Сочинение салампи саламла ят на чувашском языке

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Симĕс ылтăн» повеçсемпе «Хунавлах хăрнисем», «Тăвăл умĕн» романсем тата нумай хайлав çырнă Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа кăçал 92 çул çитрĕ.

«Салампи» повесть тăрăх Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ тата «Самант» журнал «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» викторина ирттерчĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Салампие» тĕплĕн вулани, ăмăртура маттур пулни савăнтарчĕ. «Салампи» повеçе килĕштерекенсем пирĕн республикăра чăнах та пуррине пĕлтĕмĕр. Кун пирки чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Ефимова /Куславкка районĕ, Куславкка 3-мĕш шкулĕ/ çапла çырать: «Салампие» тепĕр хут вуласа тухрăм. Пĕрремĕш хут повеçпе паллашни аса килчĕ. Александр Артемьевăн чĕлхе пуянлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Ăмăртăва чăнласах чи чаплă, кăтартуллă хайлав тăрăх пĕлсе йĕркеленĕ. Конкурс пирĕн несĕп-сипете туптама пулăшрĕ».

Повеçе юратса вулакан кĕçĕн классен учителĕ Татьяна Архипова /Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул/ Салампи çинчен хăйĕн шухăшне уçăмлă палăртса калать. «Чăваш хĕрĕ Салампи пирĕншĕн чи юратнă пике пулса тăчĕ», – тет вăл. Евгения Сорокина /Элĕк районĕ, Вутлан ача сачĕ, воспитатель/: «Тавтапуç сире «Салампи» повеçе çĕнĕрен аса илме пулăшнăшăн. Питĕ интереслĕ пулчĕ».

Викторинăна 60 ытла çын хутшăнчĕ. Вĕренекенсем: Татьяна Еремеева, Ангелина Бабанова /Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Анастасия Осипова /Красноармейски районĕ, Трак шкулĕ/, Анна Долгова /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Мария Софронова /Патăрьел районĕ, Туçа шкулĕ/, Анастасия Бельдекова /Патăрьел районĕ, Тури Туçа шкулĕ/, Алиса Митрофанова /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Валентина Бельская /Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Екатерина Васильева /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, Дария Иванова, Кристина Катыкова /Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ/, Елена Яшина, /Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/, Юлия Кулакова /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Людмила Вениаминова /Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ/ пулчĕç.

Вĕрентекенсем: Т.А. Архипова, Л.Н. Леонтьева /Çĕнĕ Шупашкар, 3-мĕш шкул/, В.А. Фомина /Шупашкар, 29-мĕш шкул/, Л.А. Алексеева /Шупашкар, 5-мĕш гимнази/, Ю.Е. Анисимова, Л.В. Анисимова, А.В. Егорова, М.И. Архипова /Шупашкар, 10-мĕш шкул/, Р.А. Гаврилова, Н.М. Николаева, А.В. Митрофанова, Е.О. Шленская /Шупашкар, 40-мĕш шкул/, Е.А. Майков /Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ/, А.В. Ишова /Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ/, Г.Т. Такин /Комсомольски районĕ, Комсомольски 1-мĕш шкулĕ/, С.В. Тяхмусова /Шупашкар, 43-мĕш шкул/, Л.Н. Клементьева, Е.М. Михайлова /Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ/, З.П. Михайлова /Красноармейски районĕ, Красноармейски шкулĕ/, Г.Г. Ямангеева /Муркаш районĕ, Шомик шкулĕ/, Л.В. Ишмуратова /Çĕнĕ Шупашкар, 20-мĕш шкул/, Ю.Е. Кузьмина /Красноармейски районĕ, Трак шкулĕ/, О.В. Маркова /Вăрнар районĕ, Кĕçĕн Кипек шкулĕ/, Т.В. Иванова, Е.Д. Данилова /Шупашкар, 49-мĕш шкул/, Н.В. Петрова, З.В. Хромова /Çĕнĕ Шупашкар, кадетсен лицейĕ/, К.Н. Михайлова /Шупашкар, 2-мĕш лицей/, В.Н. Воронова /Елчĕк районĕ, Курнавăш шкулĕ/, В.П. Ефимова, Г.А. Педюсева /Куславкка районĕ, Куславккари 3-мĕш шкул/, С.П. Кулакова /Патăрьел районĕ, Ыхраçырми шкулĕ/, Л.В. Мироновна /Вăрнар районĕ, Туçи Мăрат шкулĕ/, Н.И. Павлова /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, Е.В. Анюрова /Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ/, Г.Л. Никифоров /Çĕрпÿ районĕ, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕ/, С.Н. Ефимова /Çĕнĕ Шупашкар, 17-мĕш шкул/, А.А. Такина /Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей/, Г.Ф. Хлебникова /Патăрьел районĕ, Патăрьелĕн 2-мĕш шкулĕ/, Е.А. Сорокина /Элĕк районĕ, Вутлан ача сачĕ, воспитатель/, Л.А. Кузнецова /Канаш районĕ, Аслă Мами шкулĕ/, А.В. Трофимова, И.Г. Никифорова /Çĕнĕ Шупашкар, 13-мĕш шкул/, И.В. Власова, А.Г. Петрова /Шупашкар, 47-мĕш шкул/, Л.В. Осипова, В.А. Самарина /Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ/, Н.К. Черлакова /Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ/ хастар хутшăнчĕç.

Викторина ыйтăвĕсене пурте туллин хуравланă. Çапах та хăшĕ-пĕри «Салампи» повеçĕн малтанхи ятне тĕрĕс палăртманни пулчĕ.

Александр Артемьев тĕп герой ятне кура хайлава малтан «Илемпи» ят панă пулнă. Повеçĕн тĕп сăнарне Салампи ят парасси Петĕр Хусанкайпа çыхăннă. 1950-мĕш çулхи раштав уйăхĕсенче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Тури Вылăра Артемьев патĕнче хăнара пулнă. Хусанкайăн малтанхи арăмĕпе çуратнă хĕрĕ Салампи ятлă пулнă. Автор повеçе «Салампи» ят парса 1956 çулта уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă.

Александр Артемьев чăн пурнăçри хăй лайăх пĕлекен çынсен сăн-сăпатне, характерне «Салампи» повеçри персонажсен сăнарне калăпланă чухне тĕпе хунă. Паллах, вăл тăван ялĕнчи çынсен, тантăшĕсен сăнарĕсемпе те усă курнă. Вулакансенчен чылайăшĕ «Салампири» сăнарсен пурнăçри прототипĕсене тĕрлĕрен палăртнă.

Тĕрĕссипе, хуравсем çапларах. Салампи прототипĕ – Тури Вылăри Нина Ивановна Ермакова учительницăн сăнарĕ. Вăл Александр Артемьевăн пĕрремĕш юратăвĕ пулнă, анчах вĕсем пĕрле пулайман. Нина Ивановна Александр Спиридоновича юратнипех качча каймасăр ĕмĕрне ирттернĕ теççĕ.

Салампи сăнарне, характерне тума автор хăйĕн пĕрремĕш арăмĕн, чипер сăнлă Октябринăн тата иккĕмĕш арăмĕн, хулăн çивĕтлĕ, ырă кăмăллă Валентинăн сăнарĕсене илнĕ. Салампи амăшĕ, Валери амăшĕ – Александр Артемьев амăшĕ. Анатолий Алмазов – Александр Артемьев хăй, Анисим Асламас композитор та. Саланов хушаматлисем Тури Вылă ялĕнче темиçе те. Чушков, профессор, самăрри – Сергей Павлович Юшков, педагогика наукисен кандидачĕ, çыравçă. Ласкин, лутри – Геннадий Плаксин çыравçă. Борисов – Борис Иванович Борисов, Тури Вылă ялĕнче Александр Артемьевпа кÿршĕре пурăннă. Борис Иванович çамрăк чухне Шупашкарта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

«Салампи» повеç шухăш-туйăма çĕклекен йĕркесемпе малтанах пуçланать: «Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ. Таçтан, тури касри йăмрасем айĕнчен, юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.

– Ах! – терĕç икĕ хĕр харăсах. Иккĕшĕ те пĕр хушă сывлама чарăнса купăс сассине тăнларĕç». Кĕрхи каçра тунсăхлă янăракан купăс сасси çамрăксен чун-чĕри хусканăвĕпе пĕрлешсе кĕвĕленет те вулакана темле çутă туйăмпа çупăрласа илет. Çак туйăм ăна повеçе мĕн вуласа пĕтеричченех çупăрласа тăрать. Çакнашкал чĕрĕ ÿкерчĕксемпе сăнлăхсем, символла пĕлтерĕшлĕ пайрăмсем хайлавра тăтăшах тĕл пулаççĕ. Паллах, вĕсене ÿкерчĕклеме музыка чунлă Артемьев кăна пултарнă.

Повеçре пулса иртекен ĕçсем кăткăс та çивĕч. Автор пурнăçа тĕрлĕ енлĕн, ÿкерчĕклĕн сăнарлать, геройсен тулаш тата ăшри хирĕçĕвĕсене ăста та хивре кăтартать. Çаксене пула ĕнтĕ Валерий Яковлев режиссер «Салампи» повеçе никĕсе хывса пьеса çырнă, кĕвĕ-çемĕ сассиллĕ хайлав Анисим Асламаса вара «Салампи» опера çырма хавхалантарнă.

Литература критикĕсем Александр Артемьев пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн хакланă. Вĕсенчен пĕри Ипполит Иванов «Салампи» повесть автор ятне çÿле çĕклерĕ, тăван литературăна çĕнĕ те вăйлă талант килни çинчен пĕлтерчĕ», — тенĕ.

Тĕнче литературинче чăнласах классика шайĕнчи «Салампи» повеçе юратса вулакан хаклă туссем! Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» ăмăртура маттур пулнăшăн тав тăватпăр, вăййа хастар хутшăннăн тата ыйтусене хуравланăшăн пурне те Хисеп хучĕпе чыслатпăр.

2017 çулта та «Самант» журналпа тата «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, вĕсем йĕркелекен ăс-хакăлпа пултарулăх ăмăртăвĕсене хастар та пуçаруллă хутшăнма кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

Хисеп хутне Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, Пичет çурчĕ, 13-мĕш çурт, 6-мĕш хут адреспа «Тантăш» хаçатпа «Самант» журнал редакцийĕсене кĕрсе илме пултаратăр. Хăвăрпа пĕрле «Тантăш» хаçатпа «Самант» журнала çырăннине ĕнентерекен квитанцие илме ан манăр!

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Хăйсен
пурнăçне вĕсем ял пĕрлĕхĕн пурнăçĕнчен
уйăрмаççĕ. Сухана тухмашкăн çĕр пиçнĕ
пулин те Татьяна: «Ялпа пĕрле ĕнтĕ…
ял тухсан — тухăпăр», — тет. Çтаппан,
хăйне чăн-чăн çĕр хурчĕ пек туяканскер,
çапла хуравлать: «Ял пĕрле — телей
расна. Çĕр эпир суха тума тухассакĕтсе
выртнине чĕре туять».

Энĕшкассинче
мĕн пурĕ çĕр кил. «Çур ырлăхне кĕнĕ
ял, хăй чухăннинчен вăтаннă пек, урамăн
ик айккипе ешерекен ват йăмрасемпе
яштака хурăнсем айне пытаннă». Çĕр
килтен пĕри çеç шурă пÿрт. Ку пÿртре
çĕрме пуян куштан — 27 çулхи Михха пурăнать.
«Янаш таврашĕ — вăрă пуçĕ», — теççĕ
ялта ун пирки, ашшĕ те вăрă-хурах ĕçĕпе
аппалансах пуçĕпех çĕтнине аса илсе.
Ялти ытти тăхăр вун тăхăр килĕ — хура
пÿрт.

Миххана
парăмлă мар этемсене ялта чи телейлисем
тесе шутлаççĕ. Çавнашкал телейлисенчен
пĕри — Çтаппан. Унăн икĕ ят çĕрĕ пĕтĕмпех
хăй аллинче. Лаша, ĕне, 5 сурăх, чăх-чĕп,
хăш çул — сысна усрать. Çăкăр-тăвартан
татăк тăмасть. Унăн чи ырă ĕмĕчĕ — шурă
пÿрт туса лартасси. Ăна çĕклесен ывăлне
авлантарма шут пур. Анчах хăйĕн
шухăш-ĕмĕтне никама та каламасть. Çакна
вăл ял-йыша систермесĕр, кĕтмен çĕртен
туса тĕлĕнтересшĕн. Çав ĕмĕтпех ывăлне,
Микулая, ĕçлесе укçа тупма Атăл çине
ярать. «Ялта вара икĕ çыннăн шурă пÿрт
пулĕ», — тет вăл çунатланса.

Çтаппанăн
çурт-йĕрĕ, чăнах, чаплă мар: кĕл тĕсне
куçнă улăм витĕллĕ хура пÿрт, хăмаран
çапса тунă кивĕ çенĕк. Çенĕкпе пĕр вĕçрен
— улăм витнĕ пĕчĕк кĕлет. Лутра сарай.
Вак пĕренесенчен хÿсе тунă лаша вити.
Сурăх карти.

Çĕр ĕçченĕн
халăхран тухнă йăли-йĕркине çирĕп тытса
пырать Çтаппан. Авалхи йăлапа, тырă акса
пĕтерсен, ваттисене асăнать вăл. «Акнине
шăтарăр, шăтнине пултарса çитĕнтерĕр.
Пулса çитĕннине чипер пухса кĕме
пулăшăр», — тет, чăкăт татăкне, унтан
пĕр çăмартипе çăкăр чĕллине хуçса ана
çине ывăтнă май. Кĕпи арки çине ÿкнĕ
çăкăр тĕпренчĕкне пуçтарса илсе çăварне
хыпать вăл. Выççипе те мар, хыттипе те
мар. Çăкăр тĕпренчĕкне сапалакан этеме
тирпейсĕр тесе шутланă. Михха тарçисем
юнашар ана çинче ĕçленине курсан кăмăлĕ
йывăрланнă пек те пулать унăн. Анчах
хăй ирĕклĕн пурăннине аса илсен куçĕсем
савăнăçлăн çиçсе илеççĕ. Михха ăна хăй
анисем хушшинчен темиçе хут та кăларса
яма тăнă вĕт-ха. Çтаппан парăнман.

Çтаппанăн
ырă кÿрши пур — чухăн Макçăм. Унпа кумаллă
та вăл. Лешĕн тăватă ача: икĕ ывăлпа икĕ
хĕр ÿстереççĕ вĕсем Верук мăшăрĕпе.
Кăштах кĕвĕçет те Макçăм Çтаппана.
Кумăшĕ Прахăр çĕрне икĕ лав утăлăх акса
пама йышăннине пĕлсен — уйрăмах. Макçăм
та шурă пÿрт лартас ĕмĕтпе пурăнать
вĕт. Унăн аслă ывăлĕ Ваçли çав тĕллевпех
Микулай тусĕпе пĕрле Атăл çинче çÿрет.
Çапах Макçăм кÿршине сутмасть. Лаша
шыраса вăрă-хурахсен йĕрĕ çине ÿксен,
Макçăмпа Çтаппан лаша вăррине кĕпер
çинчен пуçхĕрлĕ вăркăнтараççĕ. Анчах
лешне хăйсеннисемех тĕп тăваççĕ. Ăна
вĕлерекенсем Энĕшкассинчетесе уретникпе
стражник Макçăма та ыйтса тĕпчеççĕ.
«Этем тенин чĕри таса пултăр, вара
чĕлхепе калаçнине турă каçарать», —
тет. Пакăш ращи патĕнче Хура кĕпер çинче
пулса иртни çинчен нимĕн те каласа
памасть.

Анчах Çтаппанпа
Макçăм ирĕклĕхне пĕтерес шухăшлă çын
та пур иккен. Вăл — Михха. Унăн мăнтăрпа
тата ĕçсĕр пурăнса аскăнакан арăмĕ пур
— Лукарье. Миххан киревсĕр йăлисенчен
пĕри — ÿсĕрĕлсен хура урхамахĕ çине
утланса тухса урамра тĕл пулакан çынсене
таптасси. Ахальтен мар ăна ял çинче
сехмет тесе ят хывнă. Çтаппан, çимĕкрен
таврăнаканскер, шăпах ÿсĕр Михха тĕлне
лекет. Лешĕ ăна таптама тăрать, анчах
Çтаппан пăрăнмасть. «Е эпир те сан
пекех этем мар-и? — тет вăл. — Çынран
хăрамасан, çынран вăтанмасан Пÿлĕхçĕрен
те пулин хăрас пулать». Хăйĕн вăйлă
аллине чăмăрлать те хайхи хура урхамаха
çапса пăрахать. Çакăнтанпа Михха Çтаппана
вĕчĕрхенсе çÿрет, хăй умне тискер тĕллев
лартать.

«Куна
чĕрĕлле пĕтермелле. Чĕрĕллех пуçне
çимелле», — тесе хушать Михха хайĕн
тара тытнă вăрă-хурахĕсене. «Касăкăн-касăкăн
ваклас пулать унăн пурнăçне. Ман ура
айĕнче ăман пек йăшăлтатса выртакан
тăвас пулать ăна», — тет вăл татах
этемсĕрленсе. Вĕлерме мар, вут чĕртсе
çунтарма мар, чĕр нушапа асаплантарма
шут тытать вăл.

Акă, Çтаппан
хуçалăхĕн пĕртен-пĕр тĕрекĕ — лаши
çухалать. Лашине шыраса хăшкăлнăскерĕн
тепĕр ирхине ĕнипе пăрушĕ вилсе выртаççĕ.
Хайхи ĕнине сутса та пулин лаша илме
шут тытнă Çтаппан тулхăрса каять. Ку
япала хăй унччен кÿрентернĕ Михха ĕçĕ
пулнине тавçăрса илет. Çтаппан алла
пысăк сайхах илет те çĕрме пуян
пÿрт-çуртне, çенĕкĕ-чÿречисене çĕмĕрме
пуçлать. «Сенкĕпе чикĕр. Пăшалпа
перĕр!» — пĕтĕм вăйран кăшкăрса, чĕрине
çурса урать вăл урăх ним тума аптăранипе.
Лăплансан: «Пурлăхлă пурнăçран çука
юласси нимĕн те мар… Икĕ талăк хушшинче
кĕлмĕçе юлтăм. Ман ĕмĕтленни пĕтĕмпех
сая кайрĕ», — тет вăл кулянса. Çапах
та: «Мĕн пулсан та пурнăç тума тăрăшас…
Пур сывă пек чухне мĕнле те пулин
йÿнеçтерĕпĕр», — тесе, мал ĕмĕтпех,
ытлашши хуçăлмасăр пурнасшăн тапаланать
вăл.

Анчах лаша
вăррине çапса пăрахакана шырама килнĕ
Огуречников уретникпе Мошков стражник
килсен Çтаппана вилесле хĕнеççĕ. Вĕсене
вĕслесе яраканни те — Миххах. Лешсем
ытлашши ĕç туса хурасран вăл чунсăр
тÿре-шарана укçа парса лăплантарать.
Тÿре-шара пысăкрах пуçлăха ларасшăн
тапаçланать пулсан, Миххана вара
вăрă-хураха тĕп тăвакансене тупни пĕртте
кирлĕ мар. Ăна Çтаппан асапланни кирлĕ.
«Ман чĕре никама та шеллеме пĕлмест.
Эпĕ çынна хама усă кăтартма пултарнипе
çеç хаклатăп. Тĕнче çавăн çинче тăрать»,
— тет вăл.

Кĕçех тырă
вырма тухмалла. Çтаппанăн лаша çук.
Лашасăр мĕн тума пĕлес? Лаша туянма мĕн
те пулин сутмалла. Пилĕк сурăх сутнипех
лаша илеймĕн. Сурăхсăр юлсан мĕнле майпа
тăла, алсиш, чăлха çыхса тăхăнан? Мĕнпе
сăхман, аçам, кĕрĕк, тăлăп туса тумланăн?
Акă, хайхи кĕççе питлĕ Михха Çтаппан
патне пырса çирĕм пилĕк тенкĕ кăларса
тыттарать. Юри, пурăнма кăна шанăç
памашкăн. Хăй вара сĕмсĕр чееленсе
хÿтлĕхсĕр Çтаппан юнне тата ĕмме
хатĕрленет. Çапла пулса тухать те.
Йăлăмри улăха утă çулма аннă Çтаппанăн
лашине каллех вăрласа каяççĕ. Вăл киле
лашасăр, утăсăр таврăнать. Вăрлаканăн
пĕр çылăх, çухатаканăн пин çылăх тенĕ
пекех Çтаппан хăй инкекĕн-синкекĕн
тупсăмне тупасшăн пуç ватать.

Пуян Михха
вара иртĕхсех каять. Кĕтерука, Ваçли
савнине, хăй патĕнче тарçăра
тăрмашаканскерне, мăшкăллама тапăнать
вăл. «Эпĕ сана тĕнчере курман телей
кăтартăп. Ман укçа çĕршер пин тенкĕ
шутланать. Часах миллионпа шутлама
тытăнатăп. Эпĕ такама та сутăн илме
пултаратăп», — тет Михха. Анчах Кĕтерук
парăнмасть, Якур çитсе кĕни пулăшать
ăна.

Хайхи Михха
Çтаппана чунĕпех лапчăтма шутлать. Вăл
Çтаппан вĕлернĕ урхамахпа йытăшăн,
çĕмĕрнĕ хапхашăн, шăтăрнакшăн, çенĕкшĕн
тата чÿречесемшĕн çирĕм пилĕк тенкĕ
парăма ик çĕр аллă тенке çитерет. «Ман
ăрура хамăра хур кÿме хăтланакансене
каçаракан пулман», — тет вăл. — …Çĕрÿ,
тырру-пуллу, сурăхусем, çурту-йĕрÿ —
пурте манăн пулаççĕ».

Патша умĕнче
пуянĕ те, чухăнĕ те — пурте пĕр тан тесе
ĕненекен Çтаппан судра çĕнтереймест.
Укçана сутăннă тÿре-шара кунта та Михха
майлă. «Никам курман киревсĕр ĕçе
патша ячĕпе турĕç… Мĕнле пурăнмалла
çут çанталăкра?» — тет вăл шикленсе.
«Ырă мар этемсем юри ун ячĕпе усал ĕç
тăваççĕ», — тет çавăнтах хăй ăслă
шухăшне пĕтĕмлетсе. Чăнах иккен, суд
вĕçленсенех суд ĕçне тăвакан тÿре-шара
Михха патне пыл-сăра ĕçме вĕçтерчĕ.

Тĕпĕ-йĕрĕпе
тенĕ пекех çаратса кайнă хыççăн Татьяна
чĕри текех чăтаймасть. Ахаль те чирлĕскер,
çĕр çинче пурăнас халне пĕтĕмпех çухатрĕ.
«Ку тĕнчере никам та хăй ăраскалĕнчен
иртме пултараймасть… Михха та икĕ ĕмĕр
пурăнас çук. Леш тĕнчене куçсан, хăй
шыранине тупĕ», — тет леш тĕнчери
пурнăçа ĕненекен Татьяна юлашкинчен.
Инçетре ĕçлесе çÿрекен ывăлĕ те
ĕлкĕреймест амăшĕпе сывпуллашма. Тăватă
уйăх иртсен тин çаврăнса çитет Микулай,
пĕтĕмпе çичĕ уйăх аякра çÿренĕскер.

Çĕрсĕр, пĕр
выльăх чунĕсĕр мĕнле пурнăç пултăр?
Кил-çурт таврашĕ те пĕртен-пĕр çурт
кăна. Ывăлĕ Çтаппана Атăл çине ĕçе чĕнет.
Тăван ялне, тăван ене пăрахса хăварма-и?
Унашкаллисенчен хăй те»ылтăн кут»,
«кимĕ айĕнчисем» тесе кулнă-çке.
Ăна капла çын та тесе шутламĕç. Йăваран
писнĕ чурăс кайăк пулас килмест унăн.
Ашшĕ-амăшĕн пехилне пăрахма хал çитерес
çук. «Хамăр çĕр çинче çуралса ÿснĕ,
хам çĕр çинчех вилсе, аннÿпе юнашар
кĕрсе выртам», — тет.

Ашшĕпе ывăлĕ
çĕре Миххаран каялла сутăн илсе хуçалăха
çĕнĕрен çĕклеме шут тытаççĕ. Микулай
та Атăл çине каяс шухăша пăрахăçлать.
Халĕ вăл кунта кирлĕ. Чее Михха та кăна
хирĕç пулмасть. Микула ытти çамрăксене
аякка ертсе каясран та хăрать — вара
йывăçа кампа юхтарĕ… Çĕрсĕр этеме нимĕн
те пĕр вырăнта тытса тăрас çук. Çĕрлĕ
этем тымар янă пекех ирĕклĕхне çухатать
тесе шутлать вăл.

Микулай та,
Ваçли те яла юлса çемье çавăрасшăн. Пĕри
Сантăр хĕрне Анука, тепри Прахăр хĕрне
Кĕтерука куç хывнă. Микулай, пĕртен-пĕр
ывăл, тĕп килтех юлать-ха. Макçăмăн
Ваçлине уйăрса кăлармалла. Тĕп хуçалăхĕ
те унăн çирĕп мар. Тата Кĕтерука качча
илсен усси пулас çукран хăрать. «Эпир
хамăр патăрта чăх кĕтĕвĕ ĕрчетме
пултараймастпăр», — тет вăл Прахăр
арăмĕ Ульяна хĕрсем çеç çуратни, çакна
пула ытла чухăн пурăннине аса илсе, —
…Вăл çаппа-çарамаспа пĕрех. Ăна
тумлантарма хамăрăн та çÿпçе тĕпĕ
курăнать… Сирĕн юратуран телей мар,
çĕтĕк сăхман та çĕлесе тăхăнас çук».
,нел пĕрлĕхĕнче кĕçех çĕр валеçесси
çинчен сăмах çÿрет — апла пулсан хресченшĕн
чи пĕлтерĕшлĕ ыйту ку.

Лукарье,
Микулай çине аскăнчăкла куç хывнăскер,
Анука унран сивĕтме шут тытать. Анукăн
ашшĕ-амăшĕ умĕнче вĕсен кĕрÿ пуласси
картла вылять, эрех ĕçет, сутăнчăк
хĕрарăмсемпе явăçнă тесе сăмах сарать.
Лешсем вара хăтана килнĕ Çтаппана хĕр
çураçмасăрах кăларса яраççĕ. Тата Сантăр
Çтаппанпа Микулай хăйсен юхăнса кайнă
хуçалăхне ура çине тăратасса та ĕненмест.
Ку та çитмест сĕмсĕр Лукарьене — вăл
Ануксен хапхине тикĕтпе варалаттарать.
Сăмахĕ вара Микулая пырса тивет — Анука
качча пама килĕшменшĕн Сантăрсен хапхине
вăл тикĕт сĕрнĕ теççĕ. Ваçли, Кĕтерука
Якур вăрласа кайнă хыççăн пусăрăннăскер,
Лукарьене тавăрма сĕнет. Тавăрма май
килет-ха, анчах çак вăхăтра Анука, хăй
аппăшĕ патне кÿршĕ яла лармана кайнăскере,
пуян Касмухха ывăлĕ Элекçей вăрласа
каять. Çапла тепĕр инкек сиксе тухать.
Анчах ампара хупнă Анук парăнмасть,
алăка шалтан питĕрсе лартать. Ваçлипе
Микулай вăхăтра çитсе хăтараççĕ ăна.
Чысне çухатса ĕлкĕреймен Анука Микулай
тÿрех килне илсе каять. Çакăнтан вĕсен
мăшăрлă пурнăç пуçланать.

Анук
çăмăлланать. «Ывăл пултăрччĕ… Çитес
çул çĕр валеçес сас-хура пур. Вара пирĕн
тата тепĕр ят çĕр хутшăнĕччĕ», — тет
Микулай. Лукарье те ача çуратнă. Анчах
ăна, Анук пек, Турри ывăл паман. Çапаххĕр
çуралнине пит шавлă паллă турĕ Михха.
Ăна çĕр хĕсĕкки, мул çукки шухăшлаттармасть
— унăн пурте пур. Анчах çак икĕ пĕчĕк
чунăн пĕр ашшĕ пулнине Лукарье кăна
пĕлет.

Ак тата:
Микулайăн ача ятне хуртарма, чиркÿре
шыва кĕртме укçа çук. Ирĕксĕрех Михха
патне кивçене кайма тивет. Миххана ку
кăмăла кайрĕ. «Ывăл çурални аван,
ÿссен бурлак пулать», — тет вăл мăн
кăмăлланса. «Ачун ятне сут мана… Çĕр
тенкĕ паратăп! Çĕр аллă!.. — тет вăл Микулай
хăй аллине кĕрсе ÿкнипе савăнса. Микулана
карланкăран тытса пăвнă пекех туйăнчĕ
ку. Ахаль те киле юлнăранпа самаях нуша
курма ĕлкĕрчĕ вăл. Çĕре каялла илнĕ
хыççăн вĕсен тата çирĕм тенкĕ укçа
юлнăччĕ. Ку укçа туй тума та çитеймерĕ.
Тепĕр çирĕм тенкĕ Макçăмран кивçен илме
тиврĕ. Çуркуннепе акса хăварма вăрлăх
туянма лекрĕ. Микуласем çĕре тепĕр хут
сутас патнех çитрĕç. Михха кивçен пани
сывласа яма май пачĕ. Микула хăй Михха
йывăçне юхтарнă çĕре ĕçе кĕрĕшрĕ. Ăна
кура Ваçли те Атăл çине каймарĕ. Ĕçлесе
илнĕ укçапа парăмсене тÿлесе татма
мехел çитерчĕç, анчах малалла пурăнмалăх
укçа-тенкĕ пухăнмарĕ.

Несĕпсĕр
Михха вара пуяс ĕмĕтпе икĕ община Атăл
варринчи çур утравшăн хирĕçсе пурăннине
те хăйне усса çавăрма шут тытать. Пишсене
те, ,нелсене те харăсах укçа парса сутăн
илет. Çав вăхăтрах икĕ община халăхне
пăлхатса ярать. Ăна-кăна чухламан халăх
вăрçăнмах тытăнать. Хут пĕлмен пирки
судра та вĕçне-хĕрне тухма пултарайман
халăх утрава Миххана тара пама килĕшет.
Миххана çакă кăна кирлĕ пулнă. Микулай,
халăх йăлине пăхăнмасăрах умполномоченнăя
суйланнăскер /çемье пуçĕ мар-ха вăл/,
çак тĕрĕсмарлăха асăрхаса халăх куçне
уçма тăрсан, Михха хăй мунчине вут
тивертет, ăна Микулай çине йăвантарать.
Тара тытнă арçынсем Микулая вутта
пăрахма килеççĕ. Унăн ирĕксĕрех вăхăтлăха
ялтан тухса тарма тивет.

Çтаппанпа
унăн пĕчĕк ачаллă Анук кинĕ каллех
йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Çăкăрсăр, серте
яшки çине кăшт çăнăх лăкаса çинипех
пурăнаймăн. Çтаппан темĕн чухлĕ тарăхсан
та, темĕн чул çунсан та çын патне пулăшу
ыйтма каяс çук. Хăнăхман. Кинĕ ăна
тăрантарасшăн пулса çăкăр тупса килсен
çеç унăн çĕнĕ шухăш çуралать. «Тем
пулсан та апла тума юрамасть. Луччĕ Атăл
çине каяс», — тесе тĕв тытать те тырă
акма тухнă вăхăталла таврăнма сăмах
парса килтен тухса утать. Кăмăлĕпе
хуçăлнă Анук вара пĕчĕк ывăлне
чуптăва-чуптăва йĕрет. «Çуралма
ĕлкĕртĕн çеç, хуйха-суйха аннÿ кăкăрĕнчи
сĕтпех ĕçетĕн», — тет.

Ĕç шыраса
пристаньсем тăрăх çапкаланса çÿрекен
Çтаппан аллине ăнсăртран хĕрĕх тенкĕ
укçа пырса кĕрет. Тупăшса-тавлашса вăтăр
пăтлă ещĕке пăрахут çине йăтса кĕрет
вăл. Унтан вăрă-хурахлаБогданов подрядчик
аллине лексе ун еккипе тепĕр çĕр тенкĕ
выляса илет. Хальхинче цирк сцени çинче
тепĕр паттăра çурăм çине çавăрса
пăрахать. Çапла майпа капитализм йĕркин
тÿнтер енĕсене хăй куçĕпе курчĕ халь
вăл. Ялти пурнăçран та киревсĕр иккен
ку. Укçа чул касать тенĕ пек, çын нухратшăн
тем тума та хатĕр. Ирĕке туйса çăмăлланса
кайнăскер, намăс çуртне те лекет Çтаппан.
Эрех ĕçсе пуçне анкă-минкĕлетнĕскер
пĕтĕм укçине çавăнта пĕтерет. Вăл укçине,
сăхманне, кĕпине тата çĕлĕкне çухатса
çаппа-çарамас тăрса юлчĕ, арăмĕн хаклă
та ырă ятне хур кÿчĕ, хăйне пĕтĕм тĕнче
умĕнче тÿсейми намăса кĕртрĕ. Çакна
ăнланать Çтаппан — анчах халĕ тин ним
тума та çук. Вилĕм патне пĕр утăм çеç
юлнă пек туйăнчĕ ăна. Атăла сиксе вилме
шут тытать вăл. Анчах хыçран ырă кăмăллă
вырăс хĕрарăмĕ Матĕрне пырса тухать,
ăна пурăнма хавхалантарать. Вăлах
Богданов подрядчике Çтаппан килĕнче
кинĕпе мăнукĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ,
кĕçех тырă акма тухмалла, вĕсен вăрлăх
та çук тесе ÿкĕте кĕртет, аллă тенкине
тепĕр хут пама ыйтать.

Микулай та
инçетри çĕрсенче вăхăта ахаль ирттермен
иккен. Çын урлă çитмĕл тенкĕ укçа тата
темĕн тĕрлĕ парнелĕх парса ярать юратнă
арăмĕпе ывăлĕ валли. Анук савăннипе
тÿрех хăй Михха патне кивçеншĕн кайса
хунă саклатне илме чупать. Тепĕр пасартах
хĕрĕх çичĕ тенкĕ парса лаша туянать.
Çавăнтах ним хаклашмасăрах урпа, сĕлĕ,
тулă, пăрçа тата пăри вăрлăхĕ туянчĕ,
пĕр михĕ ыраш тата икĕ пăт тулă çăнăхĕ
илчĕ. ,несем пăхкаларĕ. Сурăх та туянма
юрать. Анчах ĕне е сурăх илме килте
карта-хура çукки чарса тăчĕ. Çавах икĕ
кĕрепенкке сысна ашĕ, çур кĕрепенкке
сар çу туянчĕ.

Ак халĕ кур
ĕнтĕ — пурнăç малалла каймалла пек. Киле
çитсен те çав шухăшпах çÿрет Анук —
пĕрисенчен лав утă тиесе килчĕ те çенĕк
умне купаласа хучĕ. Платниксем шыраса
тупрĕ, вĕсемпе вите, сурăх карти тата
пĕчĕк аслăк тума калаçса татăлчĕ. Анчах
нумайччен çывăрса каяймарĕ. Микула
тупăнни ăна питĕ савăнтарчĕ, чĕри
савăккăн тапрĕ. Халĕ пуçа та каçăртарах
çÿреме пулать.

Çук çав. ,мĕр
сакки сарлака тени унта савăнăçпа хурлăх
валли вырăн темĕн чухлех тени пуль. Анук
анине сухаласа пĕтерчĕ çеç — килте ăна
тепĕр синкер кĕтет иккен. Ăна, суя элеке
пула, ыйткаласа çÿрекене çаратнă тесе
айăплаççĕ, пасартан илсе килнĕ пурлăхне
торги туса сутма пуçлаççĕ. Халăх йăлипе
ун пек чухне вăрра питлĕх çактарса ял
тăрăх уттараççĕ. Анука та çапла туса
хурал пÿрчĕ патне сĕтĕреççĕ. Кÿршĕ
Макçăм хута кĕме тăрать, анчах ăна та
хĕнесе тăкаççĕ. Укçана Михха пачĕ тесе
суйсан тин /Микулая сутма юрамасть-çке/
ăна ирĕке яраççĕ. Шăп çав вăхăталла
хуняшшĕ киле таврăнать. Кинĕ çинчен
усалсăмахсем /Миххан чупкăн хĕрарăмĕ
тенине/ илтсен: «Ку намăс çеç çитменччĕ.
Хуçалăха тĕп турĕç. Ывăлăм çухалчĕ.
Пĕрех хутчен хутаç çакса тухмаллаччĕ…»
— тет те куçăм ан куртăр тесе, укçине
кăларса хурса, Çтаппан килтен тухса
каять. Хулара хăма çуракан савăтра
вăрттăн ятпа ĕçлесе пурăнакан ывăлне
тĕл пулсан тин куçĕ уçăлать унăн — киле
кайса кинĕ умĕнчи çылăхне каçарттарма
шутлать.

Романра ытти
халăх çыннисен сăнарĕсем те пур. Сăмахран,
Ахмет тутар. Хĕрĕх тенкĕ укçашăн вăтăр
пăтлă ещĕке йăтать те ун айне пулса
вилет. Килте вара унăн амăшĕ, арăмĕ тата
виçĕ ачи пурăнаççĕ. Ĕçе тухса киличчен
маларах ĕни вилсе кайнă та, ачисем сĕтсĕр
юлнă. Хресченĕн шăпи пур çĕрте те пĕрех
иккен.

Вырăс
çыннисенчен романра Леонид Кузнецовпа
унăн арăмĕ Дуся тата Матĕрне хĕрарăм
паллă вырăн йышăнаççĕ. Пĕрремĕшсем,
хула рабочийĕсем, Микулай ăс-тăнне
çивĕчлетме, куç-пуçне уçма — тавра курăмне
анлăлатма пулăшаççĕ. Çтаппан вара,
Татьяна пехилне ас туса, Матĕрнепе
венчете тăрса пĕр çемьене пĕрлешет.
Матĕрне те хăй пурнăçĕнче нуша нумай
курнă, упăшкине çухатнă. Çак венчете
Хусана Турă амăшĕн иконине кĕл тума
килнĕ Анукпа Кĕтерук та çитеççĕ, унта
вĕсем Микулайпа Ваçлие тĕл пулаççĕ.

Михха вара,
ашшĕ пекех, чăн-чăн вăрă-хураха тухать.
Жемени барона унăн именине сутăн илетĕп
тесе укçа тÿлет, анчах çул çинче хăй
тарçине ăна çаратма тата вĕлерме хушать.

Никифор
Мранькка халăхăн ĕлĕкхи пурнăçне çутатса
паракан хайлавçăсенчен пĕри. Унăн пилĕк
кĕнекерен тăракан романĕ халăх
йăли-йĕркине, чăваш хресченĕн ĕрет-несĕпне,
шухăш-кăмăлне, чун туртăмне тарăннăн
кăтартса парать. Революцичченхи хресчен
психологине халăх чĕлхине çывăх илемлĕ
сăмахлăхпа усă курса, ĕненмелле сăнлать.
Мранькка романĕнче, политикăлла витĕме
пула, уйрăмах виççĕмĕш-пиллĕкмĕш
кĕнекесенче, пурнăçри пулăмсене ытлашши
пысăклатса е илемлетсе кăтартни пур
пулин те, чăваш çыннин — ял хресчен
пурнăçĕ вулакана кăсăклантарать, тепĕр
чухне — кăмăла савăнтарать. Геройсем
темĕн чухлĕ нуша кураççĕ пулин те, чылай
асап тÿсеççĕ пулин те пурнăç тумах
ăнтăлаççĕ. Чăваш халăхĕн ĕмĕрсем урлă
килнĕ аптраманлăхĕ вăл. Ăна пула кăна
чăваш халăхĕ упранса юлма пултарнă. Мăн
асаттесенчен упранса юлнă хăюлăх та
«,мĕр сакки сарлака» романра пит
сисĕнет. Çав вăхăтрах шалти йăвашлăх,
сăпайлăх, пытанчăклăх туйăнса тăрать.
Çакăнта ĕнтĕ Н. Мраньккан ăсталăхĕ.
Литературăра халăх пурнăçне тĕкĕр çинчи
пек кăтартма пĕлни вара — пысăк пултарулăх.

Паянхи пурнăç
та укçапа мул, харкам харпăрлăхпа
хапсăнчăклăхçулĕпе кайрĕ. Камăн укçа
пур, унăн пурте пур тенине илтме пулать
час-часах. Н. Мранькка кăларса тăратнă
пурнăç ыйтăвĕсем çынна хальхи вăхăтра
та шухăшлаттараççĕ.

АЛМАЗОВРА
МАНА МĔН КИЛĔШМЕСТ? 11-мĕш класс
валли

/А. Артемьевăн
«Салампи» повеçĕ тăрăх/ [ ] 28.07.2009,
12:26

Сочинени
эпиграфĕ: Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те ырă
пултăр. Ваттисен сăмахĕ.

«Çын
тулашĕнчен хитре пулнишĕн, унăн ăшне
пĕлмесĕр ан мухта», — тесе вĕрентсе
каланă пире ватă çынсем. Сăнпа çеç илемлĕ
пулни çителĕксĕр çав. Чи кирли — чун-чĕре
илемлĕхне пĕр вараламасăр, пĕр
тĕксĕмлетмесĕр упраса пурăнни. Хăйсен
ырă енĕсемпе пире тĕслĕх парса тăракан
сăнарсем чăваш литературинче сахал
мар. Вĕсенчен пĕри — А. Артемьевăн
«Салампи» повеçĕнчи Салампи. Вăл
чăннипех те илемлĕ сăнар. Кирек хăш
самантра та хăйне лăпкă, сăпайлă, çирĕп
тытать* ун çине пăхма та, унпа калаçма
та яланах кăмăллă. Сăнĕ-пичĕ, тăпăл-тăпăл
кĕлетки, вăрăм çивĕчĕ, уçă сасси, таса
чунĕ, ырă кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ, тăрăшулăхĕ
— çаксем илем кÿреççĕ те Салампи сăнарне.
«Ирхи сывлăм пек таса, илемлĕ»
хĕршĕнмиçе каччă канăçне çухатман-ши?
Анчах Салампи чунĕ пĕр çынна анчах
савать.

Кам-ха вăл
çав каччă, чипер хĕр чĕрине ĕмĕрлĕхех
кĕрсе вырнаçнăскер? Тивĕçлĕ-и вăл
Салампин таса юратăвне?

Анатолий
Алмазов — вăтам пÿллĕ, кĕре ÿтлĕ, çирĕп
шăм-шаклă çырă сăнлă, кăвак куçлă çамрăк
каччă, унăн хусканăвĕсем питĕ çаврăнăçуллă,
çăмăл, кулли вара уçă та кăмăллă.

Ачалăхĕ çăмăл
пулман унăн. Пурнăç тути-масине туйса
ÿснĕ вăл. Амăшĕ ăна пĕчченех пăхса
ÿстернĕ, аслă çул çине кăларнă.

Музыка
училищинче техничкăра ĕçлекен Анна
Матвеевна Алмазов çинчен çапла каласа
кăтартать: «Тольăна эпĕ, хам ывăлăма
пĕлнĕ пек, мĕн ачаранпа пĕлетĕп. Ырă
этем пуласскер. Ачаскернех ăна, ултă
çулхискернехчĕ çав, Хветĕр Павăлч хăй
пехиллерĕ: «Этем пулать кунран,
вĕрентесчĕ ăна!» — терĕ. Толя ун чухне
тăмра каласа ял-йыша тĕлĕнтеретчĕ. Кунта
ун пек лайăх вĕренекенни çукчĕ те. Питĕ
ăслă ача. Тăлăхскерех çапла ăслă-йĕрлĕ
пулчĕ. Шеремет ачин хăй çитĕнсе çитмесĕр
те уринчен çăпата, çийĕнчен кăвак йĕм
каймарĕ. Выçăллă-тутăллă шкула чупатчĕ.
Çулла кĕтÿ патĕнчен татăлаймарĕ, хĕллехи
каçсенче çынсен ачисем пек улаха, клуба
чупмарĕ, килте çăпата тăватчĕ. Çăпата
сутса кĕнекесем туянатчĕ…»

Анатолий
фронтра Салампин савнă тусĕпе, Валерий
Семеновпа, пĕрле пулнă. Анчах та Валери
тăван ялне таврăнайман, паттăррăн
çапăçса пуçне хунă. Ăна пĕр çÿллĕ ту
тăррине пытарнă. Ун çумĕнче пулнă хутсене
Анатолий Алмазов Валери амăшĕ патне
ярса панă. Паттăр салтак Салампи çинчен
тусĕ каласа панинчен лайăх пĕлнĕ, ун
çинчен юрă та çырнă.

Салампи
Алмазовпа ял хуçалăх институчĕн
зоотехника уйрăмĕнче вĕреннĕ чух
паллашать, Валери çинчен ыйтса пĕлет.
Анатолийăн хăш-пĕр хусканăвĕсем Валерие
аса илтереççĕ. «Пианиста сăнанă май
Салампи чĕри кăртах сикрĕ: Алмазов
хавхаланса Чайковский вальсне каланă
хушăра куçĕ çине усăнса аннă çÿç пайăркине
алăпа сирмерĕ, пуçне вĕлт сулса илсе,
вăрăм çÿçне каялла вырттарчĕ, — Валери
купăс каланă чухне шăпах çапла тăватчĕ».

Çак пултаруллă
композитора Салампи юратса пăрахать.
Алмазов юрăсем, оперăсем çырать,
консерваторире вĕренет. Унпа кашни тĕл
пулмассерен Салампи хăйне илĕртÿллĕ
те ырă тĕлĕкри пек туять, савнă тусĕн
кашни сăмахне чĕре патне илет, ăна чи
таса та çепĕç туйăмпа юратать. Анчах
та, Салампин телейлĕн те савăнăçлăн
тапакан чĕрине инкек, асап капланса
тулать. Салампи юратса пурăнакан çын
урăх хĕрпе, çăмăлттай шухăшлă та вĕçкĕн
Муза Любимовăпа çыхланса каять. Муза
Салампие кĕвĕçсе, ун çинчен элек сарса
Анатолие хăй аллине çавăрса илет.
Алмазовĕ варанимĕн шутласа пăхмасăрах,
çут тĕнчере хăйне чунтан савакан чипер
хĕр пурри çинчен манса кайса вăхăтлăх
киленÿ авăрне кĕрсе ÿкет. Вăл çакăн пек
хăтланни мана пĕрре те килĕшмест.

Ман шутпа,
таса кăмăл-сипетлĕ хĕре тĕл пулнăшăн,
çав хĕр ăна сивлеменшĕн Алмазовăн
савăнса тăмалла, ăна кÿрентерме те
вăтанмалла пек. Çук çав. Ăслă та илемлĕ
Салампие вăл якăлти те кахал Музăпа
улăштарма та именмест. «Алмазов Музăна
хултан çавăтса пырать. Акă вăл хĕре тем
кулăшла сăмах каларĕ пулас — Муза урама
янăратса кулса ячĕ. Çав кулă Салампи
чĕринче çĕрлехи вăрманта тиха кĕçеннĕ
пекех янăраса кайрĕ, хĕрĕн кÿтсе çитнĕ
чун-чĕрине вăйлă ток евĕр пырса çапрĕ…»

Салампи,
паллах, çирĕп кăмăллăскер, каччă хыççăн
чупмасть, йăлăнмасть, ÿпкелешмест, чунне
хытарса чăтать. «Салампи пек юратма
пĕлен хĕр чĕри çакнашкал йывăр вăхăтра
мĕн тÿссе ирттернине кам калама
пултартăр?»

Алмазов вара
Салампипе курса калаçма, унăн шухăш-кăмăлне
пĕлме, Муза «элекĕсене» тÿрре
кăларма шутламасть те. Çак вăхăтра вăл
мана çемçешке те нишлĕ чунлă, суккăр та
ăссăр çын пекех туйăнать. Манăн ăна
ятлас, вăрçас, каласа ăнлантарас, «куçне
уçас», хăй мĕн хăтланнине пуçĕпе
шухăшлаттарса пăхтарас килет. Хастар
чун-чĕреллĕ салтак ун пек пулмалла мар
пек. Ăслă-тăнлă каччă хăйне юратакан
хĕрпе ун пек хăтланмалла мар пек.

Пĕчĕк Валерике
илсе хуларан яла куçса кайнă Салампи
Алмазовăн вылянчăк кăмăлĕпе киревсĕр
хăтланăвĕ çинчен шухăшласа нумай
асапланать. «Питĕ çирĕп çын пек, вăйлă
та тÿрĕ чунлă пек туйăнатчĕ ăна Алмазов.
«Я хочу схватить судьбу за горло!»
— терĕ вăл пĕррехинче вырăсла, Бетховен
сăмахĕсене аса илсе* Анатолий
консерваторирен лайăх вĕренсе тухасса,
пур йывăрлăха — чăрмава çĕнтерессе
Салампи чун-чĕререн ĕненсе, шанса
тăратчĕ.

Яланах
ĕçлекен, вĕренекен, кĕрешекен çын пек
туйăнатчĕ ăна Алмазов. Анчах мĕншĕн
вăл, пурнăçра вут чулĕ пек çирĕп
курăнаканскер, юратура çапла пулмарĕ,
мĕншĕн хăвăртах Муза майлă çаврăнса
ÿкрĕ? Муза йышши ăс вылятакан, çăмăл
шухăшлă хĕрсене нихçан та ăнланман
пекчĕ-çке вăл?»

Салампи хăйĕн
хуйхине никама та пĕлтермест, пĕчченех
вăрттăн асапланать, çынсемпе çавах
ăшшăн кулкаласа калаçма тăрăшать. Мĕн
тăвăн ĕнтĕ? Салампи ăшĕнче вут çунать,
тĕтĕмĕ тухни курăнмасть. Вутне вара
Алмазов чĕртсе янă — пĕрле çунма хăйĕн
вăй-халĕпе чун-чĕре çирĕплĕхĕ çитмен.

Хăйĕн йăнăшне
ăнлананçи туса, Музăна итленĕшĕн ÿкĕненçи
пулса Алмазов Салампи патне çыру çырса
ярать. Анчах ку çыру та лăплантараймасть
Салампие — çырури сăмахсене ытахальтенçеç
çырнă пек туйăнать. Хĕрĕн чунне йăпатмалли,
кăмăлне çавăрмалли сăмахсем тупайман-ши
вара вăл?

Районти ялсем
тăрăх чăваш юррисене çырса çÿренĕ чух
çамрăк композитор Çемен Саланов патне
кĕрет. Çемен ăна: «Салампи халĕ те сан
сăнна усрать», — тесенех Алмазов йĕлтĕр
çине тăрать те сивĕ çанталăка пăхмасăрах
Саламписен ялне вĕçтерет. Икĕ çамрăк
тĕл пулаççĕ, анчах та вĕсен калаçăвĕ
сыпăнмасть, кашниех хăйĕн шухăшĕпе
асапланать. Калас сăмахĕсене калаймасăрах
уйрăлаççĕ вĕсем.

Алмазов,
Салампи хăйне юратнине, ăна асран
кăларманнине сисет-пĕлет пулсан та, ун
валли çепĕç сăмахсем тупаймасть. «Алмазов
кайнине курса, Салампи ним чĕнейми пулса
тăчĕ: ăна çак самантра хăйĕнчен таçти
чăваш ачи мар, пурнăçра ăнсăртран тĕл
пулса паллашнă каччă та мар, хăйĕн
çамрăклăхĕ, юратăвĕ, телейĕ ĕмĕрлĕхех
уйрăлса кайнăн туйăнчĕ».

Салампи
йĕлтĕр йĕрĕпе Толя хыççăн чупать.
Юлашкинчен, халтан кайса ÿкет те хурланса
макăрса ярать.

Мăн кăмăллă
Алмазов каялла çаврăнса та пăхмасть.
Çак тĕл пулу хыççăн те аса илет вăл
Салампие, те аса илмест — Салампи вара,
иккĕленет пулин те, шанчăкне çухатмасть.
Çамрăк хĕр хăйĕн таса юратăвне упраса
пурăннă вăхăтра Алмазов Музăпа киленет.
Хĕллехи каникул вăхăтĕнче çав пушă
чунлă хĕрпе Атăл леш енне йĕлтĕрпе
ярăнма кайсан урине хуçать те уйăха
яхăн больницăра выртать. Ун хыççăн
консерваторие каймасть, хуларах юлать.
«Музăна пĕрмай театра, филармоние
илсе кайма, тĕрлĕрен парнесем илсе пама
укçа кирлĕрен Алмазов хулари вечерсене
аккордеонпа çÿреме пуçларĕ». Талантлă
композитор хăйĕн шанăçне тÿрре кăларма
пăрахать: унăн çĕнĕ юррисене тиркесе
йышăнаççĕ, композиторсен пухăвĕнче
ятласа та илеççĕ.

«Намăс!
Намăс! Мĕнле-ха вăл, чăваш ачи, тахçан
çăпатапа, кăвак йĕмпе çÿресе, серте-пултăран
яшки çисе ÿснĕскер, тахăш самантра çапла
мăнкăмăлланса, вĕçкĕнленсе, вирьяловланса
кайрĕ? Ытла хăвăрт укçа илме пуçлани
те, тăрăшса ĕçлеме, вĕренме пăрахни те,
йăпăлти этемсем виçерен тухса мухтанипе
йăпанни те, аслăрах юлташсен, туссен
тÿрĕ сăмахне хăлхана чикмесĕр хăйпе
хăй киленни те — йăлтах пĕр çĕре пухăнса,
талантлă çынна тĕрĕс çултан пăрса
ячĕç… Алмазов, çынсенчен канаш ыйтса
куçран ÿкесрен именекенскер, ним тума
пĕлмесĕр Çĕпĕре тухса кайрĕ…»

Алмазов хăйĕн
çамрăк вăхăтне усăсăр ирттерни, хăйне
хăй алла илеймесĕр иртĕхтерсе яни мана
та килĕшмест. Салампи савнийĕ пулнăран-ши,
Алмазова яланах çирĕп кăмăллă, шанчăклă,
тăрăшуллă, кăмăллă çын пек курас килет.

Икĕ çул тăван
кĕтесрен аякра ĕçлесе пурăнать Алмазов.
Çав вăхăтра нумай шухăшлать, халиччен
тунă йăнăш утăмĕсене тишкерет, хăйĕн
туйăмĕсене виçелесе тĕрĕслесе пăхать.
Хăйне «хур кăтартнă» Музăна вăл
халь курасшăн та мар. Салампие вара
асĕнчен кăлармасть. Тăван çĕртен инçетре
пурăнни уншăн усса кайнă пек туйăнать.
«Аташрăм — çитет. Куçăм уçăлчĕ. Алтайра
пĕр пысăк производствăра хор кружокне
ертсе пытăм. Чăвашсем те пурччĕ. Тĕлĕнмелле
ырă çынсемпе паллашса туслашрăм. Нумай
çĕнĕ юрă çырса килтĕм. Çĕпĕрти чăвашсен
юррисем питĕ килĕшрĕç, хăш-пĕрне оперăна
кĕртетĕп. Оперăна çырса пĕтерме
ĕмĕтленетĕп. Анчах пĕлÿ çителĕксĕртерех
пек, чылай вĕренес пулать, юлташсенчен
юлса кайрăм…»

Хусана
консерваторие тухса кайиччен Алмазов
Анна Ивановнăпа тата Анна Матвеевнăпа
курса калаçать. Тăван хулари вырăнсем
ăна Салампие аса илтереççĕ. Юлашкинчен
чăтаймасть каччă, ĕмĕтре тытнă хĕрĕ
патне çыру çырса ярать.

Çырăва илсен
«Салампин пит-куçĕ тĕлĕнмелле çуталса,
чиперленсе кайрĕ* тути кулать, куçĕсенчен
-çутă куççулĕ çыру çине шăпăртатса
тумлать. Çырăвĕ питĕ кĕске. Салампи ăна
пĕрре вуласах ăнланчĕ ĕнтĕ, анчах вăл
пуçне çĕклемесĕр, татах, татах, çине-çине
вулать…»

Салампи
чунтан кĕтсе пурăннă çынни патне çийĕнчех
телеграмма ярать.

Икĕ савни
ватă хурама айĕнче тĕл пулаççĕ… Миçе
çул тĕрĕслерĕç вĕсем пĕр-пĕрне. Миçе
çул ăнтăлчĕç вĕсем пĕр-пĕрин патне. Мĕн
чухлĕ асап, хуйхă, тарăху, кÿренÿ, кĕвĕçÿ
пулчĕ вĕсен пурнăçĕнче. Йăлтах чăтса
ирттерчĕç вĕсем. Малашне тата мĕн
кĕтет-ши çак икĕ çамрăка? Телейлĕ
пулайĕç-ши вĕсем? Алмазов консерваторирен
вĕренсе тухсан каялла Алтая кайма
ĕмĕтленет. Салампи ялта ĕçлет, вăл ватă
амăшне пĕччен пăрахса хăварас çук.

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Салампи
Жанр: роман
Автор: Александр Артемьев
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1956>
Пичетленĕ: 1956
Уйрăм кăларăм: 1966, 1969, 1983, 2012
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

«Салампи» — Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче «Çĕнĕ çынсем» трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[1]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.

Хайлав çуралса кун çути курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.

Ят çăлкуçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Салампи — хĕрарăм ячĕ. Кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламби Петровна) пур.

Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[2]. Унта та «Саламбо» тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.

Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:

— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.

— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.

— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн…

Повеç е роман?[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.

Тытăм, сюжет тата фабула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Айхи «Салампи» роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[3]

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Год: 1969
  2. ^ Французская литература / Г. Флобер Саламбо
  3. ^ Геннадий Айхи. Лирикăллă проза çыравçине

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чӑваш чӗлхи: «Салампипе» кӗҫех турккӑлла та паллашма май пулӗ.
  1. Кÿртĕм

Тема:

А.С.Артемьев çырнă «Салампи» повеçри ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем.

Тĕллев:

«Салампи» повеçри сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене, афоризмсене тупса палăртасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси, повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграммине тăвасси.

Ыйтусем: пирĕн ума çакăн пек ыйтусем тухса тăчĕç:

1.Чăваш çыравçисем халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе усă кураççĕ — и?

2. А.С.Артемьев хăйĕн хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курать – и?

3. Ваттисен сăмахĕсемпе мĕн тĕллевпе усă курнă?

4 . Паянхи куншăн тема актуаллă – и?

5. Ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ пур – и? Пурнăçра ку тема кирлĕ – ши?

6. Çак темăпа çырнă ĕçсем пур – и?

Тема актуаллăхĕ:

Мĕншĕн суйласа илтĕмĕр – ха эпир çак темăна? Артемьевăн «Салампи» повеçне вуланă хыççăн ваттисен сăмахĕсем тăтăшах тĕл пулни интереслентерсе ячĕ пире. Эпир ваттисен сăмахĕсене çырма тытăнтăмăр. Анчах та пĕр тĕпчев ĕçĕ те тупаймарăмăр. А.С.Артемьев пултарулăхне сăнарсем енчен тишкернĕ ĕçем пур, анчах та чĕлхе енчен тишкернĕ ĕçсем пачах та çук иккен.Унсăр пуçне А.Артемьев çуралнăранпа кăçал 90 çул çитет.Çавăнпа та эпир ку темăна актуаллă тесе шутлатпăр.

Çĕнĕлĕх:

Кун пек ĕç чăваш литературинче çук пирки эпир ăна çĕнĕлĕх тесе шутлатпăр. А.С.Артемьев хăйне евĕр çыравçă пулнине, вăл сăнарлă чĕлхепе вырăнлă усă курма пĕлнине куратпăр. Çак ĕçпе вĕрентекенсем литература урокĕнче усă курма пултараççĕ.

Меслетсем:

Хамăр ума кăларса таратнă тĕллевсене татса пама çак меслетсемпе усă куртăмăр: вулав, шырав, тĕпчев, петĕмлетÿ, хаклав. Чи малтан Артемьев çырнă произведенисене вуласа тухрăмăр. Унтан ыйтусене тĕрĕс ăнлантарас тесе тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшрăмăр.

Курăмлăх хатĕрĕсем:

«Салампи» повесть, компьютер, тĕрлĕ авторсен кĕнекисем, интернетри статьясем.

Ваттисен сăмахĕсем ăса вĕрентсе калакан, пысăк шухăша кĕскен те сăнарлăн палăртакан хайлавсем. Вĕсем сĕм авалах пуçланса кайнă. Вĕсем пурнăçăн тĕрлĕ пулăмĕсене – ырлăхпа шырлăха, чăнлăхпа суяна, ĕçченлĕхпе наянлăха туспа тăшмана пĕр – пĕринчен уйăрса илме, хаклама вĕрентеççĕ. Вĕсенче халăхăн сăн – сăпачĕ, кăмăл – туйăмĕ палăрать.

Ваттисен сăмахĕсем ăруран ăрăва куçса пынă. Ашшĕ – амăшĕ хăй ачине пурнăçа вĕрентсе пынă май час – часах ăслă сăмахсемпе усă курнă. Ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ. Кĕскен те ытарлă каланă пирки кашни сăмахĕ асра юлать, кашни сăмахĕ чун чĕлĕхĕсене хускатать.

Ваттисен сăмахĕсем – хальхи илемлĕ литература чĕлхине сăнарлă кÿрекен мелсенчен пĕри. Вĕсем произведении тĕп шухăшне уçса пама, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ сăнарсем тума пулăшаççĕ. Çак паха ен чăваш писателĕсен пултарулăхĕнче те аван палăрать.

  1. Тĕп пайĕ:

Ваттисен сăмахĕсемпе пĕлсе, вырăнлă усă курасси А.Артемьев пултарулăхĕнче те анлă сарăлнă. Тăван чĕлхене илем кÿрессишĕн сахал мар вăй хурса ĕçленĕ, тăрмашнă А.Артемьев. 1

Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕ ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе çав тери пуян. Шăпах çак хайлаври сăнарсем усă куракан ваттисен сăмахĕсене тупса пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр.

Произведенири сăнарсене пăхса тухнă хыççăн ваттисен сăмахĕсем ытларах ваттисен калаçăвĕнче тĕл пулни палăрчĕ: вĕсем Анна Ивановна, Салампи амăшĕ, Лена амăшĕ, Анна Матвеевна. Пăхса тухар – ха Анна Ивановна калакан ваттисен сăмахĕсене.

  1. Кĕрхи кун тутă пулать, ачам (Петьăна)(54 стр.)

  2. Хĕр чухнехи тунсăх – хĕвел аннă хыççăнхи çывхаракан сĕмлĕх.(68 стр.)

  3. Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть теççĕ.(72 стр.)

  4. Телей сăнтан пăхса килмест çав.

  5. Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.

  6. Чăн, ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар: пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ кун та килсе тухать.

  7. Çапла çав пурăнма пĕлмесен: вĕçме тĕнче ирĕклĕ те – ларма тăвăр.

  8. Ыр çынтан ырлăх, усаллинчен – шырлăх.

  9. Çамрăклăх килессе мăн çулпа килет, пурăнма майне пĕлмесен вак çулпа иртсе каять.

  10. Талантлă çынни нимĕнле пысăк ĕç туманни – халăха улталанипе, çаратнипе пĕрех.(11 стр.)

  11. Качча кайиччен малтан сарă кăткă тĕми çине ларса пăхма хушаççĕ.(79 стр.)

  12. Кайăк – кĕшĕк пĕчĕккĕн сăхсах тăранать.(82 стр.)

  13. Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ – чикки – чикан пек.(115 стр.)

Çак ваттисен сăмахĕсене Анна Ивановна хăйĕн хваттерĕнче пурăнакан студентсемпе калаçнă чухне усă курать. Паллах, вăл пурнăçа тĕрĕс те нумай пĕлекен ăслă ватă пулнине пĕлетпĕр. Хăйпе юнашар пурнакан çамрăксене вăл пурнăçра таса пулма, ăна пĕлсе пурăнма, кирек мĕнле йывăрлăхра та пуçа усмасăр, киревсĕр çул çине тăмасăр ăна çĕнтерсе тухма вĕрентет.

Салампи амăшĕн сăмахĕсем:

  1. Ваттисем калани пуш çăвартан тухнă сăмах мар.(63стр.)

  2. Ăслăран та ăсли татах та пур, ухмахран ухмаххи те тупăнать.(59стр.)

  3. Тиркекене тирĕк тĕпĕ, чавсу çывăх пулĕ те – çыртаймăн. Хĕр ĕмĕрĕ вăрăм мар.(28 стр.)

  4. Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшĕсĕр ача – хăр тăлăх.(29 стр.)

  5. Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн пĕр шухăш.(29 стр.)

  6. Çырни çырлан курăнать.(29 стр.)

  7. Ырă кÿршĕ – çур пурнăç. Пускил усал пулсан пурнăç саланасси те инçе мар.(139 стр.)

  8. Шывра та путас çук, вутра та çунас çук.(21 стр.)

Лена амăшĕн сăмахĕсем.

  1. Çылăх вăл çири кĕперен те çывăх.(40 стр.)

Салампи амăшĕпе Лена амăшĕ çак сăмахсене хĕрĕсене вĕрентсе калаççĕ. Авалтанах чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн хĕрне сăпайлă, ĕçчен, тирпейлĕ, çынпа çын пек пулма, хĕр чысне яланах упрама вĕрентнĕ. «Салампи» повеçре те эпир Ленăпа Салампие амăшĕсем вĕрентсе каланă çак ваттисен сăмахĕсем хĕр чысне çамрăкран упрама, ял çыннисен умĕнче яланах ятуллă, кÿршĕ – аршăпа туслă пулма вĕрентеççĕ.

Анна Матвеевна калакан ваттисен сăмахĕсем: 2

  1. Телей сăнтан пăхса килмест çав.(102 стр.)

Александр Артемьев ваттисене кăна мар, çамрăксене те ваттисен сăмахĕсемпе калаçтарать. Вĕсем те çамрăкран ваттисен сăмахĕсене, вĕсен вĕрентĕвне чунпа туйса ăсра тытса пыни малашлăхра ырă çынсем пуласса систерет, пурнăçра усала, киревсĕрлехе ырринчен уйăрса илме вĕрентет.

Салампи калакан ваттисен сăмахĕсем:

  1. Элекĕн чĕлпĕрĕ çук – таçта та çитет, тытса чараймăн.(42 стр.)

  2. Янкăс хĕрĕн турăшĕ – тĕкĕр.(48 стр.)

  3. Чечен алăллă ар çын ют çын янтăланине хапсăнать.(51 стр.)

  4. Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн.(115 стр.)

Лена калакан ваттисен сăмахĕсем:

  1. Карма çăвара тутăр карса та чараймăн.(36 стр.)

Виктор.

  1. Ташла пĕлмене яланах кĕвĕ килĕшмест.(38 стр.)

Пĕчĕк Нина.

  1. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест.

  2. Чараксăр чĕлхеллĕ çын çăварне яланах элек йăва çавăрать.(108 стр.)

  3. Куçпа кур та — урупа тар.(114 стр.)

Алмазов.

  1. Çил ÿкернĕ йывăçăн тымарĕнчен ытла турачĕ нумайрах.(137стр.)

  2. Шухăшлă çынта сăн тăмасть.(103стр.)

  3. Ăнсăртлăха, шăпана парăнма юрамасть. Шăпана карланкăран тытма тăрăшмалла.(106стр.)

  4. Телей килессе ан кĕт, ăна ху çывхартма тăрăш.(127стр.)

Таруç.

  1. Чаплă хĕрĕн чапĕ часах каять çав.(14 стр.)

  2. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмĕ.(119 стр.)

Маруç:

  1. Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх.

  2. Сын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăн, ху умăнти каскана курасчĕ.(13 стр.)

Вирьялов:

  1. Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть.(76 стр.)

Повеçре çамрăксен калаçăвĕнче автор усă курнă ваттисен сăмахĕсем вĕсен кăмăлне, сăнарне уçса пама та витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Афоризмсем – пĕр – пĕр автор каланă тарăн шухăшлă, кĕске те вырнаçуллă, илемлĕ те сăнарлă сăмах çаврăнăшĕсем. «Салампи» повеçре те пуçласа вĕçне çитичченех вулакана тыткăнлакан, геройсемпе пурăнтаракан, пăшăрхантаракан, савăнтаракан, çĕклентерекен афоризмсем çав тери йышлă. Вĕсем хайлаври сăнарсене уçса паракан, проблемăсене кăларса тăратакан, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума пулăшакан сăмахсем. Писатель пултарулăхĕ чĕлхе ăсталăхĕ тетпĕр пулсан ытти илемлĕх мелĕсемпе юнашар çыравçă ваттисен сăмахĕсемпе, афоризмсемпе усă курни повеçе тата пуянрах тума пулăшнă.

«Салампи» повеçре автор каланă тарăн шухăшлă çунатлă сăмах çаврăнăшĕсем.

  1. Пĕр пурăнса ирттернĕ вăхăта каялла тавăраймăн, иртнĕ куна çил çунатлă урхамахпа та хăваласа çитеймĕн.(93стр.) 3

  2. Усал сăмах утпа çÿрет, çилпе вĕçет, чÿречерен кĕрет.(146стр.)

  3. Сывалман суран яланах кĕтмен çĕртен вĕрĕлсе , сурса ыратма тытăнать.(151стр.)

  4. Вутă хурса тăмасан темле хĕрÿллĕ юрату та сÿнет.(169стр.)

  5. Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар.(185стр.)

  6. Шанчăк пуррисем телейлĕ.(246стр.)

  7. Çыннăн пурнăçĕ, шухăш – ĕмĕчĕ, хуйхи – суйхи, савăнăçĕ халăх пурнăçĕпе, халăх шухăш – ĕмĕчĕпе, халăх хуйхи – суйхипе, халăх савнăçĕпе пĕр пулсан – çав çын вара – телейлĕ.(218стр.)

  8. Халăхран уйрăм савăнăç – пĕчĕк савăнăç, халăхран уйрăм телей – пĕчĕк телей, вĕсем нумай пыраймĕç.(170стр.)

  9. Пĕччен вут пуççи кăмакара та сÿнет, темиçе вут пуççи уйра та çунать теççĕ.(185стр.)

  10. Вилсен те пĕччен выртмалла ан пултăр, çăва çинче те йышпа выртмалла пултăр тенĕ пĕччен пурнăçа ылханнă çынсем.(192стр.)

  11. Чăн: юрату вут пулсан уйрăлу – çил, вăйсăр çунакан вута çил тÿрех сÿнтерет, вăйлине – тата хытăрах чĕртсе ярать. (246стр.)

  12. Юратса кĕтме пĕлекенсем , шанчăка çухатманнисем – телейлĕ.(246стр.)

«Салампи» повеçри сăнарсем ваттисен сăмахĕсемпе усă курнин диаграмми.

4

  1. Пĕтĕмлетÿ

Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: ваттисен сăмахĕнче, афоризмсенче халăхăн çивĕч ăс – хакăлĕ, анлă тавра курăмĕ, чун – чĕре пуянлăхĕ – иксĕлми!

Çак сăмахлăх – халăхăн ылтăн çÿпçинчи чи хаклă еткер: халăх тĕнче курăмĕ, иртнипе малашлăхĕ, тăванла туйăмĕ.

Тĕпчев ĕçĕнче ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр тесе шухăшлатпăр.

Йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ паллах. Вĕсенчен пĕри — çыравçă пултарулăхне тишкерсе çырнă статьясем çукки. Вырăс литературинче писательсен произведенийĕсенчи ваттисен сăмахĕсене пăхса тухнă статьясем пур. Пирĕн вара кун пек ĕçсем тупăнмарĕç. А.С.Артемьев пултарулăхĕ пысăк хака тивĕç. Унăн произведенийĕсен чĕлхи сăнарлă та витĕмлĕ, хăйне евĕр. Пĕр «Салампи» повеçре кăна мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ, каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах çаврăнăшĕ. Чăннипех те Артемьев — чĕлхе ăсти. Прозăра ăна ку енĕпе çитекен сахал.

5

Усă курнă литература:

1.А.С.Артемьев «Салампи» роман.- Шупашкар.Чăваш кĕнеке издательстви, 1991.-256 с.

2.Г.Я.Хлебников «Пултарулăх тĕшши».-Шупашкар.1981.

3.Чăваш халăх сăмахлăхĕ. – Шупашкар.1984.

4.http:/www/Chuvash.org – Чăваш халăх сайчĕ.

6

Тупмалли:

1.Кÿрĕм…………………………………………………………………………1стр.

2.Тĕп пайĕ………………………………………………………………………1–4стр.

3.Пĕтĕмлетÿ…………………………………………………………………….5стр.

4.Усă курнă литература………………………………………………………..6стр.

Районная научно-практическая конференция

Секция Чувашский язык и литература

А.С.Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе афоризмсем

Ефимова Кристина

МБОУ «Турмышская СОШ», 11 класс

Научный руководитель:

Григорьева Зинаида Николаевна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Турмышская СОШ»

Янтиково 2014

Районная научно-практическая конференция

Секция Авторская поэзия и проза.

Стихи

Николаева Анастасия

МБОУ «Турмышская СОШ», 8 класс

Научный руководитель:

Григорьева Зинаида Николаевна,

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Турмышская СОШ»

Янтиково 2014

Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Салампи

Роман

Тупмалли
Пĕрремĕш пайĕ: Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх | Сивĕннĕ саламсем | Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш | Икĕ хĕр
Иккĕмĕш пайĕ: “Салампи — саламлă ят” | Студентсем | Кĕрхи шăнасем | “Мама!”
Виççĕмĕш пайĕ: Ял-йыш | Сывалман сурансем | Йелтĕр йĕрĕ | Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ: Салтак амăшĕ | Кил-йыш | Алмазов таврăнни | Автан çырми патĕнче

Пĕрремĕш Пайĕ

Хĕр Ĕмĕрĕ Хăналăх

Хĕр чухнехи пурнăçа
хăналăха, теççĕ.
—Н. Ашмарин.

Хĕрĕн кун-çулĕ хăналăх пекех.
—П. Xусанкай.

Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ.

Таçтан тури касри йăмрасем айĕнчен юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.

— Ах! —терĕç икĕ хĕр харăсах. Иккĕшĕ те, пĕр хушă сывлама чарăнса, купăс сассине тăнларĕç.

Пÿлĕмре шăпах, сĕтел çинчи сехет кăна пăлханнă хĕр чĕри пек васкаса шаккать тата, çанталăк ăшăтасса пуль, кăмака хыçĕнчи шăрчăк каçăхса кайса авăтать.

Кунĕпе çунă çумăр анчахрах чарăнчĕ. Халĕ кĕрхи каçăн кичем шăплăхĕнче купăс сасси илемлĕ янăрать, пĕрре вăл пÿрте ăнланмалла юрату чĕлхипе калаçса кулать, тепре

кăмăла хускатан темле тунсăх çинчен хурланса калать, çывăрма выртнă хĕрсене те, амăшĕсенчен вăрттăн чÿрече каррине сиртерсе, урамалла пăхтарать.

Маруçпа Таруç, çĕнĕ юрă сăмахĕсене çырса лараканскерсем, сĕтел хушшинчен тухса, чÿрече умне ыткăнчĕç.

Купăс сасси çывхарсах килет: кĕвви уçăмлă илтĕне пуçларĕ.

—Вихтăр! —кăшкăрса ячĕ Маруç, тем пулнă пекех савăнса. Тусĕ ăна çавăнтах майсăр сăмахпа кÿрентерчĕ.

—Вихтăр та ун пек каласан вара… Ытла ăста купăсçă ку. Коля каланă пек туйăнать,— терĕ Таруç.

Илемлĕ кĕвĕ шăпланчĕ те, купăс пĕр хушă сасă памарĕ, кăшт тăхтасан урăх кĕвĕ янăраса кайрĕ.

—Акă халĕ — Вихтăр. Çемми унăн çакнашкал уксахлать… Сирĕн тĕлтен иртнĕ чух купăсне çынна тыттарас çук-ха вăл, пĕлетпĕр.

Маруç хăйне тусĕ тĕртсе илнине сисесшĕн пулмарĕ, тĕпелти пысăк тĕкĕр умне чупса пырса, хитреленме тытăнчĕ.

Тĕкĕр тĕрĕссине калама вăтанмасть, çавăнпа нумай хĕре кÿрентерет. Маруç чухлĕ никам та тĕкĕре тиркемен пулĕ, тен.

Таруç та тĕкĕр умне пычĕ. Унăн сăнĕ ачанни пек çамрăк, çавăнпа Маруç ун çумĕнче самай аслă курăнать.

Таруç тăрхала питлĕ, шуранкарах çутă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă. Маруç кÿпшекрех питлĕ, хĕп-хĕрлĕ сăнлă, хулăн туталлă, хура куçлă. Таруç яштак пÿллĕ, çинçе пилĕклĕ, тирпейлĕ çыхнă ыраш кĕлти пек. Маруç лутра пÿллĕ, тулли кĕлеткеллĕ, пушă çыхнă сĕлĕ кĕлти пек. Тумланасса вĕсем уява та, ĕçе те пĕр евĕрлĕ тумланса тухаççĕ. Кĕçĕр иккĕшĕ те чĕнтĕрлĕ шурă кĕпе тăхăннă, симĕс саппун çакнă, шурă тутăр çыхнă.

Таруç çирĕмре. Кăçал амăшĕ ăна вăйăран çĕрлене юлса таврăннăшăн ятлами пулчĕ, çапах çамрăк пикен хăй çулĕнчен кăшт аслăрах пулас килет: темшĕн-çке ăна ялти яшсем пĕве çитнĕ хĕр вырăнне хуман пек туйăнать.

Маруç çирĕм пиллĕке çитнĕ ĕнтĕ (тарăхнă чух инкĕшĕ ăна “ватă хĕр” тесе тĕртсе те илкелет), анчах чунĕпе çамрăк-ха, хăйне хăй çирĕмре кăна шутлать: савнийĕ çарта чухне хăй пĕччен ирттернĕ пилĕк çула шута илмест вăл.

Ялан уйрăлми çÿренĕрен, пур ĕçре те пĕрле пулнăран çак икĕ хĕр-тус пĕр евĕр тумланма, пĕр евĕр калаçма хăнăхса çитнĕ, пур ĕçе те пĕр-пĕринчен вĕреннĕ. Пысăк уйрăмлăхĕ те сăн-пуçра та çул шутĕнче çеç; май пулас пулсан Маруç тем пекех хăйĕн ытлашши çулĕсенчен ик-виççĕшне çамрăк Таруçа парĕччĕ — лешĕ савăнсах йышăнĕччĕ. Анчах та пĕр пурăнса ирттернĕ вăхăта каялла тавăраймăн, иртнĕ куна çил çунатлă урхамахпа та хуса çитеймĕн.

Пÿрт умне çитеспе купăс сасси каллех шăпланчĕ, урамра такам мăкăртатса калаçни, кулни илтĕнчĕ, унтан чÿрече янахĕ çумĕнчех тем кăштăртатрĕ те, кантăк карри урлă, тул енчен, этем пуçĕ курăнчĕ.

—Ай! Вихтăр!—терĕ Маруç, ăна курнă-курманах; вăл çамла кăшкăрни хăй хĕпĕртенине те, качча саламланине те, Тарууç умĕнче кăштах мухтаннине те пĕлтерчĕ.

Вихтăр, сăмах чĕнмесĕр, куç хĕсрĕ те çĕре тÿплеттерсе сикрĕ. Вăл кашни сăмахнех сутăн илет темелле, питĕ сайра калаçать, çавăнпа ăна тепĕр чухне хĕрсем Чĕмсĕр Вихтăр тсççĕ.

—Уçас-и?—терĕ Таруç, мĕн тумаллине пĕлмĕш пулса.

Маруçăн хура куçĕсенче кÿренчĕк хĕлхемĕ йăлтăртатса илчĕ: “Мĕнле-ха эсĕ, тусăм? Çавна та пĕлместĕн-и е юри кÿрентерме ыйтатăн-и?”

Алăка шаккани илтĕнсен, иккĕшĕ те çенĕке чупса тухрĕç.

—Кам унта?

Хирĕç никам та сасă памарĕ, купăс çеç пĕр çавăра юрă янăратса илчĕ.

Маруç ку кĕввĕн тупсăмне лайăх пĕлет: сахал мар вăл, хăй патĕнче улах чух, хыпарлă кĕвве инçетрен илтсенех çенĕк алăкне уçса хунă: чĕмсĕр Вихтăр хăй шухăшне сăмахпа каламан чух кĕвĕпе систерет: “Пирĕн савнисем килеç пуль те хут купăсне вылятса…”

Пÿрте каччăсемпе хĕрсем шавласа кĕчĕç.

Патвар хул-çурăмлă, лутра пÿллĕ Вихтăр купăсне алăк патĕнчи сак çине лартрĕ, сăмах чĕнмесĕр, тĕпелелле иртрĕ, тÿрех сĕтел çинчи журнала ярса тытрĕ.

Маруç ун çине ăшшăн, кăштах ÿпкевлĕн пăхса илчĕ. “Алă пама та ас тумарăн-çке, савниçем! Хĕр тунсăхне пĕр каччă та тĕплĕн пĕлсе çитеймест çав”,— терĕ вăл ăшĕнче.

Таруçпа Павăл çамрăксенчен чылай кая юлса кĕчĕç. Тăсланкă, хĕрлĕ çÿçлĕ Павăл Шамбулкин кĕнĕ-кĕмен шинельне йÿле ячĕ те, кăшт хĕрĕнкĕскер, такама ятланçи пулчĕ:

—Кам кайран кĕчĕ? Мĕн, пуп пек, алăк хупмасăр çÿретĕр? Сире пула урам алăкне тухса хупмалла пулчĕ пирĕн.

—Анкарти алăкĕ те уçăлманччĕ-ши унта, ытла час кĕмерĕр,— шÿтлесе каларĕ килсе кĕнĕ хĕрсенчен пĕри, Лена Михайлова.

—Тен, анкарти алăкĕ те уçахчĕ пуль, асăрхаймарăм, атя иксĕмĕр тухса тĕкĕлер,— терĕ ăна сăмахшăн кивçене кайман Павăл.

Çамрăксем кулса ячĕç.

—Çук ĕнтĕ, юратнисенех чĕнсе тух,— çивĕччĕн хирĕç тавăрчĕ Лена.

Таруç ун çине кăмăлсăр пăхса илчĕ.

Лена урай варринче тăрать. Кăнтăрла вăл фермăра тусĕсемпе пĕрле тислĕк хырса купалатчĕ: фуфайкăпаччĕ, пылчăкланса пĕтнĕ пысăк атăпаччĕ. Халĕ, ав, майралла тумланнă: кăвак пустав пальтопа, çÿллĕ кĕлеллĕ ботипе, тутăр çыхман, берет тăхăннă, ăна та пулин чалăш лартнă; кĕске кастарнă сарă çÿçĕ хул пуççи çинелле сапаланса анать; çÿçне тÿрлетнĕ чух аллинчи кĕмĕл сехет çыххи йăлтăртатса илчĕ.

“Эс анчах уш!..— шухăшларĕ Таруç, кăвак куçне ялкăштарса.— Вăтам шкул пĕтернĕ хĕр темерĕн! Пур пĕрех пирĕнпе пĕрле выльăх пăхатăн-çке, мĕншĕн хăвна ăслăрах хуратăн-ши? Фермă пуçлăхĕпе хирĕçет-ха тата!”

Лена пĕрре пăхсах ун тарăхне сисрĕ, куç харшисене пĕрсе илчĕ.

—Мĕншĕн клуба пымарăр? — ыйтрĕ вăл.— Эсир фермăра та, клубра та çукчĕ те — килсех курас терĕмĕр. Каллех зоотехникă кĕнеки вуларăр-им?

“Эс анчах уш… таврара çук сарпике! Чиперккесен ролеиче выляма аван пуль сана унта! Камшăн капăр тумлантăн-ши, кама килĕшес тетĕн?”—кÿренсе шухăшларĕ Таруç, анчах вăл сăмах хушиччен пулмарĕ—Маруç çатăртатма та тытăнчĕ.

—Эпир-и? Мĕн-и? Ара, Таруç ашшĕсем Турикаса ĕçке кайнă та, пĕр каç та пулин улах тăвас терĕмĕр. Авăн пĕтернĕренпе кашни каçах клубра шавлатпăр-иç, йăлăхтармасть тетĕр-им? Фермăришĕн ан хăра, пăрусене апат парса хăвартăмăр. Кĕçĕрлĕхе аптрамĕç. Мĕн вара, пăрусем тесе, çав териех… Кунта, ак, Шамбулкин хăй те пур, вăл — фермă пуçлăхĕ, пирĕнтен лайăхрах чухлать пуль мĕн тумаллине. Тен, эпир унран ыйтса килнĕ пуль… Зоотехникине те вуласа йăлăхнă пуль…

Эсир мĕнле техникă вĕреннине халех пĕлетпĕр,— терĕ чĕнмесĕр ларнă Вихтăр. Вăд журнал варрине хунă тетраде туртса кăларчĕ те кăшт пăхса илсенех, ним шарламасăр, Павăла тыттарчĕ. Лешĕ тетраде юри пĕрре куç умнех çывхартрĕ, унтан аякка тытса пăхрĕ.

“Юрату юрри!” — терĕ каччă, мыскараçă пек кулăшла вулама тăрăшса.— Акă мĕнле зоотехникă иккен! Шăп, итлĕр, ачасем!..

Павăл кĕске кастарнă хĕрлĕ çÿçне шăлса илчĕ те, вăрăм аллисемпе хăлаçланса, сассине кулăшла улăштарса вула пуçларĕ:

Çÿл тÿпере. çăлтăр вылять,

Сан куçу пек йăлтартатса;

Чул хушшипе тăр шыв юхать,

Сан куллу пек шăнкăртатса.

Павăл култарма тăрăшрĕ пулин те, çамрăксем кулмарĕç. тăпланса итлеме пикенчĕç. Лена сĕтел умне пырса тăчĕ.

—Вула, Шамбулкин, вула малалла!

Павăл хĕрсем еннелле хаваслăн пăхса илчĕ, тетраде каллех пĕрре куç умне тытрĕ, унтан аякка тытрĕ — кулакан пулмарĕ.

Сывлăм ÿкет садсем çине,

Каç сулхăнĕ çапать çĕре.

Аçта-ши эс çак каçхине?

Сана кĕтсе çунать чĕре.

Пĕччен ытла кичем мана,

Сансăр мĕнле çĕр ирттерес?

Мĕн пулчĕ-ши, савни, сана?

Ăçта-ши эс? Кампа-ши эс?

Павăл хуçкаланса вулама чарăнчĕ те, тем çухатнă пек, тетрадь листисене васкаса уçкала пуçларĕ.

—Вула, ара! Питĕ лайăх çырнă-çке!

—Ма чарăнтăн тата?

—Ан шавлăр-ха, вулатăр!

—Кольăна пар, Шамбулкин, вăл лайăх вулать.

—Çырман хута мĕн вулăн? —терĕ каччă.— Урăх çырни çук… Ну, Мăруç, эс çырнă ку сăвва, аллу санăн! Сан иочеркна çухрăмран паллатăп: чăх чавнă пек çыратăн, ача чухнех аллуна чăх таптанă пулĕ… Кала тĕрĕссипе, ăçтан вăрласа çыртăн? Тĕрĕс каланăшăн ним те тумастăп.

—Ара, ав, çĕнĕ журналтан çырса илме пуçларăм та — çырса пĕтереймерĕм,— терĕ Маруç, хулăн тутине шур тутăр вĕçĕпе хупласа, хăй Вихтăр еннелле айăплăн пăхрĕ.

Лена сĕтел çинчи журнала йăпăр-япăр ярса тытрĕ те килĕшнĕ сăвва малалла вуларĕ.

Йăлтăр-йăлтăр çутă куçу Ма çутатмасть ман чунăма?

Шăнкăр-шăнкăр хавас куллу Ма янратмасть мăн урама?

Хĕр сывлăш çавăрса илчĕ те кăштах чĕтрекен сасăпа вуласа пĕтерчĕ: 4

Çăлтăр сÿнет çÿл тÿпере —

Пуриншĕн те килет ыр кун;

Сÿнми çунать пĕр ман чĕре,

Саншăн çунать ман çамрăк чун.

Çамрăксем пĕр самант шăпах ларчĕç. Лена, сасартăк савăнса, кăшкăрса ячĕ:

—Ой, хĕрсем! Салампи юрри-çке ку! Вăрçă вăхăтĕнче вăл пĕрмай çак юрра юрлатчĕ.

—Салампи юрланă юррăн сăмахĕсем çавăн евĕрлĕччĕ-иç, чăнах та, ара, мĕнле ас туман! —терĕ Марÿç, Таруç еннелле пăхса.— Кĕвви те Салампи юрри евĕрлĕрех туйăнать, халĕ çеç радиопа юрласа кăтартрĕç.

—Чăнах та, ара, Салампи юрриех,— килĕшрĕ тусĕ.

—Юрлать те ĕнтĕ юрласса—сасси кăна мĕне тăрать,— терĕ Вихтăр та.

Маруç ун еннелле вăрт çеç тÿртĕн çаврăнса тăчĕ: “Пĕрре те пулин çапла ырласчĕ мана! Çын хĕрĕсене мухтаса ларать. Сехетре пĕрре çăвар уçать, унта та ют хĕрсене асăнать”,— тени пулчĕ ĕнтĕ ку.

—Кам çырнă-ши? Ытла хитре çавăрса каланă.

—Сăввине кам çырнине каламан, кĕввине темле Алмазов çырнă,— терĕ Лена.

Алăк патĕнчен иртмесĕр ларакан Семенов Кольăна тем пулчĕ, вăл, яштах сиксе тарса, сĕтел умне пычĕ.

—Алмазов, терĕн-и? Анатолий Алмазов мар-и? — Кăтарт-ха…

Пурте Коля еннелле çаврăнса пăхрĕç.

Вăл пуринчен те çамрăкрах: ача шутĕнчен тухнă ĕнтĕ, каччă шутне кĕрсех çитеймен-ха, кăçал вуннăмĕш класа çÿрет. Амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Кил таврашĕнче ĕç нумайран Коля улахсене те, урама та сайра хутра çеç тухкалать, амăшĕ пур пĕрех ăна: килте сахал тăратăн, килшĕн çуралса ÿсмен пуль эсĕ, текелет. Коля пиччĕшĕн пиншакне тăхăннă, вăрăм çаннисене кăштах тавăрнă. Яланах лăпкă çÿрекенскер, халĕ, пурте хăй çине пăхнине сиссе, именчĕ пулас, хĕр пек хĕрелсе кайрĕ, питĕнчи чĕкеç шатри те палăрми пулчĕ.— Ку çавă! Çавă! — терĕ вăл пурте илтмелле.— Кам “çавă”?

Тем тесен те, çавă!

Кам “çавă”? Мĕн эсĕ, походри салтак пек, ура çинчен тĕлĕк куратăн-им?!—тĕртсе каларĕ Шамбулкин.

Пурте кулса ячĕç.

— Кам вара вăл? — ыйтрĕ Лена та, йăлкăшса кулса.

Коля чĕтреме пуçланă аллисемпе журнала çавăркаларĕ, унтан, çамрăксем мĕншĕн кулнине ăнланмасăр, пурин çине те ÿпкевлĕн пăхса илчĕ.

— Старши сержант Алмазов вăл… Анатолий Алмазов…

Павăл каллех тем каласа култарасшăнччĕ, анчах Кольăн хурлăхлă хăмăр куçĕсене асăрхарĕ те калас тенине калаймарĕ.— Анатолий Алмазов… Мĕн тесен те çавах… Виçĕ çул каялла пирĕн пата çыру ячĕ… Пиччене вăл Маньчжурире… фронтра… хăй аллипе тирпейлесе пытарнă…

Çамрăксем шыв сыпнă пек шăпланчĕç, вĕсене кашнинех Коля пиччĕшĕ, хаваслă та маттур Валерий, аса килчĕ. Кĕçĕр те улахра хĕрсемпе калаçса куласскер, таçти ют тусем хушшинче выртать ĕнтĕ вăл; таçта унăн тăпри, таçта унăн хĕрлĕ çăлтăрлă пĕчĕк палăкĕ; таçта-ха вăл, Маньчжури текен çĕршывĕ те; илтессе ун çинчен пурте илтнĕ, кĕнеке-карттă çинче те куркаланă, анчах вăл ку ялтан тахăш еннерех, ку тĕлтен темиçе пин çухрăмра; те ăшă халь унта, те сивĕ?

Улах тавраш нихçан кун пек шăпăрт пулман пуль. Пасар та пĕр вăхăт шăпланать, теççĕ, шавлă улахра та хăш чухне калаçу татăлни пулкалать. Унашкал самантра хăшĕ те пулин, çивĕчрех чĕлхелли: “Пине çитрĕ — сăмах пĕтрĕ!” тет, вара каллех сăмах сыпăнать. Йăли çапла. Хальхинче нихăшĕ те сăмах пине çитнине асăнмарĕ.

Çак йывăр самантра такам урам енчи кантăкран хытă шаккарĕ. Пурте çăмăллăн сывласа ячĕç.— Кам унта? — ыйтрĕ чÿрече умĕнче ларакан Шамбулкин, урамалла пăхса.— Пирĕн Маруç кунта-и çав? — илтĕнчĕ çурăк чан евĕр чăрăлти сасă.— Калăр-ха, часрах киле пытăр!

— Мĕн евчĕсем килмерĕç пуль-çке, ун пекех васкатăн?

—Эс ан мăскăлласа лар-ха унта, Самбулкин! Хам Супаскартан ĕсенсе килтĕм те, конюснине ласа леçме каякан та çук килте. Ан мăскăлла ĕнтĕ, кала-ха часрах Маруçа.

—Кам “мăскăллать” сана?.. “Ĕсенсе килтĕм”. Тем ĕç тунă пек! Çур пуслăх йĕпшĕн те пасара чупатăн. Мĕнле бригадир “ласа” панă сана? Маруç, инкÿ чĕнет, Чуп часрах киле: Шупашкартан евчĕсем килчĕç, тет, ав!

Маруçпа Таруç тем пăшăлтатса илчĕç те тумлана пуçларĕç: иккĕшĕ те пĕрмечеллĕ хура сăхман тăхăнчĕç, кăвак çăм тутăр çыхрĕç.

—Эсир ларăр-ха эппин, эпир витене, лаша леçсе киличчен,— терĕ Таруç хĕрсене, хăй Маруç хыççăн васкаса тухрĕ.

—Кăваписем пĕрлешнĕ тейĕн çав, пĕр-пĕринчен шит те уйрăлмаççĕ,—‘терĕ Павăл.— Пĕрне качча илсен, тепри те ирĕксĕрех пырать пуль. Вăт мыскара пулĕччĕ…

Улаха каллех чун кĕчĕ. Лена патне пырса ларнă хĕрсем журнал пăхма тытăнчĕç. Павăлпа Вихтăр шахмăтла выляма пикенчĕç. Вихтăра май килчĕ ĕнтĕ: халĕ вăл, чĕмсĕрскер, çĕрĕпе сăмах хушмасăр выляса ларма пултарать, Павăлĕ вара кашни фигурăна шутармассерен пĕр пĕчĕк лекци вулать, пĕрмай йăнăш вылять. Ытти çамрăксем тем калаçса кулаççĕ. Коля, вĕсен калаçăвне хутшăнмасăр, купăс тытса ларчĕ.

—Ой, хĕрсем!—тĕрĕ Лена хаваслăн.— Кунта Çемен Саланов çинчен çырнă! “Чаплă новатор”, тенĕ ăна.

—Мĕнле Саланов? Леш, Турикас пахчаçĕ-и?

—Çемен-и? Ана эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп-çке! Ахальтен ырламаççĕ ĕнтĕ çынна. Пултаруллă каччă. Саланов пирки япăх калаймăн. Колхозра мĕнешкел сад ÿстерчĕ. Салампи питĕ мухтать ăна, Салампипе пĕрле ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăл Саланов.

—Кăçал колхозра кукурузă лартса ÿстернĕ теççĕ ăна, ‘чăнах-и?

—Чăн пулмасăр! Ăçтан татăлса ÿкрĕн эсĕ? Иртсе çÿренĕ чух курман-им, вăрман пек кашласа ларатчĕ, виçĕ метр çÿллĕш ÿснĕччĕ.

—Шах, шах! Слонпа ăçта каятăн, Виктăр-сик-тăр, юрамасть! Тăхта… Эй, эй! Пешкăна ăçта куçаратăн?

—Çемене эпĕ те пĕрре ярмăркăра курсаттăм: питĕ

маттур йĕкĕт вара…

—Стоп! Халех сан офицерна шаплаттаратăп, ррраз!.. Порядок в танковых частях!

…Борисовпа калаçса тăратчĕç, тата темĕнле майра пурччĕ вĕсемпе.— Салановăн савнийĕ вăл, Лидия Филипповна, Турикас шкулĕнчи учительницă. Вĕсен юратăвĕ пирки каланине итлесе ларсан, чăн-чăн юмах темелле.— Тăхта, тăхта, тăхлачă! Халех сана çççапап… ак ку ладйине çççапас!.. Ррраз! Шах!.. Каллех май килмерĕ иккен… Пулаймарĕ…— Темех пур ĕнтĕ çав хĕр çумĕнче, эпĕ те пĕрре районта, курсаттăм, ытлашши чипер мар-иç, çав териех асапланса юратма?..

—Саншăн çеç асапланса пурăнмалла иккен… Э-э! Эй, стоп! Ăçта кĕрсе кайрăн?.. Çиччас сан ферçна çапатпăр… çççапас… ррраз!.. Ах, çунса каясчĕ! Каллех май килмерĕ вĕт… ку хĕрсене итлесе…

—Ан итле эс, Павăл, лайăхрах выля… Салановĕ халь авланать, темеççĕ-и, хĕрсем? Çав учительницăна илет, теççĕ мар-и?

—Вăл авланма пуçланăранпа ĕнтĕ теприсем виççĕ авланса уйрăлма та ĕлкĕрчĕç пуль,— терĕ пуринпе те пĕр харăс калаçма ĕлкĕрекен Павăл, хăй çавăнтах юнашар хĕр çумне сĕвенчĕ.

—Ай, апи! Ан чĕпĕт-ха, Павăл!.. Мĕн, эс мана Таруç куртăн-им?

—Кам чĕпĕтет сана? Чипер калаç!

—Шах!

—Авланать, теççĕ, çав хĕрех илет, теççĕ…

—Тăхта, тăхта, тăхлачă… çççапас… рраз!..

—Мат!

—Çунса каясшĕ! Хĕрсене итлесех выляса ятăм… Тавай тепре…

Коля çамрăксен шавне хутшăнмасть, вал хăй юратнă “Маньчжури сопкисем çинче” кĕвве хуллен тăсать. Хушăран ăна “Салампи”, “Саланов” тени илтĕнет.

“Салампи… Салампи… Вăл — ырă хĕр… Таврара ун пекки сахалрах пуль… Анчах кам вăл Саланов? Ăçта илтнĕччĕ-ши эпĕ ку ята? А-а, Турикас каччи-çке вăл, паллă пахчаçă, мичуринец”.

Коля шухăшĕсем тăвăл пĕлĕчĕсем пек пăтранаççĕ, ун умне каллех Алмазов тухать, каллех инçетри Маньчжури… Салампи… Валерий… Маньчжури сопкисем çинчи çапăçу.., паттăрла вилнĕ Валерий…

Вăрăммăн тăсăлать кивеле пелмен кĕвĕ, вăрăммăн-вăрăммăн тăсăлать хут купăс, татăлсах макăрать, хаш! хаш! сывлаççĕ бассем. Купăс мар, Коля чунĕ макăрать. Темле хаяр тăвăл, Маньчжури çыранĕсенче алхасакан тайфун евĕр тăвăл, капланчĕ ун чĕрине. Мĕнле лăпкăн итлеме пултараççĕ çынсем çак кĕвве? Мĕнле вĕсем çак хурлăхлă кĕвĕпех савăнса-кулса ташлама пултараççĕ? Мĕншĕн вĕсене çак ĕлĕкхи юрăра салтак амăшĕн хуйхăллă сасси, вăл татăлса йĕни илтĕнмест?..

Кольăна çак кĕвĕ чăваш ялĕнчи улахра мар, инçетреинçетре, Сарă тинĕс хĕрринчи тусем хушшинче, янăранăн туйăнать. Коля хăй те шухăшĕпе кунта мар, çавăнта, хаяр вăрçă кĕрлесе иртнĕ хирте…

Пÿрт алăкĕ шалтлатса хупăнни Кольăна хăй ăçтине аса илтерчĕ, журнал пăхса ларакан хĕрсене шартах сиктерчĕ, шахмăтла вылякансене чăрмантарчĕ.

Маруçпа Таруç, темрен тарнă евĕр, тĕпĕртетсе килсе кĕчĕç.

—Ах, ачасем! — кăшкăрчĕ алăкран сирпĕнсе керсенех Маруç.

—Ах, хĕрсем!—терĕ пÿлĕнсе Таруç.

—Ах!..

—Ах!..

Шамбулкин чăтса лараймарĕ.

—Мĕн ахлататăр эсир? Ачаш çĕртен аçа çапмарĕ пулĕ-çке? — терĕ.

—Эсир кулатăр… Хăраса вилсе каймалла хыпар! — Таруç, хивре инкесем евĕр, ик пĕççине шарт çапрĕ.

—Салампи ача çуратнă! — персе ячĕ Маруç, аран-аран сывлăш çавăрса.

Журнал вуласа ларакан Лена сиксе тăчĕ. Павăл калас тенĕ шÿтлĕ сăмахне манчĕ. Коля хăй илтнине ĕненмерĕ. Вихтăр тÿсеймерĕ, Маруçа хăтăрса тăкрĕ:

—Эс унта темскер ан мĕн ту! Сан чĕлхÿ чараксăр, пуш арманах авăртма юрататăн.

—Ăçтан пĕлтĕр?

—Кам каларĕ?

—Маша, тăхта, мĕн çăмарта тăвас чăх пек кăтиклетĕн?—тĕртсе илчĕ Шамбулкин.— Даша калатăр. Кала, Дăша.

—Ара, Маруçсен инкĕшĕ Салампие хуларан лартса килнĕ…

—Вара, пирĕн инке Шупашкара кайнăччĕ те. .

—Маша! Сана каларăм-и? —хаяррăн систерчĕ Вихтăр.

Маруç хулăн тутине тутăрпа хупларĕ.

—Кала, Даша.

Таруç пÿлĕне-пÿлĕне кала пуçларĕ.

—Ара, Маруç инкĕшĕ Шупашкара пасара кайнă та Салампи хваттерне кĕнĕ-мĕн… ăна апат-çимĕç парса хăварас тенĕ вăл. Салампийĕ çав вăхăтра киле килме хатĕрленнĕ-мĕн…

—Ăна институтран кăларса янă, тет,— хушса хучĕ Маруç.— Инки каларĕ… Ара, хĕрлех ача тунăшăн, тет…

—”Тет, тет”… Тетĕн кĕсри ула, тет. Сирĕн инкÿ мĕн каланине йăлтах ĕненес пулсан, хĕвел тахçанах тепĕр енчен тухмалла,— Маруçа пÿлсе каларĕ Павăл.— Çÿрет çав сĕтĕрĕнсе пасарăн-мĕнĕн, элек пухса. Колхозра ĕçлеме ÿркенет те — çăкăр илме хулана чупать. Çитменнине тата — ахăрма-çăвар. Чĕлхи калта хÿри пек, çăварĕ — алтăр пек, нихçан хупă тăмасть. Шутламасăр палкама юратать. Ун мăйĕ çине пуç мар, громкоговоритель пек пысăк çăвар кăна лартса янă тейĕн.

—Эс хăвна’ пĕл, ара, çынна ан мĕн ту… Çын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăн, ху куçăнти каскана курасчĕ…

—Маша! Сана каларăм-и? — ас тутарчĕ каллех Вихтăр.— Кала, Даша.

Таруç, кăвак куçне чарса, пÿлĕне-пÿлĕне каларĕ.

Коля аллисем лăштăрах кайрĕç, купăсĕ шуса анчĕ-анчĕ те чĕр çинчен урайне кăшт çеç персе анмарĕ — купăсçă ăна тытма ĕлкĕрчĕ; унăн чĕри кăкăр шăммине хуçасла хытă шаккама тытăнчĕ, пĕтĕм шăм-шакĕ сăрăлтатса, шăнса кайрĕ; усал хыпар чĕре шăнăрĕсене пĕрре туртса хытарнă пек, тепре лăштăрах пушатса янă пек туйăнчĕ.

—Çул çинче çумăр çума пуçларĕ, тет те, ачи макăрма тытăнчĕ, тет. Маруç инкĕшĕ вара хăй сăхманнех хывса патăм, тет, ара, пĕркенччĕр, тесе ĕнтĕ. Сăмах майĕн: “Ашшĕ мĕнлерехскер, хăвпа пĕрле институтра вĕренекенскерех-и?” —тесе ыйтсан, Салампи ним те каламарĕ, тет, пĕрмай ачине чуп туса макăрать, тет…

—Ачи пысăк ĕнтĕ, виçĕ çулхискер, тет, инки калать, вырăсла анчах калаçать, тет…

—Маша!

Маруç кăмăлсăрланса шăпланчĕ.

Таруç кăмака çумне тăнă та темшен аллисене малалла тăсса калаçать.

—Ара çав, виç çулхискер, тет. Кам шутланă-ха Салампие ун пек тесе? Тĕлĕкре те тĕлленмен… Мĕнле-ха çав виçĕ çул хушши хăй ачине пытарса пурăнма пултарнă?

—Ача çуртĕнче усранă, териç инки. Ара, ача çуртĕнче пытарса ÿстернĕ, никама та систермен. Вăт сире — чаплă хĕр! Чаплă хĕрĕн чапĕ часах каять çав. Çапла вĕсем хитрисем — хитрăй!

Вихтăрăн хура куç харшийĕсем пĕрĕннине курсан, Маруç калаçма чарăнчĕ. Пурте каллех Таруç çине пăхрĕç.

—Халĕ пÿртĕнче пурте уласах макăраççĕ, тет, ачи те çухăрать, тет, Салампипе амăшĕ те йĕреççĕ, тет.

—Пулма пултараймасть!—терĕ тарăхса Лена.— Лăпăртатса çÿретĕр çав çын элекĕ тăрăх! Хам кайса курмасăр та ĕненессĕм çук. Ытла йывăр калатăн эсĕ, Маша, ун пирки. Салампи фермăра пăрусем пăхса ÿстернĕ чухне хăвăнтан иртсе кайнăшăн халĕ те кÿренсе çÿретĕн, иртнĕ тарăхна манаймастăн. Салампие аван пĕлетĕп: нихçан та эс каланă пек пулас çук вăл.

—Çын чунĕшĕн ан тупăш, евчĕ мар вĕт эсĕ, ара,— хирĕçлерĕ Маруç.

—Салампишĕн яланах тупăшма пултаратăп: нихçан ятне ярас çук вăл! — терĕ те Лена хăвăрт тухса кайрĕ.

Çамрăксем Маруçпа Таруç еннелле тарăхса пăхрĕç: мĕнле хăяççĕ кусем Салампи çинчен çакăн пек намăс ят сарма?

Лена тухса кайсан, пурте шăпланса ларчĕç; чи кирлĕ çын, ăслăраххи, пурне те пĕлекенни тухса кайнă пек, халĕ ним пĕлменнисем çеç, пур элеке ĕненекенсем çеç ларса юлнăн туйăнчĕ. Пурне те кăшт лайăх мар пулса кайрĕ. Маруç кăна, ним пулман пекех, пăшăрханмасăр каларĕ:

—Шăрт! Çÿрет çав шăртланса! Ĕлĕк хăй Салампипе хирĕçетчĕ, ара, Валеришĕн кÿлешетчĕ, халĕ каллех Салампипе тус пулма тăрăшать. ХăтлаНтăр-иç, пире мĕн? Пирĕншĕн пулсан — ик айкки те тăвайкки.

Коля, Маруç сăмахĕсене илтсен, калама çук тарăхрĕ, анчах унăн тарăхĕ çавăнтах сирĕлчĕ, чĕрине йывăр хуйхă пусрĕ. Мĕн ку? Мĕн пулса иртет-ха кĕçĕр ун пурнăçĕнче? Мĕн илтет Коля?

“Салампи… Чăнах çапла пултăн-ши” эсĕ? Кама ĕненмелле вара, эсĕ те çапла пулсан?”

Кил хушши енчи кантăкран такам хуллен шаккарĕ.

Вихтăр, чÿрече каррине сирсе, тулалла тинкерсе пăхре те, ним шарламасăр, юлташĕсем еннелле çаврăнчĕ.

—Кам?—ыйтрĕç унран пурте пĕр харăс.

—Салампи.

Çамрăксем шăп пулчĕç, кăмака хыçĕнчи шăрчăк та, теме сиссе, чăрăклатма чарăнчĕ.

Таруç хăйĕн тусĕ çине пăхса илчĕ: — Лена пÿртеки алăкне те шартлаттарса хупрĕ пулмалла ĕнтĕ, шăрт, Салампи уçайман ав,— терĕ те алăк уçма тухрĕ. Маруç та ун хыççăнах йăкăртатрĕ.

Салампи килсе кĕрсен, аслă пÿрт тулса ларнăн, çутă пÿлĕм тата ытларах çуталнăн туйăнчĕ, хĕрпе пĕрле урамран уçă сывлăш кĕчĕ. Салампи сенкер пурçăн платйĕпе, сăран атăпа, çара пуçăн.

“Çурхи тÿпе пек, таса та илемлĕ! — шухăшларĕ Коля, пĕчĕк ачалла савăнса; анчах унăн савăнăçĕ самантлăха çеç пычĕ, çавăнтах тепĕр шухăш, иккĕлемÿллĕ шухăш, хускалчĕ.— Кама алă парĕ-ши малтан? Алăк патĕнчен алă пама пуçласан, усал хыпар тĕрĕс мар, тĕпелтисеие алă пама пуçласан — тĕрĕс”.

Салампи алăк патĕнчисенчен алă пама пуçларĕ. Çакна кура Коля чĕри хăпартланса, çунатланса кайрĕ: “Тĕрĕс мар хыпар, элек!”—шухăшларĕ вăл савăнса; тĕрлĕ тĕшмĕш йала-пăлана ĕненмен, ним тĕшне хуман çамрăк халĕ çак пĕчĕк палла та пысăк вырăна хучĕ; шыва путакан çын çапла улăм пĕрчинчен те пулин ярса тытса çăлăнма тăрăшать…

—Лайăх-и, Коля?

Коля сывлама чарăнчĕ, Салампин кăвак шăрçа евĕр çаврака куç шăрçисене çывăхран курчĕ те хăйĕн шăм-шакĕ тăрăх темле ырă туйăм сăрăлтатса кайнине сисрĕ. Çав пысăк куçсем çын чунне, шухăш-туйăмне витĕр курас пек, тÿрĕ пăхаççĕ: “Айăплатăн-им мана? Ĕненместĕн-им эпĕ тасине?” — теççĕ.

“Салампи!—терĕ Коля та куçĕпе кăна,— Салампи! Эпĕ сана мĕнле ĕненсе пурăннине, мĕнле хисепленине калама сăмах та çитеймĕ. Акă, кур, ман юратăвăм, ман телейем — куçăм тулли! Эпĕ сана ытараймастăп!..”

Хĕр аллине вăл чăмăртамарĕ, сĕртĕнчĕ кăна: “Эсĕ пирвайхи юр евĕр таса, эпĕ сана сĕртĕнме те вăтанатăп”,— терĕ пек ун алли те. “Каçар мана, Салампи, сан пирки иккĕленсе шутланăшăн!” — терĕç унăн хаваслă хăмăр куçĕсем, хăй

çавăнтах аса илчĕ: “Мĕн каларĕ-ха вăл маиа? Мĕн каламаллаччĕ ăна хирĕç?”

—Чиперех,— терĕ вара хуллен.

Салампи вăл мĕн каланине илтмерĕ те пулас, урăххине алă пачĕ, йĕркипе алă тытса тухрĕ — каникула килнĕ чухнехи пек савăнăçлă калаçмасăр, кулмасăр, кашнинех ятпа асăнса сывлăх сунчĕ.

Никам та сăмах хушакан пулмарĕ, хĕрĕнкĕ Павăл кăна тĕлсĕр тем калаçса илчĕ. Кăмака хыçĕнче шăрчăк каллех чуна хăйракан сасăпа чăрăклатма тытăнчĕ.

“Куçĕнче куççуль йĕрĕ палăрмасть, макăрман вăл, суя сăмах иккен,— шухăшларĕ Коля, анчах хĕрĕн кушăрханă тутине асăрхарĕ те урăхла каларĕ:—Тен, хĕр тути çилпе кушăрхаман пуль, хуйхăпа типсе çуннă пуль? Куççулĕ те, тен, йĕре-йĕре типнĕ пуль?”

Салампи сĕтел çинчи журнала илчĕ, унти юрра курсан, кăшт çеç йăлкăшса кулчĕ.

—Ой, Алмазов! — терĕ хуллен, темрен хăраса ÿкнĕ пек шартах сиксе, вара сĕтел çинелле пĕшкĕнсе, журналти юрра пăхса тухрĕ. Унăн сăнĕ çуталса кайрĕ, хĕрелчĕ.

“Кĕçех вăл ытти чухнехилле хаваслăн кулса ярĕ, янăравлă уçă сасси кантăксене чĕтрентерĕ”,— шухăшларĕ Коля, хĕрĕн кашни хусканăвне, ăшă сăнне ытарайми тинкерсе.

Салампи, шурă çивиттие вараласран хăранă пек, аллисене сĕтел çине хуман, пÿрне вĕçĕсемпе кăна çăмăллăн тĕреннĕ, пуçне сулахай хул пуççи çинелле таярах уснă; çутă çÿлтен ÿкнĕрен унăн авăк куç харшийĕсем айне, тÿрĕ сăмси айне, ачанни евĕр ачаш тути айне, çаврака янахĕ айне, путăклă шурă мăйĕ çине мĕлке ÿкнĕ, тÿп-тÿрĕ уçнă çÿç çулĕ, çамрăклах пĕркелене пуçланă çамки, уçă çил çинче хĕрелнĕ пичĕ, витĕр курăнан çÿхе хăлха çунаттисем çуталса тăраççĕ; хулăн çырă çивĕт малалла усăннă; тăпăл-тăпăл кăкăрĕсем меллĕн çĕкленнĕçемĕн платйĕ умĕнчи пĕрмесем пĕрре сарăлаççĕ, тепре пĕрĕнеççĕ; хĕр туллин сывламассерен çухави уçăлать те, чăлт шурă ÿт курăнать; вуланăçемĕн кăвак куç шăрçисем журналти йĕркесене йĕрлесе куçаççĕ, пăчăртаса тытнă тути кăшт çеç палăрмалла хускалса илет.

Салампи сăнĕнче, сассинче, куллинче — ачалла тÿрĕ кăмăллăх, айăпсăрлăх, хĕрле тасалăх, именчĕклĕх, хĕрарăмла çепĕçлĕх, ачашлăх сисĕнсе тăрать; ун çине пăхнăçемĕн хăвăн та ырă, илемлĕ пулас килсе каять, вара, чăнах та, ху ырă та илемлĕ пулнине чун-чĕрÿпе туйма пуçлатăн; вăл ялкăшса кулса ярсан, эсĕ те кулмасăр чăтаймăн, вăл хурланса макăрас пулсан, эсĕ те чунна хытарса тăраймăн; сан ăна юрама темле пысăк ĕç, мухтавлă ĕç тăвас килет; сана унăн сăнĕнче ху сăнна курнăн туйăнать, унăн телейĕ сана та савăнтарать, унăн хурлăхĕ сана та хурлантарать, унăн намăсĕ сана та хĕретет,— шăпах çапла туйăмпа юратать те ăна Коля, Валерий шăллĕ.

Салампи вуласа пĕтерчĕ те кăкăр тулли сывласа ячĕ— кĕпе пĕрмисем карăнчĕç, çухава çурăкĕ витĕр ÿт шурри курăнчĕ; хĕр тÿрленсе тăчĕ, хулăн çивĕтне çурăм хыçнелле ыиăтса ячĕ, йывăр çивĕт пилĕкрен аяларах авăнса ÿкрĕ.

“Мĕнле йăрăс пÿллĕ!” — шухăшларĕ Каля, анчах унăн вĕри чĕрине çавăнтах такам пăр пек сивĕ алăпа тытса пăчăртарĕ.

—Даша,— терĕ Салампи,— эпĕ сирĕн пата пысăк таз илме килсеттĕм…— Вăл Таруç еннелле вăрт çеç çаврăнчĕ; хулăн çивĕчĕ каллех йывăррăн сулланса илчĕ.

Пурте шăпах. Кăмака хыçĕнчи ухмах шăрчăк çеç çурăк сассипе чуна çурать.

—Ку чăрсăр шăрчăка чарма кăмака хыçне чĕрĕп тытса ярас пулать,— юри култармалла каларĕ нихçан кулянман Павăл, анчах кулакан пулмарĕ.

Салампи Шамбулкин çине пăхса илчĕ те хăй сăмахне Таруç илтмелле çеç каларĕ, çапах алăк патĕнче ларакан Коля вăл мĕн каланине тÿрех ăнланса илчĕ.

—Ачана чăпăл тăвас тетĕп,— терĕ хĕр.

Стакана миçе тумлам шыв кĕнине пĕлме çук, юлашки ытлашши тумламран вăл тулса тăкăнса каять. Этем чĕри те çавнашкалах; вăл мĕн чухлĕ хуйхă тÿсме пултарни паллă мар, анчах пĕр тулса, тăвăнса çитсен — тек тÿссе тăраймасть.

Кольăн, чун ыратса килнипе, пĕтĕм ял илтмелле кăшкăрса ярас килчĕ. Вăл шăлне çыртса лартрĕ. Салампи атти чĕриклетни ăна пиччĕшĕ салтака тухса кайнă кун хуçăлнă тăрантас кашти чĕриклетсе пынине аса илтерчĕ, кăвак кĕпе арки вăркăшни те уйрăлнă чух Валерий аллинчи кăвак тутăр вăркăшнине аса илтерчĕ…

Тулса çитнĕ стакана юлашки тумлам тумларĕ ĕнтĕ — Коля Салампи тухса кайнине те, çамрăксем саланнине те асăрхамарĕ.

—Коля! — чĕнчĕ Павăл.

Коля пуçне çĕклерĕ.

—Мĕн?

—Мĕн эсĕ, походран килнĕ салтак пек, ларнă çĕртех тĕлĕретĕн? Хĕрсенчен çывăрса юлан вĕт! Пăх-ха, йăлтах тухса кайрĕç.

Пÿртре икĕ мăшăр кăна ларса юлнă иккен. Таруçпа Маруç, пĕр-пĕринпе тем пăшăлтатса, пĕли-пĕлми, Вихтăрпа шахмăтла выляççĕ. Лешĕ чул кĕлетке пек хытса ларнă та нимĕн чĕнмест.

—Эпĕ халех пыраймастăп, фермăна кайса тĕрĕслес тетĕп… начальствă-çке-ха, ху пĕлен… Вихтăр та халех пыраймасть, пирĕн унпа калаçмалли сăмах пур. Эсĕ, Коля, купăсне хăвăр патăрах илсе кай, сан инçе утмалла. Каçхи çул купăссăр кичем вăл, ху пĕлен… Купăспа походра та çăмăл,— терĕ Павăл. Хăй, фермăна каятăп, текенскер, шинельне хывса та хунă…

Коля Маруç темшĕн ытла хавасланнине, Таруç темшĕн пăшăрханнине асăрхарĕ, анчах çав хаваслăхăн, çав пăшăрханăвăн сăлтавне пĕлме пултараймарĕ. Çав сăлтав акă мĕнрен килнĕ-мĕн: икĕ тус-хĕр лаша леçме кайсан, вĕсен хушшинче вăрттăн калаçу пулса иртрĕ.

—Пĕлетĕн-и, Таруç, мĕн каларĕ мана инки?—хăраса ÿкнĕ пекех пăшăлтатрĕ Маруç витерен таврăннă чух.

—Мĕн каларĕ?

—Салампи каллех пăрусем пăхма фермăна кĕресшĕн, терĕ.

—Вĕренме пăрахсах килнĕ-и вара вăл?

—Ара, пĕчĕк ача пур çинче мĕнле вĕренÿ пултăр! Качча каймасăр ача тунăшăн институтран кăларса янă, тет, ăна.

—Кăларса янă, тенинех илтмерем-çке эпĕ?

—Сан умăнта инки юри каламарĕ, кайран, эсĕ пăрăнсан, хама вăрттăн пĕлтерчĕ, Кăларса янă, тет. Çавăнпа халь, çул çинчех, фермăна ĕçлеме кĕрес пек калаçса килчĕ, тет.

—Фермăра кăçал ĕлĕкхи мар, япăх çĕре ма килсе кĕтĕр вăл? Вăрçăчченхи пек тет-им вăл кунта?

—Пĕлместĕн-ха иккен эс ăна мĕнлине! Çул çинчех инкирен фермăри ĕçсем çинчен ыйтса килчĕ, тет. “Питĕ япăх кăçал, курăмсем сахал”,— тесе каларăм, тет, инки. “Пур йĕрех фермăна кĕрĕттĕм: хăнăхнă, юратнă ĕç”,—тесе каларĕ, тет, Салампи.

—Кĕрет пулсан, кĕтĕр,— унпа ĕçлеме хаваслă, кăмăллă хĕр вăл,— терĕ Таруç, тусĕ тарăхнине курмасăр. Унăн сăмахĕ Маруçа уртарсах ячĕ.

—Ара, мĕнле ухмах эсĕ, Таруç! Мана тус тетĕн-ха тата! Пĕрле ĕçленĕ чух унпа хирĕçнине мантăн-им? Мĕнле намăс кăтартрĕ вăл ун чух: хăй мала тухрĕ, пире кая хăварчĕ. Мĕн чухлĕ ĕç кунĕ çапрĕ…

— Тимлĕ ĕçлерĕ, ара, хамăра та пулăшман мар…

Маруç ăна каласа пĕтерме памарĕ.

—Эппин каллех хамăрăн ĕç кунĕ катăлтăр, каллех вăл иксĕмĕр çинчен стена хаçатĕнче тăрăхласа çыртăр! Мĕнле шухăшлама пĕлместĕн эсĕ? Вăл ĕçе кĕрес пулсан, тÿрех çирĕм-çирĕм пилĕк пăру пăхма тытăнасса, хамăртан асли пуласса пĕлместĕн-им? Каллех ăна куçран пăхса пурăн вара, ăнах итле…

—Пирĕнтен нумайрах вĕреннĕ, институтра та зоотехник ĕçне вĕренет,— теме пуçларĕ Таруç, тусне парăнма шутламасăр.

Тарăхнă Маруç чĕрене тивмелле каласа хучĕ.

—Суккăр эсĕ! Салампи мĕншĕн тăрăшнине курмастăн. Павăл вырăнне, заведующине, хăй кĕресшĕн вăл. “Шамбулкин ĕçке ярăнса фермăри ĕçсене япăхтарса янă, теççĕ, чăнах-и?”—тесе ыйтать, тет, инкирен. Павăла рядовой туса хурасшăн. Аслă шкулта вĕреннĕскер, пирĕнпе пĕрле хура ĕçре тертленĕ, тетĕн-им? Кĕтсех тăр! Тата калам, сахал мар макăртĕ-ха вăл сана. Павăл ун патне çÿренине мантăн-им? Кĕнекесем илме, тесе калатчĕç. Клубра кĕнеке çук-им, вуласах тесен? Пĕлетпĕр мĕнле кĕнекине… Ун чухне сахал мар кÿлешрĕн, халĕ мантăн. Суран ыратни иртсен, часах манăçать çав…

Çамрăк Таруçăн чунĕ ыратса кайрĕ. Чăнах та, çартан таврăнсан Павăл савнийĕ патне аннă чухне çул майĕн Саламписем патне кĕркелетчĕ. Кĕнекесем илсе тухатчĕ ĕнтĕ, анчах… хĕрпе каччă вăрттăн мĕн калаçнине кам пĕлсе çитерес? Павăл Салампи патне кĕрсе тухмассерен Таруçчĕри кÿлешсе асапланатчĕ. Каллех пуçланчĕ-ши ĕнтĕ çав асан, Таруçăн телейлĕ юратăвĕ каллех тăшмана пула пăсăлĕ-ши?..

—Тĕсех ăна — ача туни те, институтран кăларса яни те! — терĕ Маруç вĕчĕхсе.

Таруç тек тусне хирĕçлемерĕ. Вăл хăйĕн юратăвĕшĕн чăнласах шиклене пуçларĕ, çавăнпа, Маруç хăйĕн инкĕшĕ каламаннинех каласан та, Таруç ун суйине çийĕнчех уçмарĕ, ăна Павăл час-часах Салампи хутне кĕрсе калаçни

пушшех кÿлештерчĕ, Маруç майлă пулса калаçма хистерĕ…

…Коля хыççăн алăк питĕрсе юлма Маруçпа Таруç шавласа тухрĕç.

—Хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх, арăм ĕмĕрĕ — яланлăх, тенĕ. Ахаль каламан çав,— терĕ Маруç вĕтĕлтетсе.

—Ара, хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх пулмасăр, вун çиччĕрен пуçласа пĕр çирĕме çитиччен кăна,— килĕшрĕ Таруç, çавăнтах хăйĕн тусĕ кÿренессе сисрĕ те,— пĕр çирĕм пиллĕке çитиччен анчах,— тесе хушса хучĕ.

—Ара, çапла пулмасăр,— хĕпĕртесе ÿкрĕ Маруç,— кайран вара ватă хĕр шутне кĕретĕн. Çавăнпа хĕр чухнехи пурнăçа пурăнма майне пĕлес пулать ăна, унсăрăн — усал сăмах утпа çÿрет…

—Ара çав…

“Ара” та “вара” текелесе, вĕсем хĕр ĕмĕрĕ хăвăрт иртни çинчен те, çамрăк чух йĕркеллĕ пурăнмалли çинчен те, качча кайсан хĕр чухнехисене манмалли çинчен те асăнчĕç.

“Мĕншĕн-ха ку чакаксем пĕрехмай “ара” та “вара” теççĕ?” — шухăшларĕ Коля, вĕсем калаçнине пĕрремĕш хут илтнĕ пек; унтан каллех Салампин салхуллă сăнне аса илчĕ, вара, хĕрсене сывлăх сунмасăрах, урам алăкне шалтлаттарса хупрĕ те купăсне хĕрхенмесĕр тăсса ячĕ.

Каçхи уçă сывлăшра купăс сасси янн! янн! каять. Никам та чÿрече витĕр урамалла пăхмасть ĕнтĕ: паçăрах çур çĕр иртнĕ, ĕшеннĕ ял канлĕн тĕлĕрет.

Тăлăх купăс, инçетри-инçетри Маньчжури хирĕнче пĕр çамрăк салтак хускалми выртни çинчен сăмахсăр каласа, куççульсĕр макăрать.

Сивĕннĕ Саламсем

Савни, салам яратăп —

Саламĕ юлса, ху килме.

  • Çыруран

Амăшне вăратас мар тесе, Коля пÿрт алăкне питĕ хуллен хупрĕ, анчах тĕттĕмре кĕтмен çĕртенех темрен такăнчĕ те, аллинчи купăсĕ нăйкăшса илчĕ.

—Эх, ача-ам! — илтĕнчĕ çав самантрах амăшĕн ыйхăллă сасси.— Каллех ир еннелле тин таврăнтăн! Валери пĕртте сан пек марччĕ, нихçан та çапла улахсем тăрăх сĕм çĕрлене юличчен çапкаланса çÿреместчĕ, каçсерен кĕнеке тытса ларатчĕ,— пашăрханса каларĕ амăшĕ.— Никам та

ятлакан çук çав сана, никамран хăрассу çук. Кăшт лăплапăн та-ха акă, Валери таврăнсан…

Валерий вăрçăра вилни ялта пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, салтак амăшĕ кăна ку хыпара ĕненмест. Мĕнле пулсан та, ывăлĕ чĕрех тесе шутлать вăл, пĕр-пĕр кун Валерий чип-чиперех кил алăкне яри уçса кĕрессĕн туйăнать ăна, çавăнпа та алăк сасси илтĕнмессерен чĕри кăртах сикет унăн.

—Килет пуль те-ха Çĕнĕ çулсем тĕлнелле, тĕлĕкне те куртăм,— терĕ карчăк, хăйĕн яланхи сăмахне пуçласа.— Сахал-и унашкал хыпар-хăнарсăр çухалса пурăннă салтаксем? И-и, тем чухлех! Вăрçă вăхăтĕнче нумайăшин “вилнĕ хучĕсем” килкелерĕç те, кайран хăйсем те сывах таврăнчĕç. Хăйпе пĕрле вăрçăра пулнă юлташĕ çырса янă, теççĕ. Çырма вăл тем те çырма пулĕ — хут чăтать. Çав хунав юман пек çирĕп каччă ăçта çухалтăр? Шывра та путас çук, вутра та çунас çук.

Карчăк пĕрехмай калаçать, халĕ вăл тем вăхăтчен кĕнекине хупмасть ĕнтĕ.

—Сурăмварти Петюк та тупăнчĕ, ав, нумай çул хушши пĕр хыпар-хăнарсăр çухалса пурăннăччĕ. Вăл арăмĕ пирки тарăхнипех хут çырман, тетчĕç пулас та-ха… Тата çав… Тури касра пĕр салтак хамăр Валери пурăннă çĕртепех, Китай çĕрĕнченех, килнĕ, теççĕ, хушамачĕ Саланăх, терĕç-и… Çавăн патне çитсе калаçса пăхас пулать, тен, вăл шапах Валерие курнă-илтнĕ çын пуль…

“Саланов? А-а, паçăр хĕрсем ун çинчен калаçрĕç пулмалла”,— шухăшларĕ Коля, тĕттĕмре пиншакĕпе аттине шăппăн хывса. Вăл шалти пÿлĕме кĕчĕ те алăка тачах хупса хучĕ — амăшĕн хурлăхлă сасси пур пĕрех илтĕнет… Коля çутăсăрах салтăнса выртрĕ…

Çук, куç хупсан та ыйхă килмест! Коля сиксе тăчĕ те лампă çутрĕ.

Сĕтел çинчи хура рамкăра Валерий сăнĕ. Миçе хут тытса пăхман-ши Коля çак ÿкерчĕке? Тĕлĕкре те пиччĕшне çак ÿкерчĕк çинчи пекех курать вăл: тĕреклĕ хул-çурăмлă салтак хаваслăн кулса ларать… чĕрĕ тейĕн… çăвар уçса сăмах хушас пек…

Коля, пиччĕшĕн сăн ÿкерчĕкĕ çине пăхса, чылайччен шухăша кайса ларчĕ, унтан сĕтел сунтăхĕнчен икĕ конверт туртса кăларчĕ: пĕри — тăват кĕтеслĕ те хулăн, тепри — виç кĕтеслĕ те çÿхе; иккĕшĕ те хуралса, çĕтĕлсе пĕтнĕ, адресĕсем те палăрми пулнă. Пысăк конверчĕ юнпа, Валерий юнĕпе вараланнă (салтак амăшĕ ăна курмассерен татăлса макăрать). Ку çырусене Коля пăхмасăрах калама пĕлет пулин те, кĕçĕр, чĕре çуннă чух, вĕсене тепĕр хут алла илчĕ. Малтан пысăк конвертне уçрĕ — шăрçа пек çырнă йĕркесем курăнса кайрĕç:

“Хĕвел пек хĕрÿллĕ салам сана, Валерий!

Мĕнлерех пуçласа, мĕн каласа çырам-ши хамăн пĕрремĕш çырура? Çырма лариччен тем чухлех çырассăн туйăнатчĕ, халĕ ак ним çырма та пĕлместĕп. Сан патна тем пысăкăш салам, уй хапхинчен кĕрейми салам яратăп! Тен, эсĕ ку хута ялта мар, вăрçă хирĕнче илĕн, тен, унти ялсенче уй хапхисем те çук пуль.

Ирĕн-каçăн тунсăхласа санран çыру кĕтрĕм, миçе çул кĕтрĕм — çаплах çырмарăн, Валерий, виç сăмахпа та пулин мана ху çинчен пĕлтермерĕн. Кашни каçах ирхине санран çыру илме ĕмĕтленсе çывăрма выртаттăмччĕ, почтальон хамăр пата пымассерен чĕрем çурăлса каясла сикетчĕ. Такамран та çыру килетчĕ, анчах чи кĕтни — çукчĕ. Çырмарăн çав эсĕ, Валерий, те çырас темерĕн, те çырма вăхăт çукшăн? Çавăнпа пирĕн хушшăмăрта йăлтах çакăн пек пулса тухрĕ пуль. Тепĕр тесен, кам эпĕ саншăн? Тăвану мар, çураçнă хĕрÿ те мар, çывăх юлташу та мар, иксĕмĕр пĕрпĕрин патне çырма сăмах татман.

Эпĕ мĕн ачаран сана кăмăлласа ÿсрĕм. Ун чухне эпĕ санпа пĕр партă хушшинче ларма та вăйă картинче юнашар тăма çеç ĕмĕтленеттĕм, анчах çав пĕчĕк телей те мăна тивĕçместчĕ. Эсĕ яланах манран ютшăнаттăн, Михайлова Ленăпа çÿреттĕн. Ÿсерехпе эпир пушшех сайра тĕл пула пуçларăмăр. Тĕл пулсан та, эсĕ манпа питĕ сахал-калаçаттăн. Темшĕн-çке пире пур пĕрех мăшăр вырăнне хуратчĕç. Ача чухнех Лена ман çине çилленсен: “Ай, намăс! Намăс! Валькăпа варлă!”—тесе витлетчĕ. Ÿссе çитсен те вал мана сăмах майĕн сан ятупа тĕртсе илме юрататчĕ. Эпĕ ăна вара е вăрçаттăм, е илтмĕш пулаттăм, чĕремре хам çапах савăнаттăм тата. Пĕр шутласан — кулăшла та, кÿренмелле те ĕнтĕ.

Эсĕ çара тухса каймаллине пĕлсен, эпĕ çĕрĕпе те куç хупмарăм, сан çинчен шухăшласа пуç çаврăнакан пулчĕ. Тепĕр кунне вара, уй хапхинче сана алă парса уйрăлнă чух, ним калама пĕлмерĕм, каçхине шухăшласа хунă сăмахсем те таçта кайса кĕчĕç. Айван мар-им, иментĕм халăх умĕнче санпа калаçма, хăвна валли ятарласа хатĕрленç тутăра та хăйса параймарăм. Çавăн пек ĕнтĕ эпир, чăваш хĕрĕсем, именчеклĕ. Тем пулчĕ мана ун чухне, юлашки самантра, сан çине пăхрăм та, чĕлхем çĕтрĕ, эсĕ те пăхса çеç илтĕн, çур сăмах та пулин каламарăн. Пĕр-пĕрне ахалех ăнлантăмăр пуль, терĕм. Кайран тин, аллунти кăвак тутăр çул кукринче юлашки хут вăркăшнине курсан, хам ним те каламаншăн хăраса ÿкрĕм. Сан хыçăнтан пĕчĕк ача пек макăрса чупса пыма та, сана хуса çитсе хам юрату çинчен калама та хатĕрччĕ эпĕ — ман умрах укăлча хапхи хупăнчĕ те пире пĕр-пĕринчен уйăрчĕ…

Унтанпа пирĕн пÿрт умĕнчи хурăнсем тăваттăмĕш хут çулçă тăкаççĕ ĕнтĕ.

Сайра хутра эсĕ Лена патне çыркалаттăнччĕ, вăл мана кашни çырунех вулаттаратчĕ. (Эпир унпа пĕрле çуллахи каникулта фермăра пăрусем пăхрăмăр. Халĕ эпĕ фермăран тухрăм-ха, кун пирки кайран калăп). Сан хутна алла илсенех, вулама тытăниччен малтан, хам ята шыраса, çиелтен кăна пăхса тухаттăмччĕ, анчах эсĕ пĕр çырура та ман ята асăнманччĕ. Хамăн пуçласа çырма хăюлăх çитеймерĕ: тем шутлăн, терĕм. Лена патне янă çырăвусене вулаттăмччĕ те — пĕрре хурланаттăмччĕ, тепре савăнаттăмччĕ. Эсĕ ун патне юлташла çеç çыраттăн пулас, пĕр сăмахĕ те юрату çинчен систерместчĕ… (Ан тирке ĕнтĕ, мĕн пур вăрттăн шухăшăмсене йăлтах уçса паратăп.) Эсĕ Германинче çапăçнă чух санран çырусем час-часах килместчĕç, аннÿ яланах сан çинчен хурланса калаçатчĕ, эпĕ те унпа пĕрлех саншăн пăшăрханаттăмччĕ. Эсĕ аманнă тенине илтсен, çĕр çывăраймарăм.

Хĕвеланăçĕнче фашистсене çĕнтернĕ хыççăн хамăр станци урлă хĕвелтухăçнелле кунĕн-çĕрĕн çар эшелонĕсем иртме пуçларĕç. Çĕнтерÿçĕсем Берлинтан таврăнаççĕ. Хамăр ялсем те килкелерĕç. Нумаях пулмасть-ха, Мурзаев Вихтăрпа Шамбулкин Павăл килсе çитрĕç. Иккĕшĕ те питĕ маттурланса кайнă. Кăмăлĕсем вара ĕлĕкхиллех пек, ытлах улшăнман. Вихтăрĕ халĕ те сахал калаçать, Павăлĕ çаплах шÿт тума, ытлашширех калаçма юратать, тĕпĕр чух чăвашла маннăрах пек те хăтланкалать. Малтанхи кунсенче амăшĕпе те вырăсла çеç калаçатчĕ, тесе кулаççĕ çамрăксем. Халĕ колхозрах ĕçлеме вырнаçрĕç-ха. Павăл — ĕне ферми заведующийĕ, Вихтăр—рядовой колхозникех. Каçсерен иккĕшĕ те пирĕн урама купăспа анаççĕ. Маруçпа Таруç вĕсем килнĕренпе тепĕр хут çунат хушрĕç, кăшт кăна вĕçсе каяймаççĕ “çич юталла”. Эпĕ вĕсен савăнăçне куратăп та пĕчченнишĕн кÿренме те пĕлместĕп. Тен, мана хам юратнă каччăпа çÿреме лÿрмен те пуль. Тĕрĕссипех калас пулсан, çÿрес текеннисем те çук мар.

Валерий, хăçан тепре тĕл пулăпăр-ши эпир? Пĕр вăхăтра курнăçма май та пурччĕ, анчах телей пулмарĕ. Ху Берлинтан хĕвелтухăçне иртсе кайнă чух киле телеграммă ярсан, Коля шăллу станцăна тухса чупрĕ. Пасар кунĕччĕ те, эпĕ те вара, пасара каям пек туса, унран юлмарăм. Пĕр талăк сана кĕтрĕмĕр, çĕрĕпех перрон тăрăх утрăмăр, темиçе эшелон та иртрĕ, темиçе пин салтак та иртрĕ — эсĕ çеç курăнмарăн. Ахаль çавнашкал, телейĕм çук пуль, тетĕп: эпир сана шыранă хушăра эс те паллакансене шыранă-мĕн, анчах пасар пек халăх хушшинче пĕр-пĕрне асăрхайман, эшелонĕ те сирĕн вунă минут пек çеç тăчĕ. Поезд тапранса кайсан тин сана куртăмăр: эсĕ вагон картлашки çинче тăрса пыраттăн, гимнастеркăпа, çара пуçăн, çÿçÿ çилпе вĕçкелетчĕ… Кольăпа иксĕмĕр те сана ятран кăшкăрма тытăнтăмăр, анчах кăшкăракан-йĕрекен пирĕнсĕр те нумайччĕ. Эсĕ пире илтеймерĕн, асăрхаймарăн, çаплипех кайрăн… Вара, çав тери чун кÿтсе килнипе, эпĕ Кольăран вăрттăн вокзал хыçĕнчи карта çумне таянса макăртăм…

Халĕ ман телейĕм, ман савăнăçăм виçесĕр!

Ĕнер уйра тырă выраттăмăрччĕ, кăнтăрла тĕлĕнче мана почтальон çыру тыттарчĕ, адресне курсанах савăнса ниçта кайса кĕреймессе çитрĕм, ним те калаймастăп, çырăва чуп тăватăп — куçăмран куççуль шăпăртатать. Миçе хут вуларăм-ши сан кĕске çыруна! Яланах именсе çÿрерĕм, ачаранпах хам туйăма санран та, çынсенчен те пытарса пурăнтăм — паян хам телей çинчен тĕнче илтмелле кăшкăрăттăм. Эпĕ сана курма станцăна пыни çинчен Коля çырса пĕлтермен пулсан, эсĕ ман пата çырман та пулăттăн-и, тен? Çĕр хут тав сана, Валерий, мана ырă сунса, хисеплесе çырнăшăн!

Çыру икĕ эрне хушши килнĕ, çулĕ ытла инçе çав. Ас тăватăн-и, улттăмĕш класра вĕреннĕ чух карттă çинче Маньчжури ăçтине тупаймарăн та, вара учитель мана чĕнсе кăларчĕ — хам кăтартрăм… Халĕ сана шăпах çав Маньчжури тăвĕсем урлă çуран каçма тиврĕ. Йывăр пуль ĕнтĕ, ăнланатăп. Çапах тÿс, Валерий, хамăр яла ырă ятпа таврăнма тивĕçлĕ пул. Тăшмансене хăвăртрах çĕнтерсе таврăнăр. Кунта сана питĕ хытă кĕтетпĕр. Ху юлташна та, юрăсем çыраканнине, Алмазова, хăнана илсе кил — лайăх пăхса ярăпăр. Ăна та салам кала. Тата — хăш енчи чăваш вăл?

Ку çырăва темиçе хут та тÿрлетсе çыртăм, çапах çыпăçуллă пулмарĕ пуль, уншăн каçар. Паян иртенпех шалкăм çумăр çăвать, уя тухмарăмăр. Эпĕ кунĕпех çыру çыратăп. Мĕн шутланине йăлтах çыртăм.

Ку вăхăтчен килтех пурăнтăм, фермăра пăрусем пăхрăм. Ĕçлеме питĕ йывăр пулчĕ. Выльăх апачĕ çителĕксĕр, пĕлтĕр утă капана кĕричченех çĕркелени пулчĕ. Çамрăк пăрусем нумайăшĕ чирлерĕç, вилкелени те пулкаларĕ. Çулла, выльăхсене уя кăларсан, пăру пăхма аннене яраттăм, хам суха тума та, сÿре сÿрелеме те, тырă вырма та кайсах тăтăм. Ялта вăй питти арçынсем çукпа пĕрех, колхозра хĕрарăмсем те ватă-вĕтĕ çеç ĕçлеççĕ. Лашасем çитмеççĕ, вăрçа нумай илсе кайрĕç. Вак-тĕвек ĕçсене ĕне, вăкăр кÿлсе çÿретпĕр. Вăрмантан вутă çунашкапа туртса е çĕклемĕн йăтсах йÿнеçкелетпĕр. Çапла кунта пурнăçсем, Валерий. Халь ĕнтĕ малашне çăмăлланĕ тетпĕр. Арçынсем таврăнкалаççĕ.

Эпĕ кăçал вĕренме кайма шут тытрăм. Тепĕр эрнерен Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренме тытăнатăп, çавăнпа фермăра ĕçлеме пăрахрăм. Зоотехник пулас тетĕп. Анне питĕ ярасшăн мар: “Килте никам та юлмасть, аçу кил-çуртне салататăн ĕнтĕ, тĕтĕм сÿнтеретĕн”,— тет. Вĕренсе тухсан, ĕçлеме ялах таврăнатăп, тетĕп те — ĕненмест, таçта инçете ярĕç, тет. Эпĕ каясран хăраса, вăл ман платйĕсене пытарса хунă, пур пĕрех вăрттăн тухса таратăп. Кайран хăех тав тăвĕ.

Валерий, эсĕ ман çырăва вуласанах, вăхăт тупса, хирĕç çырма тăрăш, текех ытлашши кĕттерсе ан асаплантар ĕнтĕ. Пирĕн калаçасси те çыру вĕçне анчах юлчĕ, вăрçă пĕтмесĕр те тĕл пулаймăпăр. Сан çырăвна эпĕ чун пек кĕтетĕп, çунатланса кĕтетĕп, унтан та ытларах хăвна кĕтсе пурăнатăп. Яла таврăнас чух ман пата телеграммă яр — эпĕ сана, Автан çырми патне тухса, çул тăваткалĕнчи хурама айĕнче кĕтсе илĕп… Тата калама ас туман: паян эпĕ шăпах çирĕм иккĕ тултартăм.

Сана ырлăх-сывлăх сунатăп. Эсĕ мана мансан та, эпĕ сана нихçан та манае çук, ырă тантăшăм. Тепĕр хут сана хам юрату пек вĕри салам, çичĕ хут салам!

Салампи Акрамова. 1945 çулхи августăн 23-мĕш кунĕ”.

Коля вуласа пĕтерчĕ те йывăррăн сывласа ячĕ, чылайччен шухăша кайса ларчĕ, вара çырăва тирпейлĕн тăваткалласа хуçлатрĕ те конверт ăшне чикрĕ.

“Кама кирлĕ ĕнтĕ халь çак манăçа тухнă çыру? Кам вуласа савăнĕ ăна? Хăвăрт сивĕнчĕç иккен “хĕвел пек хĕрÿллĕ саламсем!..”

Коля тепĕр конвертне уçрĕ те чуна çÿçентерекен сăмахсене вуламасăрах аса илчĕ:

“…Тăван çĕршывшăн паттăррăн çапăçса пуçне хучĕ… Ăна пĕр çÿллĕ ту тăррине пытартăмăр… Ун çумĕнче пулнă хутсене-йăлтах килне ярса паратăп… Старши сержант Анатолий Алмазов. 1945 ç. Сентябрĕн 1-мĕш кунĕ”.

Коля ик аллипе те пуçне ярса тытрĕ.

“Валерий вилсен, тепĕр куннех вăрçă чарăннă! Тепĕр куннех Япони парăннă!.. Каллех станцă урлă çар эшелонĕсем хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçнелле иртеççĕ: çĕнтерÿçĕсем Порт-Артуртан таврăнаççĕ. Анчах Валерий хамăр киле нихçан та таврăнас çук ĕнтĕ. Анне çеç ăна ирĕн-каçăн кĕтсе пурăнать… Салампи! Ытла ир мантăн-им хăвăн “нихçан манми тантăшна?!”

Амăшĕн Çĕр Шухăш, Хĕрĕн Пĕр Шухăш

Хĕнпе ÿссе хĕр пултăм,

Ялта ята ямарăм.

Юрă.

— Ваттисем калани — пуш çăвартан тухнă сăмах мар. Итлеместĕр çав эсир аслисем каланине, хăлхана та чикместĕр, кам ятласа çитерес сире? Хут пĕлетпĕр тесе, пуçа ытла каçăртма юрамасть, хĕрĕм. Аслăран та ăслă татах пур, ухмахран ухмаххи те тупăнать. Хăвăн пурнăçна хăвах йывăрлатрăн-çке, манпа та лайăххăн, тĕплĕн канашласа пăхмарăн. Мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ халь пĕчĕк ачупа? Унсăр та йывăр пурăнаттăмăр.

Салампи сĕтел умне ларнă та чарăнми калаçакан амăшне хирĕç ним те чĕнмест. Валерик çинчен мĕн каламаллине вăл амăшне тахçанах каласа панă ĕнтĕ.

Пĕчĕк Валерик, сарă кăтра ача, ун чĕркуççийĕ çине ик аллипе те уртăнса, ним шарламасăр тăрать, çаврака кăвак куçĕсемпе Салампие хĕрхенсе сăнать; кăмака сакки çинче выртакан чирлĕ карчăк чăиашла калаçнă пирки ача ăна ăнланмасть, анчах вăл кăмăлсăррине сассинченех сисет, çавăнпа ун еннелле шиклĕн пăхкалать.

Салампи шухăша кайнă пĕчĕк Валерике пуçран лăпкаса йăпатма та ас тумасть, амăшĕн сăмахĕсем ун чĕрине çĕçĕпе чикнĕ пек ыраттараççĕ.

Пÿрт умĕнчи хурăнсем çилпе шавласа лараççĕ, кантăк çумне сивĕ çумăр тумламĕсем шăпăртатса çапăнаççĕ.

—Мама!

Салампи шартах сикрĕ.

—Мама, спать,— терĕ Валерик, кĕпе аркинчен туртса.

Салампи ăна пуçĕнчен лăпкаса илчĕ те тĕпелти сак çине вырăн сарма тăчĕ.

Карчăк вăйсăррăн йынăшса ячĕ:

—А-а-ах! Чикен чиксе вĕлерет. Пĕртте вăй çук, темшĕн çакнашкалах хĕне ермелле пулчĕ-çке! Вилĕм те час çывхармасть. Тата тем курасси пур ĕнтĕ сирĕнпеле…

Валерик сĕтел урине мăнтăркка аллисемпе ыталаса илнĕ те карчăк еннелле хăраса пăхса тăрать.

—Кил, Валерик,— вырăсла чĕнчĕ Салампи, анчах ача ют пÿртре, ятлаçакан карчăк умĕнче, урай варрине тухма шикленчĕ, сĕтел урине тата хытăрах çатăрласа тытрĕ те хурланчăк сасăпа макăрса ячĕ.

Салампи чунĕ çав тери кÿтсе çитрĕ, унăн хăйĕн те пĕчĕк ача пе^ макăрса ярас килчĕ, анчах вăл, чунне хытарса, куççульне çăтрĕ, ачана сĕтел ури çумĕнчен ачашшăн уйăрса илчĕ те вырăн çине вырттарчĕ.

Инçе çул хыççăн ĕшеннĕ Валерик выртнă-выртман çывăрса кайрĕ.

Салампи чылайччен çумăр шăпăртатнине, çаралса юлнă хурăнсем салхуллăн шавланине итлесе ларчĕ. Çур çĕр те çитрĕ ĕнтĕ, анчах ыйхă килмест. Амăшĕ каллех калаçа пуçларĕ.

—Миçе хутчен каланă ĕнтĕ сана, мĕн чухлĕ ÿкĕтленĕ— çук, хăлхана та чикесшĕн пулмарăн. Хам та ухмах пултăм: ма ятăм-ши çав хăямат институтне, ма ятăм-ши? Ху ирĕк илтĕн çав, манран ыйтса тăмарăн, хулана манран вăрттăн тухса тартăн. Ак халь… Виçĕм çулах качча тухнă пулсан, ним те пулман пулĕччĕ, çак хурлăха та курмăттăн… Эришкассинчи Хветĕр темиçе хутчен килсе кайрĕ. Каччи хама та килĕшетчĕ ĕнтĕ: нумаях вĕренмен те-ха, çапах та пурнăç курнă çын, питĕ кăмăллă калаçать, нихçан тĕлсĕр сăмах персе ямĕ! Ăна та тиркерĕн, сивĕтрĕн çынна,— вара, вăн, Куракасси хĕрне илчĕ. Халĕ питĕ пуян пурăнаççĕ, тет.

Салампи, яланхи пекех, хирĕç ним чĕнмесĕр, амăшĕн сăмахне тăнласа ларчĕ.

Ун амăшĕ пек хаяр хĕрарăм ялĕпе те пулман пуль, чи чарусăр ачасем те унран шикленерех тăнă: пĕри те ун пахчинчен хăяр вăрлама хăяйман. Вăл хăйĕн аслă хĕрĕсене те питĕ çирĕп тытса усранă, хăйне хирĕç çăвар уçтарман. Анчах халĕ, ак, кĕçĕн хĕрне сурса ятлас чухне, питĕ пăшăрханса, хурланса калаçать. Чирпе вăйсăрланнăскерĕн, сасси чĕтрет, сывлăшĕ час-часах пÿлĕнет.

—Виçĕм çул тата Вăрманкас салтакĕ ярмăрккăран тÿрех кунта кĕнĕччĕ. Мĕнрен япăх каччă? Кăкăр тулли митал çакса тултарнă — тенкĕсем пек шăнкăртатаççĕ. Çынни ăспуçран та, сăн-питрен те япăх мар. Ăна та пулин килĕштермерĕн, вĕсем килсе кĕрçенех пÿртрен тухса тартăн. Каччи вара калама çук пăшăрханчĕ,— ара, юлташĕсем умĕнче намăс кăтартрăн-çке. “Сăра ĕçтерем-и?” — тетĕп те, сĕнсе те ĕçмест, ăшĕ çуннипе çур витре шыва кăштах ĕçсе яратчĕ. Хам та вара çавăн чухне хăйне йăлтах хĕрхенсе пĕтрĕм…

Самантлăха çеç Салампи “Вăрманкас салтакне” аса илчĕ: чăн та, вăл лайăх каччăччĕ, хăйне питĕ сăпайлă тыткалатчĕ, ярмăрккăра-пасарта Салампи хыççăнах вăрттăн сăнаса çÿретчĕ. Мăнтарăн, хытах килĕштерсе пăрахнăччĕ пулас. Анчах Салампи унпа ыт ахальтен, лешĕн ырă кăмăлĕшĕн кăна калаçнăччĕ, халĕ ак ун ятне те ас тумасть… Сахал çын тĕл пулнă-им пурнăçра — пурне те ăçтан ас туса çитерĕн?

—Шухăшлама пĕлместĕн çав, хĕрĕм, пурнăçа мĕнле майлаштарасси çинчен пĕрре те шухăшлас теместĕн, çавăнпа çакнашкал пулса тухрĕ ĕнтĕ. Аслă çынсемпе калаçса ыр шухăшсем ăса хывас темерĕн пуль лере те. Кĕçĕи пуçа асла хурса, хăвна ху такамран та пысăкрах хутăн пуль, ман пек хĕр урăх çук, терĕн пуль… Хам та кăштах ухмах пултăм çав, ăс çитереймерĕм: вăрçă вăхăтĕнчех илес текенсем пурччĕ — памалла та ямаллаччĕ. Хĕрхентĕм, çамрăк-ха, кăштах амăшĕ патĕнче пурăнтăр, терĕм. Халĕ акă килĕ-çурчĕ те, карти-хури те çулсерен кивелсе, юхăнса-ишĕлсе пырать, тытса юсакан никам çук. Çапла вăл арçынсăр — алă мар. Ав, сарай тăррисем çаралса юлчĕç, кĕркунне-çуркунне пÿрте шыв каять. Çурт çине витнĕ çĕнĕ улăма çуркунне сÿсе выльăхсене паратпăр. Килте арçын пулнă пулсан, çапла юхăннă пулăттăмăр-и? Сарай тăрринчи кивĕ улăм çĕрсе, тислĕкленсе кайрĕ ĕнтĕ, пута-пута анчĕ, унта армути кашласа ÿсет, мунча тăррине те хурăн шăтса ларчĕ. Çынран намăс! Эсĕ пĕр-пĕр качча килĕштерсе киле кĕртнĕ пулсан, çапла юхăнăттăмăр-и? Хамах ăс çитереймерĕм: вăрçă вăхăтĕнчех качча памаллаччĕ…

Салампи чунĕ тăвăнса çитрĕ. Чăн та, вăрçă вăхăтĕнчех ăна килĕштерекенсем пурччĕ, вăрçă пĕтес çул пĕр-иккĕн хăтана та килнĕччĕ, анчах ун чухне Салампи амăшĕ те Валерий таврăнасса кĕтсе пурăнатчĕ пулас çав. Ял-йышпа пĕрлех вăл та Салампипе Валерий мăшăрланасса вăрттăн шанса тăратчĕ.— Çамрăк-ха, ашшĕ килĕнче тепĕр виçĕ çул пурăнтăр,— тесе ăсататчĕ вăл евчĕсене.

Купăс сасси илтĕнсен, Салампи, чÿрече каррине сирсе, урамалла пăхрĕ. Валерйй шăллĕ, Коля, пĕчченех купăс каласа иртрĕ. Хурлăхлă кĕвĕ чылайччен хăлхара янăраса тăчĕ, Валерий нихçан та таврăнас çукки çинчен ас тутарнăн туйăнчĕ.

—Халĕ кам таврăнасса кĕтес ĕнте?—терĕ сасартăк амăшĕ.— Мĕншĕн пурне те тиркес? Тиркекене — тирĕк тĕпĕ тени çаврăнса çитĕ ак, ун чухне вара чавсу çывăх пулĕ те — çыртаймăн. Хĕр ĕмĕрĕ вăрăм мар. Сан пек мар хÿхĕм, пуян хĕрсем пур та — килтех ватăлаççĕ… Ачи пурăнтăрах ĕнтĕ, халь тин ним тумалли те çук. Ачаллă хĕрсем те качча каяççĕ, виç-тăват ачаллă арăмсене илекенсем те пур. Юратсан, ăна-кăна пăхса тăмĕç. Çырни çырлан курăнать, тенĕ. Эсĕ халь те çынсенчен катăках мар-ха. Пĕрпĕр çамрăка киле кĕртес те — пурăнăр лайăх, шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе…

Салампи тек чăтса лараймарĕ, амăшне пÿлсех каларĕ:

—Ан калаç-ха, анне, кирлĕ мара! Çĕр тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет пуль сан пуçна… Мана никам та кирлĕ мар! Никам та…

“Кирлĕ мар”, тесшĕнччĕ вăл тепĕр хут — унăн сасси тытăнчĕ, пырне тем капланчĕ, пĕтĕм ăш-чикĕ тăвăрланса çитрĕ. I

Салампи хул пуççи çине пальто уртрĕ те тула чупса тухрĕ.

Амăшĕ, чылăйччен хускалмасăр, шухăша кайса выртрĕ. Малтан çан-çурăм, ал-ура такам тимĕр тылăпа тылланă пекех суратчĕ, тапранмассерен чикен чиксе аптрататчĕ, акă халь тата чĕре ыратма пуçларĕ. Аш çунать. Шыв ĕçес килчĕ, анчах тăрса тĕпел кукрине утса çитмелĕх те вăй çук. Мĕншĕн Салампи çаплах кĕмерĕ-ха? Аçта кайрĕ пулать çĕр хута? Тем усал шухăш ан тыттăр — тур çырлахах!

Карчăк йынăшкаласа тăрса ларчĕ те каллех калаçма пуçларĕ. Ача чухне те, ятлама пуçласан, Салампи çапла çенĕке тухса таратчĕ, çапах та амăшĕ мĕн каланине алăк хыçĕнче пытанса итлесе тăратчĕ. Тен, халĕ те çеиĕкре итлесе тăмасть-ши? Çук, пÿрт ум алăкне шалтлаттарсах хупса тухрĕ те, каялла кĕни илтĕнмерĕ

— Йывăртарах каларам пулас, ытлашширех каларăм пуль? Халь тин ятласа та усси пулас çук. Пурăнасах пулать ĕнтĕ… Ку ачине усрава илесси пирки хам та перкун хытарсах ятламарăм, ыт ахальтен çеç калаçать пуль терĕм. Мăнтарăн хĕрĕ, ашшĕ вилнĕренпе те ыррăн савăнса кураймарĕ. Турта çине таянса ÿснĕ тиха пек, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕнчĕ. Килти мĕн пур йывăр ĕçе, арçын ĕçне, хăех туса пурăнчĕ. Çав институтне вĕренсе пĕтерсен этем пулĕ-и теттĕм…

Карчăк пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем шăпăртатса анчĕç.

Салампи амăшĕ ахлаткаласа тăчĕ те, шыв ĕçме тесе, тĕпелелле кăштăртатрĕ, анчах тĕпел кукрине çитнĕскерех шыв витри патне пымарĕ, ача умĕнче чарăнчĕ.

Пĕчĕк Валерик, алли-урине сарса пăрахса, месерле выртнă та мăшлаттарса çывăрать.

Карчăк, ун çине пăхса, шухăша кайрĕ.

“Вăтăр пилĕк çул арлă-арăмлă пурăнса та ывăл çуратса пулмарĕ. Патша чухне çĕр памасăр аптратрĕç. Виçĕ хĕр качча парасси, калама канас та — çăмăл мар вăл. Пĕр ят çĕрĕпе çемьене тăрантарса пурăн-ха, çĕрсĕр çи-пуç тума та хĕн. Йĕтĕн-кантăр акса тума çĕр кирлĕ. Хĕр тени вăл ун чухне тупрасăр никама та кирлĕ пулман. Çавăнпа та: “Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă”,— тенĕ халăх. Ĕлĕк, хăш-пĕр чухне, ашшĕ, пасартанмĕнтен ÿсĕр таврăнсан, тарăхнипе ятлаçса та илетчĕ; ывăл тумастăн, тесе айăплама пăхатчĕ. Турă паманни — ăçтан пултăр? Юлашки ачи те хĕр пулчĕ…”

Карчăк çĕрелле усăнса тăракан хулăн çивиттие тирпейлĕн пуçтарса илчĕ те Валерике ачашшăн витрĕ, вара кăмăлĕ çемçелчĕ, куçĕсем каллех шывланчĕç. Вăл чĕтрекен аллипе ачана пуçĕнчен питĕ хуллен лăпкаса илчĕ те ун çине хĕрес палли хучĕ.

— Мухтав турра, ывăл! — пăшăлтатрĕ хуллен.

Çумăр чарăннă ĕнтĕ, пÿрт умĕнчи хурăнсем кăна паçăрхиллех кашласа лараççĕ. Салампи, вĕсен салхуллă шавне итлесе, шухăша кайса тăчĕ.

Вăл пÿрте кĕрес тенĕччĕ кăна — кÿршĕри çенĕк алăкĕ сас турĕ, унтан хĕр ахăлтатса кулни илтĕнчĕ. Маруç кулать иккен. Савнисем улахран халь тин тухса каяççĕ пулас: пÿртĕнче çаплах лампă çунать-ха, чÿречерен кил картине çутă ÿкет. Маруç — мĕнле телейлĕ вăл! — хăйне такам кăтăкланă пекех, каçăхса кайса кулать. Теттемре, çенĕк алăкĕ умĕиче, уиăн шурă кĕпи кăшт курăнать те каллех çухалать: каччă хĕре шинельпе хуплать пулас, вара пĕр хушă калаçни плтĕнмест…

Вихтăр кăнтăрла пĕрмай ĕçлет, каçхине çапах Маруçпа тĕл пулма вăхăт тупать. Çав ĕнтĕ вăл, пĕр юратсан: талăкра çирĕм тăват сехет кăна пулсан та, савнипе курнăçма çирĕм пиллĕкмĕш сехет тупма пĕлес пулать…

Карлăк юпи çумне таянса тăракан Салампи пусма картлашки çинчен чупса анчĕ те пахчана тухрĕ.

Çумăр хыççăн садри йывăçсем ĕшеннĕ пек сĕнксе лараççĕ, кăшт сĕртĕнсенех — улмуççи турачĕсем çинчен шăпăрр! шыв тăкăнать. Сад та çаралса юлнă иккен. Йăлтах çаралма. Салху. Тăлăх…

Салампи кивĕ мунча тĕлĕнче чарăнчĕ. Тайăлсах кайнă вăл, тахçантанпах хутман ăна. Хăçанччен çапла тайăлса ларĕ ĕнтĕ вăл? Мĕн ачаран Салампи çак мунча умне иленмĕ. Акă тĕксĕм чÿрече айĕнче халĕ те пĕчĕк сак пур, ун умĕнче ватă йăмра тункати, Салампи ун хăвăлĕнче хăйĕн чуканисене пытарса усратчĕ. Хăçанччĕ-ха вăл? Питĕ тахçан… Унтанпа икĕ ĕмĕр иртнĕн туйăнать. Ытти чухне Салампи çак мунча умĕнче ачалăх кунĕсене аса илсе хăйĕнчен хăй кулатчĕ, кĕçĕр унăн пĕрре те кулас килмерĕ.

Ачалăх… Тахçанах иртнĕ-çке вăл! Салампи ун чухне пуканелле выляма питĕ юрататчĕ, тем тĕрлĕ çитсă татăкĕсенчен “тутăр-хăю” таврашĕ тăватчĕ те пуканисене “туй арăмĕ пек” те, “улах хĕрĕ пек” те тумлантаратчĕ. “Пĕчĕк пуканиксем” те пурччĕ мар-и? Салампи вĕсене пушшех кăмăллатчĕ, сарлака хупах çулçисенчен тунă сăпкара сиктерсе “çывăрататчĕ”: “ачине, паппине… ачине, паппине…”.

— Ачине… паппине,— пăшăлтатрĕ Салампи, пĕр вырăнта хытса тăрса, унтан сасартăках пĕчĕк Валерик паçăр ыйхăласа макăрнине аса илчĕ те мунча алăкне ним сăлтавсăрах тĕртсе пăхрĕ — тутăхнă петле чуна тивекен сасăпа чĕриклетрĕ, алăк, хăлтăр-халтăр! туса, çенĕк урайне ÿкрĕ. Ах! вăл хăрах петле çинче кăна тытăнса тăратчĕ-çке; çÿлти петли вăрçă вăхăтĕнчех татăлса кайнăччĕ те, çавăнтанпа ăна никам та тытса юсаман. Юсакан çукран хуçалахра йăлт юхăнса, ишĕлсе пырать…

Салампи мунча алăкне майлаштаркаласа хупрĕ те анкарти вĕçнелле утрĕ. Кăнтăрла унтан уялла пăхма аван: ипçетри-инçетри курăнать, халĕ ак, тĕттĕмре, анкарти хыçĕнчи лапсăркка улмуççин хура мĕлки çеç палăрать. Ялта та çутăсем курăнмаççĕ ĕнтĕ… Чим! Ял вĕçĕнче, тури урамра, пĕр чÿречере çутă пур. Кам пÿрчĕ-ха вăл? Валерисен! Коля ларать пулĕ унта, темшĕн халиччен çывăрмасть, тем вулать ĕнтĕ? Пĕр-пĕр питĕ тĕлĕнмелле роман тупнă пуль, тен, юрату çинчен?..

Салампи кĕçĕр улахра Кольăна тĕл пулнине аса илчĕ. “Мĕн шутларĕ-ши вăл ман пирки? Вăл та мана ыттисем пекех айăпларĕ-ши? Мĕн тăвасчĕ-ха ман? ..Валерик пирки кĕçĕрех улахра каласа памаллаччĕ-им? Вăт мĕнле героиньă пирĕн Салампи, теччĕр-им вара?”

—Салампи! Эсĕ-и ку?—илтĕнчĕ çывăхрах.

Шухăша кайнă хĕр шартах сикрĕ.

—Ай! Кам ку?

—Эпĕ ара, паллаймарăн-им? — терĕ фуфайкă тăхăннă, хулăн тутăр çыхнă хĕр, карта патне çывхарса.

—Ой, хăратрăн та-çке, Лена!

Икĕ хĕр мĕн сăлтавпа çакăнта çÿренине пĕр-пĕринчен ыйтма ас тумарĕç.

—Эпĕ паçăр сирĕн алăкăра тĕртсе пăхрăм — питĕрнĕ, чÿречерен шаккама иментĕм, вара киле кайса тумтир улăштарса тăхăнтăм. Халĕ фермăна каятăп,— пĕлтерчĕ Лена, вара Салампи çине тинкерсе пăхрĕ.

—Машăпа Даша… çавсем тем пакăлтатрĕç… Ĕненес килмерĕ,— лăпкăн калама тăрăшрĕ Лена. Çапах ун сасси чĕтренине Салампи тÿрех сисрĕ. Кун пирки сăмах пуçарасса вăл малтанах кĕтнĕччĕ, çавăнпа халь пĕрре те тĕлĕнмерĕ. Маруçпа Таруç пĕлсен вара—ял пĕлесси инçех мар.

—Ан ыйт халь ун çинчен, Лена, тепĕр чухне каласа парăп… Халь ан ыйт! Кĕçĕр ман питĕ ăш çунать, ним çинчен те калаçас килмест.

—Каçар, Салампи, пăшăрхантартăм пулсан.

—Нимех те мар, эпĕ хăнăха пуçларăм ĕнтĕ, хăнăхас пулать,— шÿтлеме хăтланчĕ хĕр, анчах сасси тытăнчăклă тухрĕ.

“Мĕншĕн вăл ачи пирки каламасть-ха? Мĕншĕн асапланать? Ăна ача пурри çеç мар, тата темле хурлăх асаплантарать пулас, çавăнпа вăл нимĕн те каласшăн мар”,— шухăшларĕ Лена.

—Вĕренме пăрахсах килтĕн-и? Е вăхăтлăха кăна-и?

—Анне хĕне кайрĕ, пÿртре те аран çеç ахлаткаласа çÿрет. Тен, вăл уйăх та ытларах выртĕ те… Аккасем питĕ инçетре, хăйсен те кашнийĕннех хуçалăхĕ, çемйи пысăк, пăрахса килес çук вĕсем.

—Йывăрах пулсан, больницăна леçес, Салампи? Мĕнле чир вара унăн?

—Ним чирне те пĕлмест вăл, температури те йĕркеллех. Анчах çапла чикен чикнипе тахçантанпах аптрать. Ватă-çке-ха, вăй çук, тет. Ăна больницăна вырттарсан та, килте каллех çын кирлĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхасах пулать, пÿртне те хутса ăшăтмалла, унсăрăн сакайĕнчи çĕр улми шăнса пăсăлма пултарать, вучах сÿнтерме юрамасть.

—Вĕренес пирки мĕнле шухăшлатăн вара? — пăшăрханса ыйтрĕ Лена!

—Мĕн шухăшласси… Манăн пĕр шухăш кăна — институт пĕтересси!—çирĕппĕн каларĕ Салампи.— Халь пур пĕрех юлташсенчен юлатăп ĕнтĕ, килес çулсăр та института таврăнаяс çук пуль. Унччен килтех вĕренкелес, çитес çулта вара институтра çăмăлтарах пулĕ. Колхозра ĕçлес — практикă ÿстĕр.

—Ăçта ĕçлĕн ĕнтĕ? Кунта сана Юрăхлă ĕç те çук пуль. Клубра е правленире пулсан çеç.

—Çук, Лена, эпĕ малтанхи ĕçех — пăрусем пăхма фермăна пырас тетĕп. Мĕнле унта халь, фермăра?

—Ан та кала, Салампи, мухтанмалли çук. Пырассине пырăн та — ырринех ан кĕт, ÿкĕнмелле те пулĕ, тен. Йĕрке çук, курăм сахал. Ху пĕлетĕн, кăçал çумăр пулманран утăçаран типсе-çунса кайрĕ, тыр-пула пăр çапса çĕмĕрчĕ. Ĕнесем сĕт чакараççĕ, пăрусем чирлеççĕ. Шамбулкин фермăшăн çунма пăрахрĕ, хăйне валли пÿрт лартасшăн ытларах тăрăшать. Маруçпа Таруç пăрусене япăх пăхма пуçларĕç. Çавăнпа виçсĕмĕр час-часах хирĕçкелесе илетпĕр.

—Правлени мана фермăна ярас пулсан, эпĕ пур пĕрех килĕшнĕ пулăттăм. Йывăрри хăратса ÿкерес çук, йывăррине курма хăнăхнă-ха ăна. Çын янтăлани çине пырса кĕме йывăртарах пулнă пулĕччĕ,— терĕ Салампи.

Унăн малтанхи хуйхи çумне тата кÿренмелли хутшăнчĕ: фермăри ĕçсем япăхланни ăна пăшăрхантарчĕ.

Иккĕшĕ те пĕр сăмах хушмасăр тăчĕç. Çумăр ÿккелеме пуçларĕ.

—Ну, каям-ха эпĕ, Салампи, çумăр хытах çуса яриччен фермăна çитсе ÿкес,— терĕ Лена, урăх ним калаймасăр.— Таруçпа Маруç иккĕшĕ те улахра, пăрусем патĕнче никам та çук.

—Чипер кай… Килсе лар пирĕн пата, вăхăт пур чух, калаçăпăр…

Çумăр йăсласа çума пуçларĕ. Улмуççи турачĕсене сĕртĕнсен, халĕ паçăрхинчен те ытларах шыв шăпăртатса тăкăнать.

Епле тĕттĕм каç! Иртнĕ çутă кунсем çак тĕттĕмре пушшех илĕртÿллĕн курăнаççĕ: Шупашкар… тăван институт… хаваслă студентсем… Хăçан тепре курмалла-ши вĕсене?..

Салампи лапсăркка улмуççи айĕнче чарăнса тăчĕ.

Акă вăл, мĕн ачаран юратнă улмуççи. Ун улми таса та шултра пулатчĕ, турачĕсем çулсерен çĕрелле усăнатчĕç. Вăрçă тухнă çул хаяр сивĕ çапрĕ те, улмуççи аманса юлчĕ. Халĕ те кашни çулах шап-шурă чечеке ларать вăл, анчах çимĕç кÿмест ĕнтĕ. Миçе çул вăл çапла çаралса, тăлăххăн, çимĕç кÿмесĕр ларĕ-ши?

Икĕ Хĕр

Вĕсем хăрхăм пулас хĕрсем мар:

Пĕри — вĕри кăвар, тепри—нар.

П. Хусанкай.

Лена Салампипе курса калаçма икĕ талăк ерçеймерĕ. Çак кунсенче ăна пĕр шухăш канăç памарĕ. Салампие пурте ялти ятлă хĕр тетчĕç, ваттисем ăна ĕçченшĕн, сăпайлăшăн хисеплетчĕç, çамрăксем — ăшă кăмăллăшăн, хаваслăшăн юрататчĕç… Лена та нихăш енчен катăк пулман темелле: ĕçчен, хастар, сăн-пуçран та япăх мар — тата мĕн кирлĕ? Каччăсем çапах Салампие маларах хуратчĕç пулас çав: Валерий те ăнах юратнă! Икĕ хĕр пĕр-пĕрне кÿлешнĕ тесе шутлатчĕç çамрăксем. Тĕрĕс-и ку? Лена, тен, хутран-ситрен кÿлешнĕ те пуль, анчах Салампи?.. Кÿлешнĕ-ши Салампи? Вăл ăна-кăна палăртмастчĕ. Ăçтан пĕлес: кÿлешнĕ те-и, тен… Акă Валерий те çук, Салампи те хăй шăпине ачапа çыхрĕ. Савăнмалла-ши ĕнтĕ Ленăн? Текех ялта ăна çитекен хĕр çук-çке, ăна чăрмантаракан та çук! Чăн, Салампи малтанхи пекех чипер-ха, тен, малтанхинчен те чипертерех пуль, вăл халĕ те такамран ирттерме пултарĕ, çапах ăна нумайăшĕ хĕр вырăнне хумаççĕ ĕнтĕ: вăл — ача амăшĕ! Ачи — усрава илнĕскер çеç пулин те. Маруç калать: Салампи хăй  ачинех приютра усранă, ун пек усрама саккун пур, тет. Маруçăн инкĕшне мăнаккăш хĕрĕ, хулара курсан, Салампин ачи пурри çинчен ĕнентерсех каларĕ, тет, вăл ача ашшĕ камне те пĕлет пулать. Маруçпа инкĕшне тепĕр чух ĕненме йывăр ĕнтĕ. Ан тив, ачи Салампин ан пултăр, анчах мĕншĕн Салампи хĕр пуççăн ача усрава илнĕ-ха? Мĕншĕн вăл, вĕренекенскерех, чи хÿхĕм каччăсене килĕшмеллескерех, хăйĕн хĕр ĕмĕрне йывăрлатнă, мĕнле сăлтав, мснле вăй ăна çапла тутарнă? Мĕнле çыхăну пур унпа çав ача хушшинче? Кам — ача ашшĕ? Мĕнлескер вăл?

Вĕçĕмсĕр тăсăлать Ленăн шухăшĕ, пăтранать, ниепле те нĕр уçăмлă йĕр çине тухаймасть, вĕçне çитеймест. Лена Салампие хĕрхенет те, ÿпкелет те, юратать те. Пуринчен ытларах, мĕнле пулсан та, юратать. Ун шучĕпе, Салампи ялти хĕрсенчен, Ленăран хăйĕнчен те кăмăллăрах, халиччен вăл никама хаяр ятпа чĕнмен, йывăр каласа кÿрентермен, халăх çинче хăйне питĕ лăпкă, сăпайлă тыткаланă, нихçан ваттисен сăмахĕнчен иртмен; ун çумĕнче темĕнле вăрттăн вăй пур, çав вăй кашнинех иментерет те, илĕртет те, лăплантарать те, пăшăрхантарать те.

—Елен, эсĕ халĕ те тумланман тем? —терĕ вутă йăтса кĕнĕ амăшĕ.— Сана паçăрах клуба пыма чĕнсеччĕç… Аçу та унта кайрĕ пулмалла, тем, пуху пулать, терĕ-и çав? Апат çимесĕрех тухса кайрĕ. Пуху тесен вара — çăкăр та кирлĕ мар çав ăна…

— Халех каятăп, анне. Пуху мар, агрокружок занятийĕ пулать. Турикас колхоз садовочĕ Саланов лекци вуласа парать унта.

—Леш, кукурус ÿстерекенни-и?

—Çавă, анне, Семен Саланов.

—Çавах пулчĕ пуль эппин, паçăр, шыв ăсса килнĕ чух, куртăм: Саламписем патне пĕр хура каччă килсе кĕчĕ. Ашшĕ-амăшне лайăх пĕлетĕп — ырă çынсем.

—Салампипе пĕрле институтра вĕреннĕ вăл.

Салампи тенĕрен, амăшĕ тем каласшăнччĕ пулас та — каламарĕ.

Лена атă хывса боти тăхăнчĕ, туделанчĕ, тĕкĕр умне пырса, кĕске сарă çÿçне берет айне тирпейлесе пуçтарчĕ, вара васкамасăр пÿртрен тухса кайрĕ.

—Ытла каçа юлса ан çÿре, хĕрĕм, тем тĕлне пулăн,— тесе юлчĕ амăшĕ.

Вăл çакна Салампи çинчен аса илтерсе каланине хĕрĕ тÿрех сисрĕ. “Ан хăра, анне, маншăн, хамăнне хам пĕлетĕп”,— тесшĕнччĕ вăл, анчах нимĕн те шарламарĕ.

Клубра халăх нумаях мар-ха, пухăнса çитмен. Лена ашшĕ, пĕр пухуран та, пĕр киноран та, пĕр лекцирен те юлманскер, яланхи йăлипе, чи малтан килнĕ пулас, кăмака çумĕнче пĕчченех табак туртса ларать. Çамрăксем хыçалти тĕттĕмрех кĕтесе вырнаçнă, темшĕн ахăлтатса кулаççĕ. Лена вĕсем патне пырса ларчĕ.

Таруçпа Маруç иккĕшĕ те пĕр пек тумланса килнĕ: шурă çăм тутăрпа, шурă чуссăнкипе, хура сăхманпа. Иккĕшĕ те питĕ хаваслă. Павăл Шамбулкин вĕсене тем каласа култарать. Лена пырсан вăл калама чарăнчĕ, хĕре саламласа алă тытрĕ. Чĕмсĕр Вихтăр пĕр сăмахсăрах, ячĕшĕн тенĕ пек çеç алă пачĕ.

—Лена, эсĕ пĕлме кирлĕ: Салампи килет-и? Саланов вĕсем патне кĕнĕ, теççĕ. Клуба иккĕшĕ те килеççĕ-и?—ыйтрĕ Маруç ытахальтен кăна. Шурă тутăр çыхнăран унăн хĕрлĕ пичĕ пушшех хĕрлĕ курăнать; тулли кĕлетки хускалмассерен сăхман пĕрмисем çурăлса каяссăн туйăнаççĕ,— сĕлĕ кĕлтине ытла пысăк тусан, çыххи çапла, чăтаймассăн туйăнать.

—Чăнах та, Лена, эс пĕлместĕн-и? — ыйтрĕ çамрăк Таруç та.

Шурă тутăр çыхнăран унăн шуранкарах пичĕ пушшех шуранка курăнать; çинçешке кĕлетки ачасем çыхнă пĕчĕк ыраш кĕлти пек туйăнать.

—Эсир пĕлмен хыпар та пур-и ялта? — терĕ Павăл тĕртсе; унăн йĕплĕ чĕлхи никама та шеллесе тăмасть.

Тус-хĕрсем ăна кÿренчĕç пулас, шăпăртах пулчĕç. Вихтăр, çакна кура, кăштах йăлкăшса кулчĕ.

—Ăçтан пĕлем эпĕ? Тен, килĕ-ха,— терĕ Лена кăмăлсăррăн. Хĕрсем Салампи çинчен юриех сăмах хускатнине сиссен, вăл сасартăк пăшăрханчĕ.

Маруçпа Таруç чĕнмесĕр ларчĕç-ларчĕç те пĕр харăсах: “Салампи”,— тесе ячĕç, унтан иккĕшĕ те, пĕр-пĕрне чăрмантарас мар тесе, калас сăмахнех каламарĕç.

—Калăр тата, мĕн чарăнтăр? Пĕр пуçланă сăмаха каламасан, вилме выртсан виç кун вилеймесĕр асапланать, теççĕ,— тĕртсе илчĕ Павăл.— Пĕрерĕн калаçăр, мĕн эсир, стройри салтаксем командира саламланă пек, харăс калаçатăр?

—Салампи халĕ те ачин ятне çыртарма ял Советне пыман, тет-иç,—пăшăлтатса каларĕ Таруç.

—Мĕн çыртаран унта, ачин ашшĕ камне пĕлмесĕр? Ашшĕ ятне пĕлмест, тет-иç! Вĕлтрен ăшĕнчен тупнă мар-и?—хытах персе ячĕ Маруç, анчах хăй çине Вихтăр хаяр куçпа пăхнине асăрхарĕ те шăпланчĕ, хулăн тутине тутăр вĕçĕпе хупларĕ.

—Ан авăрт пуш армана! — терĕ чăтаймасăр Вихтăр.— Салампи ют ачана усрава илнĕ, амăшĕ калать. Ним пĕлмесĕр шавлатăр.

“Карма çăвара тутăр карса та чараймăн”,— шухăшларĕ Лена, Маруçа тарăхса, вара пат татса каларĕ:

—Мĕн тума кирлĕ сире ашшĕ? Ачан амăшĕ пур вĕт!

Каларĕ те — урăх хĕрсен ушкăнне куçса ларчĕ.

—Эс анчах уш… тупăннă сарпике! — терĕ Маруç вĕтслтетсе.— Ĕлĕк хăй Салампие чăтма пултараймастчĕ, Валери пирки кÿлешетчĕ, халĕ Салампи майлă пулма тăрăшать.

—Ахаль çавнашкал шăрчăк вăл, пурне те тарăхса çÿрет,— пăшăлтатса илчĕ Таруç. Пĕччен чухне вăл Лена пирки кун пек каламĕччĕ-и, тен, халĕ тусĕн кăмăлĕшĕнех каларĕ.

—Тарăхтăр-иç, пирĕншĕн пулсан мĕн? Ик айкки те тăвайкки,— терĕ Маруç, хăй çав хушăрах Вихтăр еннелле шиклĕн пăхса илчĕ. Юрать, лешĕ илтеймерĕ: вăл хăйĕн тусĕпе шахмăтла выляма пуçларĕ, халь ĕнтĕ унран пĕр сăмах та илтеймĕн. Павăлĕ те хĕрсен сăмахне хăлхана чикмест, пĕрмай хăй калаçать.

Клуба халăх пухăнса çитнĕ тĕлелле Салампипе Саланов килсе кĕчĕç. Лена вĕсене алăк умĕнче ăнсăртран хирĕç пулчĕ те, йăлкăшса кулса, алă пачĕ.

—Салам, Михайлова! — терĕ ăна Саланов, хушаматран чĕнсе.— Кĕтсе те ывăнтăр пулĕ мана? Салампипе нумайрах лартăмăр: калаçса сăмах вĕçне тухаймарăмăр.

Вăтам пÿллĕ, сарлака хул-çурăмлă каччă шап-шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса кулчĕ, хуп-хура куçĕсем йăлкăшса илчĕç, тĕксĕм, кĕре ÿтлĕ сăнĕ кăмăллăн çуталчĕ.

Саланов Ленăпа нумай та калаçмарĕ, ăна çамрăксем с ырса илчĕç, Шамбулкин унпа шавласа калаçма, шÿтлеме тытăнчĕ.

Часах лекци пуçланчĕ.

Семен Саланов пирĕн çĕршывра мичуринла наукă çĕнтерни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Сăмах майĕн вăл хăй ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсем çинчен, кашни колхозăнах пысăк сад пулмалли çинчен каларĕ.

Калаçнăçемĕн вăл йĕпхĕм хура çÿçне шăла-шăла илет, хут çине пăхмасăр, такăнса тăмасăр, лăпкă сасăпа калать, хушăран, тем аса илнĕ чух, “значăт”, тесе хурать.

Лена Саланова тимлесе итленĕ хушăрах Салампие те сăнарĕ.

Салампи çÿхе хура пальтопа, чечеклĕ хĕрлĕ тутăрпа: вăрăм çÿçеллĕ тутăр вĕçĕсене кăкăрĕ çинелле усса янă; аллисене чĕр çине хунă та пĕр хускалмасăр лектора куçран пăхса ларать, хыçалти ретрен хăй ятне пăшăлтатса каланине илтсен, куç харшийĕсене пĕрсе илет, анчах каялла çаврăнса пăхмасть: хăй çинчен калаçнине лайăх сисет вăл.

Колхозниксем Саланова ыйтусем пама пикенсен, пуринчен ытла Шамбулкинпа Лена ашшĕ нумай ыйтса пĕлме тăрăшрĕç.

Унтан парторганизаци секретарĕ Борисов çынсене çак кунсенче колхозра “сад эрни” ирттересси çинчен каларĕ.

Заняти пĕтнĕ хыççăн Саланов Ленăпа Салампи патне пычĕ. Вăл нумай та калаçса тăмарĕ, киле çитме васкатăп тесе, хăвăрт тухса кайрĕ. Ваттисем тухса кайсан, клубра çамрăксем кăна юлчĕç. Вихтăр таçтан купăс туртса кăларчĕ, никам çине пăхмасăр, ташă çемми туртса ячĕ. Çамрăксем малтанах хускалмарĕç, шарламарĕç.

—Ваттисене асăнса, хамăн пуçласа парас пуль, ман ура çăмăл пулаканччĕ,— терĕ те Павăл ташă картине шуçса-юхса тухрĕ. Ахаль чухне шавлама юратаканскер, ташăра вăл нихçан та тăпăртатса шав тумасть, вăл ташламасть, мамăк тÿшек çийĕн утать, тейĕн; салтак аттисем кĕмсĕртетмеççĕ, вăрăм шинель арки варкăшать… Çăмăллăн, вĕçнĕ пек ташлать Павăл, анчах темшĕн, çиле хирĕç пыракан çын евĕр, хăяккăн ташлать, аллисене хĕрарăмла саркалать.

Вăл ташласа пĕтерчĕ те хĕрсене йĕркипе ташлатма пуçларĕ. Черет Маруç тĕлне çитсен, лешĕ хĕрсем хушшине пытанма тăчĕ, Павăл ăна вăйпах сĕтĕрме тытăнчĕ. Маруçа сĕтĕрсе кăларма пайтах çăкăр çиес пулать,— ик-виçĕ каччă аран-аран туртса кăларчĕç ăна. Маруç яланах çапла турткаланса тăма юратать, пĕр ташлама тытăнсан вара — чарса та чарăнмасть. Вăл ик-виçĕ хут хĕрсем хушшине тарса кĕме хăтланчĕ, ăна пур пĕрех ташă картине туртса кăларчеç, пурте алă çупма, шавлама пуçларĕç.

—Ташла тата! Мĕн, ларма хĕр пек, турткаланса тăратăн?—терĕ чĕмсĕр Вихтăр, купăсне малтанхинчен те хытăрах тăсса.

—Эп ку çемĕпе ташлама пĕлмесп, чăваш кĕвви кала! — терĕ Маруç, савнийĕ еннелле ÿпкевлĕн пăхса.

Вихтăр тарăхса кайрĕ: мĕн пурĕ те икĕ çемĕ çеç калама пултарать вăл — çул çемми те вырăсла ташă çемми,— çавăнпа халĕ, ним чĕнмесĕр, купăсне сак çине лартрĕ. “Ташла пĕлмене яланах кĕвĕ килĕшмест”,— терĕ мăкăртатса.

Павăл çавăнтах Кольăна ченсе илчĕ те купăс тыттарчĕ, лешĕ, именчĕклĕн кулкаласа, купăса çăмăллăн тăсса ячĕ.

Маруç, йывăр лав пек, хуллен хускалчĕ, унтан хĕрсехĕрсе пычĕ, тем тĕрлĕ çаврăнма пуçларĕ. Ăçтан вăйĕ тухать-ши — çур сехет чухлĕ ташларĕ пуль, çаплах чарăнма шутламасть-ха, хай, çимес текен çичĕ кукăль çинĕ пек… Купăсçă паçăрах хашкакан пулчĕ ĕнтĕ, аран-аран турткалашса калать, çамрăксем те вăрттăн кулма, шÿтлеме пуçларĕç, Вихтăр та тарăхма тытăнчĕ — Маруç çаплах авăн çапнă пек илтерет, кулмасăр, хавасланмасăр, пĕр-пĕр пысăк ĕç тунă пек тăрăшса, никам çине пăхмасăр ташлать,— урай хамисем авăнаççĕ кăна. Çамрăксем алă çупса ярсан тин, вăл ташласа тăранмасăрах чарăнчĕ.

“Эс анчах уш…” — шухăшларĕ Маруç, кулкаласа алă çупакан Лена çине кăмăлсăр пăхса.

Черет йĕркипе Лена та ташлама тухрĕ. Вăл ĕçри пекех тирпейлĕ, арçын пек çирĕп ташлать, боти кĕлипе “саккăрла çаптарать”. Ташша вĕçлес чух вăл сасартăк пăлханса кайрĕ: ун хыççăн черетпе Салампие кăлармалла. “Ташлĕ-ши вăл, ташламĕ-ши? Мĕншĕн юлнă-ши вăл пĕрех хут ташлама! Юрать-и халь ăна çамрăксемпе пĕрле савăнма-кулма?” — шухăшласа илчĕ хĕр, анчах ку сăлтавсăр иккĕленÿ самантлăха кăна пычĕ — Лена Салампи умне пырса ура тапрĕ.

Шавлакан çамрăксем шăпланчĕç, никам та хальхинче алă çупмарĕ, кулмарĕ. Коля купăсне тăрăшарах, хитререх калама тытăнчĕ. Лена çакна тÿрех сисрĕ те çамрăк купăсçă çине тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ, Салампи ташă карти варрине тухсан, пĕрлĕхен пек хĕрелсе кайрĕ, питĕнчи чĕкеç шатрисем палăрми пулчĕç, куçĕсем çăлтăр пек йăлкăшма пуçларĕç. “Мĕнле юратать вăл Салампие, мăнтарăн!”—ирĕксĕрех шухăшларĕ Лена. Ĕлĕкрех Салампи ташланă чухне кĕвĕçетчĕ вăл, анчах кĕçĕр темшĕн именсе, Салампишĕн вăтанса ларчĕ. Лена çамрăксем çине пăхса илчĕ — пурте шăпах, тĕлĕннĕ пекрех тăраççĕ, Маруç кăна Таруçа:

— Ай, кур-ха, Коля Салампие çисе ярас пекех пăхса ларать,— терĕ пăшăлтатса.

Çак самантра Дена вăтанса, тарăхса кайрĕ, ăна такам таса мар шывпа сапнăн туйăнчĕ: Салампи ташласа пĕтерчĕ те Таруç умне пырса тапрĕ, лешĕ, унран хăранă пек пулса, Маруç хыçне пытанчĕ, Маруçĕ тăчĕ те, хăйĕн тусне çавăтса, алăк патнелле уттарчĕ. Никам та вĕсене тытса чарма ас тумарĕ.

Салампи пĕчченех ташă карти варринче пĕр самант тĕлĕнсе хытса тăчĕ. Тен, çак самантра вăл çĕр тĕпне анса кайма та хатĕрччĕ пулĕ. Акă вăл сылтăм куç харшине хуллен сăтăрса илчĕ те ташă картинчен тухрĕ.

Ташă картине каллех Павăл тухрĕ, вăл юриех кулăшла ташлама тытăнчĕ, анчах Лена ун çине çаврăнса та пăхмарĕ.

Салампи кăштах ларчĕ те, çамрăксем Шамбулкинăн путишле ташшинчен кулма пуçласан, çын сисиччен тăрса, алăк патнелле утрĕ, ăна Ленăпа Коля çеç асăрхарĕç.

Салампи тухса кайнă чух Коля купăс калама чарăнчĕ.

—Мĕн эсĕ?—терĕ ăна Павăл.— Мĕн, походри салтак пек, на ходу çывăратăн?.. Ывăнтăн пулсан, пар Вихтăра — ваттисене асăнса калатăр пĕрре!..

Вихтăр, тунсăхласа ларнăскер, хăй пĕлнĕ пĕртен пĕр ташă çеммине хаваслă туртса ячĕ, вара пĕрмай пĕр тÿмесем çинех икĕ пÿрнипе пускаласа, çемме ним улăштарми, йăлăхтармалла пĕр пек калама пуçларĕ…

Лена ташă-юрă пĕтессе кĕтмесĕрех киле таврăнчĕ; унăн урăх çи-пуç тăхăнмалла та часрах пăрусем патне каймалла. Çур çĕр иртнĕ пулин те, килтисем çывăрма выртман-мĕн, ашшĕ Саланов лекцине мухтаса ларать. Унăн йăли çапла: пухусенче кам мĕн калаçнине киле килсен йăлтах арăмне каласа кăтартать. Хĕрĕ салхуллă килсе кĕнине асăрхамарĕ вăл, амăшĕ кăна сисрĕ, анчах ним те шарламарĕ… Ыран та ыйтса пĕлĕ-ха! Ара, хĕр-упраç хуйхи-суйхине амăшĕн пĕлмеллех, унсăрăн мĕнле пултăр…

Тепĕр кунне “Сад эрни” питĕ лайăх пуçланчĕ. Колхозниксемпе пĕрле шкул ачисем те ĕне ферминчен инçех мар, колхоз садĕнче, тăрăшса ĕçлерĕç — çĕнĕрен улмуççисем лартрĕç.

Салампи никам хушмасăрах сад лартма тухрĕ.

Юратса тунă ĕç кирек кама та уçăлтарать, хаваслантарать. Салампие те çак кун малтанхинчен хаваслăрах пек туйăнчĕ. Лена пăрусем патĕнчен кăшт уйрăлмассерен унпа пĕрле пулма тăрăшрĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕç, нихçанхинчен лайăхрах килĕштерекен пулчĕç. Каçхине, садран таврăннă чух, Салампи Ленăна хăйсем патне пырса ларма чĕнчĕ. Çул юппинче уйрăлас умĕн вăл хăйĕн ытарайми куллипе йăлкăшса кулса каларĕ:

—Лайăх çынсем пирĕн, Лена, ырă ял-йыш! Пур çын та пĕр пек теместĕп, çапах та вĕренсе тухсан хамăр яла ĕçлеме килĕттĕм.

Лена нимех те калаймарĕ, Салампи ял-йышпа кăмăллă пулни ăна хăйне те савăнтарчĕ. Каçхине вăл фермăри ĕçсене васкаса тирпейлерĕ, Таруçа хăй вырăнне ыйтса хăварчĕ: “Эпĕ, тен, часах килейместĕп”,— тесе, килне тухса чупрĕ. Килĕнче вăл хăпăл-хапăл апатланчĕ, тумланчĕ те Салампи патне кайрĕ.

—Ял çинче ытла çĕрлене ан юл, тем курас-илтес пур сирĕнпе. Çылăх вăл çири кĕперен те çывăх,— тесе юлчĕ амăшĕ.

Ашшĕ чĕнмерĕ, тухса каякан хĕрĕ çине куçлăх урлă пăхса илчĕ те каллех хаçат вулама пикенче.

Лена пыриччен Салампи пĕчĕк Валерике шыва кĕртрĕ те çывăрма вырттарчĕ, хăй пуç çума тытăнчĕ.

Амăшĕ паян кăшт вăй илнĕ пек пулчĕ, халĕ кăмака çумĕнче харлаттарса çывăрать.

Салампи пуç çуса пĕтерчĕ, пÿрте тирпейлерĕ, вара çÿç уçма тĕкĕр умне ларчĕ, алăка шаккани илтĕнсен, пысăк тутăр пĕркенсе, çенĕке чупса тухрĕ.

—Ой, Лена! Килместĕн пуль тесе хăраттăм… Ан ятла, кĕр. Хывăн, ак çакăнта çак пальтона, кÿр çакса ярам…

Пальто çакма кармашнă чух тутăрĕ сĕвĕнсе ÿкрĕ те, йĕпе çÿçĕ йăрăс пĕвĕ тăрăх хумлăн-хумлăн саланса кайрĕ, кĕлеткине хупласа хучĕ.

“Мĕнле хитре!” — ирĕксĕрех шухăшларĕ Лена. Ĕлĕкрех вăл çак илеме курса кĕвĕçетчĕ, халĕ ак хĕпĕртет. Анчах ун савăнăçне ĕненĕ-ши Салампи? Акă вăл вăрăм çырă çÿçне тураса уçрĕ те çивĕтлеме тытăнчĕ.

—Икĕ çивĕт туса пуç тавра çых-ха, Салампи, питĕ килĕшет сана,— терĕ Лена йăлăннă пекех.

—Килĕшнине мĕн калăн ĕнтĕ,— ирĕксĕртереххĕн йăлкăшса кулчĕ Салампи, хăй çапах та икĕ çивĕт тума пуçларĕ.— Кĕнекесем пăхса лар-ха унччен эсĕ, Лена, эпĕ часах…

—Санăн кĕнеке нумай,— терĕ те Лена пĕр кĕнекине уçрĕ.— Семен Саланов алă пуснă-çке кунта!

—Эпир унпа пĕрле вĕрентĕмĕр-çке. Эпĕ унăн чылай кĕнекисемпе усă куратăп.

Кĕнеке хушшинчен сасартăк сăн ÿкерчĕк тухса ÿкрĕ, Салампи ăна вăрттăнрах çĕре пуçтарса хума ас туман пулас.

—Ку мĕнле каччă, питĕ салхуллă сăнлăскер? Ах, çÿçĕ мĕнле вăрăм, поэтсенни пекех. Кулмасăр пăхса ларать, такам çине тарăхнă пек… Эпĕ çакнашкал сăнлă каччăсене юрататăп. Кам вăл?—терĕ Лена, лăпкăнрах калаçма тăрăшса. “Ача ашше, тен, çакă мар-ши?” — шухăшларе хăй çавăнтах.

—Анатолий Алмазов вăл, çамрăк композитор. Хусанти консерваторире вĕренет. Журналта унăн пĕр юррине пичетленĕччĕ, курман-и эсĕ?

“Апла çаках мар-ши?” — шухăшларĕ каллех Лена.

—Мĕнле майпа паллашма пултартăн унпа?

Салампи, пĕр самант Лена куçĕнчен пăхса, чĕнмесĕр

тăчĕ, унтан васкамасăр каларĕ:

—Валерий тусĕ вăл. Маньчжурире иккĕшĕ пĕрле çапăçнă… Эсĕ пĕлме кирлĕ: Валерий ун çинчен çырса пĕлтерместчĕ-им?

“Валерий Маньчжурирен ман пата çырман, сан пата çырма пуçланă”,— тесшĕнччĕ Лена, анчах калаймарĕ. Халь тин мĕншĕн тапратас ĕнтĕ ăна, пĕр лăпланнă сурана ма ыраттарас?..

Халиччен ялта Ленăна питĕ хăюллă, харсăр хĕр тесе шутлатчĕç, халĕ акă вăл хăйĕн телейне туртса илме пултарнă хĕр умĕнче. те сăмах чĕнеймест, тÿрĕ сăмаха та калама хăяймасть. Хăравçăлăх-и ку е икĕ питленни-и? Çук, вăл та, ку та мар, Салампие хур тăвас килмест унăн, сÿннĕ вута тепĕр хут чĕртес килмест. Валерий сывах таврăннă пулсан, тен, Лена çак пÿрте ура ярса пусас та çукчĕ пуль, акă халĕ ăна çакăнта килмесен урăх ниçта кайма çук пек, Салампирен лайăхрах тус тупаяс çук пек туйăнать. Çапах иккĕшин хушшинче тата тепĕр чăрмав пур. Лена ăна пĕлесшĕн мар тăрăшать, манма шутлать, анчах лешĕ канăç памасть. Акă çав канăçсăрлăх сăлтавĕ каллех чĕрене пăчăртать…

Пĕчĕк Валерик йынăшса вăранчĕ те çийĕнчи утиялне сирсе пăрахрĕ. Салампи ăна пуçĕнчен лăпкаса каллех çывăратса ячĕ.

“Кам ун ашшĕ? Валерий-и? Маруçсем каланă тăрăх, вĕсем иккĕшĕ хĕрĕх пиллĕкмĕш çул станцăра тĕл пулнă, пĕрле çĕр каçнă, теççĕ… Анчах ачи Валерий сăнлă мар. Тен, лешĕ, композиторĕ?..”

Халь ĕнтĕ кÿлешме сăлтавĕ те çук темелле, анчах мĕншĕн Ленăн чунĕ ыратать? Вилнĕ савнине те кÿлешме пулать-им? Валерипе Ленăна никам та савнисем вырăнне хуман, ахаль лайăх юлташсем, кÿршĕсем, тетчĕç. Валерий хăй те çаплах шутлатчĕ пулас. Анчах Ленăн хĕр ĕмĕрĕ пĕр уншăн кăна иртмерĕ-и? Салампипе Валерий пĕрле çÿремен пулин те, пĕр-пĕрин патне ачаран çырусем çырман пулин те, вĕсене пурте мăшăр тетчĕç! Мĕншĕн? Аçта-ха сăлтавĕ?

—Ашшĕ мĕнлескер, студентах-и? — сасартăк, хăй те сисмесĕрех персе ячĕ Лена.

—Ашшĕ, Прохоров Андрей Иванович, анчах эп ăна пĕлместĕп, курман — терĕ Салампи, айăпа кĕнĕ çын пек, кулас килмесĕр кулса. Çавăнтах сылтăм куç харшине вăта пÿрнипе хуллен сăтăрса илчĕ.

Лена куçĕсем чарăлса кайрĕç, вăл хăй мĕн илтнине те ĕненесшĕн пулмарĕ. Мĕнле? Амăшĕн ача ашшĕ камне те пĕлмелле мар-и?

Ун умĕнче шап-шурă тумлă хĕр ларать. Унăн пысăк кăвак куçĕсем тÿп-тÿрĕ пăхаççĕ, этем шухăш-кăмăлне витĕр курса тăраççĕ тейĕн. Анчах мĕнле-ха вăл хăйĕн ачин ашшĕ камне те пĕлмест?

Салампи Лена шухăшне тÿрех сисрĕ, сисрĕ те хĕрелсе кайрĕ.

—Ан айăпла мана,— терĕ вăл сасартăк.— Эсĕ тĕрĕссине пĕлместĕн-ха. Ман çинчен япăх шутлатăн пулас эсĕ, Лена?.. Пĕччен кăна тĕрĕслĕхе пĕлсе тăрасси питĕ йывăр. Ан айăпла… Ман вырăнта пулнă пулсан, тен, эсĕ те…

Халĕ Лена хĕрелсе кайрĕ, унăн куçĕнче хаяр хĕлхем ялкăшса илчĕ. Лена-и? Вăл хăй ачин ашшĕ камне те пĕлмĕччĕ-и?

—Валерик — ют ача мар, сан тăван ывăлу, тенĕ хыпар сарчĕç Маруçсем. Каçар, Салампи, эпĕ ĕненместĕп ку элеке, анчах ху мана ун пирки калама шутламанран иккĕлене пуçларăм.

—Ăнланатăп сана, Лена. Маруçсем темле усал ят та кăларĕç. Элекĕн чĕлпĕрĕ çук — таçта та çитет, тытса чараймăн. Анчах ан ĕнен эсĕ вĕсене… Валерик пирки яла килнĕ каçах урамра кăшкăрса çÿресчĕ-им манăн? Пĕлетĕн эсĕ, Лена, ман кăмăла: хам çинчен калаçма юратмастăп эпĕ… Манăн хуйхă пур, вăл ман кăмăла питĕ хуçрĕ…

Лена халĕ хăй ытла тÿрĕ чĕлхеллĕ пулнăшăн, Салампие тÿрккес сăмахпа кÿрентернĕшĕн именчĕ.

—Каçар мана, Салампи,— терĕ çеç вăл, тусĕ умĕнче ?йăплăн пăхса.

—Каласан — нумай калас пулать,— терĕ Салампи, ывăннă пек вăраххăн.— Атя, шалти пÿлĕме кĕрсе ларар, кунта аннепе Валерике вăратăпăр…

Шалти пÿлĕме кĕрсе ларсан, иккĕшĕ те пĕр хушă чĕнмерĕç. Унтан Салампи хуллен кăна пуçларĕ:

—Юрату — анне мар, ама çури пулчĕ маншăн… Итле…

…Çур çĕр тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, автансем иккĕмĕш хут авăтрĕç. Икĕ хĕр çаплах лараççĕ.

Салампи калать-калать те, тем аса илсе, шухăша каять, йывăррăн сывласа ярать, сылтăм куç харшине сăтăрса илет те каллех малалла калать.

Лена ним шарламасăр итлет, хушăран çеç куççулĕ витĕр йăлкăшса кулать е куçĕсене шур тутăрпа шăлкалать.

Салампи калать, хăй мĕн аса илнинчен нумайăшне калама ас тумасăр та ирттерçе ярать, анчах хăйĕн куçĕ умне пĕтĕм иртнĕ пурнăçĕ йĕрки-йĕркипе, тĕпĕ-йĕрĕпе тухса тăрать, тĕкĕр çинчи пек курăнать…

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

84.3 Чув 7

А 86

Салампи: повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1983.

Чăваш халăх писателĕ А.С. Артемьев творчествинче вăрçă тата мир теми паллă вырăн йышăнать. Çакна эпир кĕнекери «Ан авăн, шĕшкĕ», «Асран кайми тĕлпулусем», «Миршĕн» калавсене вуласа тухсан аван туйса илетпĕр. Салампипе Алмазов («Салампи» повесть), Нинăпа Актаев («Симĕс ылтăн» повесть) сăнарĕсем уйрăмах интереслĕ. Вĕсем вулакана таса чунлă пулма вĕрентеççĕ.

Тупмалли

  • Ан авăн, шĕшкĕ | Калав | 59 762
  • Асран кайми тĕлпулусем | Калав | 44 854
  • Симĕс ылтăн | Повесть | 253 019

Ēç планĕ

  1. Ум сăмах.      
  2. «Ачалăхăм, ачалăх…» (А.Артемьев ачалăхěпе çамрăклăхĕ).
  3. Çулăм витĕр çул вытать.
  4. Поэт юрăçă.
  5. А.Артемьев хайлавēнчи  автобиографилēх, хайлавсен прототипĕсем.
  6. Çемье гербĕн вăрттăнлăхĕ.
  7. А.Артемьев  — чĕлхе ăсти. Хайлавсенчи илемлĕх мелĕсем.
  8. Юлашкинчен калани.

Ум сăмах

Чăваш литературинче А.Артемьев çинчен çырнă критикăллă статьясем нумай мар. Çыравçăн илемлĕ тĕнчине, ун пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхне  тишкернĕ май эпĕ Г.Хлебников[1]1 И.Иванов[2]2, Г.Федоров[3]3 ĕçĕсем çине таянса ĕçлерĕм.   Мана уйрăмах  чăваш литератури анинче сумлă вырăна тивĕçнĕ çыравçă пурнăçĕ, пултарулăхĕн хăш-пĕр енĕ кăсăклантарать. Эпĕ хамăн пĕчĕк тĕпчев ĕçĕнче А.Артемьевăн вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăн çырнă хайлавĕсене тишкертĕм, сăмах ăсти  пултарулăхĕн  пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртма тăрăшрăм.

Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ:

А.Артемьев тĕрлĕ вăхăтра çырнă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртассипе çыхăннă.

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ:

А.Артемьев çырнă хайлавсен хăйнеевĕрлĕхĕ,  чĕлхен илемлĕх мелĕсем, чăваш прозине кÿнĕ çĕнĕлĕх, психологиллĕ детальсем.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-А.Артьемьевăн хайлавĕсене чĕлхе уйрăмлăхĕ тĕлĕшĕнчен тишкересси;

— ун пултарулăхĕн  пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси.

Тĕпчев ĕçĕн задачисем:

-А.Артемьевăн хайлавĕсемпе паллашасси;

-А.Артемьев хайлавĕсен чĕлхе уйрăмлăхне тишкересси.

А.С.Артемьев. Илемлĕ чăваш литературин тÿпинчи çут çăлтăр. Çак ята илтмен-туман çын çук пулĕ тетĕп. Чăваш сăмахĕн чăн ăсти, халăх çыравçи хайланă сăвă-юрă паян пиншер çын кăмăлне хавхалантарать, вăл ăсталанă роман-повесть, калав пиншер çын кăмăлне савăнтарать, çамрăка-ватта хĕпĕртеттерет. «Çул юппинчи çÿллĕ вырăн пек туйăнать мана пирĕн литературăра чăваш халăх писателĕн А.Артемьевăн прози. Унăн витĕмлĕ произведенийĕсене вуласан, тăван халăхăн ĕмĕртен пыракан чи илемлĕ юррисем, тĕррисем, сăнарĕсем аса килеççĕ…»,- тесе хаклать Г.Хлебников тишкерÿçĕ[4]1. Сăмах асапĕ мĕнле йывăррипе кансĕррине кашни çыравçă пĕлет. «Искусствăра пинтен пĕри кăна чăн-чăн пысăк талант пулать»,- тесе çирĕплетет А.Артемьев.

Пулас çыравçă çуралса ÿснĕ ял ытти чăваш ялĕнчен нимпе те уйрăлса тăман. Çапах та кирек камшăн та çуралнă вырăн нимрен те паха та илемлĕ,унран хакли урăх çук. «Хамăр енĕмĕре, çуралнă кĕтесĕмĕре эпĕ пĕтĕм чун-чĕререн саватăп, мĕншĕн  тесен кăвапам унпа çыхăннă», — çапла ăшшăн аса илнĕ А.Артемьев Элĕк енри Тури Выл ялĕ çинчен. Хăйĕн пĕр сăввинче те çавнах калать çыравçă.

«Эп пултăм таçти çĕр-шывра та,

Çитмен çĕр ниçта хăварман.

Çуралнă çĕр-шывăм, нихçан та

Каймарăн эс ман асăмран».

Аван вĕренсе пырать Сантăр, уйрăмах литературăпа тăван чĕлхе, юрă урокĕсене кăмăллать. Тăваттăмĕш класрах Сантăр сăвăсем çырса пăхать, вĕсем темиçе тетрадь пухăннă. Хăшĕсене вăрттăн хушамат лартса Атрей тесе алă пуснă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, Сантăр ашшĕ вилсе каять, çурма тăлăха юлать. Ялти шкултан вĕренсе тухать те Артемьев Штанаша çÿреме пуçлать. Çакăнта вĕреннĕ чухне çырас туртăм тата вăйланать. 17 çула çитиччен вăл 234 сăвă, 3 поэма, 2 повесть çырать.

Пур япалана та ěç çынни куçĕпе курма хăнăхнăскер, Артемьев халăх пурнăçне сăнать, унăн сĕтеклĕ те çивĕч чĕлхине, юрри-юмахне ăша хывать, ваттисен сăмахĕсене пухса пырать. Литература тÿпинелле талпăнма тытăннă каччăн çуначĕсене хаяр вăрçă амантать. Çыравçăн малашнехи кун-çулĕ юрăри пек, çăлтăр витĕр мар, çулăм витĕр выртать. 1942 çулхи кĕркунне Артемьевпа пĕр çулхисен салтак ячĕ тухать. Часах хаяр çапăçусене хутшăнать. Ăçта кăна çитермест пулĕ ăна хаяр вăрçă! Курск пĕкки, Львов, Хĕвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури… Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçĕ хутчен аманать. Вăрçă пĕтсен те киле час таврăнаймасть-ха: вĕри Гоби пушхирĕ урлă каçса Япони самурайĕсемпе çапăçать. Китайпа Корейăра службăра тăрать. А.Артемьев фронтра та сăвăсем çырма пăрахман. Тăван çĕр-шывăн виçесĕр хурлăхĕ, амăшĕн  тертлĕ кун-çулĕ, совет салтакĕн паттăрлăхĕ  пăлхантарать çыравçа.1947 çулта Артемьев тинех Тăван çĕр-шыва таврăнать.  

     Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ Сантăрăн ача чухнех палăрнă, ашшĕ пек юрлама юратнă. Вуннăра чухнех вăл тăмра, хуткупăс калама вěреннě, вěсемпе тěрлě юрă-кěвě шăрантарнă. Сантăра кармунь лайăх калать тесе ялти вăйă-улахсене те чěннě, таврари паллă купăсçă шутланнă.  Вун пиллěкре вăл сěрме купăс та чиперех каланă, нотăсăрах пěр-пěр кěвве аванах выляса панă. «Артемьев чаплă музыкçă пулатчě-и, тен…»,- çапла çырать чăвашсен паллă критикě Ип. Иванов. Сĕрме купăс каласа çарти пысăк концертсене хутшăннă. Композиторсем унăн сăввисем тăрăх юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕр-шыв», «Салампи юрри» тата ыт. те. Анисим Асламас  «Салампи»повесть тăрăх «Салампи» ятлă опера çырнă.

  «Илемлě проза ăсти», — тесе хаклать ăна Ип.Иванов тишкерÿçě. А.Артемьев çамрăкла сăвăсем те чылаях çырнă. Çапах унăн таланчě прозăра пуринчен те вăйлăрах палăрать. Нумай-нумай чăваш унăн «Салампи», «Симěс ылтăн», «Алтăр çăлтăр», «Çăкăр хакě», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти хайлавěсене халăх юратса вулать, унти ырă та пархатарлă сăнарсем пек пулма тăрăшать. Хăйěн хайлавěсенче çыравçă чăваш халăхěн чи кирлě те пысăк ыйтăвěсене, пурне те хумхантаракан темăсене çутатать. Произведенири геройсем мěн тÿссе ирттернине, мěн ěмěтленсе пурăннине писатель хумханмалла çырса кăтартать.Ахальтен мар писателе М.Горький этем чунěн инженерě тенě. Артемьев кěнекисенче çын чунě-чěри тарăннăн палăрать. Вăрçăра пулнă çын шухăш-кăмăлне те вăл тěплě пěлет, мěншěн тесен фронтра хăй пулса курнă, çавăнпах тěрěс те ěненмелле çырса панă. Акă «Шурă çÿçлě хěр» повеçри хěр связистка çапăçу вăхăтěнче хăйне мěнле тытнине автор çапла кăтартать: «Тулта халăхпа пěрле пěрре те хăрамалла мар пек, анчах землянкăра пěр-пěччен  юлма ытла та хăрушă. Ак килсе кěреççě, ак мана чěрěллех ярса илеççě тесе чěтресе ларатăп»[5]1. Фронтри ěçсем çинчен çырнă кăна мар, ытти япаласем çинчен каланă çěрте те Артемьев чăнлăха, пурнăçа мала хурать. Ахальтен мар ěнтě унăн геройěсем чыса çамрăкран упрамаллине, тěрěслěх, ырă ят яланах çěнтерессе çирěп шанаççě.

  А.Артемьев пěтěм чěре ăшшине панă, пуçра капланнă чи кирлě те çутă шухăш-ěмěтне каланă хайлав – «Салампи» повесть. Вăл авторăн чун-чěринчен шăранса тухнă, хăйěн чи таса туйăмěсене çырса панă произведени. «Салампи» повеçре автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. «Ку писателěн пысăк çитěнěвě»,- çапла хак парать Г.Ефимов поэт. «Салампие» Мускавра вырăсла С.Трегуб куçарнă. В. Н. Яковлев режиссер повесть тăрăх пьеса çырса К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче лартнă. Салампи рольне Чăваш халăх артистки  Иванова Валентина Аркадьевна вылянă.

   А.Артемьевăн пěтěм çамрăклăхě вăрçă умěнхи лăпкă мар пурнăçпа, унтан хаяр вăрçăпа уйрăлми çыхăннă, ÿссе çитěннě тапхăрě юнлă çапăçусенче иртнě. Çавсем унăн ăс-пуçěнче нихçан çухалми тарăн йěр хăварнă. Ăçта кăна илсе çитермест пулě ăна хаяр вăрçă çулě! Курск пěкки, Львов, Хěвелтухăç Прусси, Монголи, Маньчжури…Çамрăк пулеметчик, унтан связист, вăл виçě хутчен аманать. Пěррехинче вăл йывăр аманса Киров облаçěнчи госпитале лекет. Сантăр чылай вăхăт хушши киле çыру яраймасть. Амăшě çав вăхăтра ывăлě вилни çинчен çыру илет. Тěне ěненекенскер, ывăлне чиркÿре асăнтарать. Анчах Сантăр госпитальтен сывалса таврăнать. Çěрле пырса кěрет вăл тăван килне. Амăшě ěненменнипе умне лампа тытса çутатса пăхать. Çыравçă хайлавěсене тишкернě май вăрçă темипе çырнă кашни произведенийěнче тенě пекех автобиографилěх асăрхама пулать. «Юлашки юрă» повеçри Алмазов сержант связист сăнарě авторăннипе пěрешкел паллăсем чылай: вăл музыкăна юратать, вěреннě çертенех фронта тухса каять, нимěç фашисчěсемпе çапăçать, Унтан Инçет Хěвелтухăçне пырса тухать. Ку çынна Артемьев хăй мěн тÿссе ирттернине,унпа пěрлех хăйěн шухăш-ěмěчěсене те панăн туйăнать. Чăвашран вунă пин çухрăм аякра, Монголи хирěнче, ăнсăртран тěл пулнă виçě чăваш, хушăран «Вěлле хурчě ылтăн хурт», «Ан авăн,шěшкě», ытти чăвш юрисене шăрантараççě, чунěсене кăштах кантараççě.

   Китайпа Корейăра çар службинче тăнă çулсене «Пěчěк Лийăн пысăк савăнăçě» пěрремěш калавěнче куратпăр.1950 çулта А.Артемьев хăй мěн тÿссе курнине тěпе хурса «Ан авăн, шěшкě» кěнекине кăларать.  

   «Симĕс ылтăн» повесть чǎннипех талантлǎ, тēлēнмелле ǎста çырнǎ хайлав. Повеçри сǎнарсем — Тури Выл тǎрǎхēнчи чǎн пурнǎçран шǎтса тухнǎ сǎнарсем. «Симĕс ылтăн» хайлаври Урхи мучи акă çыравçăн ашшĕпе пĕр тăванĕ пулни паллă. Вăл ялти чаплă хурт-хăмăр ăсти пулнă.

   А.Артемьев хайлавěсене вуласа тишкернě май, çыравçăн çемье гербě пуррине, вăл мěне пěлтернипе кăсăклантăм. Çав тери ăслă та ěçчен, пуян кăмăллă çынсем пулнă вěсен ăратти: çар ěçěнче чылай хушă тăнă çынсем, çěр ěçченěсем – тыр-пул çитěнтерекенсем,  «симěс ылтăн» — хăмла – ÿстерекенсем, чěлхе , юрă-ташă ăстисем. Ахальтен мар А.Артемьев хайлавěсенче çак сăнарсем тěп вырăн йышăнаççě. Герб çинчи сас паллисем те ахальтен мар иккен: пěрремěшěнчен, вăл çыравçăн хушамачěпе ячě (тăванěсенчен нумайăшěнне асăрхама пулать), иккěмěшěнчен, çыравçă произведенийěсем, хайлавěсенчи чылай сăнар алфавитри малтанхи сас паллинчен пуçланнине асăрхарăм.

   «Мĕнле жанрпа çырсан та, писатель чĕлхи таса, пуян, сĕткенлĕ. Вăл темле илемлĕ кĕвве ĕнернĕ пек шăранса, юхса пырать. Мĕн чухлĕ тата ваттисен сăмахĕ, каларăшĕ, илемлĕ те ăслă сăмах çаврăнăшĕ унта! Чăннипех те А.Артемьев – чĕлхе ăсти. Ахальтен мар ăна «прозăри поэт» теççĕ», — тет унăн ентешě Г.Хлебников критик куçěпе хакласа. Хăйěн калавěсемпе новеллисен-че, повеçěсемпе романěсенче тăван чěлхен иксěлми пуянлăхěпе усă курни, халăх упраса хăварнă сăмах çÿпçин паха çимěçне вулакан умне  кăларни чи кирли тесе шутлатăп. А.Артемьев чěлхен илемлě мелěсемпе: ваттисен сăмахěсемпе, каларăшсемпе, сăнавсемпе, ансăр тата анлă танлаштарусемпе, метафорăсемпе час-часах усă курать. Çакă, ман шутпа, авторăн тата произведенири сăнарсен чěлхи-калаçăвне нумай пуянлатать. «Тăлăхăн хырăмĕ пысăк»,  «Кайăк вĕçсе çитмен çĕре салтак çитсе курать», «Каскаламасăр  калăп та пулмасть», «Çамрăклăх мăн çулпа килет, вак çулпа иртсе каять»,«Хантарăн алли шап-шурă»,  «Шыва путакан улăм пĕрчинчен те тытма хавас». Асăннă тěслěхсене писатель чылайăшне хăй шухăшласа кăларнă, çырнă хыççăн  çунатлă сăмахсем пулса кайнă тесе калать Н.Р.Романов, «Ваттисен сăмахěсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем» кěнеке авторě . Чăнах та, Артемьев каланă сăмах çаврăнăшě кěскерех те витерÿллěрех, ас туса юлма та çăмăл.

   А.Артемьев — çутă романтик, метафорăсене кăмăллакан лирик. Çын чун пăлханăвне кăтартма час-часах анлă метафорăсем те илет. Анлă метафорăсем хайлавсене пур енчен те шăнăрласа сěткен параççě. Акă «Салампи» повеçри Юрату юрри — анлă метафора. Юрă сăнарě кунта туратланса, тарăнланса пырать. Ахальтен мар хайлав юрă сăнарĕпе вĕçленет. «Çак вăхăтра вĕсене иккĕшне те пĕтĕм çут çанталăк юрату юрри шăрантарнăн туйăнчĕ»[6]1.

   Писатель танлаштарусемпе те çав тери пĕлсе усă курать. «Чул кĕлетке пек хытса ларнă», «Такам Ленăна шывпа сапнăн туйăнчĕ»  «Маруç, йывăр лав пек, хускалчĕ»,  «Атăл хăви пек»,  «Пÿлĕме качака путекки пек сиккелесе кĕчĕ»,  «Сасси унăн куккукăнни пек янравлă», кун пек тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ Артемьев кĕнекисенче.  Акă «Симĕс ылтăн» повеçре Артемьев ансат е кăткăс танлаштарусемпе усă курать. Тăшман танкĕн гусеници салтака сĕвĕнсе ÿкнĕ çĕлен тирĕ пек курăнать, танкĕсем ирсĕррĕн йăраланса килекен пысăк тимĕр шапасем пек туйăнаççĕ.Сталинград хулинче ялкăшакан пушар ăна ахăр самана, вутлă тамăка аса илтерет.  

   Лирикăллă çаврăмсем, шалти монолог, психологиллĕ детальсем, вырăнти диалект – акă Артемьев сăмахě. Хайлавсенче çак детальсемпе усă курни унăн йĕритавралăха сăнарлă та илемлĕн курас туйăмĕ пысăккине кăтартать.  «Салампири» психологиллĕ детальсем çынсен шалти туйăмĕсене ăнланма пулăшаççĕ, хăш-пĕрисем уйрăм персонажсен яланхи е çумри паллисем пулса каяççĕ (йĕлтĕр йĕрĕ, пĕччен улмуççи, кĕрхи шăнасем, урана сырăнакан йыт пырши, Автан çырми, сар мăйăр, шăтăклă шăрçа, сывалман сурансем…).

   Пуринчен ытларах Артемьевăн хăйнеевĕрлĕхĕ чăваш прозинче çĕнĕ темăсем хускатнинче,  унччен пулман геройсене çырса кăтартнинче, вĕсене хăйне майлă, никам та мар пек çырса кăтартнинче, чăн чăвашла чĕлхепе çырма пĕлнинче,  малалла туртăнакан, унчченхи традицисене çĕнетсе пынинче палăрать. Çыравçă чăваш прозине психологизм мелне (çын хăйне мĕнле хакланине, чун-чĕринчи туйăмне ăнланма тăрăшнине, чун пăлханăвне, сăн-питне çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем урлă уçса пани) ăнăçлă кĕртсе пыракансенчен пĕри пулнă. Чăваш прозине  çĕнĕ те хăйне евĕрлĕ мелсемпе пуянлатни, халиччен курман сăнарсем уçса пани – писателĕн пысăк ÿсĕмĕ.

   Артемьев стильне пăхсан, чи малтанах унăн пуян та анлă, илемлĕ те сăнарлă чĕлхине курма пулать. Çав чĕлхе нумай çулсем хушши аталанса пынă, вăл халăх чĕлхин, илемлĕ литературăн сиплĕ сĕткенне пухса вăй илнĕ, хитреленнĕ. Сăмах асапне вăл тĕплĕн пĕлсе çитнĕ.

   А.Артемьева эпир çыравçă, ăста музыкант, тăлмач, куçаруçă тетпĕр. Мĕнле майпа пĕр çыннăн пултарулăхĕ çавнашкал нумай енлĕ пулма пултарать-ха? «Çыравçă çамрăклăхĕ тăван халăх хускалнă, чĕрĕлнĕ вăхăтпа пĕр килнĕ. Шăп çав самана улăпла çынсем çуратнă, чун-чĕре тĕлĕшĕпе пуян та пултаруллă характер çитĕнтернĕ»,- тесе çирĕплетет Г.Хлебников.[7]1 

   Пултарулăха аталантарас тесен литература классикĕсен хайлавĕсене нумай вуламаллине çамрăк чухнех лайăх ăнланнă. Л.Толстой, И.Тургенев, М.Горький, М.Шолохов, Ф.Шиллер, В.Скотт произведенийĕсене антăхса кайса вулать, хăйпе пĕрешкел шухăш-кăмăл тупать. Халĕ те тĕлĕнмелле: шкулта вĕреннĕ чухнех А.Артемьев вырăс чĕлхине произведени куçармалăх та пĕлнĕ. Вăрçăчченех вăл вырăсларан (хăш чухне тÿрех нимĕçлерен те) нумай произведени куçарса пăхать: Гейне, Шиллер, Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Фет сăввисем, балладисем, романсĕсем, вырăс халăх юррисем унăн куçарăвĕнче самаях кĕвĕллĕн шăранса пыраççĕ. Пысăк калăпăшлă произведенисене те – И.Тургеневăн «Пирвайхи юратăвне», Б.Полевойăн «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçне», А.Герценăн «Пулни-иртни тата шухăшсем» роман хроникин, И.Гончаровăн «Обломов», Л.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романĕсен сыпăкĕсене куçарнă. Нимĕç чĕлхине шкулта та лайăх вĕреннĕскер, çак чĕлхе ăна фронтра та питĕ кирлĕ пулать, тăлмачă пулса  ĕçлет.

Хыç сăмах

   А.Артемьев чăваш литературинче чи пултаруллă çыравçăсенчен пĕри шутланать, ахальтен мар ăна чăваш халăх писателĕ ятне панă. Хуть те хăш хайлавне пăхсан та пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: илемлĕ çырать, унăн чĕлхи пуян, сăнарĕсем витĕмлĕ. Хăшĕсем ăна прозаик лирик, теприсем прозăри поэт тесе хаклаççĕ. Апла та, капла та тĕрĕс, мĕншĕн тесен чăваш прознче А.Артемьев пек хитре те ăста çыракансем çукпа пĕрех. Маншăн вара халăх çыравçи чĕлхе асамçи пек туйăнать. Хуть те мĕнле жанрпа çырсан та, çыравçă чĕлхи таса, пуян, сĕткенлĕ. Сăмахĕсем темле илемлĕ кĕвве куçса шăранса, юхса пырать. Чăннипех те А.Артемьев – чĕлхе ăсти.

Усă курнă литература

1. Григорьев, Н. Проза ăстин вилĕмсĕр  шухăшĕсем // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Николай Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 205–212.

2. Степанова, Н. И. А. С. Артемьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне шкулта вĕрентес мелсемпе меслетсем / Н И. Степанова // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 1999. – С. 41–45.

3. Теветкел, Н. Пăшалпа та, перопа та / Н. Теветкел // Хыпар.– 2000. – 6 çул.

4. Хлебников–Шанар, Г. Çутă талант / Г. Хлебников–Шанар // Артемьев, А. Суйласа илнисем / А. Артемьев. – Шупашкар, 1986. – Т.1. – С. 5–18.

5. Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.

6. Иванов И.И. Чăваш халăх писателě А.С.Артемьев. Пурнăçěпе пултарулăхě. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.

7. Федоров Г. И.Чувашская литература(1945-1985): Уч. пособие.   Чебоксары: Изд-воЧуваш. ун-та,2004.

8. Артемьев А.С. Суйласа илнисем.1 том. Шупашкар, 1986

9. Артемьев А.С. Суйласа илнисем. Шупашкар, 1986, 2 том.

                                       Тупмалли        

  1. Ēç планĕ……………………………………………………..       1 с.                    
  2. Ум сăмах………………………………………………….      2 -3 с.
  3. Тĕп пай……………………………………………………      4 — 8 с.
  4. Хыç сăмах…………………………………………………       9 с.
  5. Усă курнă литература……………………………………       10 с.

Комсомольски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ

«Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ

Чăваш чĕлхипе литература секцийĕ

Чĕлхе асамçи

(А. Артемьев пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕ)

                                                           Ēçе пурнăçлаканĕ: 11класра вĕренекен

                                                                                                  Иьина Светлана

                                                           Тĕпчев ĕçне ертсе пыраканĕ: Ефимова В.С.,                  

                                                            чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ


[1]1 Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.

2Иванов И.И. Чăваш халăх писателě А.С.Артемьев. Пурнăçěпе пултарулăхě. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981.

3Федоров Г. И.Чувашская литература(1945-1985):Уч.пособие.Чебоксары:Изд-воЧуваш.ун-та,2004.

[4]1 Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981,69 стр.

[5]1 Артемьев А.С. Суйласа илнисем. Шупашкар, 1986, 2 том, 348 стр.

[6]1 Артемьев А.С. Суйласа илнисем.1 том. Шупашкар, 1986, 134 стр.

[7]1 Хлебников Г.Я. Пултарулăх тěшши: Статьясем. – Шупашкар: Чăв.кěн.изд-ви, 1981,17 стр.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Сочинение саба меседо
  • Сочинение саас кэлиитэ
  • Сочинение с эпитетами про зиму
  • Сочинение с элементами фантастики
  • Сочинение свинья под дубом

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии