Манан асатте сочинение

                 Манăн асанне.

     «Ват çын-тăват çын,»-тенĕ ватăсем .Чăнах та, вăл мĕн кăна тума пĕлмест пуль?Хамăн асаннене илем-ха.Ун çинчен шухăшлатăп та тĕ-лĕнетĕп:мĕн кăна  тÿсмен-ши вăл хăйĕн кун-çулĕнче.

     Екатерина Максимовна 81 çулта. Норваш-Шăхаль ялĕнче пурă- нать.Āна ялта та хисеплеççĕ.

     Асанне ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă вăхăчĕ пулнă-çке. Ун чухне крахмал икерчи пĕçернине, мăян вăррине çинине куççульсĕр каласа та параймасть вăл.

     Асанне ултă ача çуратса ÿстернĕ.Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.

     Нумай выльăх-чĕрлĕх усрать. «Мĕн тума асапланатăр вара?»-ый-татпăр унран хăш чухне. «Выльăх-чĕрлĕх пăхса йăпанатпăр. Эсир килсен-сирĕнпе,»-хуравлать вăл.

     Асанне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ Канаш парса пулăшать,яланах апат-çимĕçпе тултарнă сĕтелпе кĕтсе илет,ĕçе юратма, лайăх çын пулма вĕрентет.Тавах сана, юратнă асанне. Эсĕ пурришĕн савăнат- пăр.

Обновлено: 10.03.2023

3 Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский, мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля- матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.

4 Чăваш халăх сăмахĕсем. Анне (ан’н’э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к’бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан’н’э), mater mea, моя мать: аннÿ ( ан’н’ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан’к’ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.

5 Синонимсем. Анне – апай, апок, апи, мама.

6 Этимологи словарĕ. АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к’бэмез дорогая наша матушка.- Из письма). Производные формы: асанне, асланне (

7 Ваттисен сăмахĕсем. Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар. Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр. Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте–аннерен хакли çук. Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ. Атте-анне пилĕ пурнăç парать. Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет. Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă. Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче. Атте-анне пурри – пуянлăх. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать. Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.

9 Сăмах майлашĕвĕсем. Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…

10 Сочинени. Чи çывăххи, чи шанчăкли. Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче. Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем. Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.

11 Анне манна çунат пиллет, Ытарайми чĕкеçĕм, тет. Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе, Ăс вĕрентсе, хисеплесе.

12 Анне манна телей пиллет, Çурхи чипер хĕвелĕм тет, Хĕвелĕм, тет юратнипе, Юратнипе, савăннипе.

13 Кам пире мĕн пĕчĕкрен ÿстерет савса куллен? Вăл – анне, тăван анне. Тавтапуç сана, анне! А.Ильин

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Инстаграм».

metallVid

18 февраля
(РДК) Площадь Победы, д.9
С 9.00 до 17.00 ч.

Распродажа Шуб г. Пятигорск

Норка
Мутон
Размеры от 40-70
Дубленки
Головные уборы
Скидки от 10 до 50%
Акция! Принеси старую шубу и получи скидку на новую. Расрочка 0% кредит.

Основными направлениями государственной поддержки, обозначенными в проекте документа, являются развитие здравоохранения, образования, культуры, спорта, общественной инфраструктуры.

Такая же задача на пятилетку ставится и по капитальному ремонту общеобразовательных школ. На сегодняшний день капитально отремонтирована половина общеобразовательных школ. На дальнейшее укрепление материально-технической базы образовательных организаций в республиканском бюджете на 2020 год будет дополнительно предусмотрено 1,2 млрд рублей. Из этих средств 910 млн рублей будет направлены на капитальный ремонт общеобразовательных организаций и детских садов, 200 млн рублей на приобретение новой мебели для учащихся начальных классов и 90 млн рублей на модернизацию материально-технической базы и капитальный ремонт оздоровительных лагерей.

Столько же средств планируется выделить в 2020 году на строительство и реконструкцию плоскостных спортивных сооружений и укрепления материально-технической базы существующих объектов спорта. Михаил Игнатьев подчеркнул, что в течение 5 лет необходимо развивать спортивную инфраструктуру по месту жительства и максимально обновить пришкольные стадионы. Это позволит к 2024 году увеличить до 55% долю населения республики, систематически занимающегося физической культурой и спортом.

Всего на реализацию Указа предлагается выделить в 2020 году в общей сложности 3,4 млрд рублей.

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Предмет: чăваш литератури

Класс: 6 класс

Урок теми: Асаннесен пилĕ пытăр ĕмĕре

Урок тĕсĕ: пуплеве аталантармалли урок

Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ: çемьери çывăх çынсен чун-чĕрине ăнланма, вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, кирлĕ чухне пулăшма, чĕнĕве палăртма вĕрентесси.

Аталантару (илемлĕх) тĕллевĕ: ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси, проблемăллă ыйтусем тупма хăнăхтарасси, харпăр хăй шухăшне калассине аталантарасси, тěпчев ěçне явăçтарасси;

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

— эпизодсене суйласа вуласси;

— тĕп сăнара хак пани;

— сăвва илемлĕ вулани;

— харпăр хăй шухăшне илемлĕн те уççăн калаттарасси;

— ушк ă нпа п ĕ т ĕ млет ÿ туни ;

— синквэйн ç ырасси ;

— хĕвеллĕ кластер туни;

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: 1) палăртуллă вулава аталантарасси;

2) панă ыйтăва туллин хуравласси;

3) уйрăмшарăн калаçма хăнăхтарасси;

4) çыхăнуллă калав йĕркелеме вĕреннине

Литература теорийĕ: тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни;

тĕп шухăш – автор пире мĕн каласшăн пулни;

проблема – хайлавра хускатнă çивĕч ыйту;

Словарь ĕçĕ: 1. Ăнлантармалли сăмахсем:

ырханкка – начар, имшер, хыткан;

ват супнă – ватă çынна каланă киревсĕр сăмах;

аяк пĕрчи – ребро;

2. Çырма вĕрентмелли сăмахсем:

çан-çурăм – кĕлетке, ÿт-пÿ, пÿ, кÿлепе;

пархатарлă ĕç – лайăх ĕç;

вирхĕнсе тухать – васкаса тухать;

урам тăрăх вĕçтерет – урам тăрăх чупать;

Ĕç хатĕрĕсем: мультимедиа проекторĕ, слайдсем; таблицăсем

Урок эпиграфĕ: Асаннесен пилĕ пурнăç парать.

I .1. Урока йĕркелесси

Кĕрхи хĕвел куллипе, ăшă кăмăлпа паянхи урока пуçлăпăр.

2. Проблема ситуацине палăртасси

— Ачасем, эсир юрă итлĕр, юрăпа пĕрле ÿкерчĕксем тухса пырĕç. Юрăпа ÿкерчĕксем сирте мĕнле кăмăл-туйăм çуратĕç? Кам çинчен пулĕ-ши юрă?

Аттепе анне юратнă,

Асанне те ыйăх татнă,

Вěренеп сан пек пулма

Ирхине ěçе каятчěç

Кунěпех санпа юлаттăм

Выляса та ывăнаттăм

Çывăрма санпа выртаттăм

3. Урок темине палăртасси

Халĕ, ачасем, урок темине палăртăр? (Ачасен хуравĕсем)

4. Юрăри асанне эсир тин вуланă мĕнле хайлаври асаннене аса илтерет? (Ачасен хуравĕсем)

Çулсем иртнĕçемĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай сăнарĕ кашни çын пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне юнашар мар чухне вĕсем яланах пирĕнпе пĕрле.

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

II . 1. Аса илер-ха, ачасем, Юра мĕнле йăнăшсем тăвать, асламăшĕпе хăйне мĕнле тыткалать? (Ачасен хуравĕсем)

3. Мĕншĕн килĕшмерĕ-ха? Мĕнлерех çын-ха вăл Юра асламăшĕ? (Ачасен хуравĕсем)

Тĕп сăнар характеристики

ç итм ĕ л урл ă ка ç н ă ;

чĕре ăшшине юратн ă м ă нук ĕ сене парасси, вĕсенчен ч ă н-ч ă н ç ын т ă васси;

ыр ă к ă м ă лл ă , таса та уç ă чунл ă , пуриншĕн те каçарать;

мĕн в ă й ç итн ĕ таран пурне те пул ă шма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче т ă рать;

м ă нукĕшĕн п ă ш ă рханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех т ă рать, выль ă х-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе ç ă вать, урай сĕрет, ашшĕ-ам ă ш ĕ сен пух ă вне çÿрет, чи кайран çыв ă рма выртать;

Эпĕ те сирĕн шухăшсемпе килĕшетĕп, мĕншĕн тесен маншăн та, сирĕншĕн те – асанне, кукамай – иккĕмĕш анне. Вĕсем пĕтĕм чĕре ăшшине пире параççĕ, пиртен чăн-чăн çын тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

4. Кам пулăшнипе Юра хăйĕн йăнăшне ăнланса илчĕ? (кĕске содержани)

5. Эсир пурнăçра Юра пек йăнăш тумастăр-и? (Ачасен хуравĕсем)

Атьăр, тăрăр, юлташсем,

Асанне патне васкар.

Вăрман урлă та каçар,

Çырма урлă та сикер.

Ак çакăн пек çÿллĕ пуль…

Ак çакăн пек лутра пуль…

Ак çакăн пек сарчăк пуль…

Ак çакăн пек пĕрĕнчĕк пуль.

III . 1. Асаннесем патне кайса килтĕмĕр. Айтăр-ха вĕсем çинчен калаçар. Килте сирĕн асанне, кукамай çинчен презентаци е сочинени çырмалла пулнă. Халĕ пире Костя хăйĕн кукамăшĕ çинчен тунă презентаципе паллаштарать. (презентаци пăхатпăр) (2№ хушса пани)

2. Костя кукамăшĕ, Матросова Таисия Петровна, пирĕн патра паян хăнара. Халĕ ăна сăмах парăпăр. (пил парать)

Пиллĕ çын телейлĕ теççĕ. Эсир паян, чăнах та, телейлĕ. Ачасем, çак пил сăмахĕсене яланах асра тытăр, асанне-кукамай пилĕ пурнăç парать.

3. Костя тав сăмахĕ калать:

Тавтапуç сана, кукамай,

Тавтапуç сана, кукамай,

Йывăр вăхăтра ялан

Тĕрĕс каланишĕн. (чечек çыххи тухса парать)

4. Халĕ Костя Гурьев та кукамăшĕ çинчен каласа парать. (3№ хушса пани)

5. Таньăн та асламăшĕ пур. Халĕ ăна итлесе пăхар. (4№ хушса пани)

Пурне те пысăк тав. Ачасем, çакна яланах асра тытăр:

Асаннен çемçе алли

Эсир лайăх вĕренсен

Асаннен чĕри хĕпĕртет.

Эсир ырă ĕç тусан

Куçĕ савнăçпа çиçет.

Акă мĕн сире калатăп:

Асанне-кукамая ан манăр нихăçан.

Юратма та упрама ыйтатăп:

Пурнăç лайăх асанне-кукамай пулсан!

6. Ваттисен сăмахĕсем те çакнах вĕрентеççĕ. Халĕ ушкăнра ĕçлесе илĕпĕр. Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем йĕркелĕр.

IV . 1. Камсем çинчен калаçрăмăр-ха эпир? (хурав)

2. Синквэйн çырасси

Япала ячĕ асанне

Икĕ паллă ячĕ ĕçчен, ватă

Виçĕ глагол юратать, каçарать, парать

Предложени Ватă асламăшĕ чун-чĕре ăшшине мăнукне парать.

Синоним (метафора) пÿрт ăшши

3. Хĕвеллĕ кластер туни

V . 1. Юрă сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренмелле;

3. Асанне, кукамай патне тав çырăвě çырмалла;

Тĕп сăнар характеристики

ç итм ĕ л урл ă ка ç н ă ;

чĕре ăшшине юратн ă м ă нук ĕ сене парасси, вĕсенчен ч ă н-ч ă н ç ын т ă васси;

ыр ă к ă м ă лл ă , таса та уç ă чунл ă , пуриншĕн те каçарать;

мĕн в ă й ç итн ĕ таран пурне те пул ă шма хатĕр, пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче т ă рать;

м ă нукĕшĕн п ă ш ă рханать, апат тĕрки чиксе парса ярать, ирех т ă рать, выль ă х-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕçерет, кĕпе ç ă вать, урай сĕрет, ашшĕ-ам ă ш ĕ сен пух ă вне çÿрет, чи кайран çыв ă рма выртать;

Юратн ă кукамай

Пир ĕ н кукамай çĕ р ç инчи чи ыр ă ç ын . Ун ç ум ĕ нче яланах ă ш ă, шанч ă кл ă. Ç ут ç антал ă к ĕ кукамая ç еп ĕç к ă м ă л , ыр ă чун , ĕç чен ал ă пан ă. Ман ă н кукамай хирти чечек пулн ă пулсан чи илемл ĕ чечек пулн ă пул ĕ чч ĕ. Т ÿ пери çă лт ă р пулн ă пулсан чи ç ут ă çă лт ă р пулн ă пул ĕ чч ĕ. Ун ă н илемл ĕ те ă ш ă кулли х ĕ вел пек туй ă нать .

hello_html_445b8e45.jpg

Чи çывăх çыннăм

Эпир çемьере пиллĕкĕн пурăнатпăр: атте, анне, асанне, шăллăм тата эпĕ. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Атте-анне килте çук чухне пирĕнпе пĕрле яланах – асанне.

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

Вложение Размер
Сочинение на чувашском языке»Всем смертям назло!» 38.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

Читайте также:

      

  • Сочинение пьер безухов быть самим собой
  •   

  • Сочинение зимний день 4 класс презентация
  •   

  • Сочинение рассуждение политический режим
  •   

  • Идея двигатель прогресса сочинение
  •   

  • Сочинение геродота это письменный источник

Юратнă асатте


Категория: ПУБЛИКАЦИИ


Опубликовано: 22.09.2021, 10:18


Просмотров: 176

Манaн асатте, Роберт Игнатьевич Петров, нумай cул «Санары» агрофирма ертÿçинче тимленĕ. Вăл питĕ маттур, ырă кăмăллă, ĕçлеме юратакан çын. Ирхине ирех ĕçе тухса каять. Пушă вăхăчĕ сахал пулсан та, пирĕнпе, мăнукĕсемпе, канма та, выляма та вăхăт тупать. Халĕ асаттен ĕçне манăн атте, Андрей Робертович, малалла тăсать. Эпир те, йышлă мăнукĕсем, асаттепе атте пекех тивĕçлĕ çынсем пулас тесе шкулта тăрăшса вĕренетпĕр.

Роберт Петров, 4-мĕш класс.

Добавить комментарий

Манăн асанне

1 Нарăс, 2018

Манăн асаннене Зинаида Егоровна тесе чĕнеççĕ. Асаннен чи кĕçĕн мăнукĕ — эпĕ. Нумаях пулмасть тăхăр çул тултартăм çеç-ха. Мăнукĕсенчен чи асли вара вăтăр икĕ çулта.

Эпĕ асаннене питĕ юрататăп. Ăна итлетĕп, пулăшатăп. Йĕп çине çип тирсе паратăп, ăна валли хаçат, кĕнеке вулатăп. Кашни çĕнĕ сăвă вĕренмессерен каласа кăтартатăп. Эпир иксĕмĕр тĕрлĕ кино пăхма юрататпăр. Телевизор яратăп та каналсене куçарса асанне килĕштерекен кăларăма шыратăп, сассине ÿстерме е чакарма пулăшатăп.

Иртнĕ канмалли кунсенче асаннене çамрăклатас терĕм. Тахçанах питĕрĕннĕ хăлха çакки шăтăкне çĕнĕрен тиртĕм. Асаннем хитре пултăр тесе хăлха çакки çакрăм.

Юратнă çыннăм мана чиркĕве илсе çÿрет, кĕлĕсем вĕрентет, уявсемпе паллаштарать. Килте ватă çын пурришĕн эпĕ савăнатăп.

Çемье
телейĕ мĕнре-ши?

 
   
Ҫемье телейĕ – атте-анне пурри тата вĕсен ăшши.

   Атте! Анне!  Чăвашсен ытарайми
 ҫепĕҫ  сăмахĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас килет, ҫуммăн
ларса ăшшăн калаҫас килет, ыталаса илсе чĕререн тав тӑвас килет. Ытла та ăслă
вĕсем, ытла та кăмăллă ҫынсем. Хăйсен мĕн пур лайăх енне пире халаллаҫҫĕ,
ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Эпир вĕсенчен вĕренсе пыратпăр,
вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр.

  Кашнинчех   эпир
радиопа аттепе аннене халалласа юрăсем юрланине, сăвăсем каланине илтетпĕр.  Ах!
 Ҫак  ылтăн сăмахсене илтсен чун-чĕре савăнать,  кăмăл ҫĕкленет. Еплерех чуна
ҫĕклентереҫҫĕ ҫак сăмахсем.

  Ку вăл – аттепе аннене
хисеплени, вĕсене хыттăн юратнине пĕлтерет. Чăваш литературинче те атте – анне
сăнарĕ тĕп вырăнта тăрать. Акă Василий Давыдов-Анатри те  хăйĕн сăввинче аннене
тав туса, ăна мухтаса сăвă йеркелесе ҫырнă:

Анне
мана телей пиллет,

Ҫурхи
чипер хĕвелĕм тет,

                                         
Хĕвелĕм, тет юратнипе,

                                         
Юратнипе, савăннипе.

                       
Анне мана кун-ҫул пиллет,

                       
Тăван кил-ҫурт тĕрекĕ тет,

                       
Тĕрекĕ тет, куҫран пăхса,

                              
Куҫран пăхса, чунтан шанса.

      Чăваш поэчĕ Петĕр
Хусанкай та амӑшне халалласа поэма ҫырнă.

                                      
Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,

Ҫат
тытнă тутуна яланхи пек.

     
Ик куҫ харши раснах йĕрленчĕ,-

    
Унта пайтах пытарăннă инкек…

Ҫапла сăнарланă хăйĕн
юратнă амăшне чӑваш хал

     Ман хамăн та атте –
анне пур,вĕсем –кил ăшши, чун ăшши. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн пысăк
ҫемье Кӳлхĕрри Карай ялĕнче пурăнать. Эпир йышлăн: атте, анне, пĕчĕк шăллăм,
асанне, асатте тата эпĕ. Манăн аннене Марина тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл бухгалтер пулса
ĕҫлет. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир анне ĕҫрен киличчен
хуҫалăхра тупăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, пысăк чунлă ҫын
пулас килет.

Аттене ялта Радислав тесе
чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕкрен атте пирĕнпе пĕрле конструкторсенчен
тĕрлĕ япаласем пуҫтаратчĕ, халĕ вара пысăк ĕҫсем тума тăрăшать: трактор пуҫтарчĕ,
тимĕр авса хитре картасем турĕ тата ытти те. Пĕчĕк шăллăм та аттене кура тĕрлĕ
япаласем конструктăрпа пуҫтарма тăрăшать, атте ун ĕҫне хакласа  хĕпĕртенине
курсан вара савӑнать, хăйне пысăк ҫын пек туять.

 Асаннене  Калисса тесе
чĕнеҫҫĕ. Унăн та алли
 ылтăн.
Вăл пире тĕрлĕ  тăхăнмалли тум ҫыхса парать, хитре шăрҫасемпе тирпейлĕн тĕрлет.
Ăна кура эпĕ те тĕрлеме тытăнтăм, йывăрлăх сиксе тухсан
тӳрех асанне патне чупатӑп.

Манăн асатте Петĕр ятлă. Вăл
пирĕн килте чи ăсли шутланать. Асаттепе асанне иккĕшĕ те пенсие тухнă, ҫавăнпа
килте вĕсем пире хуҫалӑхри ĕҫ-хĕле пуҫтарса пулăшаҫҫĕ.

Пирĕн ҫемье пысăк.  Ку
мана питĕ савӑнтарать, мĕншĕн тесен нихӑҫан та кичем мар,  йĕри-тавра сана
юратакан, пулӑшма хатĕр аслисем. Пĕрре-иккĕ кӑна та мар- тӑваттӑн.

 Телевизорпа час-часах
ашшĕпе амăшĕсĕр ӳсекен ачасем ҫинчен кӑтартаҫҫĕ. Вĕсен кăмăлĕ те сивлек. Мĕн
чухлĕ ача нуша курать, ҫак ӳкерчĕк чуна хурлантарать.     Шел пулин те,
ашшĕ-амăшне ĕмĕр кӳренсе пурăнмалла суран тăвакан хĕрсемпе ывăлсем те пур-ха
пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ- амăшне
хăйсем пăхас вырăнне ваттисен ҫуртне кайса яракансем сахал-и тата?

     Ман шутпа, ватăсене
хисеплемелле, ырă сăмахсем каласа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтсенче пулăшса
пымалла, аякра пулсан – тăван киле манмалла мар. Ҫемье телейĕ пĕр-пĕрне
юратнинче, хисепленинче, упранинче.

     Хĕвел хăй
ăшшине ҫĕр ҫине еплерех сапалать, аттепе анне те ҫавăн пекех чун-чĕре хĕрӳлĕхне
пире парнелеҫҫĕ. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, упраса пурăнасчĕ, ватлӑх
кунĕсенче вĕсемпе те пирĕн ӑшӑ пуласчĕ.

Анна
Кузьмина,

Пĕтĕмĕшле
пĕлӳ паракан Трак вăтам шкулĕнчи 10-б класс.

Ытарайми
атте-анне

  Кăҫал Чăваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталăкĕ
тесе палăртрĕҫ. Шухăшласа пăхсан тĕлĕнсе каймалла вĕт: тăванлăх, атте-анне
ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, юрă-сăвă пирĕн халăхăнни пек урăх никамăн та
ҫук пулĕ. «Аҫупа аннӳне хисепле, хăвнах лайăх пулĕ», «Ача-пăчана мул париччен
ăс пама хушнă», «Ашшĕсĕр ача-ҫур тăлăх, амăшĕсĕр ача- хăр тăлăх»,- янăраҫҫĕ
хăлхара ăса вĕрентекен сăмахсем.

    И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университетĕнче пĕрле вĕреннĕ тантăшăм Галя Дмитриева (халĕ унтанпа хушамачĕ
улшăнчĕ те пулĕ) манăн хĕр чухнехи дневник ҫине тахҫан ҫапла сăвă ҫырса хунă:

                                                         
Ачалăх!

                                                         
Манăҫми ҫĕр-шыв!

                                                         
Хуп сăпкана ват асанне

                                                         
Сăвăласа сиктернине,

                                                         
Аннен хитре юррисене

                
                                         Ĕмĕрлĕхех ăша эп хыврăм…

«Аттепе
анне пулсассăн Пуринчен те эп пуян…» — янраттарать тепĕр чух Чăваш наци
радăвĕпе Виталий Адюков маҫтăр, вăйăҫă. Çаплах, аттепе анне пулсассӑн эпир чи
маттуррисем, чи пултаруллисем.

     
Атте-аннеҫĕм…Çак сăмахсем чунри мĕн пур ачашлăха пĕр ҫĕре пухса чĕрере киленӳ
ҫуратаҫҫĕ. Мĕн тери пысăк та вăйлă асамлăхпа тулса ларнă вĕсем! Сасăпа калатăн
та вĕсене, тӳрех пурăнас килсе каять, пĕр харăс пин ĕҫ туса пăрахассăн туйăнать,
ҫак тĕнчери хăвăн пĕлтерĕшне витĕр ăнкарса илетĕн…

     
Аттепе анне  иккĕшĕ те ҫут  тĕнчере чи ҫывăх та хаклă ҫынсем! Вĕсем пулман
пулсан ҫак ҫĕр ҫинче эпир те, икĕ ывăлпа икĕ хĕр,  пулмастăмăрччĕ. Эпир вĕсен
вăрринчен ҫуралса кун ҫути курнă. Вĕсем пире ҫак пурнăҫа юратма, йывăрлăхсене
ҫĕнтерме вĕрентмен пулсан, тен, эпир ҫак ҫĕр ҫинче утса ҫӳреймĕттĕмĕр те-и?

    
Шел те, ҫут тĕнче хăналăх тесе ахальтен каламан пулĕ ҫав. Атте, Егор
Порфирьевич Порфирьев, Аслă аттелĕх вăрҫинче пулнăскер, пирĕнтен уйрăлса кайни
35 ҫул иртрĕ. Ĕҫчен ҫынччĕ вăл, ик алла пĕр ĕҫ тетчĕ, ним тума та ӳркесе тăмастчĕ,
чăн-чăн кăптăрмăш чăвашчĕ, хăть ҫулла, хăть хĕлле аллинчен ĕҫ

каймастчĕ;
ҫăва тухсан- платник, хĕлле- ҫăмат ăсти; выльăхĕ-чĕрлĕхĕ кил хушши тулли.    

     
Ял ҫумĕнчи Туканаш вăрманĕнче унпа юнашар тăрса пĕрремĕш хут алла ҫава тытса
утă ҫулма вĕренни, ҫиме юрăхлă е наркăмăшлă кăмпасене уйăрма вĕрентсе тулли
витресемпе ура айĕнчи хăрăк туратсене шартлаттарса вăрман тăрăх утни,
атте-аннепе пĕрле ял варринчи Мăн пĕвере «хам ҫиеле, шапи аяла» тесе
пĕрремĕш 
хут шывра ишме вĕренни аса килсе чуна хумхантараҫҫĕ. Хĕллехи каҫсенче тата:
пуҫа ҫĕмĕрен-ҫĕмĕрен – кăткăс задача нимĕнле те парăнасшăн мар, тепĕр пӳлĕмре
вăл е ку ĕҫпе аппаланса ларакан  атте патне  чупатăн. Мĕнле пулăшмĕ-ха юратнă ачине,
пурнăҫри пулăмсем урлă ăнлантарма тăрăшатчĕ. Йывăрах та пулман иккен пуҫватмăш,
тавҫăрулăх кăна ҫитмен.

      
Аттен амăшĕ (пирĕн енче мамак теҫҫĕ) икĕ ывăл тата пĕр хĕрпе 28 ҫултах
мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Самани йывăр пулнă, арҫын ĕҫне те, хĕрарăмăнне те хăйĕнех
тумалла.  Аттен тăватă класс кăна вĕренме май килнĕ. «Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă
тенĕ пек, хĕл варринче кăмака хутма вутă пĕтрĕ, ялти вăй питти арҫынсемпе тăхăр
ҫулхи ача мăн вăрмана вутта тухса кайрăм»,- ачалăхне аса илсе куҫҫулленетчĕ
тепĕр чухне атте.  Çапла мĕн пĕчĕкрен куршанак ҫыпҫăннă, вăл е ку ĕҫе уяса
тăман. «Тăлăх йывăҫа тăвăл хуҫать те хавшатса хăварать»,- тенĕ авал. Кăмăлĕпе
йăвашчĕ атте. Çемьере киревсĕр, хăр-хар калаҫу илтмен нихҫан та. «Атте, мĕнле лайăх
эсĕ пирĕн, Кĕркури Кольки (пирĕнпе юнашар пурăнатчĕҫ) ачисене те тем тĕрлĕ
киревсĕр сăмахсемпе вăрҫать»,-теттĕмĕр пускилсене хĕрхенсе (вĕсем пирĕн пата ашшĕнчен
хăраса час-часах тарса пыратчĕҫ). Атте вара: «Эпĕ тăватă класс кăна вĕреннĕ вĕт,
вăл вырăс сăмахĕсене ăҫтан пĕлем»,-текелетчĕ
ҫурма
шӳтлесе.

      
Мĕншĕн асра ҫеҫ-ши ҫав манăҫми самантсем? Мĕншĕн вĕсене куҫ хупса илмелĕх те
пулин каялла тавăрма ҫук-ши? Çавăн пек салхуллă самантсенче анне сăнарĕ куҫ
умне  тухать. Елен тетчĕҫ ялта, хут ҫинче — Елена Игнатьевна. Анне питĕ
пултаруллă,ĕҫчен, тарават хĕрарăмччĕ. Пурнăҫĕнчи вăй питти ҫулĕсене колхоз
ферминче дояркăра ырми-канми ĕҫлерĕ, тивĕҫлĕ канăва «Хисеп палли» орденпа
тухрĕ. Ун чухнехи фермăсенче ĕҫ ирхине виҫĕ сехетренех пуҫланатчĕ, пĕтĕм ĕҫе
алă вăйĕпе тунă.

       
Аннен ҫамрăклăхĕ, вăл вăхăтри ытти хĕрсенни пекех, вăрҫă вăхăтне лекнĕ: шартлама
сивĕре Ҫĕмĕрле вӑрманĕнче вутӑ хатĕрлени, Ивановăри торф предприятийĕсем,
Челябинскри ҫар завочĕ… Куҫҫулĕпе аса илетчĕ анне ҫак йывăр вăхăта.

 
      Вӑрҫӑран пĕр пӳрт урлӑ пурӑнакан маттур каччӑ тĕрĕс-тĕкел таврӑннӑ,
пускил хĕрĕпе пĕрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Тату, йĕркеллĕ пурӑнакан ҫемьере тӑватӑ
ача ӑмӑртмалла ҫитĕнтĕмĕр. Анне иртен пуҫласа каҫчен колхоз ферминче
тимлет.Эпир шкултан таврӑнсан хуҫалӑхри ĕҫсене вӑй ҫитнĕ таран пурнӑҫлаттӑмӑр, канмалли
кунсенче аннене пулӑшма та каяттӑмӑр.

      
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вунӑ ҫуллӑхра хальхи пек лавккара пыр та ил тавар пулман,
ытларах килте ҫĕлетсе тӑхӑннӑ. Анне те пире кашни уяв валли ҫĕнĕ кĕпесем ҫĕлесе
паратчĕ: виҫет, касать, Ир тӑнӑ ҫĕре пиччепе шӑллӑмӑн кĕписем, аппапа иксĕмĕрĕн 
ҫĕнĕ платьесем юмахри пек ҫакӑнса тӑратчĕҫ, хӑй ҫук, тĕттĕмлех фермӑна васканӑ.
Хӑш вӑхӑтра ҫывӑрнӑ-ши анне? Аса илетĕп те тĕлĕнетĕп:анне кӑмӑлсӑрланнине е
ывӑннине нихҫан та палӑртмастчĕ, фермара та , килте те юрла-юрла ĕҫлетчĕ, тем
тума та ĕлкĕретчĕ.Тӑватӑ ҫул хĕне кайса ура ҫине тӑмасӑр выртакан хунямине те
пĕр сивĕ сӑмах  каламан. Пур ҫĕре те ал ҫитернĕ, пуҫа усман, ахлатман. Ҫапла
ĕнтĕ вӑл чӑваш хĕрарӑмĕ, мĕн кӑна  курман пулĕ эс хӑв пурнӑҫунта, мĕн кӑна
тӳсмен. 

       
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрĕ..Аттепе анне тахҫанах ҫук пирĕнпе юнашар. Пурӑннӑ вӑхӑтра
вĕсене чун-чĕререн юратнине, вĕсем ҫĕр ҫинче чи хаклӑ ҫынсем пулнине калама
,тен, яланах аса та илмен пулĕ. Аттепе аннене ҫухатсан, чĕрере вĕсен выранĕ
пушанса юлсан тин эсир пирĕн пурнӑҫра мĕн тери пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулнине ӑнланса
илетĕн. Ҫулталӑкра пĕрре сирĕн вил тӑприсем ҫине ҫитсен темшĕн-ҫке  уяр ҫанталӑкра
та ҫумӑр ҫӑвать. Ҫула май тӑван яла ҫуралнӑ киле кĕретĕн.  Ирĕксĕрех пĕр поэтӑн
сӑввинчи йĕркесем аса килеҫҫĕ:

Аттепеле анне  ҫĕр-шывĕнче

        Хӑй ҫулĕнчен те ҫамрӑкрах
тĕнче.

Кунта эс хӑв та чунупа
пуян,

          Кашни
килмессерен ҫамрӑкланан…

Ҫапла
вӑл-ачалӑх сӑпки: йĕри-тавра аса илӳ, ҫамрӑклӑх, атте-аннепе ҫыхӑннӑ вырӑнсем.
Пĕр самантлӑха та пулин, темиҫе ҫул каяллахи пек, пурне те сывӑ,чĕрĕ, телейлĕ курӑттӑм.
Шел, пулни-иртнине каялла тавӑрма ҫук.

    
 Иртнĕ кунсен сăваплă, ырă ҫутине аса
илсе пуриншĕн те ҫĕре ҫити пуҫăмăрсене таятпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр
парăмлă.

Ю. Кузьмина,

чӑваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мǎн асатте пехилĕ

Ижендей Николай Петрович

    

Пӗррехинче эпӗ асаттене ыталаса ҫапла ыйтрӑм:

— Асатте, кала-ха, эсӗ епле майпа пысӑк ҫынна тухма пултарнӑ? Сана ав телевизорпа та час-часах кӑтартаҫҫӗ, хаҫат-журналта та ҫыраҫҫӗ.

— Петюк, ку ҫитӗнӳ пӗтӗмпех санӑн мӑн аслаҫу пехилӗ пулӑшнипе пулчӗ. Унтри салтак ҫинчен сана унччен кал аса панӑччӗ-ҫке. Вӑл шӑпах манан тӑван атте пулать те.

— Унтри салтак Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен таврӑнман теттӗн-иҫ. Эсӗ ҫураличчен вӑл пӗр йывӑр ҫапӑҫура пуҫ хунине те пӗлетӗп. Мӗнле майпа пехиллеме пултарнӑ-ха сана мӑн асатте? — ӗненмерӗм эпӗ.

— Аттене курман пултӑрин, пехилне илнӗ вара. Хамшӑн та, саншӑн та, килес ӑрусемшӗн те…

— Епле? — тӗлӗнтӗм эпӗ.

Асатте сентре ҫинчен кивӗ пӗчӗк арча илчӗ те уҫрӗ. Унтан вӑл вӑхӑт тутӑхӗпе сарӑхнӑ хут кӑларчӗ. Виҫ кӗтеслӗн хутлатнӑскере асӑрханса саркаларӗ.

— «Мускав. 1945 ҫул. Мартӑн тӑваттӑмӗшӗ. Аҫу ҫырӑвӗ», — вулама пуҫларӗ вӑл.

— Унтри салтак ҫырӑвӗ-и ку? — ыйтрӑм эпӗ кӑсӑкланса.

Асатте килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ те малалла тӑсрӗ:

— «Госпитальте сывалтӑм. Кӗҫех инҫе ҫула тухатпӑр. Германие, Берлина, каятпӑр. Ку пирӗн юлашки ҫапӑҫу. Мирлӗ пурнӑҫ пултӑр тесе ют ҫӗре каятпӑр…»

Асатте вулама чаранчӗ.

— Малалла мӗн пулнӑ-ши?

— Хӑв вуласа пӗл, — пулчӗ хурав.

Эпӗ сарӑхнӑ хута алла илтӗм, аран палӑракан сӑмахсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пӗрлештертӗм:

— «Манӑн юратнӑ ачамсем, аҫу пӗрле ҫуккишӗн ан пӑшӑрханӑр, ҫынран ан юлӑр. Шкулта тӑрӑшса вӗренӗр. Мирлӗ пурнӑҫ малашӑаха уҫса пытӑр. Сирӗнне те, мӑнукӑрсен мӑнукӗсенне те…»

Çакӑнпа салтак ҫырӑвӗ вӗҫленчӗ. Вӑл ҫапӑҫӑва васканӑ пулас, калас тенине те каласа пӗтереймен. Çырӑва вулани ырӑ ӗмӗт ҫуратрӗ — манӑн та асатте пек ятлӑ-сумлӑ ҫын пулмалла. Унтри салтак пехилӗпе.

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Асаннепе асатте çамрăк чухнех хастар пулнă


Категория: Общество


Опубликовано: 29.01.2021, 10:00


Просмотров: 483

Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул иртрĕ ĕнтĕ. Сăр хỹтĕлев чиккине тунăранпа 80 çул çитет пулин те вăрçăн йывăр çулĕсене паянхи кун та куççуль витĕр аса илсе: «Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр. Эпир тỹснĕ йывăрлăха никам та ан куртăр», — тет вăрçă хĕн-асапне, хуйхи-суйхине, пысăк çухату чун-чĕрене амантса хăварнине тỹссе ирттернĕ, пĕр ĕмĕр урлă каçнă манăн асанне — Ирина Алексеевна Герасимова.

gerasimovaIA103 çула çитрĕ пулин те, асаннен тăнĕ питĕ çирĕп, пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине халĕ те питĕ лайăх астăвать, кашни самантне аса илсе каласа кăтартать.

Манăн асанне, Ирина Алексеевна Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Игушкина), 1917 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Трапай ялĕнче çуралнă. Амăшĕнчен кăкăр ачи юлнăскерне, ашшĕпе аппăшĕсем пăхса ỹстернĕ. Асанне Трапай, Турхан, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенче ăс пухнă хыççăн Етĕрнери педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. «1935 çулта математика учителĕн специальноçне алла илтĕм, тăван тăрăха вĕрентекен пулса таврăнтăм. Унтан Мăн Этменти вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăнтăм. Çамрăклах пĕлỹ çуртне ура ярса пусрăм пулсан та ачасене çирĕп тытаттăм. Вĕренекенсем те мана хисеплетчĕç, юрататчĕç. Çак шкулта ĕçленĕ вăхăтра хамăн пулас мăшăрăмпа, Павел Михайлович Герасимовпа, паллашрăм», — каласа парать иртнине аса илсе вăл. Пирвайхи юратăвне аса илсен асаннен куçĕ халĕ те телейлĕн çиçет. «Пĕррехинче шкулта РОНО-ран урок итлеме Павел Герасимов инспектор килчĕ. Аллине папка тытнăскер, манăн математика урокне итлеме кĕчĕ. Эпĕ урок ирттеретĕп, вăл мана куçран пăхать. Вăтанса кайрăм, унăн сăн-пичĕ те хĕрелчĕ. Пĕр-пĕрне çавăн чухне саврăмăр. Урока епле ирттертĕм-ши? Питĕ пăлхантăм… Тепĕр çулнех эпир çемье çавăртăмăр», — тет асанне савăнăçлăн.

Асатте, Павел Михайлович Герасимов, 1912 çулхи январь уйăхĕнче çуралнăскер, Ваçкаçырми ялĕнчен пулнă. 1931-1932 çулсенче Мăн Этменти шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, каярахпа çутĕç пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕскерсен телейпе киленсе пурăнмалла та пурăнмалла пек, анчах ăнсăртран инкек сиксе тухнă. Асанне 20 кун каялла кăна çуратнă ывăлĕпе килте пулнă чухне вĕсем патне шкултан тирпейлỹçĕ чупса пынă та Павел Михайловича йĕрке хуралçисем урокранах тытса кайнине пĕлтернĕ. Çак кун районта 40 çынна, çав шутра 14 учителе, ним айăпсăрах арестленĕ. Вĕсем контрреволюциллĕ организаци йĕркеленĕ имĕш. Çапла вара 20 çулхи Ирина Алексеевна 20 кунхи тĕпренчĕкĕпе «халăх тăшманĕн» арăмĕ пулса юлнă. Асаттене малтан Улатăр тĕрмине çитернĕ, унтан Карелине илсе кайнă. Вĕсене хĕлле вăрман кастарнă, çуллахи вăхăтра шыв тăрăх йывăçсем юхтарса сулăсем çыхтарнă.

gerasimovPАсанне çамрăк чухнех хастар та ăслă пулнă. Пĕчĕк ывăлне асламăшĕпе хăварса асатте патне Карелине çитме пултарнă. Вăрттăн тĕл пулнă вăхăтра асатте ăна çыру ывăтса панă. Вăл хăйне тĕрĕс мар айăпланине пĕлтерсе çĕршыв прокурорĕ патне çырнă. Асанне çак çырăва Мускава кайса тĕп прокурор патне çитернĕ. Çакăн хыççăн асаттене, нумай тĕрĕсленĕ хыççăн: «Айăп çук», — тесе ирĕке кăларнă. Таса ята тавăрнă вĕрентекене шкул директорĕнче ĕçлеме шаннă. «Валерий хыççăн Толя ывăлăм кăна çуралма ĕлкĕрчĕ, хаяр вăрçă пуçланчĕ, çĕршывăмăр йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ. Хаяр тăшман Мускав патне çывхара пуçларĕ, — тет асанне. — Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Сăр юханшыв хĕрне хỹтĕлев чиккине чавма каймаллине пĕлтерчĕç. Мăшăрăма, Павел Михайловича, Сăр шывĕ тăрăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсем тумалли ĕçре начальника çирĕплетрĕç. Вăл çак ĕçе лайăх йĕркелесе ярас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, киле те килмесĕр, мĕнпур вăй-халтан тăрăшрĕ. Эпĕ те пĕчĕк ывăлăмсене асламăшĕпе хăварса, халăхран юлмасăр, окопсем чавнă çĕре хутшăнтăм. Çак окопсем çын çỹллĕшĕнчен те тарăнрахчĕ. Шăннă тăпрана лумпа катма, кĕреçепе хамран çỹлерех ывăтма вăй çитернĕ эпĕ ун чух. Халăх ялăн-ялăн ĕçлетчĕ. Ытти районсенчен илсе килнĕ çынсем те пурччĕ. Окопсене хăвăртрах чавса пĕтерес тесе тăрăшнипе çавăнтах, çĕрпỹртсенче, çĕр каçни те пулатчĕ. Мăшăрăм ĕçе питĕ лайăх йĕркелесе пычĕ. Вăл ертсе пыракан вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн çыннисем, салтакĕсем, ĕç нормине пĕр кунта 140 процента çитернĕ. Çирĕп дисциплина пулни пулăшнă. Куçса çỹрекен Хĕрлĕ Яла-ва та, тĕрлĕ наградăсене те илме тивĕç пулчĕ вăл. Ăна панă Тав çырăвĕнче çапла çырнăччĕ: «Сăр шывĕ тăрăхĕнчи оборона сооруженийĕсем тумалли вăрçăпа вĕрентỹ пункчĕн начальникĕ П.М.Герасимов — чи лайăххи. Вăл çирĕп дисциплина тытса, ĕçе лайăх йĕркелесе пынипе, кĕске хушăра 4996 кубла метр окоп чавнă, 5 çĕрпỹрт тунă, вут-çулăм пункчĕсем валли 16 пура, 16 комплект амбразура тунă…» 1942 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 93 номерлĕ хушупа асаттене тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Автономлă Советлă Совет Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Сăмах май, асанне каласа панине çирĕплетекен документсем район архивĕнче упранаççĕ. Унтах асаттене ырласа панă характеристика пур.

gerasimovaIДекабрь вĕçĕнче Сăр хỹтĕлев чиккине тумалли ĕçсем вĕçленсен асанне мăшăрне вăрçа ăсатса янă. 1943 çулта асатте Курс пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, лейтенант званийĕпе 605 номерлĕ стрелковăй полкра взвод командирĕ пулнă. Пĕр хаяр çапăçура вăл командира хỹтĕлесе питĕ хытă аманать, Курск хулин 350 номерлĕ госпиталĕнче вилсе каять. Ăна çак хулари офицерсен мемориалĕ çине пытарнă. Асанне ывăлĕсемпе асаттен вил тăприйĕ çине темиçе хутчен те кайса килнĕ, мрамор плити çине унăн сăн ỹкерчĕкне те вырнаçтарнă.

«Çỹлти Турă мана вăрăм кун-çулне те, телейне те панă. Анчах хаяр вăрçă пĕр шелсĕр телейĕме таптарĕ, чун-чĕре суранĕ хăварчĕ», — куççульне шăла-шăла илчĕ асанне.

Çак вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче темĕн те курса тỹсме тивнĕ пулсан та асанне халĕ те пурнăçа юратас туйăмне чакармасть, çутçанталăка юратать, уçă сывлăшра пулма кăмăллать. Çуллахи кунсенче мăшăрăм Слава туса панă пахчари чуччу çинче ларать, таврари илемлĕ чечексемпе киленет. Кỹршĕсем çак çулти асанне çутçанталăка юратнинчен, канма пĕлнинчен, яланах сăмах хушнинчен, кашнинчех сывлăх суннинчен тĕлĕнеççĕ. Чăннипех те, асанне халĕ те хăнасене питĕ тарават. Пуринпе те ăш пиллĕн, кăмăл туллин калаçать вăл.

Акă 102 çул çитнипе хăйне саламлама килнĕ сумлă хăнасене, купăс кĕввипе илемлĕ юрăсем шăрантарнине паянхи кун та хĕпĕртесе аса илет вăл: «Мана ват çынна хисеп туса, ыр сунса килнĕшĕн пурне те хамăн пек вăрăм кун-çул, ĕçре çитĕнỹсем сунатăп», — тет.

Асанне пире те, мăнукĕсене, шкулта тăрăшса вĕренме хистетчĕ. Халĕ кĕçĕн мăнукĕсене çавнах калать: «Вĕренни хăвăр валли», — тет. Вăл каланине пуçа хывсах ĕнтĕ, эпĕ те, мăнукĕ, асаттепе асанне çулĕпех кайса вĕрентекен пултăм. Мăн Этменти шкулта 34 çул тăрăшатăп. Кĕçĕн мăнукĕсем те, Вальăпа Аня, шкула ылтăн медальсемпе пĕтерчĕç. Гена та пур предметпа «5» паллăсемпе вĕренчĕ. Аня И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне хĕрлĕ дипломпа вĕçлесе учитель специальноçне алла илнĕшĕн асанне питĕ савăнчĕ. Ăна: «Маттур ватă мамакпа маçак çулĕпе кайнăшăн, Герасимовсен йăх-несĕлĕ, учитель династийĕ малалла тăсăлать. Çакă мана малалла пурăнма вăй-хал парса тăрать», — терĕ тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, шкулта ачасене 43 çул ытла вĕрентнĕ учитель-пенсионер. Вăрçă çулĕсенчи, Сăр хỹтĕлев чиккине тунă ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăх ĕмĕт-шухăшĕсене çухатман, халĕ те чун хавалĕпе пурăнакан асаннепе эпир мăнаçланатпăр. Халĕ те çивĕч ăстăнпах пулнинчен тĕлĕнетпĕр, хисеплетпĕр, юрататпăр. Вăл пурришĕн чунтан савăнатпăр. Чăннипех те, паттăр, ырă кăмăллă çын вăл — пирĕн асанне.

Мăнукĕ Ирина Валерьяновна МЕРЗЛАЙКИНА (ГЕРАСИМОВА). 

Добавить комментарий

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Манан анне сочинение на чувашском языке
  • Манифест на сдачу экзаменов за 1 день
  • Мамырыгъэ сочинение по кабардинскому языку
  • Манифест континентальный инициативный лабиринт мансардный коммерческий егэ
  • Мамы давно уже нет а я все еще мысленно говорю прости меня мама сочинение егэ

  • Добавить комментарий

    ;-) :| :x :twisted: :smile: :shock: :sad: :roll: :razz: :oops: :o :mrgreen: :lol: :idea: :grin: :evil: :cry: :cool: :arrow: :???: :?: :!: