Раççейре темиçе тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи пур. Пирĕн вара тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе пирĕн атте-анне, асатте-асаннесем калаçаççĕ. Вĕсем пирĕнпе мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçнă, сăпка юррисем юрланă. Шкулта пире учитель чăваш чĕлхи илемне туйма вĕрентет.
Чăвашла Чăваш Республикинче çеç мар, урăх регионсенче те калаçаççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхине хисеплемелле, ăна пĕтермелле мар, унпа таса калаçмалла. Тăван чĕлхене лайăх пĕлсен ытти чĕлхене те вĕренме çăмăлрах теççĕ. Тăван халăха çутта кăларакан И.Я. Яковлев та «Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук», – тесе ахальтен каламан.
Татьяна Ефимова, 8-мĕш класс
Чăваш тĕрри
Ваттисем ҫапла калаҫҫӗ: «Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ». Чăваш халăхӗ – питӗ маттур халăх. Вăл ыттисенчен ӗҫченлӗхӗпе уйрăлса тăрать. Епле илемлӗ чăваш тӗрри! Чăваш хӗрарăмӗсен ӗҫӗсемпе пӗтӗм тӗнче мухтанать. Мана уйрăмах Мария Васильевна Симаковăн ӗҫӗсем килӗшеҫҫӗ. Унăн ылтăн аллисем витӗр тухнă тӗрӗсенче – чăваш халăхӗн тавракурăмӗ, кун-ҫулӗ, философийӗ. «Мария Васильевна хăйӗн ӗҫӗсем хушшинче пурăнать», – тесен те йăнăш мар. Вӗсем ҫинчи кашни ҫиппе туйăмлăх, асамлăх, тӗнчене урăх куҫпа курма пӗлни витерет. Чăваш тӗррисем республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнче палăрнинче унăн тӳпи те сахал мар. Унăн аллисем чăннипех те ылтăн, тӗррисене курсан чун хăпартланать.
Асанне мана ҫыру тӗрри ҫинчен каласа кăтартрӗ. Чăваш тӗрринче сарă, йăмăх хӗрлӗ, симӗс, кăвак тата хура тӗссемпе усă кураҫҫӗ. Тӗрӗ-эреше тӗртсе те тума пулать иккен. Сакăр кӗтеслӗ виҫӗ ҫăлтăр – чăваш тӗррин чи анлă сарăлнă эрешӗ. Вăл илемпе хăтлăх палли. Пурнăҫăн та тӗрри пур: пурăнма пӗлес пулать.
Герман Молаев, 4-мĕш класс
Халăх ятне çÿле çĕклерĕ
Пĕчĕк те хăтлă йывăç çурт… Хуçисем пекех ватăлнă ĕнтĕ вăл. Кашни кун шкула çак çурт умĕпе иртсе каятăп. Халĕ кунта никам та пурăнмасть. Пÿрт айккинче хăма çакăнса тăрать. Чăваш халăхĕн паллă композиторĕ Герман Степанович Лебедев çакăнта çуралнă.
Çакăнта унăн ачалăхĕ, шкул çулĕсем иртнĕ. Эпĕ утакан сукмакпах пулĕ, вăл юлташĕсемпе Варпуçа пуçламăш шкула пĕлÿ илме чупнă. Пурнăçĕ вăл вăхăтра çăмăлах пулман пулсан та ашшĕ-амăшĕ ывăлне ăслă çын тăвасшăн çуннă. Пуçламăш шкул пĕтерсен, ман пекех, Çÿлтикасси шкулне малалла ăс пухма кайнă. Салапайкассинчен Çÿлтикассине çитме çулĕ çывăх мар, хальхи пек, автобус çÿремен. Вăл вăхăтра шкула Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе тухнă паллă революционер Тимофей Малышев ертсе пынă. Çак талантлă вĕрентекен ачасене юрă-кĕвĕ ăсталăхне ăша хывма хавхалантарнă. Вăлах Герман Лебедева кĕвĕ илемлĕхне туйса илме пулăшнă, арçын ачан таçта шалта пытаннă талантне аталанма çул уçса панă.
Кашни ирех эпĕ Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ поэт çырнă «Тăван çĕршыв» гимнпа вăранатăп. Чăнах та, мăнаçлă та çепĕç, çĕкленÿллĕ те савăнăçлă кĕвĕ тыткăнлать чуна. Куç умне тăван тавралăх, атте-анне, уй-хир, ял-йыш тухса тăраççĕ. Хамăн та Тăван çĕршывшăн, унăн ят-сумне çĕклессишĕн, пирĕн ентеш пекех темĕнле пысăк ĕçсем тăвас килсе каять.
Герман Лебедев – малтанхи паллă композиторсен ĕçне малалла тăсаканĕ. Унăн кĕввисенче чăваш тĕнчине, чăваш чунне, халăхăн йăли-йĕркисемпе ĕмĕт-шухăшне куратăп. Вăл 400 яхăн юрă çырнă: ачасем валли те, яшсемпе хĕрсем валли те, ваттисен кăмăлне каяканнисем те. Пурин чунне те туйма пĕлнĕ. Унăн юррисене час-часах радиопа илтетпĕр. Тăван шкула та, ĕмĕрлĕх асăнмалăх, пĕрле вĕреннĕ Транквиллин Соминовпа гимн парнелесе хăварнă. Кашни шкул ачи унăн сăмахĕсемпе кĕввине пăхмасăр пĕлет. Пысăк уявсенче час-часах янăрать вăл. Герман Лебедев ячĕ вилĕмсĕр, мĕншĕн тесен вăл тăван халăх валли çырнă кĕвĕ тĕнчин асамĕнче пурăнать. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕх асра юлĕ.
Пĕчĕк йывăç пÿрт… Тăван ял аса килсен эсĕ яланах куç умне тухса тăрăн.
Анастасия Хрисанфова, 11-мĕш класс
Юрлама та вăхăт тупать кукамай
Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Зоя Леонидовна Аввакумова тесе чĕнеççĕ. Вăл чи малтанах çĕвĕçĕ пулнă, фермăра та ĕçлесе пăхнă. Кайран нумай-нумай çул почтальонта вăй хунă. Халĕ манăн кукамай килте. Вăл выльăх-чĕрлĕх тытать. Пахчара нумай ĕçлет. Кукăльсем пĕçерме юратать. Юрлама та вăхăт тупать кукамай – концертсемпе çÿрет. Мана лайăх çын пулма вĕрентет. Аслисене хисеплеме хушать, шкулта лайăх вĕренме калать.
Карина Герасимова, 2-мĕш класс
Анне
Эх, аннеçĕм-анне,
Юрататăп сана!
Мантан пултăр парне
Çакă сăвă сана.
Пурăн эсĕ ялан,
Ан ватăл нихăçан.
Анна Костина, 3-мĕш класс
Аннене эп юрататăп,
Ăшă сăмахсем калатăп.
Кÿрентермĕп эп ăна,
Вĕренетĕп тăрăшса.
Анне пире яланах
Тутлă апат çитерет,
Йывăр чухне пулăшать
Мухтать пире вĕçĕмех.
Маншăн, вăл – чи-чи хитри –
Çĕр çинче çук ун пекки.
Çавăнпа та шăллăмпа
Мухтанатпăр çеç унпа!
Кристина Ешметьева, 6-мĕш класс
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.
Автор:
Кораблёв Дмитрий, Тихонова Татьяна
Калама çук пуян, ытарайми хитре вăл, пирĕн тăван чĕлхемĕр. Чăваш чĕлхипе кирек мĕнле туйăма та палăртма, тем тери пысăк шухăша та каласа кăтартма май пур.
Скачать:
Предварительный просмотр:
Янра:чёваш ч.лхи!
Халёх ёс-тён.пе унён п.т.м т.нче
курёмне тёван ч.лхе чун парать?
Тёван ч.лхес.р п.л =ук?
И? Я? Яковлев?
Хёйне хисеплекен кирек м.нле халёх та хёй.н тёван ч.лхине пысёк пуянлёх вырённе хурса хаклать: м.нш.н тесен авалтан пыракан ч.лхем.р .м.рсем хушши пуянланса: =ив.членсе: туптанса пынё чёваш хёй кршисенчен те ютшёнман: в.семпе кил.штерсе пурёнма тёрёшнё? Кирл. чух в.сенчен те в.ренн.? П.р-п.ринпе хутшёнса п.р-п.рин сёмах.сене йышённё? Мари ч.лхинче: т.сл.хрен: =.ршер чёваш сёмах. шутланать те==. ч.лхе=.сем?
Эп. чёваш ч.лхи урок.сене чётёмсёррён к.тет.п: юратса в.ренет.п? Ч.лхе урлё чёваш халёх культурин пуянлёхне курма май пурри пит. савёнтарать мана? Пир.н: чёвашсен: м.ск.нленсе: хамёртан хамёр вётанма нимле сёлтав та =ук? Чёваш нихё=ан та ют халёха хур туман: ун =ине вёр=ёпа тухман: ун пурлёхне те: =.рне-шывне те хапсёнман? М.н авалтан хёй.н .=.пе тёранса пурённё? Пир.н те: хамёрён мён асаттем.рсен ятне ярас марчч.? Пире валли м.н чухл. юрё-сёвё: халап-юмах илсе =итерн. =ак тарана =ити? В.сене эпир тёван ч.лхе_чёваш ч.лхи урлё вуласа: тишкерсе ёша хыватпёр?
«Ч.лхе хёйне туса хунё халёхпа =е= вилет: =авёнпа халёха тёван ч.лхене манма хушни =ав халёха вилме хушнипе п.рех???»_тен. пир.н чёваш халёхне =утта кёларакан. И? Я? Яковлев? Юлашки вёхётра хёш-п.рисем чёваш ч.лхине п.лни ним тума та кирл. мар теме пёха==.? Анчах хёйсен чун.нче ватё асатте-асаннесенчен ёруран-ёрёва ку=са пынё ёслёлёх в.рент.в.нчен татёлнине сисме==. те? Чёнах та: хёш-п.р чёваш тёван халёхне хисеплемес.р вырёсланать? Эп. вырёс халёхне начар тесе каласшён мар: анчах та темш.н-=ке чёваш хёйне вырёс тесе шутлама пу=ласан чун-ч.ре мёна=лёхне: ыр кёмёллёхне: сёпайлёхне: .=ченл.хне =ухатать: хёйш.н кёна тёрёшать: чун канё=не тупаймасть: халёх пурнё=не: унён нушине ёнланаймасть? +акён пек шухёшлё =ынсене ман Н?Шелепин сёвё й.ркисемпе чёваш ч.лхи =инчен =апла калас килет%
Чухён мар вёл! Пуян та: чаплё та:
+ем=е те: вутлё та: хёватлё та?
Вёл =и=.мл.: сис.мл.: тс.мл.?
+.лен =ёвар.нче те п.тмен:
Юнлё тин.ссенче те путман?
Вутпа п.тереймен ёна тёшман?
Ё=та =итмен вёл: м.н пулман ёна:
+апах та курать ку =утё куна?
,л.к чёваш ялта пурённё: ял тулашне сайра тухнё? Хал. эпир та=та та саланнё? Ра==ейре чёваш пурёнман область е хула =ук та пул.? Чёваш халёх.н =урри ытла хал. республика тулаш.нче пурёнать? Та=та та пурёнакан халёха хальхи вёхётра: т.прен илсен: тёван ч.лхем.р п.рлештерет? Манар мар ёна: упрар тёван ч.лхем.ре?
Тёван ч.лхем.р=.м? Ку сёмахсене кирек кам та хёй.н п.т.м юратёвне: ч.рери туйёмне пу=тарса калать? Шухёшлатён та т.л.нет.н% м.нле тарён п.лтер.шл. =ак ик. сёмах! Еплерех =еп.= те илемл. янёра==. в.сем? «Чёваш ч.лхи_анне ч.лхи:»_те==.? Чёнах та: кашни =ыннён хёй.н тёван ч.лхи_ амёш.н ч.лхи пур? Унпа вёл мёна=ланать те: мухтанать те? Тёван ч.лхерен хакли: =ывёххи: илемли: таси =ук? Тёван =.р-шыва юратасси те тёван ч.лхерен пу=ланать? Тёван ч.лхене лайёх п.лекен =ын ытти ч.лхесене те хисеплет?
Юлашкинчен: хамён хайлава п.т.млетсе чёваш халёх поэч. Митта Ва=лей. =ырнё сёвё й.ркисене =ырса хёварас килет%
Тёван ч.лхем! Таса х.лхем:
Парсам пёлхавлё чунёма:
Пар чёнлёх: савёнё=: илем:
Пар ир.к_ =утёрах =унма?
,неннисемш.н =ул =инче
Эс_шанчёк =ёлтёр. ялан?
Тискер тёманлё ка=сенче
Йыхравлё чан пек янёран?
Апла пулсан янёра эс: чёваш ч.лхи! Малалла та: т.нче у=лёхне =ити янёра!Эс халёхён .м.р снми ёс-хакёл чечек.?
,=е пурнё=лакан.%
Вёрмарти вётам шкулта 9 а класра в.ренекен (вырёс шкул.) Кораблев Дмитрий
Ерт=и%
Васильева Галина Николаевна?
Предварительный просмотр:
Янра, чăваш чĕлхи!
«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн
Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн
Тăпăр-тăпăр тăпăрти ташшишĕн
Мухтанатăп эп чăваш пулнишĕн»
Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче кун курса авалхи мăн асаттемĕрсем халаласа хăварнă чĕлхепе калаçса ÿснĕшĕн çав тери хавас эпĕ. Чăннипех те юрататăп эпĕ хамăн чăваш чĕлхине.
Ирхи шуçăм çутипе шăпчăк сасси ян каять-и, сĕм вăрман варринчи пĕчĕк юхан шыв шăнкăртатать-и, урам тулли савăнса-кулса чупакан ача-пăча сасси янăрать-и — эп хамăн чĕлхене аякранах уйăратăп. Манăн чун-чĕре юратупа, çав вăхăтрах мăнаçлăхпа тулса ларать. Çак илемлĕ çепĕç чĕлхе манăн тăван чĕлхе пулнишĕн савăнатăп.
Чăваш ачи ĕлĕк-авалтанах тăван чĕлхене, тăван тавралăха, тăван çĕр-шыва юратма, сума сума вĕренсе ÿснĕ. «Тăван чĕлхе – иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ» — тенĕ ваттисем. Çак çăл куçĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр.
Ман тăван чĕлхе çав тери пуян та хăватлă, çав хушăрах черчен те ачаш.
Алран кайми аки-сухи
Асран кайми атти-анни…
аса килеççĕ юрă сăмахĕсем? Чун-чĕре юрă-кĕвĕпе тулса хăпартланса каять. Мĕн тери çепĕç, чунтан тухакан сăмахсем çак юрăра. Кунта чăвашăн мĕн-пур пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ, мал ĕмĕчĕ курăнать. Ку çеç-и-ха? Аса илер-ха Петĕр Хусанкай, Çеспĕл Мишши, К. Иванов хайлавĕсене? Вĕсемпе паллашса эпир чăннипех те пуян та аслă чĕлхепе мухтанатпăр? Çавăнпа та ман пур вĕренекене те Çеçпĕл сăмахĕсемпе çапла чĕнсе калас килет:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕр-шывăн хастар ачисем,
Вут-кайăклăн вĕçĕр,ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Çак сăмахсемпе харсăр та çирĕп пулма чĕнет пире чăвашăн маттур поэчĕ Çеçпĕл Мишши.
Чăнах та кун-çул уттинчен юлмасăр малалла талпăнать чăваш. Çĕр çинче çеç мар, космос уçлăхĕнче те янăрарĕ вĕт чăваш чĕлхи. Пĕтĕм тĕнчипе савăнса тĕлĕнчĕç те ăмсанчĕç чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕр Андриян Николаев космоса вĕçсен. Чыс та мухтав ăна чăваш ятне çÿле çĕкленĕшĕн!
Яланах янăратăр ман тăван чĕлхем, ян кайтăр юрри-сăвви, кĕр кĕрлетĕр чăваш ячĕ. Тăван чĕлхешĕн, тăван çĕр-шывшăн мăнаçланса сисмесĕрех сăвă йĕркисем çуралаççĕ:
Кайтăр юрă ян та ян
Чи чапли эсĕ паян?
Янăра, чăваш чĕлхи
Маншăн çук санран хакли?
ТихоноваТатьяна 8-г класс
Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул
Ертÿçи: Васильева Галина Николаевна
Ҫулсеренех эпир акан 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫурхи чӗрӗлӳпе пӗрле килекен ку уяв чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ сумлӑ педагогӑн И.Я. Яковлев (1848-1930) ячӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ (1868) пирӗн халӑхшӑн мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлетпӗр: ҫӗр-ҫӗр вӗрентекен, литературӑпа искусство ҫынни ӑс-тӑн илнӗ унта. А.В. Рекеев, П.М.Миронов, Н.М.Охотников вӗрентекенсем, К.В. Иванов, Н.В. Шупуҫҫынни, Тайӑр Тимкки, Ф.П. Павлов, И.С.Максимов-Кошкинский, А.А. Кокель тата ыттисем те хӑйӗн вӗрентекенӗн «чӑваш ӗҫне» маллалла тӑснӑ. Яковлев пил панипе тӗттӗм тенӗ чӑваш ялӗсенче вун-вун шкул уҫӑлнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухса учитель пулса ӗҫленисем пирӗн Курнавӑш ялӗнчен те пур. Вӗсем — Я.М. Макаров тата М.Н.Игнатьева.
И.Яковлев «Чӑваш букварӗ» (30 ытла кӑларӑм), «Чӑвашсене вырӑсла вӗрентмелли пирвайхи вӗренӳ кӗнеки», «Букварь хыҫҫӑн чӑвашла вуламалли пӗрремӗш кӗнеке» ытти 17 кӗнекепе брошюра, педагогика тата ытти 42 статьяпа документ пичетлесе кӑларнӑ. Вӗрентекенӗмӗрӗн тулли сӑнарӗ «Манӑн пурнӑҫ» кӗнекере сӑнланнӑ. Иван Яковлевич Яковлев Чӑваш халӑхне парса хӑварнӑ «Халалӗ» ӑрусем валли панӑ пил шутланать. Этем ӑсне, вӗренӗве, кӑмӑл–сипетне, ҫемье, тӑван чӗлхе, килӗшӗве, Турӑ хушнине тӗпе хурса пурӑнма халаллать Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр. Паян та кивелмест ҫак вӗрентӳ, кашни чӑваш ҫыннине вӑй-хал парса тӑрать.
Кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ тепӗр ятлӑ-сумлӑ ҫынпа, этнопедагика наукине никӗсленӗ Г.Н.Волков академик ячӗпе те ҫыхӑнать. Тӑван халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, сӑмахлӑхӗ ҫинче тӗревленсе тӑракан унӑн вӗрентӗвӗ пӗчӗк тенӗ чӗлхе йышӗллӗ этноссене паянхи кун ҫухалса кайма памӗ, мӗншӗн тесен ҫырмасем типсессӗн аслӑ юхан шывсене те ҫав шӑпах кӗтӗ. Раҫҫей талккӑшӗнчи вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш тата ытти чӗлхепе калаҫакан халӑхсем малашне те туслӑн, килӗштерсе пурӑнӗҫ. Чӑваш ҫыннисем хушшинче мухтава тивӗҫнисем сахалӑн мар: Никита Бичурин хамӑрӑн аваллӑха шыраса тухӑҫри Китая ҫитнӗ, 17 ҫулхи Константин Иванов хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине кун ҫути панӑ, Андриян Николаев — виҫҫӗмӗш космонавт, тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ… Хӑйсен ырми-канми ӗҫӗпе ҫывхартнӑ вӗсем ҫак хисепе.
Чӑваш чӗлхи — пирӗн тӑван чӗлхе. Ку чӗлхене атте-анне парнеленӗ, унпа мӗн пӗчӗкрен куллен калаҫса ӳснӗ эпир. «Анне панӑ кӑкӑр сӗтӗнче, хам ҫуралса ӳснӗ ҫӗрӗм-шывӑм сывлӑшӗнче, ҫӗр ҫыннин тарӗпе тӑварланнӑ ҫӑкӑрта, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫри сиплӗ шывра туятӑп эпӗ санӑн вӑйна-хӑватна, илемне, ачаш чӗлхем, тӑван чӗлхем! Тӑван чӗлхем — анне чӗлхи!» — тесе ҫырать Валем Ахун ҫыравҫӑ. Чӑнах та, епле пархатарлӑ туртӑм вӑл тӑван чӗлхене сума суни. Вӑл хамӑрӑн атте-аннемӗре тав туниех.
Н.Н.Круглова, Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен
#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Курнавӑш, #Елчӗк районӗ
- Канаш А. Тӑван чӗлхене
- Лукин А. Чӗлхем, тӑван чӗлхем
- Назул А. Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе
- Митта В. «Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем…»
- Петров-Вирьял Ю. Чӑваш чӗлхи
- Сандров Н. Тӑван чӗлхе
- Юрий Сементер. Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ
- Сеспель М. Чӑваш чӗлхи = Чувашский язык
- Тимбай А. Тӑван чӗлхе
- Титова О. Чӑваш чӗлхи
- Ухсай Я. Чӑваш чӗлхи
- Туркай В. Чӑваш чӗлхи
- Хусанкай П. Тӑван чӗлхе = Родной язык
- Чичканов П. Тӑван чӗлхе
- Эндип В. «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче…»
- Юман А. Тӑван чӗлхе
- Ялгир П. Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр!
Канаш, А. Тӑван чӗлхене
Ҫепӗҫҫӗн, сулмаклӑн,
|
Лукин, А. Чӗлхем, тӑван чӗлхемЧӗлхем, тӑван чӗлхем,
|
| Тупмалли |
Назул, А. Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхеТӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе
|
Митта, В. «Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем…»Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем
|
| Тупмалли |
Петров-Вирьял, Ю. Чӑваш чӗлхи
Ҫулҫӳрен ҫеҫ ҫакна пӗлме пултарӗ:
|
Сандров, Н. Тӑван чӗлхе
Вӗҫ-хӗррисӗр
|
| Тупмалли |
Юрий Сементер. Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ
Эй, аслӑ чӗлхемҫӗм,
чун-чӗрери хӗлхемҫӗм!
Ҫакӑ сенкер тӗнчери
кун ҫутине астӑван малтанхи самантранах
сан сипетлӗ ӑшшуна кӑкӑрӑмра упратӑп,
ҫав ӑшӑпа пурнатӑп.
Йӗлме йывӑҫ пӗкечи
ярӑм-ярӑм ярӑнса сиктеретчӗ сӑпкама,
ҫут тӗнче ӑшпиллӗхне ачисемшӗн пухнӑ чун,
хӗвел кӑмӑллӑ аннем,
калаҫатчӗ манпала.
Ҫӑлкуҫсем шӑйкӑртатни, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни,
чӗкеҫсем чӗвӗлтетни, кӗпшӗлсем кӗвӗлтетни
пурччӗ унӑн сассинче, унӑн ҫепӗҫ юрринче.
Аттесен сӑмахӗнчен сӗм вӑрман каш кашлани,
ырашсем шӑркаланни, ҫын ӗҫпе патварланни,
тӑшмана парӑнманни сӑрхӑнатчс хӑлхана.
Ҫӳтҫанталӑк куҫӑмне, хамӑн пурнӑҫ шуҫӑмне
эп кӑларнӑ куҫ умне эс кӳрен пархатарпа,
аттепе анне чӗлхи, ытарми чӑваш чӗлхи.
Сан таса пехилӳпе хам ёҫӗме тӑватӑп,
сан таса пехилӳпе алла ҫӑкӑр тытатӑп,
сан таса пехилӳпе ҫынпа сапӑр пулатӑп,
эс кӳрен тивлетпелен — вырӑсра та вырӑн пур,
эс кӳрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур,
эс кӳрен тивлетпелен — ҫармӑсра та ярмӑҫ пур.
Эй, аслӑ чӗлхемӗр, пире усран ырсемӗр!
Сан ятна сӑвапласа, ырлӑхушӑн тав туса пуҫа таяс кӑмӑл пур, чунтан калас сӑмах пур.
Ҫав кӑмӑла палӑртма ҫав мехеллӗ сехет пар, ҫав сӑмаха калама ҫав мехеллӗ хевте пар.
II
Пурнӑҫ чӗрӗлӗхӗпе пӗтӗленнӗ ҫӗр ҫине
ҫын килет тахҫан авал.
Йӗкелрен вӑрман шӑтать, хунавран вӑрман хунать.
Ар сывлӑшӗ пур чухне, ама сывлӑш пур ҫӗрте,
ҫын йышӗ те хутшӑнать,
чун ҫумне чун хушӑнса,
хӑйне ята йӑх юлать.
Йӑх катинче пуплеме, пӗр-пӗринпе хутшӑнма,
ниме пухса ӗҫ тума, уяв туса савӑнма
халӑхӑн чӗлхе пулать.
Аслӑ несӗлсен чӗлхи, аттепе анне чӗлхи!
Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхен
пин туратлӑ йывӑҫҫин авалхи тымарӗнчен
хунавланса килекен чӑтӑм-тӳсӗмлӗ чӗлхем!
Вӗҫсӗр вӑрман кашлани, Катунь-шывӗ шавлани,
Тенгиз кӳлли хумханни, Урал шухӑша кайни,
Каспи хумӗ каҫ пулсан улӑпсемпе калаҫни,
Кавказ тӑвӗ кар тӑни —
пурте пур сан кӗввӳнте,
пурте пур сан ҫеммӳнте.
Пушӑ выртан хирсенче кӑпчак вӑрттӑн ҫӳрени,
Кӑбрат хан Аспаруха вут умӗнче пиллени,
Ахмед Ибн-Фадланпа Алмӑш алӑ ҫапнисем,
Киев кнеҫӗ Улатимӗр, Сарӑ Хӗвел тенӗскер,
пирӗн пӑлхар элтепӗрне пуҫ тайса чысланисем,
Кушкӑри Якку Иӑванӗ
ҫук ҫын ачи пуҫӗпех
пысӑк пӗлӳ туянса,
еҫӗ ҫумне ӗҫ хушса, чысе ҫумне чыс хушса
дворян ятне илнисем,
унтан чӑваш халӑхне кӗнеке тыттарнисем,—
пурте пур сан кӗввӳнте,
пурте пур сан ҫеммӳнте.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курса пушхир урлӑ каҫнӑскер,
вӗрене ҫулҫи ҫутипе вӑрман витӗр тухнӑскер,
Атӑл тӑрӑх хӑпарса,
вӑл юпленекен ҫӗре ҫитсе
тымар яриччен ӳркенмесӗр утнӑскер,
чӑваш ҫынни санпала, ытарайми чӗлхемӗр,
хӑйӗн йышне усранӑ,
синкер килнӗ сехетре юман пулса юрлана,
Вирт ҫӳрекен вӑхӑта йӑмра пулса йӑпатнӑ,
тӳлек тӑран каҫсенче саркайӑк пек сас панӑ,
имлӗхне те сиплӗхне, ӗмӗрхи техӗмлӗхне,
ӗмӗрхи ҫепӗҫлехне, тарават-вашаватне,
иксӗлми пархатарне уртмахӗнче упранӑ.
Тайма пуҫ сана, чӗлхем, чунӑмри таса хӗлхем!
III
Тӗнчене килен этем сар хӗвеле чыс тӑвать.
Сар хӗвеле чыс тӑвать, хура ҫӗре пуҫ таять.
Ҫӑкӑр ҫиес теекен, тутӑ пулас теекен
ҫӗр чӗлхине вӗренет,
ҫӗр чӗлхине вӗренсе, ҫӗр пулӑхне ӳстерет.
Вӑрлӑх шӑттӑр теекен, тырӑ ӑнтӑр теекен
шыв чӗлхи те вӗренет,
шыв чӗлхине вӗренсе, уя нӳрӗк витерет,
ял ҫуммипе юхакан шанкӑр-шӑнкӑр шывсене,
ҫавра куҫлӑ ҫӑлсене ҫыншӑн тӑрӑшма хистет.
Вут уссине пӗлекен,
ун вӑйӗпе ун халне ӗҫе кӳлес теекен
вут чӗлхи те вӗренет,
вут чӗлхине вӗренсе, ҫӗршер лаша вӑйӗпе,
пиншер лаша вӑйӗпе тӗрлӗ хӑват меслетлет,
ӗҫ тухӑҫне пехетлет.
Ҫутҫанталӑк аллинче ҫитмӗл вӑй та ҫичӗ вӑй,
пайӑр вӑя пай пама, вунӑ пая пӗр тума,
пурнӑҫ майлӑ ҫавӑрма,
чӗлхемӗрӗн майӗ пур, чӗлхемӗрӗн сайӗ пур,
пит пӗлесех тесессӗн, вӗренесех килсессӗн
таса чунлӑ этеме пыл пек пылак тутине,
ҫу пек ҫемҫе ыррине, тухатуллӑ хӑватне,
вӑштӑр-вӑштӑр ҫунатне, ҫураҫуллӑ кӑмӑлне
тата ытти асамне парнелет чӑваш чӗлхи,
ӑс чӗлхи те хал ҫилхи.
Сан сулӑмупа, чӗлхемӗр,
сӑвай ларать лайӑхрах,
никӗс чӑтать ытларах, пӳрт хӑпарать хӑвӑртрах,
сан пехетӳпе, чӗлхемӗр, кӗреке илпеклӗрех,
туй юрри илемлӗрех, туй ташши хӗлхемлӗрех,
сан хисепӳпе, чӗлхемӗр,
атте-анне сумлӑрах, тӑван-пӗтен чыслӑрах,
пӗлӗш-хурӑнташ хаклӑрах.
Мерттес санӑн кӑмӑлна!
Мерттес санӑн ҫавруна!
IV
Улӑх-ҫаран тени тӗрлӗ чечекпе пуян,
вӑрман тени тӗрлӗ йывӑҫпа пуян.
Пӗрлӗхенпе пыл курӑкӗ валли те,
юманпа ҫӑка валли те, ӑвӑспа шӗшкӗ валли те
вырӑн ҫителӗклӗ унта.
Хӗвел кӗлчечекпе утмӑлтурата та,
ҫӗмӗртпе шӑлана та пӗр пекех савать.
Кашни йывӑҫ-курӑкӑн хӑйне кура сиплӗхӗ,
хӑйне кура имлӗхӗ.
Ҫавӑнпа кирлӗ те,
ҫавӑнпа хаклӑ та вӗсем пирӗншӗн.
Пӗтӗм курӑк хушшинче пӗтнӗк пӗтес пулсассӑн,
пӗтӗм йывӑҫ хушшинчен йӑмра-ҫӳҫе ҫӗтсессӗн,
сывлӑш техӗмӗ чакать, пурнӑҫ техӗмӗ хухать.
Пирӗн чӑваш чӗлхи те пин-пин чӗлхе хушшинче
ҫавӑн пекех ыр ятлӑ, ҫавӑн пекех сӑваплӑ.
Ҫутҫанталӑк сассинчен чӗлхе пулнӑ кунтанпах,
чӑваш тенӗ халӑха пӗрле ҫыхнӑ кунтанпах
эсӗ, аслӑ чӗлхемӗр, пире ырлӑх пиллетӗн,
пире усӑ кӳретӗн.
Ҫут тӗнчене киле тӑран
сан тивлетӳпе курать амӑшӗи ачашлӑхне,
ӗҫ нимине тухакан
сан тивлетӳпе курать пӗрлехи вӑй уссине,
тӑван-пӗтен пухӑнса кӗрекене ларсассӑн
сан тивлетӳпе курать пурӑнӑҫ милетлӗхне.
Сармантей чӗлхиҫӗмӗр,
пин те пин чӗлхе ҫинче эс хӑвна мала хуман,
пин те пин чӗлхе ҫинче ыттинчеи кая юлман.
Тӗнчепе пӗр шай тӑма пур сан хӗвел-сӑмахху,
халӑх чунне кӑтартма пур сан асам юмахху,
пур сан сурпан-масмаку, пур сан юрру-такмаку,
хӑна-вӗрле йышӑнма — пур сан чӗнтӗрлӗ хапху.
Ивановпа Ҫеҫпӗлӳ, Шелепипе Элкерӳ,
Хусанкайпа Ухсаю, Миттапала Янкасу —
сан яту та сан чысу!
Пурӑн, шӑкӑлчи чӗлхемӗр! Пурӑн, шӑнкӑрти чӗлхемӗр!
Утакан ҫын умӗнче утма ҫулне уҫса пыр, ырӑ ҫыннӑн чунӗнче ырӑ шухӑш хушса пыр,
пӗчеккине пысӑк ту, сусӑррине сывӑ ту!
Эй, чӗлхемӗр!
Ылтӑнпа виҫейми таса тупра!
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере хӑйне чӑваш теекен,
пултӑранпа ыр пулан,
сӑрапала сӑйланан халӑх пӗрлӗхне упра!
Ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс утравӗнче ылтӑн вӑрман,
ылтӑн вӑрманта ылтӑн пӳрт,
ылтӑн пӳртре ылтӑн сакай,
ылтӑн сакайӗнче ылтӑн йӑва,
ылтӑн йӑвара ылтӑн ҫӑмарта,
ылтӑн ҫӑмартаран тухнӑ хур чӗпписем
шӑкӑл та шӑкӑл шӑкӑлтатса пурӑннӑ евӗр
ылтӑн сӑмахпа ынатланса,
кӗмӗл кӗвӗпе кӗрнекленсе пурӑнччӑр,
чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхемӗр,
сана тӑван шутлакансем,
сана сума сӑвакансем,
сан илемлӗхӳпе сан хӗлхемлӗхне
чун-чӗринче упракансем,
ытарайми чӑваш ҫыннисем.
Сементер, Ю. Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗвӗ / Ю. Сементер // Сементер, Ю. Йӗс шӑнкӑрав. — Шупашкар, 1991. — С. 29—34.
| Тупмалли |
Сеспель, М. Чӑваш чӗлхи
Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ, Ун ҫинче чӑвашӑн чӗлхи чапӗ пулӗ, [1920 ҫ. чӳк]
|
Сеспель, М. Чувашский язык
Навсегда очищен пламенем свободы, Но над ним язык наш в славе громкой, новой [Ноябрь 1920]
|
| Тупмалли |
Тимбай, А. Тӑван чӗлхеТӑван чӗлхе
|
Титова, О.Чӑваш чӗлхиЧӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе,
|
| Тупмалли |
Ухсай, Я. Чӑваш чӗлхиТӗтреллӗ Висла леш енче ҫӳреп-и,
|
Туркай В. Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи –
|
| Тупмалли |
Хусанкай, П. Тӑван чӗлхеЭп, радиопа атом ӗмӗрне те |
Хузангай, П. Родной языкВ век радио и атомных открытий |
Хусанкай, П. Тӑван чӗлхе=Родной язык // Хусанкай, П.П. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр! = Были мы, и есть, и будем / П.П. Хусанкай. – Шупашкар, 1982. – С. 242-243.
| Тупмалли |
П. Чичканов. Тӑван чӗлхе
Тӑван чӗлхем, сана саватӑп,
|
Эндип, В. «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче…»Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче:
|
| Тупмалли |
Юман, А. Тӑван чӗлхеТӑван чӗлхе! Ӗмӗрлӗхе эс пурӑн,
|
Ялгир, П. Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр!Пирӗн ват несӗлсем
|
Тупмалли |
Менле Халах Вал Чавашсем Сочинение 11
➡➡➡ ПОДРОБНЕЕ ЖМИТЕ ЗДЕСЬ!
Менле Халах Вал Чавашсем Сочинение 11
Копилка сочинений (здесь только выкладываем, но не просим!!!)
Шупшакар Чăваш Республики тĕп хули — Шупашкар. Шупашкар хули Атăл юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Ăна 1469-мĕш çулта никĕсленĕ. Унта тĕрлĕ халăх наци çынни пурăнать: чăвашсем, вырăссем, тутарсем, çармăссем, ирçĕсем тата ытти те. Шупашкарта паллă вырăнсем нумай: музейсем, палăксем, театрсем, аслă вĕренÿ заведенисем тата ытти те. Шупашкарта 5 театр: чăваш драма театрĕ, çамрăксен театрĕ, операпа балет театрĕ, вырăс драма театрĕ тата пукане театрĕ. Шупашкар — илемлĕ хула.
Данил, здесь только выкладываем, но не просим!
Хӑйӗн халӑхӗн историне пӗлекен чӑваша ҫеҫ манӑн чӑн-чӑн чӑваш тесе калас килет. Кам чун-чӗрипе чӑвашлансах ҫитеймен, эпир ӑҫтан тухнине тата тӗнчен хӑш кӗтесӗсенче пирӗн мӑн асатте-асаннесем хӑйсен телейне шыранине, тӗрлӗ йӑх пӗр патшалӑха чӑмӑртаннине пӗлмен ҫынсене тӑван халӑхӑн кӑк-тымарӗсемпе паллаштарас килсе кайрӗ. Ҫак тӗллевпе эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗрле ӑс пухнӑ тантӑшӑм Геннадий Тафаев патне ҫул тытрӑм. Паян ӑна хисеплесе Геннадий Ильич теҫҫӗ. Вӑл — профессор, истори наукисен докторӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче регион историйӗн кафедрин ертӳҫи. Аслӑ пӗлу паракан тытӑмра 25 ҫул ӗҫлет, 200 ытла кӗнеке авторӗ. — Хӑвӑн шӑпуна чӑваш халӑх историне тӗпчессипе тачӑ ҫыхӑнтартӑн. Ҫак пархатарлӑ вучаха сан чунунта кам чӗртнӗ-ши? — Эпӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тупай Сӗмӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Анчах аттепе анне Шупашкара куҫса килнипе хула ачи пулса тӑтӑм. Кашни ҫуллахи каникулта яла каяттӑм. Унтах чӑвашла калаҫма вӗрентӗм. Ҫамрӑк пулсан та ялти сумлӑ икӗ ватӑпа туслашрӑм. Пӗри — Тӳмму юмӑҫчӗ, тепри — уксах Иван. Тӳмму юмӑҫран ялта пурте хӑратчӗҫ. Эпӗ вара унӑн килӗнчен тухма пӗлместӗмччӗ. Вӑл чӑваш йӑли-йӗркине лайӑх пӗлетчӗ. Мана авалхи легендӑсене, юмах-халап каласа паратчӗ. Ял историне лайӑх пӗлетчӗ. Пӗчӗк чух ҫурт маччи ҫине хӑпарма юрататтӑм. Унта авалтан упранса юлнӑ тем тӗрлӗ япала выртатчӗ. Ҫавсене алла тытса пӑхса тӗлӗнеттӗм. Анне аппӑшӗ мана пирӗн йӑх ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлтерчӗ. ХVI ӗмӗрте пирӗн Йӑхра Тапай юмӑҫ пулнӑ. — Чылай чух эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш пулнишӗн именетпӗр. Ҫакӑ таҫтан чӗре тӗпӗнчен тухнӑн туйӑнать мана. Ирӗкле ҫыравҫӑ пулнӑ май, час-часах хамӑн кӗнекесене уявсенче суткалатӑп. Кӗнеке туянма ыйтсан хӑш-пӗр чӑваш мана: «Эпӗ чӑвашла вулама пӗлместӗп…», — тесе чуна ыраттарать. Эпӗ вара тарӑхса ҫапла хуравлатӑп: «Укҫа ҫук тесе калӑр-ха пӗрех хут…» — Шел те, пире истори кирле мар текенсем те тупӑнаҫҫӗ. Теприсем чӑваш историйӗ ял валли ҫеҫ теҫҫӗ. Кӗнеке туяниччен пӗр кӗленче сӑра е эрех илсе ӗҫетӗп текенсем те пур. Эпӗ хамӑр пуласлӑхшӑн чӗре макӑрнипе историк пулма шут тытрӑм. Чӑвашсем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Пӗрисем ӗҫкӗпе алхасаҫҫӗ, теприсем вӑрӑпа пуяҫҫӗ. Чӑваш историйӗ интеллигенцие тата ачасене кирлӗ. Хуҫасене пачах та кирлӗ мар. Уйрӑмах — услам тӑвакансене. Вӗсем паян пуйса юласшӑн. Апла-и, капла-и, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан та сахал мар. Чӑваш историйӗ пирки татӑклӑн калама вара пи
З. Михайлова Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç — пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, хăв телейне тупмалла. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл. Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă, строитель… Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн чун- чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать — çавна суйласа илет те. Учитель ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ. Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама- çырма пĕлменскертен, пулас инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта кăна илме пултараççĕ.
Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх. Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ- ăслайĕсемпе паллаштарса витĕм кÿме пултарни те çакăнтах кĕрет. Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ- амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур — йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан — айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне — каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ- амăшĕн чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран. Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан — ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те чипер ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ? Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ- хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать,
Театр – это особый вид искусства. И хотя он пользуется сейчас очень большой популярностью, он заслуживает на внимание и любовь зрителей. Мне кажется, что театр – одно из самых трудных искусств. Ведь он сочетает в себе и литературу, и актерскую игру, и музыку. Чтобы сделать качественный спектакль надо много усилий большого количества людей и от каждого из них зависит успех спектакля. Прежде всего, берется какой-то образец литературы за основу, но текст – это одно, а игра на сцене – это другое. Дальше вступает в игру воображение продюсера – он видит все действо под неким определенным углом и свое видение он должен донести до актеров. Актеры в свою очередь должны не просто прочитать и понять текст, а прожить жизнь своего героя, почувствовать его, побывать в чужой жизни. Играть на сцене, я думаю, гораздо труднее, чем в кино. А в кино снимают много дублей, а когда актер выходит на сцену в театре, он имеет только один шанс, чтобы убедить зрителей в правдивости действа. У него должно быть идеально все: речь, жесты, мимика, тембр голоса, интонация. Он должен сказать зрителям свои слова так, чтобы они видели не актера, а персонажа, чтобы они поверили. Это очень сложно! Для того, чтобы поставить спектакль, надо также иметь надлежащие костюмы. Сюда привлекаются дизайнеры и костюмеры, которые в одежде для актеров должны отразить описываемую эпоху, передать положение персонажей – бедные они или богатые? В какое время они жили? Аккуратные они или не очень? Когда зритель видит нового персонажа на сцене – он должен понять, кто это и хотя бы с первого взгляда попытаться предвидеть его назначение. Декорации, музыка, свет – все это тоже имеет большое значение. Время, удачное звуковое сопровождение усиливает общее впечатление от спектакля. Итак, театр – очень сложный вид искусства, но почему-то сегодня не является очень популярным. Сегодня театр вытесняется фильмами, люди массово посещают кинотеатры, а не театры, кроме того, любимые фильмы можно смотреть и дома, в Интернете. А поход в театр для большинства кажется чем-то скучным и неинтересным. Можно предположить, что это из-за того, что никто не заинтересован в том, чтобы рекламировать театр, делать его более популярным. Кого приучают любить это искусство с детства, то есть частично это зависит от того, какие вкусы привили в семье. Таким образом, театр – это прекрасно, интересно и полезно! Каждый человек должен хотя бы раз в жизни побывать в театре, увидеть настоящий спектакль. Лично для меня театр – это интересно. Я посещаю занятия в театральном кружке при школе, и мы время от времени устраиваем спектакли и принимаем участие в районных конкурсах, но своего театра в городе не имеем. Нам иногда устраивают экскурсии в столичных театрах. Это бывает очень редко, но оставляет невероятное впечатление. Моя театральная группа очень любит смотреть спектакли на большой сцене и представлять себя там! Наш кружковый руководитель пытается нас приобщить к этому искусству, всячески заинтересовывает нас в этом, она организует с нами спектакли, своими руками делает костюмы и декорации и мы ей очень благодарны за то, что она делает нас ближе к театру. Переведите текст
мне сочинение про ес пурнас тыткачи
мне на тему «Васильешан ан кулянар. Васильева махха памастех». Пожалуйста.
трагкомедия «Пушар лаши» сочинение Якку санаре
Сочинение «Çeмье телейé мéнри-ши? По рассказу хурапа шуро
Мне » Веренни мен тума кирле? » Пожалуйста! !!
Сочинение на чувашском Чаваш салтакен чатамлахпе чун щиреплехн тасалахпе щынлахе
Ваш браузер устарел. Попробуйте браузер Atom , чтобы работа ВКонтакте была быстрой и стабильной. Подробнее
Копилка сочинений (здесь только выкладываем, но не просим!!!)
Сочинение -рассуждение на тему » Чаваш челхи — таван челхе» | Инфоурок
Чăвашсем — Википеди
Новочелкасинское сельское поселение Канашского района » Новости » 09:35…
Чӑвашсем
Контрольная Работа Номер 2 В 1
Енотовидная Собака Курсовая Работа
Рэй Брэдбери Собрание Сочинений Купить
Структура Сочинения Егэ По Литературе 2021 Шаблон
Малоэтажный Жилой Дом Реферат
-
-
July 23 2017, 22:18
Кӗске шухӑшсем. Тӑван халӑх, тӑван чӗлхе ҫинчен.
Пур халӑхсем те чӗлхеллӗ, чӗлхесӗр халӑх пулмасть.
Чӗлхе пӗтсен халӑх пӗтет.
Чӗлхе — халӑхӑн тӗп палли, тӗсӗ.
Халӑх хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пӑрахсан чӗлхе ҫухалать.
Чӗлхе калаҫсан, ҫырсан кӑна сывӑ.
Чӗлхе халӑха тӑвать, пӗрлештерсе тӑрать.
Чӗлхене улӑштарсан — халӑх ячӗ те урӑхланать.
Йыш чӗлхене ҫуратнӑ, чӗлхе йышран ХАЛӐХ тунӑ.
Сӗм-авалтан пуҫласа, пирӗн халӑхӑн вуншар-вуншар арӑвӗсем туптаса, якатса хальхи чӑваш чӗлхине тунӑ.
Чӗлхе — иртнӗ ӑрусем парса хӑварнӑ чи пысӑк мул.
Пӗр чӗлхе — пӗр тӗнче, ик чӗлхе — ик тӗнче.
Мӑнасаттесем пире ҫак чӗлхене усӑ курма кӑна паман — ӑна сыхласа хӑварма та пехиллесе каланӑ.
Ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмен чӑваш хӑйӗн аллипех ӑрӑвӗн чӑвашлӑхне касса татать, ют халӑха кӑларать.
Атте-анне чӗлхи манмалли, вӑтанмалли япала мар.
Халиччен вырӑсла пурте вӗреннӗ, вӗренейместӗп тесе хӑрамалли ҫук.
Тӑван чӗлхене пӗтерсен пире каҫару пулмасть.
Хӑйӗн чӗлхинчен, халӑхӗнчен вӑтанакан ҫын этем пулса ҫитеймен-ха.
Эсӗ чӑваш пулнипе сана никам та ҫисе ямасть, шутламасть те.
Чӑваш пулма Раҫҫейри пӗр саккун та чармасть.
Ху начаррипе кӑна чӑваш халӑхӗ, чӗлхи начара тухма пултараҫҫӗ.
Нацине улӑштаракан ҫын ашшӗ-амӑшне ылмаштарать, сутать.
Чӑваш чӗлхи — пурнӑҫра ҫынна усӑ паракан сывӑ хатӗр.
Ҫывӑхри, инҫетри чӗлхесемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхинчен ҫемҫерех, ҫепӗҫрех, якарах, лӑпкӑ кӗвӗллӗрех чӗлхе ҫук.
Чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесенчен хӑйӗн пултаруллӑхӗпе нимрен те кая мар.
Чӑваш чӗлхи — хальхи вӑхӑтӑн — 21- мӗш ӗмӗрӗн, пулас ӗмӗрсен чӗлхи.
Чӑваш чӗлхи этемлӗхе, ҫак Ҫуттӗнчене кирлӗ — ҫавӑнпа вӑл сывӑ, пурӑнать.
Чӑваш чӗлхипе калаҫсах пурнӑҫри пӗтӗм ӗҫсене тума пулать.
Чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсенче чӑваш чӗлхи «пӗчӗк чӗлхе» («малый язык») мар — е пӗрремӗш, е иккӗмӗш- виҫҫӗмӗш чӗлхе.
Тӑван чӗлхе — кашни ҫуралнӑ этемме ҫак тӗнчене кӗртет, ҫын туса ҫитӗнтерет.
Тӑван чӗлхерен, атте-анне чӗлхинчен асли ҫук.
Пире атте-анне вӑрӑм ҫула кӑларса янӑ чух ялан тӑван чӗлхепе ыр сунса кӑларса, ӑсатса янӑ.
Тӑван чӗлхе — ҫыннӑн чунӗн, пурнӑҫӗн чӗлхи; ют чӗлхе — хваттер, укҫа ӗҫлесе илмелли ҫеҫ.
Ют чӗлхе тӑван чӗлхерен аслӑ пулма пултараймасть.
Ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тӑван чӗлхене сутмасть.
Тӑван халӑх ҫыннипе тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ.
Чӑн-чӑвашӑн «страствуйте!» ҫук — пур «Аван-и!», «Лайӑх-и!», «Салам!».
Тӑван халӑхне, чӗлхине сутакан ҫын пурнӑҫӗпе вӑтанса, хӑраса пурӑнать.
Ялта чӑваш пулса хулара вырӑс пулаймастӑн.
Ҫыннӑн нацилӗхӗ — атте-аннерен.
Пӗр юнпа икӗ халӑх ҫынни пулаймастӑн.
«Наци» улӑштарса тӑхӑнмалли тумтир мар — вӑл ӗмӗре пӗрре.
Халӑха пӗтерес тесен ҫав халӑхӑн чӗлхипе вӗрентме чар.
Халӑха пӗтерме пысӑк ҫар кирлӗ мар — вӗрентӳ министерстви, унӑн темиҫе инструкцийӗ те ҫителӗклӗ.
Микулай Павловски. Чӗмпӗр — Кивӗ Этемшӳ. 2017ҫ., утӑ уйӑхӗн 23-мӗш кунӗ.Кӗске шухӑшсем. Тӑван халӑх, тӑван чӗлхе ҫинчен.



