗн
тесен «кашни чӑвашра
Улӑп
юнӗ
вылять», «Кирлех-тӗк,
эпир тӗнчене
кисрететпӗр,
кирлех — тӗк,
пӳлетпӗр
эпир Атӑла!»
Ертӳҫӗсемпе
те вӑйлӑ
эпир. Вӗсене,
поэт шучӗпе,
«ятламалла тет пирӗн
— йӑпанмалӑх»,
мӗншӗн
тесен вӗсем
— «пире ертсе пыракансем», «эпир
вара» — вӗсене
ҫуратнӑ
халӑх.
Вӗсенче
— шанчӑк.
«Ҫӗнӗ
кун ҫуталасси
— малта».

Хисеплӗ
пуҫлӑхӑмӑр,
тен, сиртен

Мӗн
килнинчен ытла темех килмест —тӗр…

Анчах эсир
маттур та харсӑр
чух

Эпир те хамӑр
вӑйлине
сисетпӗр.

Апла —тӑк,
пулӑр
— халӑхпа
пӗрле!

Хӑвра
ҫуратнӑ
халӑхран
ан писӗр!

Ан манӑр:
халӑх
пӗтӗмпех
курать.

Кам — халӑхҫӑр,
ҫав
чӑннипех
телейсӗр.

/»Чӑваш
енӗн
ертӳҫисенё»/

Ҫав
Улӑпсем
пуртан вилмерӗ,

Сӳнмерӗ
Шанчӑк
Чӑвашра.

Ҫав
Улапсем пуртан паян та

Вай — хал
тапса тӑрать
чунра,

Ҫав
Улӑпсем
пуртан нихҫан
та

Чӑваш
Хӗвелӗ
сӳнес
ҫук.

Ҫав
Улӑпсен
ятне нихҫан
та

Эпир асран
кӑларас
ҫук.

Апла —
пурнатпар — ха, пурнатпӑр!

Утма тивсен
те тӑваллаг

Апла — тек
каялла чакмастпӑр…

Утсам, Чӑваш,
ут малалла!

/»Ҫав
Улӑпсем
пуртан»/

Кун —ҫул
шӑпи
пурне те татса парать, пурне те хӑй
вырӑнне
лартать, Чӑвашӑн
чӑвашлӑхне
таптакан, хӗсӗрлекен,
пӗтерекен,
сумсӑра
кӑларакан
та кун —ҫул
сучӗ
умне тӑрӗ.
Вара курӑпӑр
— хӑшӗ
самантлӑха
кӑна
килнӗ,
хӑшӗ
— ӗмӗрлӗхе,
яланлӑха,
нихҫан
сӳнменлӗхе…

Чӑваш
Чӗлхишӗн
ҫапӑҫса

пуҫ
хунӑ
Удӑпсем,

куҫӑрсене
уҫсамӑр!

Курсам,
Атилла,

кур, Купрат,

Алмуш —
патшамӑр,
кур,

курсамччӗ,
Иван Якӑльч,
кур:

паян Чӑваш
Чӗлхин
тӑшманӗсем

явап тытаҫҫӗ
сирӗн
умӑрта!

Ҫунтар,
питле йӗксӗксене,
Кӑвар
Чӗреллӗ
Ҫеҫпӗл!

Калах, кала
хӑв
сӑмахна,

Сӑваплӑ
Кӗҫтенттин!

Элкер! Митта!

Ӑҫта
эсир?

Ӑҫта
эс, Хусанкай?

Паян Чӑваш
Чӗлхин
тӑшманӗсем

явап тытаҫҫӗ
сирӗн
умӑрта!

…Чӑваша

Халӑхсен
тӗрминче

усракансене

намӑс!

Чӑвашла
калаҫман
чӑвашсене

намӑс!

Ачи —пӑчине

чӑвашла
вӗрентмен
чӑвашсене

намӑс!

Чӑваш
Чӗлхине
вилӗм
сунакансене — •

намӑс!

намӑс!

намӑс!

Хамӑн
шухӑша
Валерий Туркай каланӑ
сӑмахсемпех
вӗҫлес
килет. Вӗсенче
— унӑн
чун хавалӗ,
хевти. Ҫак
ҫутӑ
ырлӑх,
поэзи анине акӑнса,
калчан шӑтса
тухса паха ҫимӗҫ
пачӗ:
«Пӗчӗк
халӑх
ҫук.
Пур халӑх
та аслă. Кашни халӑх
вӑл
ҫак
тӗнчере
пурришӗн
аслӑ…
Эпир питӗ
нумай тума пултаратпӑр
паян. Эпир ҫапах
та икӗ
миллионлӑ
халӑх,
аслӑ
халӑх.
Паян пирӗн,
чӑвашсен,
пурин те пӗр
пулса, пӗр
тӗллев
тытас пулать. Ҫав
тӗллев
вӑл
— пӗрлӗхлӗ,
вӑйлӑ,
пысӑк
культурӑллӑ,
ҫутӑ
пуласлӑхлӑ,
кӳршӗсен
хисепне тивӗҫлӗ
ирӗклӗ
наци пуласси. Ҫак
тӗллев
пурнӑҫланассипе
пурнӑҫланаймасси,
паллах, кашни чӑвашранах
килет, санран та, манран та — пуринчен
те».

ÇЫН
ТАТА ÇУТ ÇАНТАЛĂК

Василий Алентейăн
«Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ» романĕ
тăрăх

Сочинени эпиграфĕ: «Çут çанталăка
упрасси — кашни çын тивĕçĕ».

Каларăш.

Этем çут
çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Вăл хăйне
çуратакан-ÿстерекен тăван тавралăхăн
хăватне алла илме пуçлани нумай вăхăт
пулать ĕнтĕ. ,мĕрсем хушшинче наукăпа
техникăна аталантарса, хăйне валли
апат-çимĕç ытларах туса илес тата çут
çанталăк ырлăхĕпе туллинрех усă курса
пурлăх пухас тĕллевпе ăна хăй аллине
çавăрса илчĕ-илчех. Этем хăйне пурăнма
вăй-хăват паракан çутă та чĕрĕ тавралăха
унран мĕн кирлине илессипе кăна виçме
пуçларĕ пулас. Çут çанталăкран унăн мĕн
пуррине пăчăртаса-ĕмсе илетпĕр те —
каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн
мар. Çĕр-аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн,
çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăр-и
капла? Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ,
тÿремлĕхсем çырма-çатрана куçаççĕ,
ката-вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ
чухăнланать, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чун сасси
илтĕнме пăрахать… Çакна кулленхи пурнăç
çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт. Хамăр
ларакан турата касмастпăр-и? Эгоист
мар-и эпир? Çут çанталăкэкологийĕпе чун
экологийĕ пирки калаçма, татăклă
йышăнусем тума вăхăт çитмерĕ-ши?

Акă, «Хирте
вĕршĕнсем вĕçеççĕ» романри Иван
Пантюхин бригадир та, салтака кайиччен
тăрăшуллă механизатор пулнăскер,
виç-тăватă çул ĕнтĕ пĕр сукмакпа çÿрет.
Çав вăхăтрах çак сукмака татнă пĕчĕк
шырланран хĕп-хĕрлĕ тăмлă вар пулса
кайнине асăрхамасть те. «Кашнинчех
сикнĕ те каçнă, сикнĕ те каçнă. Пĕррехинче
тин, хăй çак шырлана сиксе каçаймасăр
персе ансан, унтан упаленсе тухма тивсен,
шухăша путать. «Хам куç умĕнчех
тарăнланса пычĕ-çке çак шырлан. Мĕншĕн
шухăшламан-ха эпĕ ун пирки маларах?
Мĕншĕн çатанпа-мĕнпе пÿлсе лартман эп
ăна?» — тет вăл. Вара вăл тăван уй-хирти
пĕтĕм çырма-çатра çинчен шухăшлама
пуçлать.

Мăрсакасси
ялĕ /ячĕ те аваллăхпа палăрса тăрать/
виçĕ касран тăрать: Çывăхкас, Вăтакас,
Инçекас. Пантюхин Инçекасра пурăнать.
Хăйсен килне çитме унăн Хисмет çырми
урлă каçмалла. Анчах çав элес-мелес
тарăн та чăнкă ту -чакăллă çырмана никам
та анса хăпараяс çук. Вĕçрен-вĕçех тĕпсĕр
çурăксем, хăвăлсем. Унта нимĕнле курăк
та ÿсмест. Хĕрлĕ тăм ишĕлсе, юхса тăрать.
Ку çырмана ÿксе миçе пăру-ĕне, путек-сурăх
вилмен-ши? Вăйă вылякан ачасем миçе
мечĕк-пÿске çухатман-ши? Ун çумĕнчи
пĕччен хурама та хăрса кайнă. Никам
каçайми çырма. Пĕр татăк супăньшĕн, пĕр
курупка шăрпăкшăн нуша кăтартать —
лавккана пĕр сехет çаврăнса çÿремелле.
Пĕр ял çыннисене икĕ пая уйăрса янă çак
çырма. Ютшăнмах пуçланă пĕр-пĕринчен.
Çамрăксем хирĕçкелени те пулкаланă.
«Эпир хамăр енче хамăр хуçа. Пирĕн
енчи хĕрсемпе çÿрес тесен чи малтан
четвĕрт эрех лартмалла. Ун хыççăн тата
четвĕрт», — теççĕ пĕррехинче Иван
Пантюхина Антон Удейкинпа Улмури Витали,
вăл Ульккапа-савнипе тĕл пулма пырсан.
Иванпа Улькка пĕчĕк чухне пĕр урамрах
чупса çÿренĕ. Урам варрипе пĕчĕкçĕ çырма
çеç пулнă. Ун урлă ачасем вăшт та вăш
чупса каçнă. Халĕ вара тавран — тарăн
çырма пуçĕнчен çаврăнса çÿремелле.
«Тĕпсĕр çырмасем шырланран пуçланаççĕ»,
— тесе шухăша тĕвĕлет Иван Пантюхин.

«Тыр-пулшăн»
колхоз председателĕн Антон Удейкинăн
килĕ Хисмет çырмин леш енче. Каçхине
çап-çутă чÿречесем ытла та уçăмлăн
курăнаççĕ. Çывăхрах вĕсем. Ал тăсмалăх
çеç. Анчах Пантюхинсенпе Удейкинсен
пÿрчĕсем умĕнче тарăн та армак-чармак
çырма. Çак çырма ыйтăвĕ ытларах Пантюхина
канăç памасть иккен. «Патша — çырма.
Яла ишет вăл, аркатать. Кашни кун, пĕр
чарăнмасăр кăшлать, çурать… Уй-хире
мĕн чухлĕ им-çам кăларатпăр. Тар тăкса
тăрăшатпăр. Укçа-тенкĕ пĕтет. Хисмет
вара — йăлтах туртса илет. Çурхи шывпа,
çумăрпа юхтарса ярать. Тыр-пул тухăçне
яланлăхах ÿстерес тесен чи малтанах
çырма-çатрана хирĕç атакăна тухмалла
пирĕн», -тесе Удейкина ÿкĕте кĕртесшĕн
вăл.

Ак хайхи
çырма, ишĕлсе, çынсен пÿрчĕсем патнех
çитет. Чи малтан Тусур Павăлĕн çуртне
çĕнĕ çĕре куçарма тивет. Çырма вара
ахаль те хĕсĕнсе юлнă урама татах хĕсрĕ,
çĕмĕрчĕ. Унтан Улмури Уçăпĕ куçса
кайрĕ… Каярах ыттисем те хăйсен пÿрчĕсене
çырмаран чылай аякка чакарса лартрĕç.
Удейкинсем çеç куçма васкамаççĕ. Акă,
пĕррехинче, вĕсен килĕ умĕнче çамрăксем
хĕрсех волейболла вылянă чухне, сасартăк
çырма хĕрри шума тытăнать. Площадкăран
çамрăксем аран-аран сиксе тухаççĕ. Тĕнче
пĕтнĕ чухнехи пек шăв-шав пуçланать.
Антон Удейкинпа арăмĕ килтех пулнă
иккен. Вĕсем урама тухма васкаççĕ.
Хапхине уçать Антун — ури çĕре лекмест.

Удейкиншăн
пулсан, унăн колхоз çĕрĕнчен паян мĕн
илме май пуррине пăчăртаса илмелле.
Хуçалăх, паллах, сулмаклă утăмсемпе
аталанать. Районта та малтисен шутĕнче.
Унччен гектартан çич-сакăр центнер тĕш
тырă туса илнĕ пулсан, халĕ çуллен
вăтăршар центнер тухать. Государствăна
икĕ план чухлĕ ăсатать вăл. Колхозниксене
кашни уйăхрах, хуласенчи рабочисемпе
служащисене панă пекех, пĕр чăрмавсăр
ĕç укçи тÿлет. Çак тĕллевпех Тăрна шурне
татса ярса торф кăларттарнă вăл.
Тонни-тоннипе. Çапла майпа, чăнах та,
колхоз çĕрĕсен тухăçлăхĕ ÿснĕ. Анчах
çут çанталăк илемĕ — Тăрна шурĕ типсе
ларнă, унран çăлкуçĕ те тарнă. Ку хуçана
нимĕн чухлĕ те шутлаттармасть. /лĕм,
тен, лабораторисенчех тутлăхлă апат
тума вĕренсе çитĕç. Хĕвел çутинчен,
сывлăшран, шывран тÿрех апат-çимĕç
хатĕрлеме тытăнĕç», — тесе юмахлать.
Çапах та пĕтĕм ял халăхĕ Хисмет çырмин
хăрушлăхĕ пирки калаçма пуçланине кура
Удейкинăн килĕшмех тивет — «Сельхозтехникăпа»
килĕшÿ туса çырмана тикĕслесе пĕве тума
тытăнаççĕ.

Удейкинăн
арăмĕ — Ольга Петровна — ун пек мар. Вăл,
Пантюхин пекех, çут çанталăкпа тăван
тавралăх шăпипе канăçсăрланать. Ăна
уйрăмах колхоз ферминчен тухакан тислĕк
шывĕ Хисмет çырмипе юхса Хăмăшлăх
çырминех çитни кулянтарать. Ял халăхĕн
кĕпе çума та вырăн çук иккен. «Пĕвене
картласа лартиччен усал шыв шăпине
татса памалла. Тислĕк шывне пухма пысăк
шăтăк чавмалла, унăн стенисене чулпа
çирĕплетес пулать, цементпа шăлса
хытармалла», — тет вăл. Тăрна шурĕ те
Улькка чунне ыраттарать. Тем пысăкăш
кÿлĕ ĕмĕрлĕхех çухалать вĕт-ха. «Пуçлăх
теççĕ сире. Хăвăр вара пĕрне, янтăрах
панине, пĕтертĕр. Тепĕрне темиçе пин
тенкĕ укçа тăккаласа, çĕнĕрен тăватăр»,
— тет вăл мăшăрне пăскăртса.

Удейкин вара
Хисмет çырмине пĕвеленинчен усси пуласса
та ĕненмест. Тĕрĕссипе ĕненет-ха, анчах
унăн паянах çитĕнÿ тумалла. Мĕншĕн тесен
çамрăксем çитĕнеççĕ иккен, унран
аслăраххисем, пултаруллăраххисем.
«Пурте хам ĕçленĕ вăхăтра пултăр.
Çĕкленĕвĕ те. Проценчĕ — мĕнĕ те. Дипломĕ,
ялавĕ те. Эпĕ — хальхи çын. Эпĕ — хальхи
кунпа пурăнатăп, — тет вăл хăй те. — Курăн
акă, татах темиçе орден илетĕп. Герой
ятне илетĕп… Эсир мана тепĕр пилĕк-ултă
çултан, вунă çултан, çĕр çултан пайта
кÿрекен ĕçсемпе хупласа хурасшăн…»

Улькка вара
урăхларах шухăшлать. «Купăста, хăяр,
кишĕр… Хулана вĕçĕ-хĕррисĕр ăсатăпăр
çав пурлăха. Уй-хире шăварма тытăнăпăр.
Хисмет çырминчи шывпа. Кунсăр пуçне
чăп-чăмăр та мăнтăр карас пулăсем
çăтăл-çăтăл сикме тытăнĕç унта. Мăрсакасси
ялне чăн-чăн илем, хаваслăх килсе çитĕ…
Ара, чăннипе, эпир хамăршăн çеç мар,
пулас ăрусемшĕн те пурăнатпăр-çке».
Çав вăхăтрах Антун калани те тĕрĕс пек.
«Эпир кăна /Мăрсакасси çыннисем/
тăрăшни вăл, тĕнчешĕн пулсан, вĕçĕ-хĕррисĕр
сĕм вăрманти пĕр кăткă тĕмĕнчи кăткăсем
айкашнă пек çеç. Эпир кăна тăрăшнипе
тĕнче нимĕн чухлĕ те улшăнас çук. Çут
çанталăка сыхласа хăварасси — пĕтĕм
халăх, пĕтĕм тĕнче ĕçĕ», — тет вăл.
«Хăналăха çеç пурăнатпăр эпир тĕнчере»,
— тет пĕррехинче Улькка ашшĕ. Амăшĕ те
тĕнчере вăхăтлăха çеç пурăнатпăр тет.
Антун ашшĕ те хĕр çураçма килсен çаплах
каланăччĕ. Май килнĕ чухне çĕр çинче
савăнса юлмалла, ĕмĕр иккĕ килмест тесе
ĕнентересшĕн вĕсем. «Çук, атте те,
анне те, Антун та, Антун ашшĕ те тĕрĕс
каламаççĕ. Паянхи ырлăх-савăнăçшăн
тăрăшни вăл чĕрĕк телей, çур телей кăна*
чи пысăк телей вăл — малашлăхшăн, пулас
ăрусемшĕн, пĕтĕм этемлĕхшĕн тăрăшни…
,мĕр-ĕмĕр пурăнтăр вăл — тĕнче. Илемлĕрех
те илемлĕрех пултăр. Пирĕн ăна илемлетме
вăй хумалла», — тет, хăй шухăшне
пĕтĕмлетсе, Улькка.

Пантюхинпа
Тусур Павăлĕ, хăйсем çине тăнипе, Тăрна
шурĕнчи çăлкуçсене çĕнĕрен чавса уçаççĕ.
Анчах Удейкин вăй-хала икĕ çĕре сапалама
килĕшмест. Унăн малтан Хисмете
çăварлăхламалла. «Çурхи шывпа пĕрле
Хисмете чи лайăх тăпра, уй-хир хăйми,
мĕн чухлĕ ăсанать», — тет вăл. Тата
часах тыр-пул пухса кĕртме тытăнмалла,
сенаж хывма та пуçламалла. Удейкин тем
пек хирĕçлерĕ пулин те, Пантюхинпа Тусур
Павăлĕ халăха Тăрна шурне юсама
йыхравлаççĕ. Çынсем хаваслансах
килĕшеççĕ. «Акă, вĕсем урам тăрăх
шавласа, кулкаласа пыраççĕ. Ял çыннисем
чÿречисене уçа-уçа пăхаççĕ, хапха умне
чупа-чупа тухаççĕ. Вăйпитти çынсем те
курăнкалаççĕ. Ваттисем те. Акă, пĕрин
хыççăн тепри хутшăнать вĕсен йышне.
Ачасем те кĕшĕлтетсе пыраççĕ».
Юлашкинчен смена хыççăн пушаннă, Хисмет
çырмине тикĕслекен бульдозерсем те
çитеççĕ. Тăрна шурĕнче халăх кăткă пек
хĕвĕшет. Халăх сурать — кÿлĕ тăвать тенĕ
пек нимелле ĕçлесе кÿлле çĕнĕрен чĕртме
пултарчĕçех мăрсакассисем. «Эпир
кунта хамăр ирĕккĕн тухнă. Чун-чĕре
хушнипе. Пире никам та улталамасть,
улталас та çук. Эпир хамăр ирĕккĕн, хамăр
пуçарупа нимĕн те тума пултараймастпăр-и?
Халăх тем те тума пултарать», — теççĕ
çынсем такам çăхав панине хирĕçлесе.

Хисмет çырмине
те пĕвелесе лартаççĕ. Пĕве никĕсне чула
цементпа хытарса хываççĕ. Укçа-тенкĕ,
паллах, сахал мар пĕтрĕ. Анчах халь ун
урлă çурран çынсемпе лавсем кăна мар,
автомашинăсемпе тракторсем те каçса
çÿреççĕ. Яла пĕр çыхха тинех пĕрлештерчĕ
çак пĕве. Хисмет çырми текех çынсене
пĕр-пĕринчен уйăрса тăмасть. Çумăр та
час-часах çăвать. Çавăнпа пĕвере шыв
нумай. Унпа хирсене те шăварма пулать.
Ачасем те пĕве хĕрринчен татăлма
пĕлмеççĕ. Тăрна шурне пăхса тăма вара
Тусур Павăлне уйăрса лартаççĕ.

Анчах Антон
Удейкин чунне, шĕкĕ евĕр, кĕвĕçÿпе
вĕчĕрхенÿ çиме пуçлать. Хăй, Ольга
Петровнăпа Иван Пантюхин пекех, çулĕпе
вăтăртан кăна иртнĕ-ха, ĕçлемелле те
ĕçлемелле çынсен шухăшне итлесе, хăв
шухăшласа хунине çынсемпе канашласа,
йышпа сÿтсе явса, ырă ĕмĕтлĕ колхозниксен
пуçарăвĕсене çул уçса парса… Вăл халĕ
Пантюхин бригадирпа Сидоров парторг
районти мелиораторсене колхоз уй-хирне
çумăр çутармалли установка лартма
чĕннĕшĕн кăмăлсăр. Тата кун çинчен хăйне
пĕлтерменшĕн. Тĕрĕссипе, ку ĕçе тумаллине
хăй те аванах чухланă-çке. «Халех,
кăçалах, туса пĕтернĕ-пĕтерменех пайтине
илме пулать унран. Пÿлмене ылтăн тырă
хутшăнать унпа», — тет вăл. Мелиораци
ĕçĕсене государство хăй саплаштарать
тата. Хуçалăхăн пĕр пус та тÿлемелле
мар. Савăнмалла çеç Удейкинăн. Çитменнине
установкăн тĕрлĕ пайĕсем пĕлтĕртенпех
хир варринче сапаланса выртаççĕ. Анчах
çак ĕçе унран ыйтмасăр йĕркелени чунне
çĕтĕлтерет. «Вĕсем çумăр çутармалли
установкăна хăйсем ларттарнă пек
кăтартасшăн мар-и? Председатель
авторитетне епле те пулин кăшласа
аркатма вĕтеленеççĕ», — тет вăл
вĕчĕрхенсе. ПМК начальникĕ хайхи
установкăн насус станцине тума ĕç
аллисем ыйтма пырсан та, вăл ăна,
бригадирпа парторга кĕвĕçсе, пĕр рабочи
те памасть. Хăй ăшĕнче — тупатпăр, уншăн
чăрмав пулмĕ тесе калама хатĕр пулин
те. Çапла майпа пĕр килĕшсе татăлнă ĕçе
путлантарасшăн. Техника кунта килме
çула тухнине пĕлсен те.

Пантюхин
унран ыйтмасăрах мелиораторсене хăй
бригадинчен тăхăр çын уйăрса панине
пĕлсен, Удейкин тарăхсах каять. Ăшĕнче
хăй мелиораторсем килнĕшĕн савăнчĕ
пулин те. Ку каллех Пантюхин ĕçĕ-çке.
«Пантюхин йăлтах виçерен тухрĕ-çке
капла. Чăнах, хăйĕн мĕн тăвас килет,
çавна тăвать. Пĕри хăй еккипе ун пек
хăтлантăр, тепри кун пек. Çу-ук, каплах
иртĕхтерме юрамасть Пантюхина», — тет
вăл. Пантюхина хăй патне чĕнтерет те
вăрçмах пуçлать: «Эсĕ мĕн хăтланатăн-ха?
Эсĕ председателе итлеми пултăн.
Председатель саншăнноль кăна». Халех
çав тăхăр çынна каялла илсе килме хушать.
Пантюхин, паллах, килĕшмест. «Пăрса
ывăтмаллах, тасатмаллах Пантюхина.
Бригадиртан кăларсан хевти пĕтет-ха
унăн. Чухласа илет вара вăл: кунта пурăнма
сывлăш çук ун валли. Эпĕ ăна нимĕнле ырă
ĕç те памастăп. Тислĕк хырма яратăп
сысна фермине…» — тет Удейкин
председатель хăй ăшĕнче, Пантюхин пек
лайăх бригадир тупаймасса пĕлсех.
«Тыр-пул тăвас тĕлĕшпе хурлама çук
ăна. Кунта пултарать вăл, такамран та
ирттерет. Ним те калаймăн, тăпра хакне
чухлать. Тăван уй-хирпе кăвапипех
çыхăннă. Мăрсакасси çыннисем çĕлĕк
хывсах сывлăх сунаççĕ ăна», — тет вăл
çавăнтах.

Арăмĕ те хăй
ирĕкĕпе фермăри тус-юлташĕсемпе пĕрле
насус станцине тума васканине пĕлсен
Удейкин хăй чунĕпе Улькка чунĕ хушшинче
те тĕпсĕр çырма пуррине туйса илет.
«Эпир хире-хирĕçле икĕ тĕрлĕ çын
мар-ши? Апла пулсан, пирĕн çемье пурнăçĕ
хăçан та пулин ишĕлсе анатех». Анчах
кăна та Пантюхин айăпĕ тесе шутлать
вăл. Пантюхин ăна мĕнле те пулин
такăнтарасшăн, вăрттăн çыртасшăн,
арăмĕпе хирĕçтерсе ярасшăн тесе
вĕчĕрхенет. «Уйрăлас-мĕн пулсан,
Улькка, паллах, маншăн выртса йĕрес çук.
Хăй валли çĕнĕ мăшăр паян тесен паян
тупать вăл. Ара, мĕн шутламалли унта.
Пантюхин кĕтсех пурăнать-çке, авланмасть,
— тет. — Çу-ук, Пантюхин ун çумне нихçан
та сĕртĕнеймест. Эпĕ ку тарана çитсе те
çын хурри пулман-ха… Пантюхина тăпăлтарса
ывăтмаллах манăн… Лапчăтатăп Пантюхина!»

Кĕçех çур
аки ĕçне пĕтĕмлетме вăхăт çитет.
Председатель правлени ларăвне пухмасть
те пухмасть. Сăлтавĕ: Пантюхин каллех
çур акине ăнăçлă вĕçленĕ. Ялав та ун
бригадинчех юлма пултарать. Чи пысăк
преми, парне каллех вĕсене лекет.
Пантюхина ĕçрен кăларма витĕмлĕ сăлтав
та çук иккен. Акă, Пантюхин бригадинчи
çынсем каллех шырлансене хирĕç «атакăна»
тухрĕç. Çатанпа пÿле-пÿле лартаççĕ
вĕсем, чулпа-мĕнпе пĕвелесе лартаççĕ.
Тăпра тултарса тикĕслеççĕ.

Антон Егорович
вара хăй кунран-кун вĕчĕрхенÿ лачакине
тарăнрах та тарăнрах путнине сисет.
Каялла чакас килмест унăн. Никама та
парăнас килмест. Арăмĕ хăйĕнчен
уйрăлассине пĕлсен те: «Пурте эсир
пĕр-пĕринпе çыхăннă… Пурте мана тăлласа
лартасшăн, тĕртсе ÿпĕнтересшĕн. Кавар
ку, чăн-чăн кавар», — тет. Çапах хăй
ăшĕнче ытлашши хĕрÿленнине асăрхать.
Халăх кăмăлсăррине те сисет. Вара
правленине пухма тиврех Удейкинăн.
Пантюхина та бригадиртах хăварма
шутларĕ. Хĕрлĕ ялав та вĕсен аллинче
юлчĕ, никама та парнесĕр хăвармарĕç.

Акă, Иван
Пантюхинпа Ольга Петровна Тăрна шурĕ
патĕнче уçăлса çÿреççĕ. Кунти тавралăх
кÿлĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăранпа питĕ
улшăннăиккен. Курăк пуснă ура айĕнче
шăрчăксем йăлт та йăлт сикеççĕ,
тĕлкĕлтурасем умранах вĕçе-вĕçе иртеççĕ.
Таçта çитиех çап-çутă шыв сарăлса
выртать. Пĕве хĕрринче çамрăк хăяхсем.
Шыв çине хăвасем пуç уснă. Тепĕр енче
шкул ачисем лартнă хăвасем, çÿçесем,
йăмрасем… Шыв çийĕн вĕршĕнсем вĕçеççĕ.
Ку таранччен çак тăрăхра çирĕк тăрри,
пăрчăкан, çерçи, кăвакарчăн, текерлĕк,
шăнкăрч йышши кайăксене çеç курма пулнă.
«Кур-ха, хирте вĕршĕнсем. Халиччен
пирĕн хирте нихçан та вĕçмен вĕсем.
Нихçан та», — хаваслансах калаçать
Улькка. «Тĕрĕс. Халиччен пирĕн хирте
вĕршĕнсем пулман. Халĕ пур вĕсем. Малашне
тата йышлăрах вĕçĕç», — тет Пантюхин
та унпа килĕшсе.

Акă, Пантюхинпа
Улькка хăрнă хурама патне çитрĕç. Унта
вĕсем çамрăк чух кунсерен пĕр-пĕринпе
тĕл пулма çÿренĕ, хăйсем пĕр-пĕрне юратни
çинчен систернĕ. Хурама… Армак-чармак
ларатчĕ вăл. Чунра пушăлăх, шиклĕх
çурататчĕ. Тĕнче хăрса пĕтес пек туйăнатчĕ
ун çине пăхсан. Ак халĕ, пурнăçри тĕрлĕ
сăлтава пула сивĕннĕ, хăйсем упрайман
юрату çĕнĕрен чĕрĕлет. Çак хурама патне
ĕнтĕ савнипе тĕл пулма çитеймен ĕçлĕ
Пантюхин пĕррехинче. Çакна ăнланайман
Улькка чĕри вара Иванран ютшăнма пуçланă.
Антун Удейкин вара хăй сĕмсĕрлĕхĕпе
тунсăха путнă Ульккана хитре сăмахсемпе,
çаврăнăçулăхĕпе çавăрса тыткăна илнĕ.
Анчах турри вĕсене ача та паман. Хăй
йăнăшне тÿрлетесшĕн пулнă пекех. Ивана
тата çав вăхăтрах виçĕ çуллăха çара
илнĕ. Вăл трактористра кăна ĕçленĕ-çке.
Антон вара ял хуçалăх специалисчĕ,
агроном — ăна çара илмелле мар.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Сочинение серого цвета
  • Сочинение сердце матери 7 класс
  • Сочинение сердца моего боль богомолов
  • Сочинение семья моего друга на английском
  • Сочинение семья мечты

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии