Таван щершывшан иреклехшен чысшан сочинение

«Патǎрьел районĕнчи Алманчǎри вǎтам шкул»

муниципаллǎ бюджетлǎ вĕрентÿ учрежденийĕ

                                                                                   Ĕçе Алманчǎри вǎтам шкулта

                                                                               11-мĕш класра вĕренекен

                                                                               Леонтьева Екатерина хатĕрленĕ

                                                                               Ертÿçи: чǎваш чĕлхипе

                                                                               литературине вĕрентекен

                                                                               Генералова Галина Петровна

Алманчǎ – 2012

                                                        Мĕн -ши вǎл тǎван çĕр-шыв?

                                                        Аякра-ши, çывǎх-ши?

                                                        Аякра та, çывǎх та,

                                                        Каласа парам тǎхта.

                                                                                (Хусанкай П.П.)

Мĕн вăл тăван çĕр-шыв, тăван кĕтес? Атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш. Вăл-тăван кил, эс çуралнă ял.  Вăл-пÿрт умĕнчи пысăк йăмра, пахчари йăрансем, садри улмуççисемпе чечексем. Инçе мар ларакан лавкка, пĕве, ферма. Вăл-ял çумĕнчи уйсем, вăрмансем, çырмасем, çăл куçсем. Хамăрăн лăпкă халăхăн çепĕç чĕлхи-калаçăвĕ, сăвви-юрри, вăйи-кулли, йăли-йĕрки.

Ырă чунлă кашни çыншăнах тăван кĕтес хаклă. Мĕншĕн тесен вăл пире çуратса тĕнчене кăларнă, лăпкаса ачашланă, çын тунă. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерме, çут тĕнчепе этемлĕхе юратма хăнăхтарнă.

Çуралнă кĕтесе урăхла пĕчĕк тăван çĕр-шыв теме пулать. Вара çыннăн икĕ Тăван çĕр-шыв пулать: пĕчĕкки тата пысăкки. Пĕрремĕшĕ- кун курса ÿснĕ ен пулсан, тепри вара — Раççей. Вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă.

Нумай çамрăк тăван чĕлхепе йăла-йăркене пĕлмест, пĕлесшĕн те мар. Хăшĕ-пĕри чăвашла çырма та, вулама та веренесшмн мар. Хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшне атте, анне текен сахал. Пурте папа, мама теççĕ. Чăваш халăхĕн паха енĕсене — ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, тасалăхне çухатса пыракансем те пур.

Тăван çĕр-шыв чечеклентĕр тесен халăхан паха йăла-йĕркисене упраса хăвармалла, вĕсене сармалла. Çавăнпа та мĕн ачаран кружоксемпе секцисене, семинарсене çÿремелле, хамăр тапхăрти историне çырмалла, тĕпчемелле, аса илÿсем пухмалла, ĕçлемелле. Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнмелле. Кирек ăçта кайсан та атте-анне çĕрне, чĕлхине, йăлине, юррине манмалла мар. Тăван кĕтесе килсех тăмалла, ăна манмалла мар. Тăван кĕтесе  малалла  чечекленме, çĕнĕ хунавсем ĕрчетме пулăшмалла. Тăван çĕр шыва ,атте-аннене юратмалла.

Тавралăх ялан тирпейлĕ тата хитре пулнине курас килет. Шел те, вăл яланах ун пек мар: ял йĕри-тавра çырмасем пысăкланса пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ.

Тăван кетесе илемлетесси хамăртан, пурте пĕрле тăрашнинчен килет. Пирĕн çурт хыçĕнчех çулсерен çурхи шыв  çĕре çурса хăварать. Вăл ан сарăлтар тесе халăх нумай йывăз лартнă. Эпир те кашни çуркуннех çак ĕçе хутшăнатпăр. Унсăр пуçне йывăз вăррисем тăкăнса хăйсем шăтаççĕ. Пĕр пилĕк-ултă çул каялла унта хурăн сахалччĕ. Халĕ вара çамрăк хунавсем вăрман пек лараççĕ. Çуркунне вĕсем çулçă кăларсан картиш хыçĕ илемленсех каять. Хăш-пĕр шкулсенче ятарласа лесничество йĕркелене. Унта çÿрекен ачасем усăсăр сарăлса выртакан çĕрсем çинче чăрăшсемпе хырсем лартса устереççĕ. Çав хушăрах сиенлĕ ĕçсем тăвакансем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем ним шеллемесĕр йывăз тураттисене хуçаççĕ, чечек-курăка татса, таптаса пĕтереççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ун пек тăвасран асăрхаттармалла, çут çанталăка, тăван çĕр-шыва, тăван кĕтесе юратма вĕрентмелле.

Манǎн пĕчĕк Тăван çĕр шывăм, Красномайски ялĕ. Вăл пысăках мар, лайăх вырăнта вырнаçнă.Ял варринче пĕчĕк çеç кÿлĕ пур. Ял çумĕпе вăрман. Ман  тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс, пăхса илен те, кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать.Тавралăх шăпланать. Ирхине вара ĕçчен чăваш халăх ĕçе тытăнать. Тÿпере тăри юрлать, хĕвел хĕртсе пăхать, утă шăрши таврана сарăлнă. Ĕçлет ман юратнă ял-йыш. Малаллах талпăнать, нимĕнле йывăрлăха  та парăнасшăн мар-ха. Чун савăнать ывăнми ĕçлекен халăх çине пăхса.

                Ытарайми манн çĕр-шывăм,

                Ăна саватăп эп чунтан-вартан.

                Кунта эп ÿснĕ те çĕкленнĕ сыввăн,

                Телейĕме те тупнă çакăнта.(Н.Кушм.)

Çак йĕркесене мана валли çырнă пекех туйăнать. Тăван атте-анне килĕнчен тухса кайсан, ăшри пĕтĕм туйăм çапах та килеллех туртать. Хуть ăçта кайсан та, тăван кил аса килетех. Яланах пурăн эсĕ ман пĕчĕк Тăван çĕр-шывăм. Хальхи пурнăçпа пит капмар çĕкленсе кайма çук пулсен та пурăн эсĕ. Ан сÿн çеç. Эсĕ пире яланах кирлĕ.

Менле Халах Вал Чавашсем Сочинение 11

➡➡➡ ПОДРОБНЕЕ ЖМИТЕ ЗДЕСЬ!

Менле Халах Вал Чавашсем Сочинение 11
Копилка сочинений (здесь только выкладываем, но не просим!!!)
Шупшакар Чăваш Республики тĕп хули — Шупашкар. Шупашкар хули Атăл юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Ăна 1469-мĕш çулта никĕсленĕ. Унта тĕрлĕ халăх наци çынни пурăнать: чăвашсем, вырăссем, тутарсем, çармăссем, ирçĕсем тата ытти те. Шупашкарта паллă вырăнсем нумай: музейсем, палăксем, театрсем, аслă вĕренÿ заведенисем тата ытти те. Шупашкарта 5 театр: чăваш драма театрĕ, çамрăксен театрĕ, операпа балет театрĕ, вырăс драма театрĕ тата пукане театрĕ. Шупашкар — илемлĕ хула.
Данил, здесь только выкладываем, но не просим!
Хӑйӗн халӑхӗн историне пӗлекен чӑваша ҫеҫ манӑн чӑн-чӑн чӑваш тесе калас килет. Кам чун-чӗрипе чӑвашлансах ҫитеймен, эпир ӑҫтан тухнине тата тӗнчен хӑш кӗтесӗсенче пирӗн мӑн асатте-асаннесем хӑйсен телейне шыранине, тӗрлӗ йӑх пӗр патшалӑха чӑмӑртаннине пӗлмен ҫынсене тӑван халӑхӑн кӑк-тымарӗсемпе паллаштарас килсе кайрӗ. Ҫак тӗллевпе эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗрле ӑс пухнӑ тантӑшӑм Геннадий Тафаев патне ҫул тытрӑм. Паян ӑна хисеплесе Геннадий Ильич теҫҫӗ. Вӑл — профессор, истори наукисен докторӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче регион историйӗн кафедрин ертӳҫи. Аслӑ пӗлу паракан тытӑмра 25 ҫул ӗҫлет, 200 ытла кӗнеке авторӗ. — Хӑвӑн шӑпуна чӑваш халӑх историне тӗпчессипе тачӑ ҫыхӑнтартӑн. Ҫак пархатарлӑ вучаха сан чунунта кам чӗртнӗ-ши? — Эпӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тупай Сӗмӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Анчах аттепе анне Шупашкара куҫса килнипе хула ачи пулса тӑтӑм. Кашни ҫуллахи каникулта яла каяттӑм. Унтах чӑвашла калаҫма вӗрентӗм. Ҫамрӑк пулсан та ялти сумлӑ икӗ ватӑпа туслашрӑм. Пӗри — Тӳмму юмӑҫчӗ, тепри — уксах Иван. Тӳмму юмӑҫран ялта пурте хӑратчӗҫ. Эпӗ вара унӑн килӗнчен тухма пӗлместӗмччӗ. Вӑл чӑваш йӑли-йӗркине лайӑх пӗлетчӗ. Мана авалхи легендӑсене, юмах-халап каласа паратчӗ. Ял историне лайӑх пӗлетчӗ. Пӗчӗк чух ҫурт маччи ҫине хӑпарма юрататтӑм. Унта авалтан упранса юлнӑ тем тӗрлӗ япала выртатчӗ. Ҫавсене алла тытса пӑхса тӗлӗнеттӗм. Анне аппӑшӗ мана пирӗн йӑх ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлтерчӗ. ХVI ӗмӗрте пирӗн Йӑхра Тапай юмӑҫ пулнӑ. — Чылай чух эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш пулнишӗн именетпӗр. Ҫакӑ таҫтан чӗре тӗпӗнчен тухнӑн туйӑнать мана. Ирӗкле ҫыравҫӑ пулнӑ май, час-часах хамӑн кӗнекесене уявсенче суткалатӑп. Кӗнеке туянма ыйтсан хӑш-пӗр чӑваш мана: «Эпӗ чӑвашла вулама пӗлместӗп…», — тесе чуна ыраттарать. Эпӗ вара тарӑхса ҫапла хуравлатӑп: «Укҫа ҫук тесе калӑр-ха пӗрех хут…» — Шел те, пире истори кирле мар текенсем те тупӑнаҫҫӗ. Теприсем чӑваш историйӗ ял валли ҫеҫ теҫҫӗ. Кӗнеке туяниччен пӗр кӗленче сӑра е эрех илсе ӗҫетӗп текенсем те пур. Эпӗ хамӑр пуласлӑхшӑн чӗре макӑрнипе историк пулма шут тытрӑм. Чӑвашсем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Пӗрисем ӗҫкӗпе алхасаҫҫӗ, теприсем вӑрӑпа пуяҫҫӗ. Чӑваш историйӗ интеллигенцие тата ачасене кирлӗ. Хуҫасене пачах та кирлӗ мар. Уйрӑмах — услам тӑвакансене. Вӗсем паян пуйса юласшӑн. Апла-и, капла-и, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан та сахал мар. Чӑваш историйӗ пирки татӑклӑн калама вара пи
З. Михайлова Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç — пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, хăв телейне тупмалла. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл. Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă, строитель… Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн чун- чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать — çавна суйласа илет те. Учитель ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ. Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама- çырма пĕлменскертен, пулас инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта кăна илме пултараççĕ.
Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх. Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ- ăслайĕсемпе паллаштарса витĕм кÿме пултарни те çакăнтах кĕрет. Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ- амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур — йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан — айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне — каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ- амăшĕн чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран. Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан — ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те чипер ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ? Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ- хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать,
Театр – это особый вид искусства. И хотя он пользуется сейчас очень большой популярностью, он заслуживает на внимание и любовь зрителей. Мне кажется, что театр – одно из самых трудных искусств. Ведь он сочетает в себе и литературу, и актерскую игру, и музыку. Чтобы сделать качественный спектакль надо много усилий большого количества людей и от каждого из них зависит успех спектакля. Прежде всего, берется какой-то образец литературы за основу, но текст – это одно, а игра на сцене – это другое. Дальше вступает в игру воображение продюсера – он видит все действо под неким определенным углом и свое видение он должен донести до актеров. Актеры в свою очередь должны не просто прочитать и понять текст, а прожить жизнь своего героя, почувствовать его, побывать в чужой жизни. Играть на сцене, я думаю, гораздо труднее, чем в кино. А в кино снимают много дублей, а когда актер выходит на сцену в театре, он имеет только один шанс, чтобы убедить зрителей в правдивости действа. У него должно быть идеально все: речь, жесты, мимика, тембр голоса, интонация. Он должен сказать зрителям свои слова так, чтобы они видели не актера, а персонажа, чтобы они поверили. Это очень сложно! Для того, чтобы поставить спектакль, надо также иметь надлежащие костюмы. Сюда привлекаются дизайнеры и костюмеры, которые в одежде для актеров должны отразить описываемую эпоху, передать положение персонажей – бедные они или богатые? В какое время они жили? Аккуратные они или не очень? Когда зритель видит нового персонажа на сцене – он должен понять, кто это и хотя бы с первого взгляда попытаться предвидеть его назначение. Декорации, музыка, свет – все это тоже имеет большое значение. Время, удачное звуковое сопровождение усиливает общее впечатление от спектакля. Итак, театр – очень сложный вид искусства, но почему-то сегодня не является очень популярным. Сегодня театр вытесняется фильмами, люди массово посещают кинотеатры, а не театры, кроме того, любимые фильмы можно смотреть и дома, в Интернете. А поход в театр для большинства кажется чем-то скучным и неинтересным. Можно предположить, что это из-за того, что никто не заинтересован в том, чтобы рекламировать театр, делать его более популярным. Кого приучают любить это искусство с детства, то есть частично это зависит от того, какие вкусы привили в семье. Таким образом, театр – это прекрасно, интересно и полезно! Каждый человек должен хотя бы раз в жизни побывать в театре, увидеть настоящий спектакль. Лично для меня театр – это интересно. Я посещаю занятия в театральном кружке при школе, и мы время от времени устраиваем спектакли и принимаем участие в районных конкурсах, но своего театра в городе не имеем. Нам иногда устраивают экскурсии в столичных театрах. Это бывает очень редко, но оставляет невероятное впечатление. Моя театральная группа очень любит смотреть спектакли на большой сцене и представлять себя там! Наш кружковый руководитель пытается нас приобщить к этому искусству, всячески заинтересовывает нас в этом, она организует с нами спектакли, своими руками делает костюмы и декорации и мы ей очень благодарны за то, что она делает нас ближе к театру. Переведите текст
мне сочинение про ес пурнас тыткачи
мне на тему «Васильешан ан кулянар. Васильева махха памастех». Пожалуйста.
трагкомедия «Пушар лаши» сочинение Якку санаре
Сочинение «Çeмье телейé мéнри-ши? По рассказу хурапа шуро
Мне » Веренни мен тума кирле? » Пожалуйста! !!
Сочинение на чувашском Чаваш салтакен чатамлахпе чун щиреплехн тасалахпе щынлахе
Ваш браузер устарел. Попробуйте браузер Atom , чтобы работа ВКонтакте была быстрой и стабильной. Подробнее

Копилка сочинений (здесь только выкладываем, но не просим!!!)
Сочинение -рассуждение на тему » Чаваш челхи — таван челхе» | Инфоурок
Чăвашсем — Википеди
Новочелкасинское сельское поселение Канашского района » Новости » 09:35…
Чӑвашсем
Контрольная Работа Номер 2 В 1
Енотовидная Собака Курсовая Работа
Рэй Брэдбери Собрание Сочинений Купить
Структура Сочинения Егэ По Литературе 2021 Шаблон
Малоэтажный Жилой Дом Реферат

Раççейре темиçе тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи пур. Пирĕн вара тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе пирĕн атте-анне, асатте-асаннесем калаçаççĕ. Вĕсем пирĕнпе мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçнă, сăпка юррисем юрланă. Шкулта пире учитель чăваш чĕлхи илемне туйма вĕрентет.

Чăвашла Чăваш Республикинче çеç мар, урăх регионсенче те калаçаççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхине хисеплемелле, ăна пĕтермелле мар, унпа таса калаçмалла. Тăван чĕлхене лайăх пĕлсен ытти чĕлхене те вĕренме çăмăлрах теççĕ. Тăван халăха çутта кăларакан И.Я. Яковлев та «Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук», – тесе ахальтен каламан.

Татьяна Ефимова, 8-мĕш класс

Чăваш тĕрри

Ваттисем ҫапла калаҫҫӗ: «Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ». Чăваш халăхӗ – питӗ маттур халăх. Вăл ыттисенчен ӗҫченлӗхӗпе уйрăлса тăрать. Епле илемлӗ чăваш тӗрри! Чăваш хӗрарăмӗсен ӗҫӗсемпе пӗтӗм тӗнче мухтанать. Мана уйрăмах Мария Васильевна Симаковăн ӗҫӗсем килӗшеҫҫӗ. Унăн ылтăн аллисем витӗр тухнă тӗрӗсенче – чăваш халăхӗн тавракурăмӗ, кун-ҫулӗ, философийӗ. «Мария Васильевна хăйӗн ӗҫӗсем хушшинче пурăнать», – тесен те йăнăш мар. Вӗсем ҫинчи кашни ҫиппе туйăмлăх, асамлăх, тӗнчене урăх куҫпа курма пӗлни витерет. Чăваш тӗррисем республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнче палăрнинче унăн тӳпи те сахал мар. Унăн аллисем чăннипех те ылтăн, тӗррисене курсан чун хăпартланать.

Асанне мана ҫыру тӗрри ҫинчен каласа кăтартрӗ. Чăваш тӗрринче сарă, йăмăх хӗрлӗ, симӗс, кăвак тата хура тӗссемпе усă кураҫҫӗ. Тӗрӗ-эреше тӗртсе те тума пулать иккен. Сакăр кӗтеслӗ виҫӗ ҫăлтăр – чăваш тӗррин чи анлă сарăлнă эрешӗ. Вăл илемпе хăтлăх палли. Пурнăҫăн та тӗрри пур: пурăнма пӗлес пулать.

Герман Молаев, 4-мĕш класс

Халăх ятне çÿле çĕклерĕ

Пĕчĕк те хăтлă йывăç çурт… Хуçисем пекех ватăлнă ĕнтĕ вăл. Кашни кун шкула çак çурт умĕпе иртсе каятăп. Халĕ кунта никам та пурăнмасть. Пÿрт айккинче хăма çакăнса тăрать. Чăваш халăхĕн паллă композиторĕ Герман Степанович Лебедев çакăнта çуралнă.

Çакăнта унăн ачалăхĕ, шкул çулĕсем иртнĕ. Эпĕ утакан сукмакпах пулĕ, вăл юлташĕсемпе Варпуçа пуçламăш шкула пĕлÿ илме чупнă. Пурнăçĕ вăл вăхăтра çăмăлах пулман пулсан та ашшĕ-амăшĕ ывăлне ăслă çын тăвасшăн çуннă. Пуçламăш шкул пĕтерсен, ман пекех, Çÿлтикасси шкулне малалла ăс пухма кайнă. Салапайкассинчен Çÿлтикассине çитме çулĕ çывăх мар, хальхи пек, автобус çÿремен. Вăл вăхăтра шкула Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе тухнă паллă революционер Тимофей Малышев ертсе пынă. Çак талантлă вĕрентекен ачасене юрă-кĕвĕ ăсталăхне ăша хывма хавхалантарнă. Вăлах Герман Лебедева кĕвĕ илемлĕхне туйса илме пулăшнă, арçын ачан таçта шалта пытаннă талантне аталанма çул уçса панă.

Кашни ирех эпĕ Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ поэт çырнă «Тăван çĕршыв» гимнпа вăранатăп. Чăнах та, мăнаçлă та çепĕç, çĕкленÿллĕ те савăнăçлă кĕвĕ тыткăнлать чуна. Куç умне тăван тавралăх, атте-анне, уй-хир, ял-йыш тухса тăраççĕ. Хамăн та Тăван çĕршывшăн, унăн ят-сумне çĕклессишĕн, пирĕн ентеш пекех темĕнле пысăк ĕçсем тăвас килсе каять.

Герман Лебедев – малтанхи паллă композиторсен ĕçне малалла тăсаканĕ. Унăн кĕввисенче чăваш тĕнчине, чăваш чунне, халăхăн йăли-йĕркисемпе ĕмĕт-шухăшне куратăп. Вăл 400 яхăн юрă çырнă: ачасем валли те, яшсемпе хĕрсем валли те, ваттисен кăмăлне каяканнисем те. Пурин чунне те туйма пĕлнĕ. Унăн юррисене час-часах радиопа илтетпĕр. Тăван шкула та, ĕмĕрлĕх асăнмалăх, пĕрле вĕреннĕ Транквиллин Соминовпа гимн парнелесе хăварнă. Кашни шкул ачи унăн сăмахĕсемпе кĕввине пăхмасăр пĕлет. Пысăк уявсенче час-часах янăрать вăл. Герман Лебедев ячĕ вилĕмсĕр, мĕншĕн тесен вăл тăван халăх валли çырнă кĕвĕ тĕнчин асамĕнче пурăнать. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕх асра юлĕ.

Пĕчĕк йывăç пÿрт… Тăван ял аса килсен эсĕ яланах куç умне тухса тăрăн.

Анастасия Хрисанфова, 11-мĕш класс

Юрлама та вăхăт тупать кукамай

Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Зоя Леонидовна Аввакумова тесе чĕнеççĕ. Вăл чи малтанах çĕвĕçĕ пулнă, фермăра та ĕçлесе пăхнă. Кайран нумай-нумай çул почтальонта вăй хунă. Халĕ манăн кукамай килте. Вăл выльăх-чĕрлĕх тытать. Пахчара нумай ĕçлет. Кукăльсем пĕçерме юратать. Юрлама та вăхăт тупать кукамай – концертсемпе çÿрет. Мана лайăх çын пулма вĕрентет. Аслисене хисеплеме хушать, шкулта лайăх вĕренме калать.

Карина Герасимова, 2-мĕш класс

Анне

Эх, аннеçĕм-анне,

Юрататăп сана!

Мантан пултăр парне

Çакă сăвă сана.

Пурăн эсĕ ялан,

Ан ватăл нихăçан.

Анна Костина, 3-мĕш класс

Аннене эп юрататăп,

Ăшă сăмахсем калатăп.

Кÿрентермĕп эп ăна,

Вĕренетĕп тăрăшса.

Анне пире яланах

Тутлă апат çитерет,

Йывăр чухне пулăшать

Мухтать пире вĕçĕмех.

Маншăн, вăл – чи-чи хитри –

Çĕр çинче çук ун пекки.

Çавăнпа та шăллăмпа

Мухтанатпăр çеç унпа!

Кристина Ешметьева, 6-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Так в названии лиственного дерева егэ
  • Табличные данные егэ физика
  • Тайный экзамен на хантера
  • Табличные величины егэ физика
  • Тайны медовой долины экзамен

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии