Манан анне сочинение на чувашском языке

Манăн анне

Анне … Ҫак сăмах кашни ҫынра ăшă туйăм ҫуратать. Вăл пире пурнăҫ парнеленĕ, ҫут тĕнчепе паллаштарнă. Унăн чĕре ăшши пире пурнăҫ тăршшĕпе вăй-хал парса тăрать. Чи йывăр самантсенче эпир аннен хӳттине шыратпăр. Вăл пире кирлĕ сăмахсем тупса лăплантарма тăрăшать, телей туйăмне парнелет. Анне пирĕн пурнăҫа хĕвелпе пĕр тан ҫутă, илем, ăшă кĕртет. Анне пуррисем ҫак ҫутă тĕнчере чи телейлисем.

Ăраскаллă ҫынсен шутне эпĕ те кĕретĕп, мĕншĕн тесен манăн хаклă та юратнă ҫыннăм — анне — пур. Эпĕ ăна ҫутă хĕвелпе танлаштаратăп, ахальтен мар пуль, ячĕ те унăн – Светлана. Вăл мана кăна мар, ҫывăхри пур ҫынна та хăйĕн ҫутă ăшшипе савăнтарма пултарать. Мĕн пĕчĕкрен вăл вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.

Анне каланă тăрăх, вăл ача чухнех питĕ вулама юратнă, час-часах библиотека еннелле ҫула такăрлатнă. Вĕрентекен пулас ĕмĕт ăна Ҫтерлĕри педагогика институтне илсе ҫитернĕ. Ăнăҫлă вĕренсе пĕтернĕ хыҫҫăн анне 2001 ҫулта Тинĕскӳлти вăтам шкулта ĕҫлеме пуҫланă. Паянхи кунччен вăл ҫак шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса ĕҫлет. Чун-чĕре ăшшине мана кăна мар, ытти ачасене те парнелет. Анне вĕрентекесене тĕрлĕ чĕлхене юратма пулăшать, вырăс литературин асамлă тĕнчипе паллаштарать. Вăл кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Сăмах май каласан, унăн амăшĕ, манăн кукамай – Анастасия Александровна – хĕрĕх ҫула яхăн шкулта вăй хунă, кĕҫĕн класри ачасене вулама, ҫырма вĕрентнĕ, ырă та тÿрĕ кăмăллă ҫынсем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă.

Юратнă аннен пурнăҫĕнче ҫемье питĕ пысăк вырăн йышăнать. 2004 ҫулта вăл ялти Станислав ятлă каччăпа ҫемье ҫавăрнă. Аттепе анне пĕрлешсенех пысăк та илемлĕ ҫурт лартнă. Пирĕн çемьере, мансăр пуҫне, Артур ятлă шăллăм та ӳсет. Пирĕн анне – кил ăшши. Вăл пире тутлă апатпа сăйлама юратать, хăнасене уҫă кăмăлпа кĕтсе илет. Ачисем вăйлă, хастар, ҫирĕп сывлăхлă ӳсчĕр тесе пире спортпа туслашма сĕнет. Эпир пĕрремĕш утăм тунишĕн вăл, паллах, чунтан савăннă, кашни пĕчĕк ҫитĕнӳшĕн хĕпĕртенĕ. Тăхăмĕсем кунран кун ăслăрах та пултаруллăрах ӳсчĕр тесе тăрăшнă. Шкул ҫулне ҫитсен те ăслă-тăнлă ҫын пулччăр тесе пĕтĕм вăй-халне хурать.

Аннеҫĕм илеме туйма пĕлекен ҫын. Шкулта сăнарлă чĕлхене туйма вĕрентнисĕр пуҫне, юрра-кĕвве те питĕ ăста. Хăй шкулта вĕреннĕ чухнех ялти культура ҫуртĕнчи ансамбльте балалайкăпа каланă. Халĕ шкулти пултарулăх ушкăнне хутшăнса, илемлĕ юрăсене шăрантарса районти вĕрентекенсен хушшинчи «Битва хоров» ятлă ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухнă. Ҫапла вăл манăн анне – тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ҫын. Эпĕ унпа чăннипе те савăнма та, мăнаҫланма та пултаратăп…

Анне – пуриншӗн те чи хаклӑ та çывӑх çын.

Анне – пуриншӗн те чи хаклӑ та çывӑх çын. Ун çинчен композиторсем нумай  юрӑ кӗвӗленӗ, поэтсемпе писательсем сӑвӑ-калав  çырнӑ. Паян пирӗн Аслӑ Аксури 3 класра вӗренекен ачасем те хайсен амăшӗсем çинчен çырнӑ  пӗчӗк калавӗсемпе паллаштараççӗ.

                                                  Алёна Осипова, вӗрентекен.

Манӑн юратнӑ анне

Çӗр çинче чи хаклӑ çын вӑл – анне.  Манӑн аннене Галя тесе чӗнеççӗ.  Вӑл Кӗçӗн Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ.  Аттепе иккӗшӗ çемье çавӑрнӑранпа  Аслӑ Аксу ялӗнче  пурӑнаççӗ. Вӑл халь килти хуçалӑхра вӑй хурать, тутлӑ апат пӗçерсе çитерет, пушӑ вӑхӑтра чӑлха-алсиш çыхать. Манӑн анне питӗ ӗçчен те тирпейлӗ.  Вӑл пире, аппасене, мана, хӑйӗн пек пулма вӗрентет. Анне   уроксем тума  ялан пулӑшать. Эпир те ӑна ырӑпа тавӑратпӑр, шкулта  лайӑх вӗренсе савӑнтаратпӑр. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, хисеплетӗп. Хаклӑ  çыннӑма Анне  кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ыр кун-çул сунатӑп.

             Фёдор Унисков.

Хаклӑ çын

Маншӑн чи хаклӑ та çывӑх çын – анне. Манӑн анне Надя ятлӑ. Вӑл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Анне  бухгалтера вӗренсе тухнӑ. Ун хыççӑн Хулаçырми ялӗнче, Аслӑ Аксу ялӗнче бухгалтер пулса ӗçленӗ.  Аттепе пӗрлешнӗренпе Аслӑ Аксу ялӗнче пурӑнать. Вӑл ӗçсӗр ларма юратмасть.  Росгосстрахра агент та пулса ӗçлерӗ. Хальхи вӑхӑтра, кӗçӗн йӑмӑк çуралнӑранпа, килти хуçалӑхра тӑрмашать. Вӑл тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерет,  пире уявсенче пӗрмай тутлӑ тортпа хӑналать. Аннеçӗм пирӗншӗн тӑрӑшать, çунать, хуйхӑрать, савӑнать, пире пурнӑçӑн тӗрӗс çулӗпе утма, ырӑ çын пулма вӗрентет. Эпӗ аннене шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп.  Ăна питӗ юрататӑп. Хаклӑ çыннӑм, уяв ячӗпе ырлӑх, сывлӑх сунатӑп.

Ирина Катина.

Аннеçӗм!

Аннеçӗм – çурт ӑшши, пурнӑç илемӗ, пурнӑç тӗрекӗ. Манӑн аннене Марина тесе чӗнеççӗ. Вӑл Кивӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ÿснӗ. Анне  ял пурнӑçне  питӗ юратнӑ, çавӑнпа ялта çемье çавӑрса тӗпленнӗ те. Вӑл шкулта повар пулса ӗçлет, ачасене тутлӑ апат пӗçерсе çитерет.  Килте те вӑл пӗрре те ӗçсӗр лармасть: апат пӗçерет, япала çӑвать, выльӑх пӑхать, пӳрт-çурта тирпейлӗ тытать. Унӑн ӗçӗ питӗ нумай-çке, çавӑнпа эпир пиччепе ӑна пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Куншӑн вӑл  савӑнать, пире ыталаса чуптӑвать. Анне пире лайӑх çын пулма сунать. Эпир ӑна, ачисем, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ырӑ кун-çул сунатпӑр.

Полина Молгачева.

Ырӑ çын

Чи ырӑ çын вӑл – анне. Манӑн анне Наташа ятлӑ. Вӑл Чӑваш Паснапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аттепе анне  çемье çавӑрнӑранпа Аслӑ Аксура пурӑнаççӗ.  Анне фермӑра ӗçлет. Вӑл килте   тӗрлӗ апат-çимӗç пӗçерме кӑмӑллать, выльӑхсене пӑхать, япала çӑвать.    Анне пирӗншӗн ялан тӑрӑшать,  пире ырӑ çын пулма вӗрентет. Вӑл пирӗн çитӗнÿсемшӗн хӗпӗртет. Эпӗ те  аннене савӑнтаратӑп,  килте ӑна ялан пулӑшатӑп. Юратнӑ аннене уяв ячӗпе ырӑ кун-çул сунатӑп.

 Ефремова Снежана.

Çемçе чунлӑ çын 

Аннеçӗм, эсӗ – хӗвел çути, пире хӑвӑн ырӑ куллупа çутататӑн та, ӑшӑтатӑн та. Манӑн аннене Люся тесе чӗнеççӗ. Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван яла  юратнӑ, çавӑнпа çакӑнта çемье çавӑрса пурӑнать  те. Анне  росгосстрахра агент пулса ӗçлет. Киле таврӑнсан та вӑл пӗрре те ахаль лармасть. Ăна пӗччен килте ӗлкӗрме йывӑр-çке… Эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп, çавӑнпа  пулӑшма тӑрӑшатӑп. Куншӑн вӑл   савӑнать, мана хӑй çумне ӑшшӑн çупӑрлать. Унӑн чунӗ çав тери çемçе-çке! Анне мана шкулта  лайӑх вӗренме хушать. Эпир ӑна, икӗ ачи, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.

Владислав Петров.

Юратнӑ çын

Манӑн аннене Лариса тесе чӗнеççӗ.  Вӑл Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен  Ульяновск хулинче  ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. Унтан  хӑйӗн профессийӗпе фабрикӑра ӗçленӗ, шкул ачисем валли формӑсем çӗленӗ. Аттепе иккӗшӗ çемье çавӑрнӑранпа  Аслӑ Аксу ялӗнче  пурӑнаççӗ. Вӑл халь килти хуçалӑхра вӑй хурать. Манӑн анне питӗ ӗçчен. Вӑл пире тутлӑ апат пӗçерсе çитерет, мана уроксем тума пулӑшать, юмахсем вуласа парать.  Аннене хам та пулӑшма тӑрӑшатӑп, выльӑхсене апат паратӑп, хӗлле юр тӑкатӑп, çулла пахчара ӗçлетӗп. Эпӗ ӑна юрататӑп, хисеплетӗп.  Юратнӑ çыннӑма Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх сунатӑп.

Егор Искендеров.

Тӑван анне

Манӑн анне Анжелика ятлӑ. Вӑл Чӑваш Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аслӑ Аксу ялӗнче  çемье çавӑрса пурӑнать. Вӑл  халь килти хуçалӑхра  вӑй хурать. Анне ӗçсӗр ларма пултараймасть. Мана та хӑйпе пӗрле ӗçлеттерет, уроксем тума пулӑшать. Вӑл мана ӗç çынна илем  кӳрет тесе ӑнлантарать.   Анне мана шкулта  лайӑх тӑрӑшса вӗренме хушать. Эпӗ ӑна сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.

Николай Мускатинов.

Манӑн  анне

Çӗр çинче чи çывӑх çын вӑл – анне.  Манӑн аннене Оля тесе чӗнеççӗ.  Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Ульяновск хулинчи педуниверситетра  аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыççӑн яла таврӑннӑ, халӗ агрофирмӑра секретарь пулса ӗçлет.

Эпир аннепе туслӑ пурӑнатпӑр, килти ӗçсене килӗштерсе пурнӑçлатпӑр. Çулла çырлана, кӑмпана çӳретпӗр, утӑ пуçтаратпӑр, пахча çимӗç шӑваратпӑр, çум çумлатпӑр, хӗлле юр тӑкатпӑр.

Çуллахи каникулта хуласене экскурсие каятпӑр. Кӑçал эпир Хусан хулинчи   Кремльте, зоопаркра пултӑмӑр. Эх, епле хитре пирӗн тӗп хуламӑр!

 Анне мана  уроксем тума  ялан пулӑшать. Эпӗ те ӑна ырӑпа тавӑратӑп, шкулта  лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп. Хаклӑ та юратнӑ çыннӑма Анне кунӗ ячӗпе саламлатӑп, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.

Илья Карпов.

Ырӑ чунлӑ аннеçӗм

 Маншӑн чи юратнӑ çын – анне. Манӑн  анне Нина ятлӑ.  Вӑл Аслӑ Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра аслӑ пӗлÿ илнӗ. Ун хыççӑн яла таврӑннӑ, халӗ шкулта воспитани парас енӗпе директор çумӗ тата вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗçлет. Унӑн ӗçӗ питӗ нумай. Вӑл пӗрре те пушанаймасть. Анне хӑйӗн ӗçне юратать, ӑна ачасем те хисеплеççӗ. Эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп, çавӑнпа  килти хуçалӑхра  пулӑшатӑп: урай шӑлатӑп, чашӑк-тирӗк çӑватӑп, выльӑхсене апат паратӑп. Куншӑн аннеçӗм  питӗ савӑнать, мана хӑй çумне ӑшшӑн çупӑрлать, ыталаса чуп тӑвать. 

Анне ӗçрен таврӑнсан тутлӑ апат пӗçерсе парать, мана килти ӗçсем тума пулӑшать. Эпӗ ӑна шкулта лайӑх вӗренсе савӑнтаратӑп. Юратнӑ аннене уяв ячӗпе çирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-çул сунатӑп.

 Петр Ларионов.


К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Министерство образования и молодёжной политики Чувашской Республики

Республиканский конкурс творческих работ учащихся

«Сердце матери»

        СОЧИНЕНИ ТЕМИ:

«КАШНИ СĂМАХĔ САН ПИРКИ»

                                                             Автор: ученица 7В класса

                                                                                 МОУ «Красночетайская СОШ»

                                                                                 Красночетайского района ЧР

                                                                                 Патьяновой Анжелики

                                                                                 Руководительница: учительница чу-

                                                                                 вашского языка Васильева М.Н.

Красные Четаи – 2009

                                                     Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.

                                                              Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.

                                                                                                               А. Воробьёв.

      Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран  чи çепĕççи  те чуна çывăххи çук пулĕ тесе шухăшлатăп.  Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленннине, мĕншĕн куляннине, савăннине, санăн мĕн ыратнине – пĕтĕмпех пĕлет анне. Вăл сана хăй кăкăрĕн сипетлĕ сĕчĕпе тĕрек панă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă, малтанхи сăмахсем калама вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Сана пĕрремĕш кĕнеке вуласа панă, пĕрремĕш юмах каласа кăсăклантарнă, пĕрремĕш сăпка юрри  юрласа çывăратнă.

      Анне яланах санпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать.  Ўссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.

      Манăн та Çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Нина ятлă.  Юратнă аннене манăн  çут çанталăкăн çурхи вăхăчĕпе танлаштарас килет. Пётр Афанасьев поэт калашле,

                                       Çуркуннепе анне сăнарĕ

                                       Мана пĕр евĕр туйăнать.

                                       Телей сунса, аннемĕр мар-и

                                       Çурхи кун пек пире лăпкать.

                                       Çут хĕвелпе анне сăнарĕ

                                       Мана пĕр евĕр туйăнать.

                                       Ытарайми аннемĕр мар-и

                                       Пире вăй – хал парса тăрать.

       Чăнах та, аннеçĕм  çуркунне пекех ытармалла çук илемлĕ, черчен, ырă, çепĕç, тарават, маттур, вашават … Унăн алли кушăрханă пулин те — çемçе, питĕнче пĕркеленчĕксем пур пулсан та — илемлĕ, сасси чуна пырса тивмелле çепĕç, аслă чунĕ  çурхи хĕвел евĕр  пур ачине те пĕр пек ытама илсе ăшăтать.    

                                       Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм  — анне,

                                       Çук санран çывăххи тĕнчере.

                                       Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,

                                       Юратса ÿстеретĕн пире, —

тет В. Давыдов-Анатри. Çак сăмахсене поэт ман анне пирки каланă пекех туйăнать. Мĕн тери чуна пырса тивекен сăмахсем! Манăн анне те çут тĕнчене виçĕ хĕр ача парнеленĕ.Вăл тĕпренчĕкĕсене  пурне те пĕр пекех юрататать, пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме ăс парать, тĕрлĕ ĕçе  хăнăхтарать, анне пулма вĕрентет. Вăл пиртен кашниех чăн-чăн Çын пуласса шанать. Эпир те ăна питĕ-питĕ  юрататпăр, пустуйшăнах кулянтармастпăр, лайăх паллăсемпе вĕренетпĕр, çитĕнўсемпе савăнтаратпăр. Аннен ăслă сăмахĕсене ăша хыватпăр.

       Мана уйрăмах анне çўç тураса яни  килĕшет. Ун чухне эпĕ ăна питĕ лайăх туятăп: чунра ăшă-ăшă пулса каять. Пуçа ун кăкăрĕ çине хурса нумай вăхăт хушши ун çумĕнче тăрас килет. Шел,  ялта пурăнакан çыннăн ал усса ларма вăхăчĕ сахал – кил — хуçалăхра тăрмашмалла. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ўстерет Эпир анне ĕçрен киличчен хуçалăхра  тупăшса ĕçлетпĕр. Анне килнине курсанах ун патне ыткăнатпăр: пирĕн аннен куллине курас килет, унăн ăшă аллине сĕртĕнес килет.

    Манăн та анне пекех çепĕç, вашават, сăпайлă, ăслă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хўхĕм, ĕçчен, тўрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл – пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен  пахи никам та çук, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ  пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Обновлено: 10.03.2023

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

Вложение Размер
Сочинение на чувашском языке»Всем смертям назло!» 38.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

( 5-мĕш класра çĕнĕ технологи мелĕпе ирттернĕ урок )

Ĕçе тăваканĕ – Нĕркеç вăтам шкулĕнче

(Чăваш Республикин Комсомольски районĕ)

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Ефремова Надежда Кронидтовна

Учитель урок пуçламăшĕнче ачасене ыйтусем парать.

1)Камсӑр пурнӑҫра пурӑнаймастпӑр-ши? Вӑл чи кирли.

2)Кам пурри-телей! Унран пахи никам та ҫук.

3)сӑмахӗ, . вӗрентӗвӗ, . пилӗ пур ҫынна та кирлӗ.

4). — пурнӑҫ пуҫламӑшӗ, кун — ҫул никӗсӗ, унӑн вӗҫсӗр тӗрекӗ.

5). — халӑхӑн шанчӑкӗ, чысӗ, мухтавӗ.

hello_html_49be1f32.jpg

Тӗллевӗсем пирки калаҫмалла.

Уяв пирки калаҫмалла.

Атте – анне пуриншӗн те чи ҫывӑх сӑмахсем. Халӑх юррисенче те вара атте-аннене йывӑҫпа танлаштараҫҫӗ.

Т ӑ ван ҫ ӗ р-шыв ӑ н асл ӑ в ӑр ҫине тухса каяс ум ӗ н анне в ӑ рҫа каякан ыв ӑ лне ҫ ӗ р-шыва сыхласа х ӑ варма с ӗ нсе пехил парса к ӑ ларса ярать .Анне сӑмахӗ вӑл яланах ҫитет,пурнӑҫланать.

Анне с ӑ нар ӗ музык ӑ ра

Анне с ӑ нар ӗ искусств ӑ ра

А. Ӗ ҫх ӗ л (Аркадий Александров 1914-1992ҫ.)

Х ӑ й ӗ н литератур ӑ ри пултарул ӑ хне с ӑ в ӑ сенчен пуҫлан ӑ .

Синквэйн ҫырса п ӑ хасси, ӑ нлантарасси.

Ҫ ак ӑ н пек п ӗ т ӗ млет ӳ пулать:Япала ячӗ : анне сӑмах 6 хутчен, ӗ ҫ с ӑ мах 4 хутчен тӗл пулать.Паллӑ ячӗ: ачашшӑн – 2,чипер-2,ӑшӑ-2.Глагол:лӑпкать -2, ҫунать — 2,сиплет -1.

Синквэйн ҫыратп ӑ р

3.Л ӑ пкать, ҫунать,сиплет

4.Кашни ача хисеплет ӗ р т ӑ ван ам ӑ шне

Кану саманч ӗ

glaz

Ыйтусем çине хуравласси:

Кукамайăн хĕрĕ маншăн кам пулать?

Аттен мăшăрĕ кам-ши?

Ваттисен сăмахĕсене кашни ача вуласа ,ăнлантарса парать

Ваттисен сăмахĕсем

Сăвва малалла тăсмалла:

Анне мана юратать ,

Ăшă сăмахсем калать

Мĕнпе танлаштаратпăр-ха эпир аннене?

Рисунок3.jpg

Урока пĕтĕмлетни:

Анне-пурнăç пуçламăшĕ,кун — çул никĕсĕ,унăн вĕçсĕр тĕрекĕ.

Анне-халăхăн шанчăкĕ,чысĕ,мухтавĕ.

Анне пурри-телей!

Ачасен ĕçне хаклани

Тавах сире пĕрле ĕçлеме кăмăл тунăшăн

  • подготовка к ЕГЭ/ОГЭ и ВПР
  • по всем предметам 1-11 классов

Курс повышения квалификации

Охрана труда

  • Сейчас обучается 124 человека из 44 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Охрана труда

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

  • ЗП до 91 000 руб.
  • Гибкий график
  • Удаленная работа

Дистанционные курсы для педагогов

Свидетельство и скидка на обучение каждому участнику

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

5 602 587 материалов в базе

Самые массовые международные дистанционные

Школьные Инфоконкурсы 2022

Свидетельство и скидка на обучение каждому участнику

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

  • 08.10.2015 2007
  • DOCX 11.3 мбайт
  • 1 скачивание
  • Оцените материал:

Настоящий материал опубликован пользователем Ефремова Надежда Кронидтовна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

Автор материала

40%

  • Подготовка к ЕГЭ/ОГЭ и ВПР
  • Для учеников 1-11 классов

Московский институт профессиональной
переподготовки и повышения
квалификации педагогов

Дистанционные курсы
для педагогов

663 курса от 690 рублей

Выбрать курс со скидкой

Выдаём документы
установленного образца!

Учителя о ЕГЭ: секреты успешной подготовки

Время чтения: 11 минут

Каждый второй ребенок в школе подвергался психической агрессии

Время чтения: 3 минуты

Школы граничащих с Украиной районов Крыма досрочно уйдут на каникулы

Время чтения: 0 минут

В ростовских школах рассматривают гибридный формат обучения с учетом эвакуированных

Время чтения: 1 минута

Инфоурок стал резидентом Сколково

Время чтения: 2 минуты

Школьник из Сочи выиграл международный турнир по шахматам в Сербии

Время чтения: 1 минута

Минпросвещения России подготовит учителей для обучения детей из Донбасса

Время чтения: 1 минута

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Инстаграм».

metallVid

18 февраля
(РДК) Площадь Победы, д.9
С 9.00 до 17.00 ч.

Распродажа Шуб г. Пятигорск

Норка
Мутон
Размеры от 40-70
Дубленки
Головные уборы
Скидки от 10 до 50%
Акция! Принеси старую шубу и получи скидку на новую. Расрочка 0% кредит.

Основными направлениями государственной поддержки, обозначенными в проекте документа, являются развитие здравоохранения, образования, культуры, спорта, общественной инфраструктуры.

Такая же задача на пятилетку ставится и по капитальному ремонту общеобразовательных школ. На сегодняшний день капитально отремонтирована половина общеобразовательных школ. На дальнейшее укрепление материально-технической базы образовательных организаций в республиканском бюджете на 2020 год будет дополнительно предусмотрено 1,2 млрд рублей. Из этих средств 910 млн рублей будет направлены на капитальный ремонт общеобразовательных организаций и детских садов, 200 млн рублей на приобретение новой мебели для учащихся начальных классов и 90 млн рублей на модернизацию материально-технической базы и капитальный ремонт оздоровительных лагерей.

Столько же средств планируется выделить в 2020 году на строительство и реконструкцию плоскостных спортивных сооружений и укрепления материально-технической базы существующих объектов спорта. Михаил Игнатьев подчеркнул, что в течение 5 лет необходимо развивать спортивную инфраструктуру по месту жительства и максимально обновить пришкольные стадионы. Это позволит к 2024 году увеличить до 55% долю населения республики, систематически занимающегося физической культурой и спортом.

Всего на реализацию Указа предлагается выделить в 2020 году в общей сложности 3,4 млрд рублей.

3 Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский, мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля- матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.

4 Чăваш халăх сăмахĕсем. Анне (ан’н’э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к’бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан’н’э), mater mea, моя мать: аннÿ ( ан’н’ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан’к’ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.

5 Синонимсем. Анне – апай, апок, апи, мама.

6 Этимологи словарĕ. АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к’бэмез дорогая наша матушка.- Из письма). Производные формы: асанне, асланне (

7 Ваттисен сăмахĕсем. Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар. Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр. Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте–аннерен хакли çук. Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ. Атте-анне пилĕ пурнăç парать. Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет. Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă. Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче. Атте-анне пурри – пуянлăх. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать. Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.

9 Сăмах майлашĕвĕсем. Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…

10 Сочинени. Чи çывăххи, чи шанчăкли. Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче. Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем. Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.

11 Анне манна çунат пиллет, Ытарайми чĕкеçĕм, тет. Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе, Ăс вĕрентсе, хисеплесе.

12 Анне манна телей пиллет, Çурхи чипер хĕвелĕм тет, Хĕвелĕм, тет юратнипе, Юратнипе, савăннипе.

13 Кам пире мĕн пĕчĕкрен ÿстерет савса куллен? Вăл – анне, тăван анне. Тавтапуç сана, анне! А.Ильин

Читайте также:

      

  • Сочинение санкт петербург в романе евгений онегин сочинение
  •   

  • Литература есть сознание народа цвет и плод его духовной жизни сочинение рассуждение
  •   

  • У татьяны были большие планы и сидя над школьным сочинением
  •   

  • Напишите небольшое историческое сочинение в котором будут использованы все элементы из приведенного
  •   

  • Block of flats сочинение

  Манăн та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне
пур. Анне мана çут тĕнчене киличченех хăйĕн варĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿренĕ,
ырă-сывă çуратас тесе упраса-сыхласа пурăннă. Кашни кун юратса анне хăй кăкăрĕн
сипетлĕ те ăшă сĕчĕпе мана тĕрек панă, кăмăллă та ăшă куçĕпе ачашшăн çупăрланă
йăвашшăн-çепĕççĕн пуплесе йăпатнă. Эпĕ кăшт çеç нăйкăшма пуçласанах вăл ман
пата чупса пынă, юрă юрласа, сăпка сиктерсе лăплантарнă, çитернĕ, тасатнă,
çунă… Çулталăка çитсен ура çине тăратса, вылятмăш-такмак каласа пĕрремĕш
утăмсем тума пулăшнă. Калаçма вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ, ача садне
çÿреме пуçласан манăн кашни усĕмшĕн-пултарулăхшăн чунтан савăннă, мана татах та
ăслăрах та илемлĕрех тăвассишĕн çуннă. Хитре кĕпе-тумтир, капăр тетте-пукане,
ăслă кĕнеке илсе парса савăнтарнă. Шкул çулне çитсен ăслă-тăнлă çын пултăр тесе
пĕтĕм вăй-халне парать пире анне. Пирĕн мĕнле те пулин татса парайман ыйту
çуралсан анне патне чупатпăр, канаш-сĕнÿ ыйтатпăр. Анне пире тĕрĕс хурав шыраса
тупма пулăшать.

  Анне пурри—телей. Анне пурри—ăраскал. Хама
çуратса ÿстернĕ аннерен пахи никам та çук. Пурнăç парнелекен, ăс паракан, ĕçе
хăнăхтаракан, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшакан хаклă çыннăм умĕнче пуçама
таятăп. Хмăн пурнăсăмри чи хаклă çыннăма нихăçан та асран кăлармастăп.

                                                                                             Убаськина
Кристина  (9 класс)

  Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те
чуна çывăххи çук та пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та
çывăх çын. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине,  мĕн пирки ĕмĕтленнине мĕншĕн куляннине,
савăннине, мĕн ыратнине пĕтемпех пĕлет анне. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те,
халĕ те савăнса пăхать. Ϋссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.

Манăн та çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл
Надя ятлă. Унăн куçĕсем симĕс тĕслĕ, çÿçĕ хăмăр. Манăн анне çут тĕнчене икĕ хĕр
парнеленĕ. Вăл пире иксĕмĕре те пĕр пекех юратать, Пурнăçра ырра усалтан
уйăрма, çынсене хисеплеме вĕрентет, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать. Эпир те ăна
питĕ-питĕ юрататпăр.

  Манăн та анне пекех çепĕç, çăпайлă, ăслă,
ĕçчен, ырă кăмăллă, хитре çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл — пирĕн телей.
Пирĕншĕн аннерен хакли никам та çук. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене,
вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.

                                                                                                 Абрамова
Лиана (9 класс)

  Çĕр çинче кашни çыннăн, палах, хăйĕн амăшĕ
пур. Вăл сана çуратнă, хĕвел çутине кăтартнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анне
вăл – чи çывăх çын, хĕвел ăшши, чăн-чăн юрату, сана çуратакан, упракан,
пулăшакан. Пĕтĕмлетсе каласан, анне – пурнăç тыткăчи.Пĕчĕкренех вăл пире йывăр
самантсенче пулăшса пырать, хăйĕн ăшшипе çупăрласа упрать, çутипе чунри «хура
пĕлĕтсене» хăваласа ярать. Эсĕ йăнăш турăн пулсан та, вăл сана яланах каçарĕ, ăнланĕ.

  Манăн аннене Алевтина Александровна тесе
чĕнеççĕ. Эпĕ мĕн çут тĕнчене килнĕренпех вăл манпа пĕрле пулма тăрăшать.
Юратса, пулăшса, тĕрĕс сĕнÿсем парса пурăнать. Çавăншăн эпĕ ăна чунтанах тав
тăватăп, Хăш чухне кÿрентернишĕн, ăнланма тăрăшманнишĕн каçару ыйтатăп.

Хăш-пĕр хĕрарăмсем хăйсен ачисене пăрахса
хăвараççĕ е çураличченех вĕлереççĕ, эрех-сăра авăрне путаççĕ, ачисене пач
пăхмаççе. Эпĕ манăн анне çавăн пек пăсăлнă çын пулманнишĕн, анне тивĕсне çĕре
ÿкерменнишĕн питĕ хытă хĕпĕртетĕп.

  Аннеçĕм, ытарайми аннеçĕм, эпĕ сана
чун-чĕререн юрататăп.

                                                                            
             Иванова Кристина (9 класс)

  Анне… Çак  кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та
çепĕç туйăм, вăй хăват. Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă
çынна пĕлтерекен сăмах! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать.

  Анне – чи çывăх çын. Тин çуралнă пепке те
кăпăшка аллисемпе унăн кăкăрĕ еннелле туртăнать. Амăшĕ вара хăйĕн мĕн пур чун
ăшшине, юратăвне ăна парнелет, ачине телейлĕ тăвассишĕн нимĕн те шеллемест,
пурнăçри йывăрлăхсенчен хÿтĕлет. Пепки пĕрремĕш хут «анне» тесе каланă чух
унран телейли те çук.

  Анне — пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ.
Анне… Чи çепĕç те ăшă сăмах. Анне пире çуратнă, чĕкеç чĕлхи парнеленĕ, ăса
вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Çумра анне пулсассăн яланах уяв, тĕнче те илемлĕ,
тÿпери хĕвел те ăшшăнрах пăхнăн туйăнать. Чун-чĕринчи мĕн пур ырăлăха пире
параççĕ-çке вĕсем, кунсерен телей пиллеççĕ. Çавăнпа эпир анне çуначĕ айĕнче ним
шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр.

                                                                                       
Вахмистрова Кристина (8 класс)

  Анне… Эх, çав тери çепĕç, ытарайми сăмах. Çак
сăмах чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăм çуратать. Куç умне ун
сăн-сăпачĕ, ăшă йăл кулли тухса тăрать.

  Анне – пирĕн телей, тăнăçлăх, юратнă çын, Вăл
пире пурнăç парнеленĕ, утма, калаçма вĕрентнĕ, тавралăхпа паллаштарнă, ĕçе
явăçтарнă, ăс-тăнпа хÿтлĕх панă.

  Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм
вăл – аннене юратни. Çак туйăм ыттисене – çĕр шыва, çуралса ÿснĕ вырăна, тăван
киле, юлташсене – юратма, хисеплеме, упрама хавхалантарса тăрать.

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп. Кунсем,
çулсем иртсе пынă май аннене пĕрре те ватăлтарас килмест.  Аннене манăн çак сăмахсене
калас килет: «Аннеçĕм, каçар мана… Тен, кÿрентернĕ эп сана, тен, хăш-пĕр чух ăнланман…
Сан ыр ятна çĕре ÿкермĕп. Эс вĕрентнине асран кăлармăп. Аннеçĕм, тавах сана
çуратнăшăн, сăпкара сиктернĕшĕн, ÿстернĕшĕн, вĕрентнĕшĕн, хĕрхеннĕшĕн,
пилленĕшĕн, йывăр вăхăтра ăнланнăшăн. Тавах!»

  Анне кулнине курсанах – манăн чунра хĕвел.
Аннепе тĕнче те илемлĕрех. Унпа калаçса ларнă чух манăн калаçас килсе тăрать,
сăмах юхать, чун савăнать.

  Анне, эсĕ манăн тăван кĕтес çути. Анне…
Аннем… Аннеçĕм… Манăн сансăр пурнăç çук. Эсĕ манăн телейĕм.

                                                                                   
Матюшкина Марина (8 класс)

  Анне пирĕн çут тĕнче, пирĕн ачалăх, çитĕнÿ…
«Анне» сăмаха илтсенех чун çемçелет, юратупа тулать. Çак тĕнче анне çинче
тытăнса тăрать.

  Манăн аннене Лариса тесе чĕнеççĕ. Унăн
сăн-пичĕ илемлĕ. Куçĕсенче – пурнăç, савăнăç та, хурлăх та пур. Вăл хăйĕн
ачисемшĕн савăнать, кулянать. Аннепе вăрçăнса илни те пулать, вăл пире
ăнланмасть тесе те шутлатпăр, анчах вăл пирĕншĕн тăрăшать. Пире лайăх, ырă,
сăпайлă çынсем тăвассишĕн çунать.

  Кашни çыннăн, чĕрĕ чунăн амăшĕ пур. Аннесĕр
эпир никам та мар. Пире аннесем пĕчĕккĕ чух сăпкара сиктереççĕ, ÿстереçсĕ,
ăс-тăн параççĕ. Чирлесен аннесем пирĕншĕн пăшăрханаççĕ, хуйха путаççĕ.

  Ытарайми аннеçĕм, эсĕ манăн чи лайăххи. Чи
маттурри, чи илемли, чи ăсли. Эпĕ сана чун-чĕререн юрататăп, тав тăватăп.
Аннеçĕм, эсĕ манăн тĕнчере пĕрре!

                                                                           
            Тимошкина Юлия (8 класс)

  Кашни çын аннерен пуçланса кайнă.Анне пире
çак пысăк тĕнчене çуратса ярать кăна мар, вăл хăйĕн ăшшипе пире çитĕнтерет. Çав
вăхăтра ăс пама тăрăшать, тĕрлĕрен ĕçе явăçтарать, çынсемпе сăпайлă пулма,
йĕркеллĕ калаçма, ват çынсене хисеплеме т. ыт. те вĕрентет.

  Ултă-çичĕ çула çитсен кашни ача шкула каять. Анне
шкулта ăнланман темăсене ăнлантарса парать, яланах пулăшса пырать. Пире нихăçан
та шкула выçă кăларса ямасть. Яланах таса та тирпейлĕ тăхăнтартма тăрăшать.
Йывăр самантсенче анне яланах пирĕн çумра. Эпир чирлесессĕн хăвăртрах сыватма
тăрăшать.

  Анне алли минтертен те çемçерех, сăн-пичĕ
хĕвелтен те ăшăрах та хитререх, куçĕсем çăлтăртан та çутăрах, сасси кайăк
сассинчен те илемлĕрех, унăн сăмахĕ темле саккунран та пысăкрах. Анне ылтăнран
та хаклăрах.

                                                                            
               Макаров Сергей (7 класс)

  Анне… Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă
ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрать çак сăмах, анчах кашни çыншăн чи хакли.
Пĕчĕк ачасен те пирвайхи сăмахĕ «анне».

  Анне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ канашсем парса
пулăшать. Вăл çумра чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, эпир унпа
нихăçан та нимĕнрен те хăрамастпăр. Анне савăннă чухне эпир те мĕн тери
савăнатпăр, хурланнă чухне савăнас килмест.

  Анне пире Тăван çĕр шыва юратма, ырă çын пулма
вĕрентет. Çамрăккисемпе те, ваттисемпе те сăпайлă пулма хистет. «Ваттисене
хисеплеменни хăвна хисеплеменниех пулать»,-тет . Анне пире мĕнле пулсан та çер
шыва юрăхлă çын тума тăрăшать.

  Мĕншĕн аннесене ватăлмалла, пиртен уйрăлмалла
тунă-ши? Атьăр-ха, ачасем, хамăр аннесене юратма,хисеплеме вĕренер. Тен, çавăн чухне
вĕсем час ватăлмĕç, пире ăшă кулă парнелесе ытларах пурăнĕç.

                                                                                   Албуткин
Станислав (7 класс)

  Аннерен çывăххи, хакли никам та çук пулĕ
тĕнчере. Анне çумĕнче чунра ăшă та лăпкă. Анне пире çуратса ÿстерет,
тумлантарать, çуса тасатать, тăрантарать. Манăн аннен алли питĕ ăста. Вăл
чĕнтĕр те, чăлха-нуски те, кофтăсем те çыхать, тĕрĕ тĕрлеме те пултарать. Пушă
вăхăтра та пĕрре те ахаль лармасть, яланах мĕнле те пулин алă ĕçĕпе тăрмашать.
Анне ача садĕнче ĕслет, ачасене пăхать. Эпĕ аннене май килнĕ таран пулăшма
тăрăшатăп. Навус  тасататăп, выльăхсене шаратăп. Çуллахи вăхăтра аннепе пĕрле
утă пуçтаратпăр, çум çумлатпăр, çимĕçсене шăваратпăр. Кĕркунне çитсен çĕрулми 
кăларса пуçтаратпăр, кишĕр-кăшман  кăларса йăтатпăр.

   Анне пире питĕ хытă юратать. Эпир те ăна
питĕ хытă юрататпăр.

                                                                               
Кудряшов Александр (7 класс)

   Анне маншăн чи Сывăххи, чи юратни, чи
хисепли.Кашни ачанах пĕрремĕш сăмахĕ вăл – анне.Анне манна çуратнă, калаçма,
утма вĕрентнĕ. Эпĕ чирлесен те, йывăр самантсенче те юнашар пулма тăрăшать.
Анне ман çине яланах савăнса пăхать, сывă та ăслă, сывлăхлă çын пуласса шанать.
Эпĕ аннене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп.

  Манăн анне Ирина ятлă. Вăл район центрĕнче
шалти ĕçсен пайĕнче 25 çул ĕслет. Аннене ĕçре те, килте те хисеплеççĕ.Чунне
парса тăрăшса ĕçленĕшĕникĕ медаль илме тивĕçлĕ пулнă, хисеп грамотипе те
наградăланă.

  Манăн анне çепĕç, вашават, сăпайлă, ĕçчен.
Эпĕ ăна юрататăп, хисеплетĕп,сывлăх сунатăп. Анне пурри вăл – пирĕн телей.
Пирĕншĕн унран хакли. Пахи никам та çук. Аннесĕр ача — телейсĕр. Аннен ырă
сăмахĕсене, ĕçĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Анне çумра пулсан яланах ăшă.

                                                            
                            Тарасов Николай (6 класс)

  Чи çывăх çын вăл пирĕн – ытарайми анне. Çак
сăмаха эпир мĕн пĕчĕкренех калатпăр. Вăл пире пурнăç панă.

  Манăн аннене Фролова Альбина Сергеевна тесе
чĕнеççĕ. Унăн куçĕсем хăмăр, çăлтăрсем пекех илемлĕ, тутисем йăл кулаçсĕ. Çÿçĕ
хăмăр, кĕске.  Манăн анне ача сачĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ
юратать. Вăл питĕ ĕçчен. Алă ĕçне те тума маçтăр. Эпĕ ăна яланах пулăшма
тăрăшатăп. Анне питĕ тутлă пĕçерет,вăл хатĕрленĕ апат поварăннинчен те
тутлăрах.

  Манăн анне чи çепĕççи, хитри, ăсли,ырри. Эпа
чун-чĕререн юрататăп, вăл та мана питĕ юратать.

                                                                         
                       Фролова Карина (6 класс)

  Манăн аннене юдмила Николаевна тесе чĕнеççĕ.
Вăл ял библиотекинче ĕçлет. Вулакансемпе кăмăллăн калаçать. Ăна тăтăшах сцена
çинче курма пулать.

Кил хушшинчи еçсене пурнăçлама пире те
хутшăнтарать. Йăмăксемпе эпир мĕн пултарнă таран тăрăшса ĕçлетпĕр.Çуллахи
вăхăтра пахчара ĕçлетпĕр, уншăн вăл пире мухтать. Эпир чирлесессĕн вара анне
пире сыватассишĕн чуне парать. Куç хупмасăр ларнă каçсем те тем чухлех пулнă.
Анне пире сывă ÿстерессиш тăрăшать. Çавăнпа та пирĕн аннене яланах итлемелле,
хисеплемелле.

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп.

                                                                           Ежов
Алексей ( 6 класс)

  Манăн аннене Наталия Ивановна тесе чĕнеççĕ.
Вăл тĕлĕнмелле хитре çын. Анне йăлтăртатса тăракан хăмăр çÿçлĕ, яланах ырă та
ăшă куçлă, хитре йăл кулăллă тата асамлă сасăллă.

  Анне маншăн чи хаклă çын. Вăл ман çине йăл
кулса пăхнă чух манна та питĕ савăнтарать. Манăн анне питĕ ăста çын. Вăл ăшă
алса нуски çыхать, питĕ тутлă пĕçерет, кил-çуртра тирпей-илем тытать, килти пур
çыншăн та тăрăшать. Анне питĕ ырă çын, çынна яланах пулăшма хатĕр. Кирлĕ чухне
хаваслă пулма та пĕлет.

  Эпĕ аннене чун-чĕререн юрататăп, яланах ăна
пулăшма тăрăшатăп. Манăн ăна пĕрре те кÿрентерес килмест, кашни кунах
савăнтарас килет.

Пушă вăхăтсенче эпир аннепе пĕрле кĕнеке
вулатпăр, шашкăлла вылятпăр, хĕлле йĕлтĕрпе те ярăнатпăр, пĕрле ăшшăн калаçса
ларатпăр. Манăн аннеçĕм чи шанчăклă юлташ, хамăн вăрттăнлăхсене ăна каласа
паратăп. Анне вăл пин хуйхăран сыхлама,пин хутчен те пулăшма пултарать.

  Çакă лайăх пурнăçа та мана анне парнеленĕ.

  Манăн аннен ĕçĕ те ырă ĕç. Вал шкулта тата
ача сачĕнче ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕ ăна хăйсен чи хаклине – ачисене—шанса параççĕ.
Анне хăйĕн ĕçне те тăрăшса пурнăçлать.

  Эпĕ пĕлетĕп, анне кашни ачашăн чи хаклă çын.
Çакна ваттисен сăмахĕ те çирĕплетет: «Çывăх çынсем нумай пулсанта, анне – чи
çывăххи».  Çавăнпа та упрасчĕ аннене ĕмĕрех.

                                                                           
Адитдатов Николай ( 5 класс)

  Манăн аннене Светлана тесе чĕнеççĕ. Вăл 38
çулта. Анне хитре кĕлеткеллĕ, çутă хăмăр куçлă, тĕттĕм хăмăр çÿçлĕ.Вăл питĕ
ĕçчен, тирпейлĕ, ырă кăмăллă хĕрарăм. Анне эпир тăнă çĕре тутлă апат пĕçерсе
хурать. Эпир чирлесен тĕрлĕ курăксемпе чей вĕретсе ĕçтерсе сиплет. Анне мана 
килĕ вăхăтра тĕрлĕрен сĕнÿ парать, йывăр чухне пулăшать. Вăл пирĕншĕн пăшăрханать,
ырми-канми ĕçлет. Манăн анне тутлă кукăльсем пĕçерме юратать. Çуллахи вăхăтра
пĕрре те ахаль лармасть. Хĕлле вали пахча-çимсрен тĕрлĕрен салатсем тăвать,
помидор, хăяр тăварлать, варении пĕçереть. Пирĕн пахчара темиçе вĕлле пур. Анне
хурт-хăмăр пăхма юратать. Вĕсене пăхсан чунĕ йăпаннине калать анне. Вĕлле
хурчĕсемпе калаçать, вĕсене çăвĕпе пăхать. Кашни çулах пире çĕнĕ пыл çитерет.

  Эпĕ аннене хисеплетĕп, чĕререн юрататăп.
Мухтанатăп эпĕ хамăн аннепе.

                                                                                        Дубинина
Ирина (5 класс)

  Эпĕ хамăн аннене питĕ хытă юрататăп. Вăл
тĕнчере чи хитри, чи лайăххи. Унран çывăх çын çук та пулĕ маншăн çак пурнăçра.

  Манăн аннене Алина Ивановна тесе чĕнеççĕ. Вăл
шкулта ĕçлет. Хăйĕн ĕçне вăл питĕ кăмăллать. Пире, ачисене.питĕ юратса ÿстерет.
Кашни кун ĕçе çÿрет пулин те вăл килти ĕçсене те тума ĕлкĕрет. Пире тутлă апат
пĕçерсе çитерет, килти выльăх-чĕрлĕхсене пăхать, пÿрт-çурта тирпейлет. Анне чи
юлашкинчен çывăрма выртать, ирхине чи малтан тăрать. Эпĕ ăна мĕн вăй çитнĕ
таран пулăшма тăрăшатăп.

  Манăн ăна нумай çул пурăнма сывлăх сунас
килет. Нихăçан та ан чирлетĕр. Манăн ăна ватлăхра пăхса пурăнасчĕ.

                                                                           
             Ананьева Ангелина (5 класс)

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Манăн анне, кукам, асанне — чи лайăххи


Категория: Общество


Опубликовано: 19.11.2021, 15:22


Просмотров: 564

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 2 Б класра вĕренекенсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ — Лилия Александровна МАТВЕЕВА.

Манăн анне Ирина ятлă, вăл 28 çулта. Вăл питĕ лайăх анне. Халĕ пĕчĕк шăллăмпа килте ларать. Вăл пире пиччепе иксĕмĕре урок тума яланах пулăшать. Анне — ырă кăмăллă çын, вăл шỹтлеме те, шỹте ăнланма та пĕлет.

Анне маншăн — çут тĕнчери чи çывăх çын. Вăл чи хитри, чи ăсли. Хăш-пĕр чухне мана анне ятласа та илет. Шутласа пăхсан, вăл манăн йăнăшсене кăтартать, мана ыррине кăна сунать. Вăл манăн çитĕнỹсемшĕн савăнать, мана япăх пулăмсенчен сыхлать, упрать.

Виктория СЯДАЙКИНА.

ххх

Манăн аннене Алина Николаевна тесе чĕнеççĕ. Вăл 1976 çулта Серенкасси ялĕнче çуралнă. Анне Атнарти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ. Халĕ анне 45 çулта.

Манăн анне тирпейлĕ. Эпĕ аннене урай, чашăк-тирĕк çуса пулăшатăп. Эпир аннепе кукăль пĕçеретпĕр. Эпĕ аннене юрататăп.

Анастасия ОРИНОВА.

ххх

Анне вăл — пур çыншăн та чи тăван тата çывăх çын. Манăн аннене Алина тесе чĕнеççĕ. Вăл питĕ ĕçчен те ăста. Анне питĕ тутлă апат хатĕрлет, эпир яланах тепĕр хут ярса пама ыйтатпăр. Анне пирĕншĕн яланах тăрăшать, мĕн те пулин тĕрĕс мар пулсан — пăшăрханать. Манăн анне питĕ ырă. Эпĕ аннене питĕ юрататăп, вăл — манăн чи лайăх тус. Ăна хамăн вăрттăнлăхсене пĕтĕмпех каласа паратăп. Анне яланах ăнланĕ те пулăшĕ.

Владимир КАПРАЛОВ.

ххх

Манăн кукам Надежда Николаевна ятлă. Хальхи вăхăтра вăл ĕçлемест. Вăл кашни кунах килте. Кукамай килти йĕркелĕхшĕн тăрăшать, апат хатĕрлет. Вăл чи тутлă икерчĕсем пĕçерет.

Екатерина СОЛДАТКИНА.

ххх

Манăн анне тĕнчере чи лайăххи. Ăна Надежда тесе чĕнеççĕ, вăл 26 çулта. Анне машинсем валли саппас пайсем сутакан лавккара сутуçăра ĕçлет.

Анне питĕ тутлă апат пĕçерет. Вăл апат хатĕрленĕ чухне эпĕ те ăна пулăшма тăрăшатăп.

Эпир Хĕрлĕ Чутайра виçĕ çул ĕнтĕ пурăнатпăр. Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет.

Маргарита ПЛАТОНОВА.

ххх

Манăн аннене Валя тесе чĕнеççĕ. Вăл 43 çулта. Эпир çемьере виçĕ ача, эпĕ — чи кĕçĕнни. Пиччепе аппа шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Эпĕ вара иккĕмĕш класа çỹретĕп. Анне ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăл килсен вара мана уроксем тума пулăшать.

Эпĕ аннене юрататăп, унпа мухтанатăп.

Инесса МАЙОРОВА.

ххх

Маншăн чи хаклă çын вăл — анне. Ăна Ирина тесе чĕнеççĕ. Вăл манăн хитре те çамрăк. Анне алăксем тунă çĕрте ĕçлет. Вăл мана уроксем тума пулăшать. Анне пирĕн-шĕн яланах тăрăшать. Пире вăл юратать. Анне мана яланах ăнланать. Манăн анне чи лайăххи. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.

Семен БОГАТНАЕВ.

ххх

Манăн анне тĕнчере чи лайăххи! Вăл — питĕ ырă кăмăллă çын. Пирĕншĕн, ачисемшĕн, кашни кунах тăрăшать. Вăл мана яланах лăплантарĕ, никама та кỹрентерме памĕ. Анне мана питĕ юратать, эпĕ те ăна питĕ юрататăп. Вăл мана яланах пулăшĕ. Анне хăш чухне ятлаçать пулин те, мана уроксем тума яланах пулăшать. Вăл — чи лайăххи!

Василиса КАТЮКОВА.

ххх

Манăн мамака Нина тесе чĕнеççĕ. Вăл вулама, çыхма тата çĕлеме юратать. Мана уроксем тума пулăшать. Эпир унпа пушă вăхăтра урама уçăлма тухатпăр.

Никита САПОЖНИКОВ.

ххх

Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Валентина Александровна тесе чĕнеççĕ. Кукамай 57 çулта. Кукамай — ăслă, ырă кăмăллă, ĕçчен тата лайăх çын. Вăл 40 çула яхăн районти тĕп библиотекăра ача-пăча уйрăмĕнче библиотекарьте ĕçлет.

Эпир кукамайран инçе мар пурăнатпăр. Çуллахи каникулта эпĕ ун патĕнче канатăп. Кукамайпа пĕрле пахчара çырла пуçтаратпăр, кил картинче чăх-чĕпсене çитеретпĕр. Кукамай апат та питĕ тутлă пĕçерет. Мана яланах хуран кукли, икерчĕ пĕçерсе çитерет. Çывăрас умĕн юмахсем вуласа пама юратать.

Эпĕ хамăн кукамая питĕ юрататăп. Манăн кукамай — чи лайăххи.

Костя МАДЮШКИН.

Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ, вĕсен вĕрентекенĕ — Татьяна Васильевна ГОРБУНОВА.

Манӑн анне — чи лайӑххи. Эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, хаклатӑп. Манӑн анне, Алена Ивановна Богатеева, 1973 ҫулта Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӑн Этмен шкулӗнче 11 класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарта повар профессине алла илнӗ. Унтан «Путь коммунизма» колхоз столовӑйĕнче поварта ӗҫленӗ. Вӑл пире халӗ те тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫитерет. Анне хитре. Ун куллине тата тӑрӑшуллӑ, ӑшӑ аллисене юрататӑп. Аннепе пушӑ вӑхӑт ирттересси — манӑн савӑнӑҫ, эпир пӗрле телевизор пӑхатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫемьепе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнатпӑр, вĕсенче тӗрлӗ вырӑн йышӑнатпӑр. Манӑн йывӑрлӑхсем пур пулсан, эпӗ аннерен пулӑшу ыйтма пултаратӑп, вӑл пĕтĕмпех ӑнланӗ те кирлӗ канаш парӗ. 

Эпӗ аннене питӗ юрататӑп. Вӑл — манӑн чи лайӑх тус, ҫавӑнпа ӑна хамӑн ӗҫсемпе кӳрентерес мар тесе тӑрӑшатӑп. Маншӑн ҫӗр ҫинче аннерен лайӑххи ҫук.
Юлиана БОГАТЕЕВА.

ххх

Манăн аннене Галина Николаевна тесе чěнеççě. Вăл Хватукасси ялӗнче ҫу-ралса ӳснӗ. Манӑн анне 11 класс пӗтернě те хулана вӗренме кайнă. Унтан вӗсем аттепе тӑван яла куҫса килнě.

Анне мана йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, эпӗ те ăна пулăшма тӑрӑшатӑп. «Анне вӑл — тӗнчери чи лайӑх ҫын», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Эпир аннепе час-часах вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр. Эпӗ ӑна хуҫалӑхра выльăхсене пăхма, тирпейлеме пулӑшатӑп, тепӗр чухне эпир пӗрле апат та хатӗрлетпӗр.
Маншӑн анне — тӗнчери чи хаклӑ та ырӑ ҫын. Эпӗ ӑна вӑл яланах пулӑшса тӑнӑшӑн юрататӑп.
Дарья Журавлева.

ххх

Аннеҫӗм — ҫут тӗнчери чи хаклӑ ҫыннӑм. Эпӗ ӑна питӗ хытӑ юрататӑп. Темшӗн мар, ахаль юрататӑп, хаклатӑп.

Манӑн аннене Татьяна Николаевна тесе чӗнеҫҫӗ. Анне кулли, пысӑк хӑмӑр куҫӗсем тата унӑн тӑрӑшакан, ӑшӑ, хаклӑ икӗ алли яланах умра. Вӑл питӗ ырӑ, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнать, пурте ӑна хисеплеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтра вӑл мана пулӑшма, ӑшӑтма пӗлет.

Анне пирӗншӗн (маншӑн, Сашӑшӑн, Наташӑшӑн) мӗн ҫуралнӑранах тӑрӑшать, ырӑкӑмӑллӑх, ачашлӑх тата амӑшӗн юратӑвне парнелет. Эпӗ аннене пуриншӗн те тав тӑватӑп. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул, сывлӑх, телей тата пур ӗҫре те ӑнӑҫу сунатӑп. Аннен куҫӗсем пирӗншӗн кӑна мар, пӗлӗшсемшӗн те, тус-семшӗн те ҫиҫсе тӑччӑр тетӗп эпӗ.

Аннеҫӗм, эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп, хисеплетӗп.
Надежда Антонова.

ххх

Кашни ҫыншӑн чи тӑван, чи хаклӑ икӗ ҫын пур — аттепе анне. Манӑн хамӑн анне ҫинчен каласа парас килет. Аннене Ольга Михайловна Воронова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл 1978 ҫулта Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ. Районти «ЭСТЕТ» компанире алӑксем тунӑ ҫӗрте ӗҫлет. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах кирлӗ пулсан, ҫирӗп пулма та пултарать. Анне питӗ хитре. Унӑн ҫӳҫӗ хура, куҫӗсем хӑмӑр. Вӑл савӑнать пулсан, куҫӗсем ҫуллахи вӑрман пек ӑшшӑн та ачашшӑн пӑхаҫҫӗ, чун савӑнать, хурлӑх та чакать. Манӑн анне ырӑ, ачаш, хаваслӑ, вӑтам пӳллӗ. Вӑл ҫутӑрах тӗслӗ тумтир тӑхӑнма кӑмӑллать: кӑвак, ҫутӑ симӗс тата ытти те ун юратнӑ тӗсӗсем. Анне питӗ тутлӑ апат хатӗрлет. Пуринчен ытла мана унӑн яшки килӗшет. Пушӑ вӑхӑт пулсан эпир унпа тӗрлӗ торт тӑватпӑр. Тӗслӗхрен, «Медовик», «Шарлотка», «Шоколадный торт» тата ытти те.

Анне – чи ҫывӑх, тӑван тата хаклӑ ҫын. «Анне» – нумай ҫутӑ, ӑшӑпа юрату йӑтса пыракан пысӑк сӑмах. Мӗн пуррине пире пурне те анне панӑ. Эпӗ хамӑн аннене юрататӑп.
Карина Воронова.

Добавить комментарий

Тавтапуç
сана, педагогăм! 18:24

26.01.2010

«Ял
пурнăçĕ»

З.
Михайлова

Çĕр
çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ.
Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса
пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç
пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç
— пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех
те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та
хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа
илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр —
çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем
тумалла, хăв телейне тупмалла.

«Ĕç
пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ
ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн
ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ.
Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла
туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе
пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут
çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ.
Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа
илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе
кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.

Çĕр
çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе
çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене
çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа
кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр
пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр
сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă,
строитель…

Паллах,
пур професси те лайăх, пур професси те
кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр
пек пултарулăх памасть çав. Пурне те
артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник
пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ
илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем
çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа
та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм
ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç
патне ытларах сулăнать — çавна суйласа
илет те.

Учитель
ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача
çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ
амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл
утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать,
çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать.
Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре
чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти
вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ.
Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни
ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм
аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх
туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ
пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма
пĕлменскертен, пулас инженер е врач,
пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ
çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта
кăна илме пултараççĕ.

Вĕрентекенĕн
еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха
эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса
панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха.
Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн
чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă,
сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч,
ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр
чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх.
Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе
паллаштарса витĕм кÿме пултарни те
çакăнтах кĕрет.

Вĕрентекен
пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ,
чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата
темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса
пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван
амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель
те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ
хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель
те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине
ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та
сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те
çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана
вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре
туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни
евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене
çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен
пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене
шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ-амăшĕшĕн
те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă
пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур —
йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те
асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине
тăратать, ăнланмасан — айăплама та
пултарать, анчах ытларах чухне —
каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи
ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине
уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек
ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан
та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ-амăшĕн
чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн
усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен
çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах
калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан
— ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе
кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе
çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме,
ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

Кашни
вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр
та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр
тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.
Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли
тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет.
Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе
пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр
хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и
учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Мĕнле
хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни
ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе,
терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене
хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр
вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать
те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах
чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен
пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата
кам унран ытла ача чунне витĕр курать,
ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва,
ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене
юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте
çитерет?

Учитель
ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн
çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх
тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе
тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни
мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра
савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна,
пултарулăхна ыттисене парнелесси —
сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн
пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.

Пур
çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур.
Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ,
теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен
учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл
— пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын.
Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич
Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса
пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий
Никандрович Волков педагог-ăсчах
кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне
çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать,
тĕнче курăмне тарăнлатать… Тăван
республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем
сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава
та, хисепе те тивĕçлĕ.

2010
çула Вĕрентекен çулĕ тесе йышăнни вăл
учительсене хисепленине пĕлтерет.
Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем те мĕн май пур
таран шкула пулăшма тăрăшаççĕ: классене
тирпей-илем кĕртме те, вĕрентÿпе воспитани
ĕçне лайăхлатма та, шкулăн пурлăх никĕсне
пуянлатма та. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсене
ăнланса, пулăшса пырсан ĕçлеме те
кăмăллă, чунра та ырă. Учительсене çынсем
ĕненни-шанни те савăнтарать. Акă, 2009
çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ыйтăм
ирттерсе Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне
тишкерекен центр çакăн пек пĕтĕмлетÿ
тунă: Раççейре халăх ытларах учительсене
тата чиркÿ çыннисене ĕненет-шанать.
Чăннипех те, шкулсенче ответлă та,
шанчăклă та, чăтăмлă та ырă шухăш-кăмăллă
çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ
олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисен
çитĕнĕвĕсенче, Президент стипендиачĕсенче,
медальпе вĕренсе тухакансенче, пултаруллă
та талантлă ачасенче курăнать.

Педагогсем
— кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем,
кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне
çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса
пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма
пуç сире, учительсем.

Эпĕ
кăмăллакан ĕç

Учителӗн
ӗҫӗ
пит йывӑр:

Атте те, анне
те пулан.

Анне—тӗк
— выртса эс ан ҫывӑр,

Атте—тӗк
— ларса эс ан кан.

Валентин
Урташ.

Ҫӗр
ҫинче
ҫын
алли тӗкӗнмен
ӗҫ
ҫук
та пулӗ.
Кашни ӗҫех
юратса, чунтан парӑнса
пурнӑҫласан
пирӗн
пурнӑҫ
аталанса кӑна
пырӗ.
Ахальтен мар чӑвашсем:,
«Ёҫ
— пурнӑҫ
илемӗ»,
— теҫҫӗ.
Пурнӑҫ
чӑннипех
чаплӑ
пултӑр
тесессӗн,
пур ҫыннӑн
та хӑйне
килӗшекен
пӗр—пӗр
ӗҫе суйласа
илмелле. Суйласа илни ҫеҫ
ҫителӗксӗр
— ҫав
ӗҫре
кӑмӑлтан
тӑрӑшмалла,
ҫитӗнӳсем
тумалла, хӑв
телейне тупмалла. «Ёҫ
пурнӑҫ
тытать, ӗҫ
телей кӳрет»,
— тенӗ
ваттисем. Паллах, кашни ҫыннӑн
хӑйӗн
ӗҫӗ—хӗлӗ,
хӑйӗн
савӑнӑҫӗ,
хӑйӗн
телейӗ.
Хӑшӗ—пӗрисем
ашшӗ—амӑшӗн
ӗҫнех
малалла туртаҫҫӗ,
теприсем тӑванӗсем
сӗннипе
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӗрӗшеҫҫӗ,
виҫҫӗмӗшсем
ҫут
ҫанталӑк
панине — таланта тӗпе
хураҫҫӗ.
Хӑв
юратнӑ
ӗҫе
пӗр
кун хушшинче суйласа илме те май ҫук.
Ҫапах
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӑмӑлласси
пӗчӗкренех
палӑрать
вӑл.
Сӑвӑра
каланӑ
пек:

Ыйтрӑм
эпӗ
Тольӑран:

«Ӳссен
эсӗ
кам пулан?»

Толя тухтӑр
пулап тет,

Ҫынсене
сыватӑп
тет.

Ҫӗр
ҫинчи
мӗн
пур ӗҫе
ҫыннӑи
ӑста
аллипе ҫивӗч
ӑс—хакӑлӗ
тӑвать.
Ҫав
ӗҫсене
ҫӗклекен
ҫынсен
профессийӗсене
шутласа кӑларма
та ҫук:
агроном, летчик, ҫӑкӑр
пӗҫерекен,
ӗне
сӑвакан,
юрӑ
ҫыракан,
ҫӗр
сухалакан, сутуҫӑ,
сӑвӑҫӑ,
пулӑҫӑ,
строитель…

Эпӗ
вара — вӗрентекен
пуласшӑн.
Мана учитель ӗҫӗ
кӑмӑла
каять. Турӑ
пур ҫынна
та пӗр
пек пултарулӑх
памасть ҫав.
Пурне те артист пулма пӳрмен,
ӳнерҫӗ—художник
пулма та… Йывӑҫран
каскаласа тӗрлӗ
илемлӗ
эрешсем тума та, хитре кӗпесем
ҫӗлеме
те пурте пултараймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа
та ҫыннӑн
чун—чӗринче
хӑш
туртӑм—
сисӗм
ытларах вӑй
илет, ҫыннӑн
кӑмӑлӗ
хӑш
ӗҫ
патне ытларах сулӑнать
— ҫавна
суйласа илет те.

Учитель ӗҫӗ
мана мӗн
пӗчӗкренех
килӗшет.
Вӗсен
ӗҫӗ—хӗлӗ
— ялан ман куҫ
умӗнче,
асра, чунра. Ача ҫуралсанах
унӑн
пӗрремӗш
вӗрентекенӗ
амӑшӗ
пулса тӑрать.
Хӑй
пепкине вӑл
утма, калаҫма
вӗрентет,
ӗҫе
хӑнӑхтарать,
ҫут
ҫанталӑк
пулӑмӗсемпе
паллаштарать. Амӑшӗ
пурнӑҫ
тӑршшӗпех
ывӑл—хӗрне
ӗмӗре
чыслӑ
пурӑнса
ирттерме вӗрентет.
Шкулти вӗрентекене
вара — иккӗмӗш
анне теҫҫӗ.
Мӗншӗн
ун пек хаклаҫҫӗ—ха
ӑна?
Кашни ачан ӑс—тӑн
ӳсӗмӗнче,
тавра курӑм
аталанӑвӗнче,
пултарулӑхпа
ӑсталӑх
туптавӗнче
вӗрентекенӗн
тӳпи
питӗ
пысӑк.
Пӗчӗк
ачаран, вулама—ҫырма
пӗлменскертен,
пулас инженер е врач, пуҫлӑх
е ӑсчах
ҫитӗнтересси
ҫӑмӑл
мар. Хӗр
ачасемпе ывӑл
ачасем пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тухмалли ӑс—тӑнпа
ӑсталӑха
шкулта кӑна
илме пултараҫҫӗ.

Вӗрентекенӗн
еплерех пулмалла—ши? Мӗнлерех
куратпӑр—ха
эпир ӑна?
Унӑн
хӑйне
ашшӗ—амӑшӗ
шанса панӑ
ачаран чӑн—чӑн
ҫын
тумалла вӗт—ха.
Ҫакна
пултарма вара вӗрентекенӗн
хӑйӗн
чӑн—чӑн
ҫын
пулмалла, ырӑ
кӑмӑллӑ,
сӑпайлӑ,
таса чунлӑ,
пуҫаруллӑ,
ҫивӗч
ӑслӑ,
талантлӑ,
культурӑллӑ
пулмалла. Ачапа пӗр
чӗлхе
тупма пӗлни
— пысӑк
ӑсталӑх.
Ашшӗ—амӑшне
воспитани мелӗ—ӑслайӗсемпе
паллаштарса витӗм
кӳме
пултарни те ҫакӑнтах
кӗрет.

Вӗрентекен
ҫӗр
ҫинчи
чи пултаруллӑ,
чи ӑслӑ,
чи хисеплӗ
ҫын
пек туйӑнать
мана. Ҫав
вӑхӑтрах
— пуринчен те ырӑ,
чуна ҫывӑх,
кирек кама та ӑнланма
тата темӗнле
йывӑр
ыйтӑва
та тивӗҫлӗ
татса пама пултаракан ҫын
вӑл.
Ман шутпа, ачана тӑван
амӑшӗ
мӗнле
туйймпа юратать, учитель те ҫавӑн
пекех савса кӑмӑллать.
Амӑшӗ
хӑй
тӗпренчӗкне
ырӑ
сунать — учитель те ыррине ҫеҫ
сунать. Амӑшӗ
хӑй
ачине ырӑ—сывӑ,
тӗрӗс—тӗкел,
ӑслӑ—тӑнлӑ
та сапӑрлӑ
ҫын
тӑвасшӑн
— учитель те ҫавӑншӑн
ҫунатъ.
Учителӗн
ачана вӗрентӳпе
воспитани парас ӗҫри
чун—чӗре
туртӑмӗ,
таса ӗмӗчӗ
ашшӗ—амӑшӗнни
евӗрлех.
Ҫут
ҫанталӑк
хӑй
ӑна
ырӑ
енсене ҫеҫ
панӑ
тейӗн.
Унсӑрӑн
вӑл
вӗрентекен
пулаймӗ,
ашшӗ—амӑшӗ
те хӑйсен
ачисене шанса памӗ.
Учитель вӑл
ашшӗ—амӑшӗшӗн
те, ачасемшӗн
те Турӑ
вырӑнӗнче
тӑнӑ
пек туйӑнать.
Ҫӗр
ҫинче
мӗн
ырри пур — йӑлтах
вӗрентекенрен
тухатъ: пурне те асӑрхать,
йӑнӑш
тусан — тӗрӗс
ҫул
ҫине
тӑратать,
ӑнланмасан
— айӑплама
та пултарать, анчах ытларах чухне
— каҫарать.
Ҫапла
туса вӑл
ача чунӗнчи
ырӑ
туйӑмсене
вӑратать,
ыррипе усаллине уйӑрса
илме вӗрентет.
Вара ун пек ачасенчен усал ҫын
пулмӗ:
вӑрлакан—ҫаратакан
та, вӗлерекен—пусмӑрлакан
та… Ашшӗ—амӑшӗн
чысне яракан ҫын
мар, Тӑван
ҫӗр—шывшӑн
усӑллӑ
ӗҫ
тӑвакан
патриот пулӗ
унран.

Тепӗр
чухне вӗрентекен
ачасенчен ҫирӗпрех
ыйтни те, вӗсене
хыттӑнрах
калани те пулать. Эпир вара, ӑнланмасӑр,
кӑштах
кӳренетпӗр
те. Паян ҫирӗп
ыйтмасан — ыранхи куна тивӗҫтерекен
пӗлӳпе
кӑмӑл—сипет
шайӗ
пулмӗ
пирӗн.
Вӗрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тӑвасшӑн
ҫунать.
Хӑйӗн
чун ыратӑвӗпе
пире те ҫынсене
юратса хисеплеме, ӗҫчен
те йӗркеллӗ
ҫын
пулма вӗрентет.

Кашни
вӗрентекенех
хӑйӗн
вӗренекенӗсем
сапӑр
та хастар чун—чӗреллӗ
ҫынсем
пулччӑр
тесе тӑрӑшать,
ырӑ
шухӑш
—ӗмӗтпе
пурӑнать.
Вӑл
ҫӗр
ҫинчи
ҫӗршер
професси валли тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
вӗрентсе
хатӗрлет.
Тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
— саккунлӑхпа
йӗркелӗхе
пӑхӑнакансем.
Ку вара — ҫӗр
ҫинчи,
хамӑр
хушӑри
тӑнӑҫлӑх
никӗсӗ.
Ҫакӑнта
мар—и учителӗн
пархатарлӑ
ӗҫӗ?

Мӗнле
хисеплемӗн—ха
вӗрентекене?
Вӑл
кашни ачан пурнӑҫӗпе,
савӑнӑҫӗ—хуйхипе,
терт—нушипе пурӑнать.
Кашни вӗренекене
хӑй
ачине юратнӑ
пек юратать, йывӑр
вӑхӑтра
пулӑшать,
унпа пӗрле
савӑнать
те, кулянать те. Педагог вӑл
пӗр
вӑхӑтрах
чун инженерӗ
те. Ачан чунне вӗрентекен
пек тата кам ӑнланма
пултарать—ши? Тата кам унран ытла ача
чунне витӗр
курать, ӑна
сӑваплӑ
витӗм
кӳрсе
ҫӗр—шыва,
ашшӗ—амӑшне,
тӑванӗсене,
юлташӗсене
юрӑхлӑ
та тивӗҫлӗ
ҫын
ӳстерме
хевте ҫитерет?

Учитель
ӗҫӗ
яваплӑ
пулин те, вӑл
— манӑн
юратнӑ
професси. Хамран пӗчӗкрех
ачасемпе калаҫас—кулас,
юрлас—ташлас килет. Пурне те пӗлесшӗн
ҫунакан
таса чунлӑ
шӑпӑрлансемпе
пӗлӳлӗх
тӗнчине
тухас кӑмӑл
пысӑк.
Хам мӗн
пӗлнине
пӗлменнисемпе
тавҫӑрайманнисем
патне ҫитересси
мана Турӑ
умӗнче
ырӑ
ӗҫ
тунӑ
пекех туйӑнать,
мӑнаҫлантарать,
хавхалантарать, чунра савӑнӑҫ
вӑратать.
Чӑнах,
хӑвӑн
ӑс—тӑнна,
пултарулӑхна
ыттисене парне— лесси — сӑваплӑ
ӗҫ.
Манӑн
та хамӑн
пурнӑҫа
пархатарлӑ
ӗҫпе
ирттерес килет.

Пур ҫыннӑн
та хӑйӗн
юратнӑ
вӗрентекенӗ
пур. Пӗрисем
пӗрремӗш
учителе асра тытаҫҫӗ,
теприсем пӗр—пӗр
предмета вӗрентекене
ырӑпа
асӑнаҫҫӗ.
Учитель вӑл,
ман шутпа, чи кирлӗ
ҫын.
«Вӗрентекен
пур чух вӗренсе
юл,»— тенӗ
ваттисем. Аслӑ
Вӗрентекенӗмӗре,
Иван Яковлевич Яковлева, чӑваш
халӑхӗ
ырӑпа
асӑнса
пурӑнать.
Мӗн
чухлӗ
ҫын
Геннадий Никандрович Волков педагог—ӑечах
кӗнекисене
вуласа хӑйӗн
ӑс—хакӑлне
ҫивӗчлетет,
тавра курӑмне
анлӑлатать,
тӗнче
курӑмне
тарӑнлатать…

Тӑван
республикӑмӑрӑн
тава тивӗҫлӗ
вӗрентекенӗсем
сахал мар. Вӗсем
чӑннипех
те мухтава та, хисепе те тивӗҫлӗ.

Эпӗ
хамӑн
юратнӑ
вӗрентекенӗмӗрсем
ҫине
пӑхатӑп
та — пулас ӗҫӗм
ҫинчен
шухӑша
путатӑп.
«Ёмӗр
пурӑн,
ӗмӗр
вӗрен»,
— теҫҫӗ
халӑхра.
Манӑн
та пурнӑҫ
тӑршшӗпех
вӗренес
те вӗрентес
килет, пурне те усӑллӑ
ҫын
пулас килет, хамӑн
юратнӑ
профессипе мӑнаҫланса
пурӑнас
килет.

Вӗренекенсене
манар мар. Уявсемпе юбилейсенче салам
сӑмахӗ
ярар, ӑшӑ
сӑмахпа
чунӗсене
йӑпатар.
Мӗншӗн
тесен, Вениамин Тимаков поэт калашле:

Вӑл
кӑтартрӗ

Чӑн
сӑмахӑн
хӑватне,

Ырӑ
ӑнтӑлу
ҫуратрӗ

Чӗремре
ача чухне.

Тавтапуҫ,
вӗрентекенӗм,

Халиччен
ҫӗршер
ҫынна

Эс ҫунат
парса ҫӗкленӗ

Пирӗнтен
хисеп сана.

Атте-анне
пурри — телей

Атте—аннерен
хакли ҫук.

Ваттисен
сӑмахӗ.

Мӗн
ӗлӗк—авалтанах,
ҫӗр
ҫинче
пурнӑҫ
пуҫланса
кайнӑранпах
мӗн
пур чӗр
чун, ӳсен-тӑран
пӗр—пӗринпе
ҫывӑхланса
хӑйсен
вырӑнне
ҫӗнӗ
ӑру
хӑварнӑ.
«Ача—пӑча
пӳрт
тултарать», «Ача —пӑча
чун йӑпатать»,
— тет чӑваш
ҫынни.
Ватӑсем
те туйра ҫапла
пиллеҫҫӗ:
«Ӑмӑрт
кайӑк
евӗр
мӑшӑрлӑ
пулӑр.
Шӗшкӗ
пек хунавлӑ
пулӑр…»

Ача ҫуралнине
ӗлӗкхи
чӑваш
турӑ
парни вырӑнне
хурса йышӑннӑ.
Пепке ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл,
пӗтӗм
йӑх—ӑрупа
пуҫтарӑнса
ача чӑкӑчӗ
ҫини
йӑла
туса ирттернӗ.
Ял—йыш та ача ҫуралнине
пӗлсен
ҫапла
калаҫнӑ:

— Ҫавсен
«ҫӗнӗ
кайӑк»
тупса килнӗ!

— Ылтӑн—и,
кӗмӗл—и?

— Ылтӑн!
— тенӗ
арҫын
ача пулсан.

— Кӗмӗл!
— тесе пӗлтернӗ
хӗр
ача пулсан.

Ашшӗ
— амӑшӗ
«ҫӗнӗ
кайӑкра»
малашне хӑйсене
хуҫалӑхра,
кулленхи ӗҫре
пулӑшакана,
ӑру
несӗллӗхне
тӑсакана
тата хӑйсене
ватлӑхра
пӑхса
упракана, вилме выртсан юлашки ҫула
тивӗҫлӗ
ӑсатакана
курнӑ.

Манӑн
та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне
пур. Вӗсем
пӗр—пӗрне
куҫпа
сӑнаса,
чун —чӗрепе
савса пӗрлешнӗ.
Ҫав
юратӑвӑн
тӗпренчӗкӗ
— эпӗ
ҫурални.
Анне мана ҫут
тӗнчене
киличчен хӑй
варӗнче
тӑхӑр
уйӑх
йӑтса
ҫӳренӗ,
ырӑ—сывӑ
ҫуратас
тесе упраса—сыхласа пурӑннӑ.
Ҫуралсассӑн
атте пире больницӑран
киле илсе кайнӑ,
йӗркеллӗ
ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл.
Кашни кун юратса анне хӑй
кӑкӑрӗн
сипетлӗ
те ӑшӑ
сӗчӗпе
мана тӗрек
панӑ,
атте вара кӑмӑллӑ
та ӑшӑ
куҫӗпе
ачашшӑн
ҫупӑрланӑ,
йӑвашшӑн-ҫепӗҫҫӗн
пуплесе йӑпатнӑ…
Миҫе
ҫӗр—каҫ
ҫывӑрман-ши
тата вӗсем!
Эпӗ
кӑшт
ҫеҫ
нӑйкӑшма
пуҫласанах
вӗсем
ман пата чупса пынӑ,
юрӑ
юрласа, сӑпка
сиктерсе лӑплантарнӑ,
ҫитернӗ,
тасатнӑ,
ҫунӑ…
Ҫулталӑка
ҫит
— сен ура ҫине
тӑратса,
вылятмӑш—такмак
ҫеммисем
каласа пӗрремӗш
утӑмсем
тума пулӑшнӑ.
Калаҫма
вӑхӑт
ҫитсен
чӗкеҫ
чӗлхи
пилленӗ.
Ача пахчине ҫӳреме
пуҫласан
манӑн
кашни ӳсӗмшӗн
—пултарулӑхшӑн
чунтан савӑннӑ,
мана татах та ӑслӑрах
та илемлӗрех
тӑвасшӑн
ҫуннӑ
вӗсем.
Хитре кӗпе—тумтир,
капӑр
тетте—пукане, ӑслӑ
кӗнеке
илсе парса савӑнтарнӑ.
Кунсерен, каҫ
кӳлӗм,
аттепе анне мана ача пахчине илме пыни
халӗ
те асрах. Аттене е аннене курсанах эпӗ
ун патне ыткӑнаттӑм,
вӑл
хӑй
чун тӗпренчӗкне
ыталаса ҫупӑрлатчӗ,
пит ҫӑмартинчен
чуп тӑватчӗ,
ҫурӑмран
лӑпкатчӗ,
пуҫран
ачашлатчӗ…
Тепӗр
чух ҫӳле—ҫӳле
ҫӗклетчӗ
те пӗчӗк
чунӑм
темле шанчӑклӑ
туйӑмпа
хӑпартланса
каятчӗ.
Мӗн
хаклӑраххи
пур—ши ачашӑн
тӗнчере
ашшӗпе
амӑшӗ
ӑна
икӗ
енчен пӗчӗк
те черчен аллисенчен ҫавӑтса
пырсан?

Шкул ҫулне
ҫитсен
ӑслӑ—тӑнлӑ
ҫын
пулма вӗрентӗр
тесе пӗтӗм
вӑй—халне
парать пире атте —анне. Килте е
урамра мӗнле
те пулин ыйту, татса парайман шухӑш—тӗллев
ҫуралсанах
вӗсем
патне чупса пыратпӑр,
канаш—сӗнӳ
ыйтатпӑр.
Аттепе анне хӑйсен
пурнӑҫ
курӑмӗн
ӑслайӗпе
пире тӗрӗс
хурав шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫапла
майпа пиртен ҫын
тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Анчах та хӑш—пӗр
чухне /пулкаланӑ
та пулӗ
ҫемьере
хирӗҫӳсем/
атте—анне каланине итлесшӗн
мар эпир, ҫамрӑксем.
Ваттисем пурӑнса
ирттернӗ
пурнӑҫ
ӑслӑлӑхне—вӗрентӗвне
шута хурасшӑн
мар, «хамӑрла»
пурӑнасшӑн.
Ашшӗ—амӑшӗ
хӑйӗн
ывӑл
— хӗрне
нихӑҫан
та усал сунмасть ӗнтӗ.
Вӑл
ӑна
ҫӗр—шыва
юрӑхлӑ,
ӑслӑ
та пултаруллӑ,
таса чунлӑ,
ырӑ
кӑмӑллӑ
тӑвасшӑн
пикенет. Ҫав
вӑхӑтрах
хӑйсенчен
телейлӗрех,
савӑнӑҫлӑрах,
пуянрах /тулӑхрах/
пурӑнтарасшӑн
тӑрӑшать.
Ашшӗ—амӑшӗн
пехилӗнчен
тухакан ҫыннӑн
пархатарӗ
ҫук
тесе ахальтен каламан. Ҫавӑнпа
эпӗ
те атте—анне сӑмахне
куллен ӑша
илме тӑрӑшатӑп,
анне пек сӑпайлӑ,
вашават, ӗҫчен
тата атте пек хӑюллӑ,
харсӑр,
тӳрӗ
кӑмӑллӑ
пулма ӗмӗтленетӗп.

Атте—анне
пурри — телей. Атте—анне пурри —
ӑраскал.
Хама ҫуратса
ӳстернӗ
атте-аннерен пахи никам та ҫук.
Чун панӑ,
ӑса
вӗрентнӗ,
ӗҫе
хӑнӑхтарнӑ,
пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тӑратнӑ
хаклӑ
ҫынсем
умӗнче
пуҫӑма
таятӑп.
Хамӑн
пурнӑҫӑмри
чи ҫывӑх
ҫыннӑмсеНе
нихӑҫан
та чӗререн
кӑлармастӑп.
Тата ҫакна
хушса калам. Тусӑм,
тантӑшӑм!
Аҫупа
аннӳне
хисепле! Вӗсемшӗн
эсӗ
яланлӑхах
ача—пӑча
— пӗчӗк
чухне те, ӳссе
ҫитӗнсен
те, вӑтам
ҫулсене
ҫитсен
те. Санӑн
кашни утӑму,
кашни ӗҫӳ
— аҫупа
аннӳ
куҫӗ
умӗнче.
Тӗрӗс
те лайӑх
утӑмусем
вӗсене
савӑнӑҫ
кӳрӗҫ,
тӗрӗс
мар утӑм
туни вара — хурлӑх.
Ҫавӑнпа
та аҫупа
аннӳне
савӑнтарма
кӑна
тӑрӑш,
вӗсене
нихӑҫан
та ан кулянтар. Яланлӑхах
ас ту: пурнӑҫ
малалла шӑвать,
эсӗ
ҫитӗнетӗн,
аҫу—аннӳ
ватӑлать.
Вӗсене
пурнӑҫра
куллен пулӑшса
пыр. Пӗчӗк
чухне, ача чухне панӑ
чун ӑшшине
аҫупа
аннӳне
тавӑрса
пар. Эпир вӗсем
умӗнче
пысӑк
парӑмра.

Канăçсăр чунлă
пулнă çав Çеçпĕл Мишши

Пĕлес килет,
кам эсĕ – Çын,

Пурнăç Турри
е Чун чури?

Эп – Канăç
шыраса тупма

Пĕлмен
Этемсенчен Пĕри.

Светлана
Асамат,

Çеçпĕл Мишши
ячĕллĕ

преми
лауреачĕ

Канăçсăр
чунлă пулнă çав Çеçпĕл Мишши. Ачаранах
канăç мĕнне пĕлмен вăл. 11 çултах ашшĕсĕр
тăрса юлнăскерĕн ачалăхĕ те пулман.
Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, чирĕ те асаплантарнă.
Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн ялтан
кăларса ярассипе те хăратнă. Ача чухнех
тем те тÿснĕ, чăтнă. Çапах таса чунлă,
çирĕп кăмăллă, хастар юлнă. Ман шутпа,
Мишша ăнланман япала пулман та пулĕ.
Кирек мĕнле ыйту çине те тивĕçлĕ хурав
пулнă унăн. Ача чухнех пурнăç тути-масине
лайăх пĕлнĕ, каярах вăл хăйĕн капланса
тулнă шухăшĕсене шурă хут çине куçарнă.
Шухăшĕсем вара унăн тарăн, сăмахĕсем
çивĕч, емĕчĕсем çутă.

Светлана
Асамат юрăç-сăвăç сăмахĕсем мана та
шухăша ячĕç. Кам пулнă-ши Çеçпĕл Мишши?
Пурнăç Турри е Чун чури? Тÿрех калама
та йывăр. Эпĕ шутланă тăрăх, хăйĕн чунĕн
чури çеç пулман вăл – айван та мĕскĕн
мар. Вăл çивĕч ăслă, вĕри чунлă, кăвар
чĕреллĕ. Нихăçан та хăйшĕн çеç çунман
вăл. Тăван чĕлхе, тăван халăх, тăван
çĕршыв шăпи канăç паман ăна. Киввине
çĕннипе, усаллине ыррипе улăштарас
килнĕ унăн. Хăй çиес çăкăр татăкне те
çынна пама хатĕр пулнă вăл. Ман шутпа,
ăна Пурнăç Турри теме пулать. Эпĕ ăнланнă
тăрăх, Турă вăл пурне те телей сунакан
ырă вăй. Çеçпĕл Мишши пурнăçра ырришĕн
çеç çуннă: чăваш ачине те, чăваш арăмне
те, чăваш çыннине те шеллет, чăваш чĕлхи
пĕтессинчен те хăрать, халăх чухăн
пурăннăшăн та кулянать. Ырришĕн Çеçпĕл
Мишши тем тума та хатĕр. «Çырăттăм,
ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр
ĕç туса хăварăттăм…» — тенĕ вăл. Çавăн
пек пуриншĕн те çунакан канăçсăр Çын
пулнă пирĕн Çеçпĕл.

«Унăн пурте
пулнă: ăс-тăн, вĕри чĕре, малашлăха çирĕп
шанни. Вăл – поэзи шанчăкĕ, Тĕрĕслĕхпе
Тасалăх йыхравçи, чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»,
— тесе çырнă Украина писателĕ С. Репьях.
«Çеçпĕл Мишши – чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»
тени мана питĕ килĕшрĕ. Пирĕн юратнă
сăвăç çинчен çакăн пек çырни, чăваш
çыннин ырă енĕсене ытти халăх çыннисем
те пĕлни вăл питĕ паха. Чăннипех те
Çеçпĕл Мишшине ашшĕ-амăшĕ чăвашăн пур
ырă енне те парнеленĕ: ăсĕ-тăнĕ,
тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ,
кăмăл-сипечĕ, ĕçченлĕхĕ, чун вĕрилĕхĕ,
çынлăхĕ. Унăн чунĕнче пурте пулнă –
ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла
уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчерен. Халăх
асĕнче вăл яланах çамрăк: тĕреклĕ,
мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ
кăмăллă, таса чунлă.

Çеçпĕл
Мишшин сăн-сăпачĕ чăваш халăхĕн
кун-çулĕнче малашне те çутă çăлтăр пек
ялкăшса тăрĕ. Çулăмлă сăмахсемпе
хĕмленекен сăввисем чăн чăвашла уççăн
янăрĕç. Унăн ячĕ чăваш чĕринчен нихăçан
та тухмĕ.

Эпĕ – Çеçпĕл
чĕннĕ чăваш ачи, сассăма паратăп, унăн
сăввисене янраттарса вулатăп, хам та
сăвăсем çыратăп.

Çеçпĕл пиччем!

Яту сан
чăннипех те чаплă,

Ĕçÿ те сумлă
та хăватлă.

Пуласчĕ ман
та чăваш чунлă,

Таса вăй-халлă,
пултаруллă.

Кăвар
чĕреллĕ Çеçпĕлĕн ячĕ — пирĕн чĕрере

Çеçпĕл Мишши
пирĕн чĕрере те, шухăшра та хитре чечек
ячĕпе пурăнать. Çеçпĕл чечекĕ тесенех
поэт сăнарĕ куç умне тухать. Вăл питĕ
хастар та таса чунлă пулнă. Унăн сăввисем
те «чунлă», тарăн шухăшлă. Хăш-пĕр сăввине
темиçе хут вуласан та ăнланма йывăр.
Хăй пурăннă вăхăта вăл тĕпĕ-йĕрĕпе
căнласа панă. Мĕнле çавăн пек лайăх
ăнланнă-ха вăл пурнăçа? Çамрăк пулнă
вĕт-ха вăл. Кашни сăввинчех камăн мĕнле
пулмаллине, мĕн тумаллине ăнлантарса
парать, вĕрентсе калать. Учитель-сăвăç
тесе калас килет ман ăна. Хăш-пĕр сăввинчи
йĕркесене илсех парас килет.

Ватă аслаçу
пÿртне

Йăвантарса
яр,

Ĕмĕрлĕх никĕс
çине

Çĕнĕ çурт
лартар!

(Иртнĕ
самана)

Чи юлашки
таса вăрçа –

Чăн çутăшăн,
таса тĕнчешĕн!

Çав тăххăрмĕш
хума ватар!

Васкар телей
çĕрне çитмешкĕн!

(Хĕрлĕ
тинĕсре)

Пусмăрти
халăхсем,

Пĕр çĕре
пухăнар.

Улпута йĕрлесе
тыткăнлар!

Пурăннă
тарăхса,

Çапăçар
савăнса,

Малалла,
малалла çул хывар!

(Атăл юрри)

Фронта мĕнпурĕ
пулăшар-и –

Арçын, хĕрарăм,
çамрăксем!

Ĕçе хастаррăн
хутшăнар-и?

Фронта
хăюллăн, салтаксем!

(Тăвансене
пулăшар)

Ĕмĕр чура
пулма çитĕ,

Чура пулма
намăс!..

Ирĕклĕ кун-çул
тумашкăн

Тăрăр пурте
харăс!..

Ачăрсене
вĕрентме те

Эсĕр ан
ÿркенĕр:

Чăваш çĕрне
юратмашкăн

Вĕсене
вĕрентĕр.

Ачăрсем чăваш
чĕлхишĕн

Тăма хатĕр
пулччăр,

Ют халăхсем
ĕлĕкхин пек

Чăвашран ан
кулччăр.

Çитĕ! Шăпăр
шăтăкĕнчен

Çут тĕнчене
тухăр!

Этем чунне
– выльăх чунĕ

Вырăнне ан
хурăр.

(Чăваш
арăмне)

Юрăсемпе
эсĕр мухтăр

Сăвăçсен
ятне,

Хытă сасăсемпе
юрлăр

Вĕсен сăввине.

(Эпĕ вилсен)

Эй, ваттисем!

Эй, ват çынсем!

Авал чăваш
асаплă пулнине

Çамрăксене
каласа парăр:

Тăван çĕршывăн
капăр чĕлхине

Ялан савма
хушса хăварăр.

(Чăн чĕрĕлнĕ!)

Тăван чăваш
хăюллине,

Вăл вăйлине
курасчĕ ман.

Чăваш! Çĕклен
те çунатлан!

Куçна тĕлле
хĕвел çине.

(Чăваш!
Чăваш!)

Ачасене те,
çамрăксене те, хĕрарăмсене те, ватă
çынсене те – пурне те вĕрентсе, хушса,
ыйтса, чĕнсе калать вăл. Унăн чун-чĕринче
пурин валли те кирлĕ сăмах туллиех. Хăй
шухăшне ахаль çеç каламасть вăл,
сăвăласа-шăрçаласа калать. Мĕнле хăюллă
та ăслă пулнă вăл. Унăн сăввисенче мĕн
чухлĕ ăслă шухăш: савăнтараканни,
хурлантараканни, тарăхтараканни,
хумхантараканни. Унăн сăввисенче –
чăваш халăхĕн иртнипе пуласси, иртнине
аса илни, пулассине ĕмĕтленни курăнать.

Çеçпĕл
Мишшине тата манăн художник-сăвăç тесе
калас килет. Вăл сăмахсемпе сăнарлă
ÿкерчĕксем тăвать.

Кăвак çутăран
шăратнă акапуç,

Туртийĕ
хушшинче хĕвел ташлать,

Çĕн Кун –
шевле сарриллĕ ылтăн пуç –

Чăваш уйне
ака тума тухать.

(Çĕн Кун
аки)

Инçе çинçе
уйра уяр

Карталанса
чăлтăртатать,

Енчен енне
çупса чупать…

(Инçе çинçе
уйра уяр)

Чипер юлсам,
хĕвел çĕршывĕ!

Чечек çĕршывĕ,
сывă юл!

Эс те, сăнчăр
пĕлмен стихия –

Хăватлă
тинĕс, сывă пул!

(Экспромт)

Сăввисене
вуланă хыççăн Çеçпĕл Мишшине оратор-сăвăç
тесе калама та май пур. Вăл сăввисене
ахаль, туйăмсăр-мĕнсĕр вулама çырман,
пурте вулаччăр, пĕлччĕр, илтчĕр, ăнланччăр
тесе çырнă. Янраттарса вулама, кашни
сăмахне чунпа туйма çырнă.

Çĕн Сывлăш,
вĕр!

Çĕн Сывлăш,
вĕр!

Чăваш çĕрне
тĕреклĕх кĕрт!

Çĕн Сывлăш,
вĕр! Çĕнĕ вăй пар,

Чăваш чĕри
пултăр кăвар.

(Инçе çинçе
уйра уяр)

Çĕн тĕнче!
Эй, çĕнĕ кунăм,

Каялла ан
кай, ан чак!

(Тинĕсе)

Чăннипех
те чаплă поэт вăл пирĕн. Ахальтен мар
ĕнтĕ унăн сăввисене нумай чĕлхене
куçарнă. Ăна ырлама, мухтама сăмах та
çитмест. Шкулта вĕреннĕ е халь вĕренекен
кашни ача унăн пĕр сăввине те пулсан
пăхмасăр калама пĕлет. Эпĕ те Çеçпĕл
Мишши сăввисене килĕштеретĕп. Шкулта
Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне халалласа
ун сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ
пулать. Эпĕ те конкурса хутшăнма пĕр
сăввине пăхмасăр калама вĕренетĕп. Унăн
сăввине вĕренесси маншăн, чăваш ачишĕн,
пысăк чыс та телей. Кашниех Çеçпĕл Мишши
çинчен ытларах пĕлме тăрăшсан, сăввисене
илемлĕ вулама вĕренсен, паллах, ун ячĕ
пирĕн чĕререн нихçан та тухас çук. «Ыр
çын вилет – ят юлать», — тенĕ ваттисем.
Çеçпĕл Мишшин ырă та сумлă ячĕ яланлăхах
халăх асĕнче пулать. Чăваш пурăнать
пулсан — Çеçпĕл Мишши те пурăнать. Хамăр
халăх историне пуянлатакансене пирĕн
манма юрамасть.

Çеçпĕл Мишши —
пирĕн чĕрере

Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 110 çул çитет. Пĕр ĕмĕр
каялла пурăннă мухтавлă поэтăмăр,
талантлă та пултаруллă çыннăмăр. Ĕмĕр
ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян
та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна
манма май çук – вăл Çеçпĕл! Ун пек çын
100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине: çынна
тĕлĕнтерме, ĕмĕрлĕхе ят хăварма. Пушкин
пек, Бичурин пек, Яковлев пек…

Анчах та
мана кулянтараканни те шухăшлаттараканни
вăл – Çеçпĕл Мишши çамрăклах çĕре кĕни.
Ыла та шел вĕт-ха. Çеçпĕл чечекĕ пекех.
Юр кайсанах шăппăн та сăпайлăн шăтса
тухать те хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах
куçран çухалать. Çеçпĕл Мишши те çавах.
Ман шутпа, вăл «хыпаланса пурăннă»: 9
уйăхра утма пуçланă, çулталăкра калаçма
вĕреннĕ, пиллĕкре вулама тытăннă,
саккăрта шкула кайнă, вун иккĕре вулăс
кантурĕн çыруçинче вăй хунă, вун саккăрта
учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ,
вун тăххăрта Мускавра пулса Ленина
курнă, çирĕм пĕррере юстици пайĕн
пуçлăхĕнче ĕçленĕ, çирĕм иккĕре Хура
тинĕс хĕрринче сывлăхне сипленĕ, çирĕм
виççĕре пурнăçран уйрăлнă. Кусемсĕр
пуçне Мишша тĕрлеме те, юрлама та, ÿкерме
те питĕ ăста пулнă. Ашшĕне тĕрмене хупсан
амăшне ака-суха ĕçĕнче те нумай пулăшнă.
Тискер чунлă çынсене пула тĕрмере те
ларма тивнĕ унăн. Салтак шăпи те лекнĕ
ăна. Чи хăватли, чуна тыткăнлаканни, чи
асамли вара унăн – чун-чĕререн шăранса
тухнă хайлавĕсем: 40 ытла сăвă, 6 прозăлла
хайлав, «Упик» драма, Анастасия Червякова
патне çырнă 98 çыру, тус-юлташĕсем патне
янă çырусем. 23 çулта çакăн чухлĕ ĕç тума
ĕлкĕрнĕ вăл, таланчĕ те нумай енлĕ пулнă
унăн: вулавçă, çыруçă, ал ăсти, художник,
поэт, педагог, пропагандист, агитатор,
патшалăх ĕçченĕ, ăста юрист. Паллах,
шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Тата самани
те ачашламан ăна, шăпи те питĕ йывăр
пулнă унăн. Пурне те ăçтан чăттăр ĕнтĕ
çын чĕри?!

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Мамлеев собрание сочинений том 1
  • Манифест для сдачи экзамена
  • Мамины руки сочинение 4 класс
  • Манифест дефицитный инициативный егэ
  • Мамина помощница сочинение

  • Добавить комментарий

    ;-) :| :x :twisted: :smile: :shock: :sad: :roll: :razz: :oops: :o :mrgreen: :lol: :idea: :grin: :evil: :cry: :cool: :arrow: :???: :?: :!: