Шанчăклă тус такамран та хаклăрах
» Шанчăклă тус такамран та хаклăрах», — тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн чунĕ хăех ыйтать — ун çумĕнче ăна ăнланакан çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав юлташран ним усси те çук. «Юлташ тени хăвăнтан лайăх пултăр», — теççĕ. Лайăх юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн, чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас, ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе тăратăн пулсан — каç выртсан та канлĕ çывăратăн, ир тăрсан та лăпкăçÿретĕн.
Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана. Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ, чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр. Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн. «Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн», — теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла. Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр асăрхаттарать.
Аттепе анне те, кукамайпа кукаçите та ăна питĕ юратаççĕ, эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ. Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре, кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр, тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме тăрăшатпăр.
«Юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар», — тенĕ ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп, чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.
Туссăр çын — туратсăр йывăç. Туссăр çын — çунатсăр кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху. Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ. Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа илмелле.
Скачать:
Предварительный просмотр:
Юлташ тени хёвёнтан лайёх пултёр?
Шанчёклё тусён хак. =ук: юлташпа =ул к.скелет: юлташ лайёххи инкекре курёнать: шанчёклё тус – пурнё= сипл.х. тата тем.н чухл. ваттисен сёмах.семпе каларёшсем пур тус-юлташ =инчен? Ку :паллах: ахальтен мар: м.нш.н тесен туслёх: ыр кёмёллёх =ынсем хушшинче яланах пулнё та: пулать те? Малтанах =ак туйём ача сач.нче пу=ланать: шкул =улне =итсен вара малалла тёсёлать? +ит.нн. =ем.н туслёхён п.лтер.ш. улшёнма та пултарать: м.нш.н тесен =ынсен т.нчекурём. т.рл.рен аталанса пырать? Тантёшсемпе кил.шре пурённи пире чун =ир.пл.х. крет: вёй – хёват парать? Уйрёмёнах йывёр самантра юлташ алё тёсни: ёшё та чуна лёплантаракан сёмах калани хаклё? Ура хурса такёнтарса пыракан: усаллине курмёш пулса ирттерсе яракан юлташ кирл. мар? Апла пулсассён тус-юлташпа кил.шлл. пулни =ыннён ырё кёмёллёх палли? Усал чунлё =ынсен юлташ.сем те =ук: в.сем патне =ынсем те туртёнма==.? Чылай чухне ача-пёча вёхёт.нчи туслёх .м.ре пырать: апла пулсан чён-чён туслёх пулнё: яч.ш.н кёна мар?Ахальтен мар ваттисем =апла калани пур% =.н. тусна туп: анчах киввине ан ман?Туслёх туртём. вёр=ё вёхёт.нче =ир.п пулнё? Фронтри туслёха х.= витмест тенине эпир п.летп.р .нт.?
+ыншён =ын – тус: юлташ тата тёван? +акё пир.н обществён нравственность принцип. пулмалла? Эпир пурте этемл.хш.н пит. пысёк п.лтер.шл. .=е п.рле тунё пирки юлташсем пулатпёр та .нт.? +емьери: обществори туслёх хальхи вёхётра пысёк шайра тёрать: уйрёмёнах =ын инкеке: йывёрлёха лексен пир.н пурин те п.рле пулса: кар тёрса =ав йывёрлёха =.нтерме пулёшмалла? +авён чухне =е= эпир чён-чён граждансем пулма пултаратпёр? +ит.ннисем п.р-п.рин хушшинчи юлташлёх: кил.шл.х: .=ри тёрёшулёх туйём.сене й.ркелесе пырсан: =амрёк ёру =авна курса ссен вёл :паллах: пурнё= =улне т.р.с суйласа илет: юлташ.сене те хёй пеккинсене шырать: халёхшён ырё .= тума тёрёшать? В.рентекен пулнё май пурнё=ра ырё та усёллё .= тумалли =инчен ачасене яланах аса илтерсе тёратёп?
Хальхи вёхётра =амрёксем юлташ тени хёвёнтан лайёх пултёр ёнлав пирки м.н шутла==. – ши;
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
- Мне нравится
Тавтапуç
сана, педагогăм! 18:24
26.01.2010
«Ял
пурнăçĕ»
З.
Михайлова
Çĕр
çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ.
Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса
пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç
пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç
— пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех
те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та
хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа
илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр —
çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем
тумалла, хăв телейне тупмалла.
«Ĕç
пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ
ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн
ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ.
Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла
туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе
пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут
çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ.
Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа
илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе
кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.
Çĕр
çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе
çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене
çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа
кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр
пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр
сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă,
строитель…
Паллах,
пур професси те лайăх, пур професси те
кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр
пек пултарулăх памасть çав. Пурне те
артист пулма пÿрмен, ÿнерçĕ-художник
пулма та… Йывăçран каскаласа тĕрлĕ
илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем
çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа
та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм
ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç
патне ытларах сулăнать — çавна суйласа
илет те.
Учитель
ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача
çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ
амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл
утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать,
çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать.
Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре
чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти
вĕрентекене вара — иккĕмĕш анне теççĕ.
Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни
ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм
аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх
туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ
пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма
пĕлменскертен, пулас инженер е врач,
пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Хĕр ачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ
çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта
кăна илме пултараççĕ.
Вĕрентекенĕн
еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха
эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса
панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха.
Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн
чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă,
сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч,
ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр
чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх.
Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе
паллаштарса витĕм кÿме пултарни те
çакăнтах кĕрет.
Вĕрентекен
пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ,
чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата
темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса
пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван
амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель
те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ
хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель
те ыррине çеç сунать. Амăшĕ хăй ачине
ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та
сапăрлă çын тăвасшăн — учитель те
çавăншăнах çунать. Учителĕн ачана
вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре
туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни
евĕрлех. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене
çеç панă тейĕн. Унсăрăн вăл вĕрентекен
пулаймĕ, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене
шанса памĕ. Учитель вăл ашшĕ-амăшĕшĕн
те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă
пек туйăнать. Çĕр çинче мĕн ырри пур —
йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те
асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине
тăратать, ăнланмасан — айăплама та
пултарать, анчах ытларах чухне —
каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи
ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине
уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек
ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан
та, вĕлерекен-пусмăрлакан та… Ашшĕ-амăшĕн
чысне яракан çын мар, Тăван çĕр-шывшăн
усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран.
Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен
çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах
калани те пулать. Паян çирĕп ыйтмасан
— ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлÿпе
кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вĕрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе
çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме,
ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Кашни
вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр
та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр
тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.
Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли
тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет.
Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе
пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр
хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и
учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Мĕнле
хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни
ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе,
терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене
хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр
вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать
те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах
чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен
пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата
кам унран ытла ача чунне витĕр курать,
ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва,
ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене
юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте
çитерет?
Учитель
ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн
çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх
тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе
тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни
мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра
савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна,
пултарулăхна ыттисене парнелесси —
сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн
пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.
Пур
çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур.
Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ,
теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен
учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл
— пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын.
Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич
Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса
пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий
Никандрович Волков педагог-ăсчах
кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне
çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать,
тĕнче курăмне тарăнлатать… Тăван
республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем
сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава
та, хисепе те тивĕçлĕ.
2010
çула Вĕрентекен çулĕ тесе йышăнни вăл
учительсене хисепленине пĕлтерет.
Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем те мĕн май пур
таран шкула пулăшма тăрăшаççĕ: классене
тирпей-илем кĕртме те, вĕрентÿпе воспитани
ĕçне лайăхлатма та, шкулăн пурлăх никĕсне
пуянлатма та. Ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекенсене
ăнланса, пулăшса пырсан ĕçлеме те
кăмăллă, чунра та ырă. Учительсене çынсем
ĕненни-шанни те савăнтарать. Акă, 2009
çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ыйтăм
ирттерсе Пĕтĕм Раççейри халăх шухăш-кăмăлне
тишкерекен центр çакăн пек пĕтĕмлетÿ
тунă: Раççейре халăх ытларах учительсене
тата чиркÿ çыннисене ĕненет-шанать.
Чăннипех те, шкулсенче ответлă та,
шанчăклă та, чăтăмлă та ырă шухăш-кăмăллă
çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ
олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисен
çитĕнĕвĕсенче, Президент стипендиачĕсенче,
медальпе вĕренсе тухакансенче, пултаруллă
та талантлă ачасенче курăнать.
Педагогсем
— кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем,
кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне
çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса
пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма
пуç сире, учительсем.
Эпĕ
кăмăллакан ĕç
Учителӗн
ӗҫӗ
пит йывӑр:
Атте те, анне
те пулан.
Анне—тӗк
— выртса эс ан ҫывӑр,
Атте—тӗк
— ларса эс ан кан.
Валентин
Урташ.
Ҫӗр
ҫинче
ҫын
алли тӗкӗнмен
ӗҫ
ҫук
та пулӗ.
Кашни ӗҫех
юратса, чунтан парӑнса
пурнӑҫласан
пирӗн
пурнӑҫ
аталанса кӑна
пырӗ.
Ахальтен мар чӑвашсем:,
«Ёҫ
— пурнӑҫ
илемӗ»,
— теҫҫӗ.
Пурнӑҫ
чӑннипех
чаплӑ
пултӑр
тесессӗн,
пур ҫыннӑн
та хӑйне
килӗшекен
пӗр—пӗр
ӗҫе суйласа
илмелле. Суйласа илни ҫеҫ
ҫителӗксӗр
— ҫав
ӗҫре
кӑмӑлтан
тӑрӑшмалла,
ҫитӗнӳсем
тумалла, хӑв
телейне тупмалла. «Ёҫ
пурнӑҫ
тытать, ӗҫ
телей кӳрет»,
— тенӗ
ваттисем. Паллах, кашни ҫыннӑн
хӑйӗн
ӗҫӗ—хӗлӗ,
хӑйӗн
савӑнӑҫӗ,
хӑйӗн
телейӗ.
Хӑшӗ—пӗрисем
ашшӗ—амӑшӗн
ӗҫнех
малалла туртаҫҫӗ,
теприсем тӑванӗсем
сӗннипе
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӗрӗшеҫҫӗ,
виҫҫӗмӗшсем
ҫут
ҫанталӑк
панине — таланта тӗпе
хураҫҫӗ.
Хӑв
юратнӑ
ӗҫе
пӗр
кун хушшинче суйласа илме те май ҫук.
Ҫапах
пӗр—пӗр
ӗҫе
кӑмӑлласси
пӗчӗкренех
палӑрать
вӑл.
Сӑвӑра
каланӑ
пек:
Ыйтрӑм
эпӗ
Тольӑран:
«Ӳссен
эсӗ
кам пулан?»
Толя тухтӑр
пулап тет,
Ҫынсене
сыватӑп
тет.
Ҫӗр
ҫинчи
мӗн
пур ӗҫе
ҫыннӑи
ӑста
аллипе ҫивӗч
ӑс—хакӑлӗ
тӑвать.
Ҫав
ӗҫсене
ҫӗклекен
ҫынсен
профессийӗсене
шутласа кӑларма
та ҫук:
агроном, летчик, ҫӑкӑр
пӗҫерекен,
ӗне
сӑвакан,
юрӑ
ҫыракан,
ҫӗр
сухалакан, сутуҫӑ,
сӑвӑҫӑ,
пулӑҫӑ,
строитель…
Эпӗ
вара — вӗрентекен
пуласшӑн.
Мана учитель ӗҫӗ
кӑмӑла
каять. Турӑ
пур ҫынна
та пӗр
пек пултарулӑх
памасть ҫав.
Пурне те артист пулма пӳрмен,
ӳнерҫӗ—художник
пулма та… Йывӑҫран
каскаласа тӗрлӗ
илемлӗ
эрешсем тума та, хитре кӗпесем
ҫӗлеме
те пурте пултараймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа
та ҫыннӑн
чун—чӗринче
хӑш
туртӑм—
сисӗм
ытларах вӑй
илет, ҫыннӑн
кӑмӑлӗ
хӑш
ӗҫ
патне ытларах сулӑнать
— ҫавна
суйласа илет те.
Учитель ӗҫӗ
мана мӗн
пӗчӗкренех
килӗшет.
Вӗсен
ӗҫӗ—хӗлӗ
— ялан ман куҫ
умӗнче,
асра, чунра. Ача ҫуралсанах
унӑн
пӗрремӗш
вӗрентекенӗ
амӑшӗ
пулса тӑрать.
Хӑй
пепкине вӑл
утма, калаҫма
вӗрентет,
ӗҫе
хӑнӑхтарать,
ҫут
ҫанталӑк
пулӑмӗсемпе
паллаштарать. Амӑшӗ
пурнӑҫ
тӑршшӗпех
ывӑл—хӗрне
ӗмӗре
чыслӑ
пурӑнса
ирттерме вӗрентет.
Шкулти вӗрентекене
вара — иккӗмӗш
анне теҫҫӗ.
Мӗншӗн
ун пек хаклаҫҫӗ—ха
ӑна?
Кашни ачан ӑс—тӑн
ӳсӗмӗнче,
тавра курӑм
аталанӑвӗнче,
пултарулӑхпа
ӑсталӑх
туптавӗнче
вӗрентекенӗн
тӳпи
питӗ
пысӑк.
Пӗчӗк
ачаран, вулама—ҫырма
пӗлменскертен,
пулас инженер е врач, пуҫлӑх
е ӑсчах
ҫитӗнтересси
ҫӑмӑл
мар. Хӗр
ачасемпе ывӑл
ачасем пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тухмалли ӑс—тӑнпа
ӑсталӑха
шкулта кӑна
илме пултараҫҫӗ.
Вӗрентекенӗн
еплерех пулмалла—ши? Мӗнлерех
куратпӑр—ха
эпир ӑна?
Унӑн
хӑйне
ашшӗ—амӑшӗ
шанса панӑ
ачаран чӑн—чӑн
ҫын
тумалла вӗт—ха.
Ҫакна
пултарма вара вӗрентекенӗн
хӑйӗн
чӑн—чӑн
ҫын
пулмалла, ырӑ
кӑмӑллӑ,
сӑпайлӑ,
таса чунлӑ,
пуҫаруллӑ,
ҫивӗч
ӑслӑ,
талантлӑ,
культурӑллӑ
пулмалла. Ачапа пӗр
чӗлхе
тупма пӗлни
— пысӑк
ӑсталӑх.
Ашшӗ—амӑшне
воспитани мелӗ—ӑслайӗсемпе
паллаштарса витӗм
кӳме
пултарни те ҫакӑнтах
кӗрет.
Вӗрентекен
ҫӗр
ҫинчи
чи пултаруллӑ,
чи ӑслӑ,
чи хисеплӗ
ҫын
пек туйӑнать
мана. Ҫав
вӑхӑтрах
— пуринчен те ырӑ,
чуна ҫывӑх,
кирек кама та ӑнланма
тата темӗнле
йывӑр
ыйтӑва
та тивӗҫлӗ
татса пама пултаракан ҫын
вӑл.
Ман шутпа, ачана тӑван
амӑшӗ
мӗнле
туйймпа юратать, учитель те ҫавӑн
пекех савса кӑмӑллать.
Амӑшӗ
хӑй
тӗпренчӗкне
ырӑ
сунать — учитель те ыррине ҫеҫ
сунать. Амӑшӗ
хӑй
ачине ырӑ—сывӑ,
тӗрӗс—тӗкел,
ӑслӑ—тӑнлӑ
та сапӑрлӑ
ҫын
тӑвасшӑн
— учитель те ҫавӑншӑн
ҫунатъ.
Учителӗн
ачана вӗрентӳпе
воспитани парас ӗҫри
чун—чӗре
туртӑмӗ,
таса ӗмӗчӗ
ашшӗ—амӑшӗнни
евӗрлех.
Ҫут
ҫанталӑк
хӑй
ӑна
ырӑ
енсене ҫеҫ
панӑ
тейӗн.
Унсӑрӑн
вӑл
вӗрентекен
пулаймӗ,
ашшӗ—амӑшӗ
те хӑйсен
ачисене шанса памӗ.
Учитель вӑл
ашшӗ—амӑшӗшӗн
те, ачасемшӗн
те Турӑ
вырӑнӗнче
тӑнӑ
пек туйӑнать.
Ҫӗр
ҫинче
мӗн
ырри пур — йӑлтах
вӗрентекенрен
тухатъ: пурне те асӑрхать,
йӑнӑш
тусан — тӗрӗс
ҫул
ҫине
тӑратать,
ӑнланмасан
— айӑплама
та пултарать, анчах ытларах чухне
— каҫарать.
Ҫапла
туса вӑл
ача чунӗнчи
ырӑ
туйӑмсене
вӑратать,
ыррипе усаллине уйӑрса
илме вӗрентет.
Вара ун пек ачасенчен усал ҫын
пулмӗ:
вӑрлакан—ҫаратакан
та, вӗлерекен—пусмӑрлакан
та… Ашшӗ—амӑшӗн
чысне яракан ҫын
мар, Тӑван
ҫӗр—шывшӑн
усӑллӑ
ӗҫ
тӑвакан
патриот пулӗ
унран.
Тепӗр
чухне вӗрентекен
ачасенчен ҫирӗпрех
ыйтни те, вӗсене
хыттӑнрах
калани те пулать. Эпир вара, ӑнланмасӑр,
кӑштах
кӳренетпӗр
те. Паян ҫирӗп
ыйтмасан — ыранхи куна тивӗҫтерекен
пӗлӳпе
кӑмӑл—сипет
шайӗ
пулмӗ
пирӗн.
Вӗрентекен
никама та усал сунмасть, пурне те чипер
ача тӑвасшӑн
ҫунать.
Хӑйӗн
чун ыратӑвӗпе
пире те ҫынсене
юратса хисеплеме, ӗҫчен
те йӗркеллӗ
ҫын
пулма вӗрентет.
Кашни
вӗрентекенех
хӑйӗн
вӗренекенӗсем
сапӑр
та хастар чун—чӗреллӗ
ҫынсем
пулччӑр
тесе тӑрӑшать,
ырӑ
шухӑш
—ӗмӗтпе
пурӑнать.
Вӑл
ҫӗр
ҫинчи
ҫӗршер
професси валли тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
вӗрентсе
хатӗрлет.
Тӳрӗ
чунлӑ
ҫынсем
— саккунлӑхпа
йӗркелӗхе
пӑхӑнакансем.
Ку вара — ҫӗр
ҫинчи,
хамӑр
хушӑри
тӑнӑҫлӑх
никӗсӗ.
Ҫакӑнта
мар—и учителӗн
пархатарлӑ
ӗҫӗ?
Мӗнле
хисеплемӗн—ха
вӗрентекене?
Вӑл
кашни ачан пурнӑҫӗпе,
савӑнӑҫӗ—хуйхипе,
терт—нушипе пурӑнать.
Кашни вӗренекене
хӑй
ачине юратнӑ
пек юратать, йывӑр
вӑхӑтра
пулӑшать,
унпа пӗрле
савӑнать
те, кулянать те. Педагог вӑл
пӗр
вӑхӑтрах
чун инженерӗ
те. Ачан чунне вӗрентекен
пек тата кам ӑнланма
пултарать—ши? Тата кам унран ытла ача
чунне витӗр
курать, ӑна
сӑваплӑ
витӗм
кӳрсе
ҫӗр—шыва,
ашшӗ—амӑшне,
тӑванӗсене,
юлташӗсене
юрӑхлӑ
та тивӗҫлӗ
ҫын
ӳстерме
хевте ҫитерет?
Учитель
ӗҫӗ
яваплӑ
пулин те, вӑл
— манӑн
юратнӑ
професси. Хамран пӗчӗкрех
ачасемпе калаҫас—кулас,
юрлас—ташлас килет. Пурне те пӗлесшӗн
ҫунакан
таса чунлӑ
шӑпӑрлансемпе
пӗлӳлӗх
тӗнчине
тухас кӑмӑл
пысӑк.
Хам мӗн
пӗлнине
пӗлменнисемпе
тавҫӑрайманнисем
патне ҫитересси
мана Турӑ
умӗнче
ырӑ
ӗҫ
тунӑ
пекех туйӑнать,
мӑнаҫлантарать,
хавхалантарать, чунра савӑнӑҫ
вӑратать.
Чӑнах,
хӑвӑн
ӑс—тӑнна,
пултарулӑхна
ыттисене парне— лесси — сӑваплӑ
ӗҫ.
Манӑн
та хамӑн
пурнӑҫа
пархатарлӑ
ӗҫпе
ирттерес килет.
Пур ҫыннӑн
та хӑйӗн
юратнӑ
вӗрентекенӗ
пур. Пӗрисем
пӗрремӗш
учителе асра тытаҫҫӗ,
теприсем пӗр—пӗр
предмета вӗрентекене
ырӑпа
асӑнаҫҫӗ.
Учитель вӑл,
ман шутпа, чи кирлӗ
ҫын.
«Вӗрентекен
пур чух вӗренсе
юл,»— тенӗ
ваттисем. Аслӑ
Вӗрентекенӗмӗре,
Иван Яковлевич Яковлева, чӑваш
халӑхӗ
ырӑпа
асӑнса
пурӑнать.
Мӗн
чухлӗ
ҫын
Геннадий Никандрович Волков педагог—ӑечах
кӗнекисене
вуласа хӑйӗн
ӑс—хакӑлне
ҫивӗчлетет,
тавра курӑмне
анлӑлатать,
тӗнче
курӑмне
тарӑнлатать…
Тӑван
республикӑмӑрӑн
тава тивӗҫлӗ
вӗрентекенӗсем
сахал мар. Вӗсем
чӑннипех
те мухтава та, хисепе те тивӗҫлӗ.
Эпӗ
хамӑн
юратнӑ
вӗрентекенӗмӗрсем
ҫине
пӑхатӑп
та — пулас ӗҫӗм
ҫинчен
шухӑша
путатӑп.
«Ёмӗр
пурӑн,
ӗмӗр
вӗрен»,
— теҫҫӗ
халӑхра.
Манӑн
та пурнӑҫ
тӑршшӗпех
вӗренес
те вӗрентес
килет, пурне те усӑллӑ
ҫын
пулас килет, хамӑн
юратнӑ
профессипе мӑнаҫланса
пурӑнас
килет.
Вӗренекенсене
манар мар. Уявсемпе юбилейсенче салам
сӑмахӗ
ярар, ӑшӑ
сӑмахпа
чунӗсене
йӑпатар.
Мӗншӗн
тесен, Вениамин Тимаков поэт калашле:
Вӑл
кӑтартрӗ
Чӑн
сӑмахӑн
хӑватне,
Ырӑ
ӑнтӑлу
ҫуратрӗ
Чӗремре
ача чухне.
Тавтапуҫ,
вӗрентекенӗм,
Халиччен
ҫӗршер
ҫынна
Эс ҫунат
парса ҫӗкленӗ
Пирӗнтен
хисеп сана.
Атте-анне
пурри — телей
Атте—аннерен
хакли ҫук.
Ваттисен
сӑмахӗ.
Мӗн
ӗлӗк—авалтанах,
ҫӗр
ҫинче
пурнӑҫ
пуҫланса
кайнӑранпах
мӗн
пур чӗр
чун, ӳсен-тӑран
пӗр—пӗринпе
ҫывӑхланса
хӑйсен
вырӑнне
ҫӗнӗ
ӑру
хӑварнӑ.
«Ача—пӑча
пӳрт
тултарать», «Ача —пӑча
чун йӑпатать»,
— тет чӑваш
ҫынни.
Ватӑсем
те туйра ҫапла
пиллеҫҫӗ:
«Ӑмӑрт
кайӑк
евӗр
мӑшӑрлӑ
пулӑр.
Шӗшкӗ
пек хунавлӑ
пулӑр…»
Ача ҫуралнине
ӗлӗкхи
чӑваш
турӑ
парни вырӑнне
хурса йышӑннӑ.
Пепке ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл,
пӗтӗм
йӑх—ӑрупа
пуҫтарӑнса
ача чӑкӑчӗ
ҫини
йӑла
туса ирттернӗ.
Ял—йыш та ача ҫуралнине
пӗлсен
ҫапла
калаҫнӑ:
— Ҫавсен
«ҫӗнӗ
кайӑк»
тупса килнӗ!
— Ылтӑн—и,
кӗмӗл—и?
— Ылтӑн!
— тенӗ
арҫын
ача пулсан.
— Кӗмӗл!
— тесе пӗлтернӗ
хӗр
ача пулсан.
Ашшӗ
— амӑшӗ
«ҫӗнӗ
кайӑкра»
малашне хӑйсене
хуҫалӑхра,
кулленхи ӗҫре
пулӑшакана,
ӑру
несӗллӗхне
тӑсакана
тата хӑйсене
ватлӑхра
пӑхса
упракана, вилме выртсан юлашки ҫула
тивӗҫлӗ
ӑсатакана
курнӑ.
Манӑн
та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне
пур. Вӗсем
пӗр—пӗрне
куҫпа
сӑнаса,
чун —чӗрепе
савса пӗрлешнӗ.
Ҫав
юратӑвӑн
тӗпренчӗкӗ
— эпӗ
ҫурални.
Анне мана ҫут
тӗнчене
киличчен хӑй
варӗнче
тӑхӑр
уйӑх
йӑтса
ҫӳренӗ,
ырӑ—сывӑ
ҫуратас
тесе упраса—сыхласа пурӑннӑ.
Ҫуралсассӑн
атте пире больницӑран
киле илсе кайнӑ,
йӗркеллӗ
ҫуралнӑшӑн
питӗ
хӗпӗртенӗ
вӑл.
Кашни кун юратса анне хӑй
кӑкӑрӗн
сипетлӗ
те ӑшӑ
сӗчӗпе
мана тӗрек
панӑ,
атте вара кӑмӑллӑ
та ӑшӑ
куҫӗпе
ачашшӑн
ҫупӑрланӑ,
йӑвашшӑн-ҫепӗҫҫӗн
пуплесе йӑпатнӑ…
Миҫе
ҫӗр—каҫ
ҫывӑрман-ши
тата вӗсем!
Эпӗ
кӑшт
ҫеҫ
нӑйкӑшма
пуҫласанах
вӗсем
ман пата чупса пынӑ,
юрӑ
юрласа, сӑпка
сиктерсе лӑплантарнӑ,
ҫитернӗ,
тасатнӑ,
ҫунӑ…
Ҫулталӑка
ҫит
— сен ура ҫине
тӑратса,
вылятмӑш—такмак
ҫеммисем
каласа пӗрремӗш
утӑмсем
тума пулӑшнӑ.
Калаҫма
вӑхӑт
ҫитсен
чӗкеҫ
чӗлхи
пилленӗ.
Ача пахчине ҫӳреме
пуҫласан
манӑн
кашни ӳсӗмшӗн
—пултарулӑхшӑн
чунтан савӑннӑ,
мана татах та ӑслӑрах
та илемлӗрех
тӑвасшӑн
ҫуннӑ
вӗсем.
Хитре кӗпе—тумтир,
капӑр
тетте—пукане, ӑслӑ
кӗнеке
илсе парса савӑнтарнӑ.
Кунсерен, каҫ
кӳлӗм,
аттепе анне мана ача пахчине илме пыни
халӗ
те асрах. Аттене е аннене курсанах эпӗ
ун патне ыткӑнаттӑм,
вӑл
хӑй
чун тӗпренчӗкне
ыталаса ҫупӑрлатчӗ,
пит ҫӑмартинчен
чуп тӑватчӗ,
ҫурӑмран
лӑпкатчӗ,
пуҫран
ачашлатчӗ…
Тепӗр
чух ҫӳле—ҫӳле
ҫӗклетчӗ
те пӗчӗк
чунӑм
темле шанчӑклӑ
туйӑмпа
хӑпартланса
каятчӗ.
Мӗн
хаклӑраххи
пур—ши ачашӑн
тӗнчере
ашшӗпе
амӑшӗ
ӑна
икӗ
енчен пӗчӗк
те черчен аллисенчен ҫавӑтса
пырсан?
Шкул ҫулне
ҫитсен
ӑслӑ—тӑнлӑ
ҫын
пулма вӗрентӗр
тесе пӗтӗм
вӑй—халне
парать пире атте —анне. Килте е
урамра мӗнле
те пулин ыйту, татса парайман шухӑш—тӗллев
ҫуралсанах
вӗсем
патне чупса пыратпӑр,
канаш—сӗнӳ
ыйтатпӑр.
Аттепе анне хӑйсен
пурнӑҫ
курӑмӗн
ӑслайӗпе
пире тӗрӗс
хурав шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫапла
майпа пиртен ҫын
тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Анчах та хӑш—пӗр
чухне /пулкаланӑ
та пулӗ
ҫемьере
хирӗҫӳсем/
атте—анне каланине итлесшӗн
мар эпир, ҫамрӑксем.
Ваттисем пурӑнса
ирттернӗ
пурнӑҫ
ӑслӑлӑхне—вӗрентӗвне
шута хурасшӑн
мар, «хамӑрла»
пурӑнасшӑн.
Ашшӗ—амӑшӗ
хӑйӗн
ывӑл
— хӗрне
нихӑҫан
та усал сунмасть ӗнтӗ.
Вӑл
ӑна
ҫӗр—шыва
юрӑхлӑ,
ӑслӑ
та пултаруллӑ,
таса чунлӑ,
ырӑ
кӑмӑллӑ
тӑвасшӑн
пикенет. Ҫав
вӑхӑтрах
хӑйсенчен
телейлӗрех,
савӑнӑҫлӑрах,
пуянрах /тулӑхрах/
пурӑнтарасшӑн
тӑрӑшать.
Ашшӗ—амӑшӗн
пехилӗнчен
тухакан ҫыннӑн
пархатарӗ
ҫук
тесе ахальтен каламан. Ҫавӑнпа
эпӗ
те атте—анне сӑмахне
куллен ӑша
илме тӑрӑшатӑп,
анне пек сӑпайлӑ,
вашават, ӗҫчен
тата атте пек хӑюллӑ,
харсӑр,
тӳрӗ
кӑмӑллӑ
пулма ӗмӗтленетӗп.
Атте—анне
пурри — телей. Атте—анне пурри —
ӑраскал.
Хама ҫуратса
ӳстернӗ
атте-аннерен пахи никам та ҫук.
Чун панӑ,
ӑса
вӗрентнӗ,
ӗҫе
хӑнӑхтарнӑ,
пурнӑҫ
ҫулӗ
ҫине
тӑратнӑ
хаклӑ
ҫынсем
умӗнче
пуҫӑма
таятӑп.
Хамӑн
пурнӑҫӑмри
чи ҫывӑх
ҫыннӑмсеНе
нихӑҫан
та чӗререн
кӑлармастӑп.
Тата ҫакна
хушса калам. Тусӑм,
тантӑшӑм!
Аҫупа
аннӳне
хисепле! Вӗсемшӗн
эсӗ
яланлӑхах
ача—пӑча
— пӗчӗк
чухне те, ӳссе
ҫитӗнсен
те, вӑтам
ҫулсене
ҫитсен
те. Санӑн
кашни утӑму,
кашни ӗҫӳ
— аҫупа
аннӳ
куҫӗ
умӗнче.
Тӗрӗс
те лайӑх
утӑмусем
вӗсене
савӑнӑҫ
кӳрӗҫ,
тӗрӗс
мар утӑм
туни вара — хурлӑх.
Ҫавӑнпа
та аҫупа
аннӳне
савӑнтарма
кӑна
тӑрӑш,
вӗсене
нихӑҫан
та ан кулянтар. Яланлӑхах
ас ту: пурнӑҫ
малалла шӑвать,
эсӗ
ҫитӗнетӗн,
аҫу—аннӳ
ватӑлать.
Вӗсене
пурнӑҫра
куллен пулӑшса
пыр. Пӗчӗк
чухне, ача чухне панӑ
чун ӑшшине
аҫупа
аннӳне
тавӑрса
пар. Эпир вӗсем
умӗнче
пысӑк
парӑмра.
Канăçсăр чунлă
пулнă çав Çеçпĕл Мишши…
Пĕлес килет,
кам эсĕ – Çын,
Пурнăç Турри
е Чун чури?
Эп – Канăç
шыраса тупма
Пĕлмен
Этемсенчен Пĕри.
Светлана
Асамат,
Çеçпĕл Мишши
ячĕллĕ
преми
лауреачĕ
Канăçсăр
чунлă пулнă çав Çеçпĕл Мишши. Ачаранах
канăç мĕнне пĕлмен вăл. 11 çултах ашшĕсĕр
тăрса юлнăскерĕн ачалăхĕ те пулман.
Вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, чирĕ те асаплантарнă.
Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн ялтан
кăларса ярассипе те хăратнă. Ача чухнех
тем те тÿснĕ, чăтнă. Çапах таса чунлă,
çирĕп кăмăллă, хастар юлнă. Ман шутпа,
Мишша ăнланман япала пулман та пулĕ.
Кирек мĕнле ыйту çине те тивĕçлĕ хурав
пулнă унăн. Ача чухнех пурнăç тути-масине
лайăх пĕлнĕ, каярах вăл хăйĕн капланса
тулнă шухăшĕсене шурă хут çине куçарнă.
Шухăшĕсем вара унăн тарăн, сăмахĕсем
çивĕч, емĕчĕсем çутă.
Светлана
Асамат юрăç-сăвăç сăмахĕсем мана та
шухăша ячĕç. Кам пулнă-ши Çеçпĕл Мишши?
Пурнăç Турри е Чун чури? Тÿрех калама
та йывăр. Эпĕ шутланă тăрăх, хăйĕн чунĕн
чури çеç пулман вăл – айван та мĕскĕн
мар. Вăл çивĕч ăслă, вĕри чунлă, кăвар
чĕреллĕ. Нихăçан та хăйшĕн çеç çунман
вăл. Тăван чĕлхе, тăван халăх, тăван
çĕршыв шăпи канăç паман ăна. Киввине
çĕннипе, усаллине ыррипе улăштарас
килнĕ унăн. Хăй çиес çăкăр татăкне те
çынна пама хатĕр пулнă вăл. Ман шутпа,
ăна Пурнăç Турри теме пулать. Эпĕ ăнланнă
тăрăх, Турă вăл пурне те телей сунакан
ырă вăй. Çеçпĕл Мишши пурнăçра ырришĕн
çеç çуннă: чăваш ачине те, чăваш арăмне
те, чăваш çыннине те шеллет, чăваш чĕлхи
пĕтессинчен те хăрать, халăх чухăн
пурăннăшăн та кулянать. Ырришĕн Çеçпĕл
Мишши тем тума та хатĕр. «Çырăттăм,
ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр
ĕç туса хăварăттăм…» — тенĕ вăл. Çавăн
пек пуриншĕн те çунакан канăçсăр Çын
пулнă пирĕн Çеçпĕл.
«Унăн пурте
пулнă: ăс-тăн, вĕри чĕре, малашлăха çирĕп
шанни. Вăл – поэзи шанчăкĕ, Тĕрĕслĕхпе
Тасалăх йыхравçи, чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»,
— тесе çырнă Украина писателĕ С. Репьях.
«Çеçпĕл Мишши – чăваш чунĕн тĕслĕхĕ»
тени мана питĕ килĕшрĕ. Пирĕн юратнă
сăвăç çинчен çакăн пек çырни, чăваш
çыннин ырă енĕсене ытти халăх çыннисем
те пĕлни вăл питĕ паха. Чăннипех те
Çеçпĕл Мишшине ашшĕ-амăшĕ чăвашăн пур
ырă енне те парнеленĕ: ăсĕ-тăнĕ,
тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ,
кăмăл-сипечĕ, ĕçченлĕхĕ, чун вĕрилĕхĕ,
çынлăхĕ. Унăн чунĕнче пурте пулнă –
ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла
уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчерен. Халăх
асĕнче вăл яланах çамрăк: тĕреклĕ,
мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ
кăмăллă, таса чунлă.
Çеçпĕл
Мишшин сăн-сăпачĕ чăваш халăхĕн
кун-çулĕнче малашне те çутă çăлтăр пек
ялкăшса тăрĕ. Çулăмлă сăмахсемпе
хĕмленекен сăввисем чăн чăвашла уççăн
янăрĕç. Унăн ячĕ чăваш чĕринчен нихăçан
та тухмĕ.
Эпĕ – Çеçпĕл
чĕннĕ чăваш ачи, сассăма паратăп, унăн
сăввисене янраттарса вулатăп, хам та
сăвăсем çыратăп.
Çеçпĕл пиччем!
Яту сан
чăннипех те чаплă,
Ĕçÿ те сумлă
та хăватлă.
Пуласчĕ ман
та чăваш чунлă,
Таса вăй-халлă,
пултаруллă.
Кăвар
чĕреллĕ Çеçпĕлĕн ячĕ — пирĕн чĕрере
Çеçпĕл Мишши
пирĕн чĕрере те, шухăшра та хитре чечек
ячĕпе пурăнать. Çеçпĕл чечекĕ тесенех
поэт сăнарĕ куç умне тухать. Вăл питĕ
хастар та таса чунлă пулнă. Унăн сăввисем
те «чунлă», тарăн шухăшлă. Хăш-пĕр сăввине
темиçе хут вуласан та ăнланма йывăр.
Хăй пурăннă вăхăта вăл тĕпĕ-йĕрĕпе
căнласа панă. Мĕнле çавăн пек лайăх
ăнланнă-ха вăл пурнăçа? Çамрăк пулнă
вĕт-ха вăл. Кашни сăввинчех камăн мĕнле
пулмаллине, мĕн тумаллине ăнлантарса
парать, вĕрентсе калать. Учитель-сăвăç
тесе калас килет ман ăна. Хăш-пĕр сăввинчи
йĕркесене илсех парас килет.
Ватă аслаçу
пÿртне
Йăвантарса
яр,
Ĕмĕрлĕх никĕс
çине
Çĕнĕ çурт
лартар!
(Иртнĕ
самана)
Чи юлашки
таса вăрçа –
Чăн çутăшăн,
таса тĕнчешĕн!
Çав тăххăрмĕш
хума ватар!
Васкар телей
çĕрне çитмешкĕн!
(Хĕрлĕ
тинĕсре)
Пусмăрти
халăхсем,
Пĕр çĕре
пухăнар.
Улпута йĕрлесе
тыткăнлар!
Пурăннă
тарăхса,
Çапăçар
савăнса,
Малалла,
малалла çул хывар!
(Атăл юрри)
Фронта мĕнпурĕ
пулăшар-и –
Арçын, хĕрарăм,
çамрăксем!
Ĕçе хастаррăн
хутшăнар-и?
Фронта
хăюллăн, салтаксем!
(Тăвансене
пулăшар)
Ĕмĕр чура
пулма çитĕ,
Чура пулма
намăс!..
Ирĕклĕ кун-çул
тумашкăн
Тăрăр пурте
харăс!..
Ачăрсене
вĕрентме те
Эсĕр ан
ÿркенĕр:
Чăваш çĕрне
юратмашкăн
Вĕсене
вĕрентĕр.
Ачăрсем чăваш
чĕлхишĕн
Тăма хатĕр
пулччăр,
Ют халăхсем
ĕлĕкхин пек
Чăвашран ан
кулччăр.
Çитĕ! Шăпăр
шăтăкĕнчен
Çут тĕнчене
тухăр!
Этем чунне
– выльăх чунĕ
Вырăнне ан
хурăр.
(Чăваш
арăмне)
Юрăсемпе
эсĕр мухтăр
Сăвăçсен
ятне,
Хытă сасăсемпе
юрлăр
Вĕсен сăввине.
(Эпĕ вилсен)
Эй, ваттисем!
Эй, ват çынсем!
Авал чăваш
асаплă пулнине
Çамрăксене
каласа парăр:
Тăван çĕршывăн
капăр чĕлхине
Ялан савма
хушса хăварăр.
(Чăн чĕрĕлнĕ!)
Тăван чăваш
хăюллине,
Вăл вăйлине
курасчĕ ман.
Чăваш! Çĕклен
те çунатлан!
Куçна тĕлле
хĕвел çине.
(Чăваш!
Чăваш!)
Ачасене те,
çамрăксене те, хĕрарăмсене те, ватă
çынсене те – пурне те вĕрентсе, хушса,
ыйтса, чĕнсе калать вăл. Унăн чун-чĕринче
пурин валли те кирлĕ сăмах туллиех. Хăй
шухăшне ахаль çеç каламасть вăл,
сăвăласа-шăрçаласа калать. Мĕнле хăюллă
та ăслă пулнă вăл. Унăн сăввисенче мĕн
чухлĕ ăслă шухăш: савăнтараканни,
хурлантараканни, тарăхтараканни,
хумхантараканни. Унăн сăввисенче –
чăваш халăхĕн иртнипе пуласси, иртнине
аса илни, пулассине ĕмĕтленни курăнать.
Çеçпĕл
Мишшине тата манăн художник-сăвăç тесе
калас килет. Вăл сăмахсемпе сăнарлă
ÿкерчĕксем тăвать.
Кăвак çутăран
шăратнă акапуç,
Туртийĕ
хушшинче хĕвел ташлать,
Çĕн Кун –
шевле сарриллĕ ылтăн пуç –
Чăваш уйне
ака тума тухать.
(Çĕн Кун
аки)
Инçе çинçе
уйра уяр
Карталанса
чăлтăртатать,
Енчен енне
çупса чупать…
(Инçе çинçе
уйра уяр)
Чипер юлсам,
хĕвел çĕршывĕ!
Чечек çĕршывĕ,
сывă юл!
Эс те, сăнчăр
пĕлмен стихия –
Хăватлă
тинĕс, сывă пул!
(Экспромт)
Сăввисене
вуланă хыççăн Çеçпĕл Мишшине оратор-сăвăç
тесе калама та май пур. Вăл сăввисене
ахаль, туйăмсăр-мĕнсĕр вулама çырман,
пурте вулаччăр, пĕлччĕр, илтчĕр, ăнланччăр
тесе çырнă. Янраттарса вулама, кашни
сăмахне чунпа туйма çырнă.
Çĕн Сывлăш,
вĕр!
Çĕн Сывлăш,
вĕр!
Чăваш çĕрне
тĕреклĕх кĕрт!
Çĕн Сывлăш,
вĕр! Çĕнĕ вăй пар,
Чăваш чĕри
пултăр кăвар.
(Инçе çинçе
уйра уяр)
Çĕн тĕнче!
Эй, çĕнĕ кунăм,
Каялла ан
кай, ан чак!
(Тинĕсе)
Чăннипех
те чаплă поэт вăл пирĕн. Ахальтен мар
ĕнтĕ унăн сăввисене нумай чĕлхене
куçарнă. Ăна ырлама, мухтама сăмах та
çитмест. Шкулта вĕреннĕ е халь вĕренекен
кашни ача унăн пĕр сăввине те пулсан
пăхмасăр калама пĕлет. Эпĕ те Çеçпĕл
Мишши сăввисене килĕштеретĕп. Шкулта
Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне халалласа
ун сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ
пулать. Эпĕ те конкурса хутшăнма пĕр
сăввине пăхмасăр калама вĕренетĕп. Унăн
сăввине вĕренесси маншăн, чăваш ачишĕн,
пысăк чыс та телей. Кашниех Çеçпĕл Мишши
çинчен ытларах пĕлме тăрăшсан, сăввисене
илемлĕ вулама вĕренсен, паллах, ун ячĕ
пирĕн чĕререн нихçан та тухас çук. «Ыр
çын вилет – ят юлать», — тенĕ ваттисем.
Çеçпĕл Мишшин ырă та сумлă ячĕ яланлăхах
халăх асĕнче пулать. Чăваш пурăнать
пулсан — Çеçпĕл Мишши те пурăнать. Хамăр
халăх историне пуянлатакансене пирĕн
манма юрамасть.
Çеçпĕл Мишши —
пирĕн чĕрере
Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 110 çул çитет. Пĕр ĕмĕр
каялла пурăннă мухтавлă поэтăмăр,
талантлă та пултаруллă çыннăмăр. Ĕмĕр
ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян
та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна
манма май çук – вăл Çеçпĕл! Ун пек çын
100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине: çынна
тĕлĕнтерме, ĕмĕрлĕхе ят хăварма. Пушкин
пек, Бичурин пек, Яковлев пек…
Анчах та
мана кулянтараканни те шухăшлаттараканни
вăл – Çеçпĕл Мишши çамрăклах çĕре кĕни.
Ыла та шел вĕт-ха. Çеçпĕл чечекĕ пекех.
Юр кайсанах шăппăн та сăпайлăн шăтса
тухать те хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах
куçран çухалать. Çеçпĕл Мишши те çавах.
Ман шутпа, вăл «хыпаланса пурăннă»: 9
уйăхра утма пуçланă, çулталăкра калаçма
вĕреннĕ, пиллĕкре вулама тытăннă,
саккăрта шкула кайнă, вун иккĕре вулăс
кантурĕн çыруçинче вăй хунă, вун саккăрта
учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ,
вун тăххăрта Мускавра пулса Ленина
курнă, çирĕм пĕррере юстици пайĕн
пуçлăхĕнче ĕçленĕ, çирĕм иккĕре Хура
тинĕс хĕрринче сывлăхне сипленĕ, çирĕм
виççĕре пурнăçран уйрăлнă. Кусемсĕр
пуçне Мишша тĕрлеме те, юрлама та, ÿкерме
те питĕ ăста пулнă. Ашшĕне тĕрмене хупсан
амăшне ака-суха ĕçĕнче те нумай пулăшнă.
Тискер чунлă çынсене пула тĕрмере те
ларма тивнĕ унăн. Салтак шăпи те лекнĕ
ăна. Чи хăватли, чуна тыткăнлаканни, чи
асамли вара унăн – чун-чĕререн шăранса
тухнă хайлавĕсем: 40 ытла сăвă, 6 прозăлла
хайлав, «Упик» драма, Анастасия Червякова
патне çырнă 98 çыру, тус-юлташĕсем патне
янă çырусем. 23 çулта çакăн чухлĕ ĕç тума
ĕлкĕрнĕ вăл, таланчĕ те нумай енлĕ пулнă
унăн: вулавçă, çыруçă, ал ăсти, художник,
поэт, педагог, пропагандист, агитатор,
патшалăх ĕçченĕ, ăста юрист. Паллах,
шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Тата самани
те ачашламан ăна, шăпи те питĕ йывăр
пулнă унăн. Пурне те ăçтан чăттăр ĕнтĕ
çын чĕри?!
метки: Чувашский, Кайра, Калать, Калар, Кулач, Сарманть, Тавро, Унтан
Сочинение на тему лето на чувашском языке
3 варианта
Лето – мое любимое время года. Летние каникулы – это самый долгий отдых от учебы в году, поэтому я их так люблю.Июнь я провел дома, а мои родители работали. Но я был рад, потому что, наконец, у меня появилось время для себя. Я читал книжки, слушал музыку, смотрел фильмы и общался с друзьями. Большую часть времени я был на улице, поэтому неплохо загорел.Затем я провел две недели в летнем лагере на берегу моря. Это было настоящее веселье. Я встретил много новых друзей. Каждый день мы наслаждались чем-то особенным – играми, карнавалами, соревнованиями, представлениями. Дважды в день мы бывали на море. Там мы купались, загорали на солнце, играли в пляжный волейбол, делали скульптуры из песка. Каждый вечер была дискотека, правда, не очень долгая. Я считаю, это были самые волнующие две недели лета. Они подарили мне яркие впечатления, много веселых фотографий и новых друзей.Затем мои родители пошли в отпуск и взяли меня собой к дедушке и бабушке в деревню. Это очень живописное место, с речкой и лесом поблизости. Я был рад увидеть дедушку и бабушку. В жаркие дни я все время был на речке. Однажды мы с родителями ходили в поход, разводили костер, собирали какие-то ягоды. По вечерам я обычно помогал в саду.Последний месяц лета я провел дома, отдыхая от такого насыщенного отдыха. Занимался обычными делами и готовился к школе. Мне понравилось, как я провел летние каникулы.
Я думаю, лето – самое лучшее время года, потому что тепло, вокруг очень красиво и у нас есть чудесная возможность отдохнуть. Лето – время отпусков и каникул. Мы можем поехать куда угодно, проводить время у реки или озера на свежей зеленой траве, плавать в теплой воде, или подняться в горы, или играть в различные игры, кататься на велосипеде и т.д.
Я расскажу самый запоминающийся момент за прошедшие летние каникулы. В июле мы всей семьёй ездили в лес на шашлыки. Развели костер, приготовили мясо для жарки и поставили палатку. Пока родители занимались приготовлением обеда я ушел в лес, чтобы нагулять аппетит
Как красив был лес в этот день… В воздухе пахло цветами, медом и земляникой. Все вокруг было зелено, лишь стволы деревьев ярко выделялись на темно-зеленом фоне .Птицы щебечут на своем языке, стучит дятел.
И вдруг я слышу подозрительные звуки… Как будто кто то прошипел передо мной. Я оглянулся и увидел …змею! У меня перехватило дыхание. Я не запомнил как она выглядит, потому что сильно перепугался и начал медленно отходить назад, а потом рванулся как можно быстрее к нашему лагерю. Я не стал рассказывать об произошедшем маме, что бы она не волновалась. Вскоре, пообедав и повеселившись, мы собрались и поехали домой.
2 стр., 991 слов
День моих летних каникул
… было. Также читают: Картинка к сочинению 1 день моих летних каникул Популярные сегодня темы В каждой семье должен быть ребёнок, который обязан помогать своим родителям по дому. Но многие … тысячи лет и процесс этот не сильно изменился. Идя на рыбалку, мне иногда кажется, что мы одно целое с историей с моими предками. Солнце уже было …
Эх…Как быстро летит время. Жаль, что нельзя воссоздать те моменты ,те ощущения ,которые ты пережил во время каникул. Но остаётся верить, что следующее лето будет таким-же незабываемое!
И.Я.Яковлев Ача-пăча калавĕсем. Рассказы для детей (на чувашском языке).
материал на тему
Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| kalavsem.docx | 42.85 КБ |
Предварительный просмотр:
Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» — тесе авăтать. Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.
Сирĕн автан çапла-и?(1;77)
Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:
- Лаша курмарăр-и? – тесе.
- Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ тет.
Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:
- Лаша курмарăр-и? — тесе.
- Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ тет.
Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:
- Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.
- Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.
- Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, — тесе каларĕ тет.
- Лашу мĕн тĕслĕччĕ? — тесе каларĕ тет леш çынĕ.
- Шура улаччĕ, — тесе каларĕ тет.
- Çак ху айăнтиех мар-и? — тесе каларĕ тет лешĕ.
Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:
- Çакă, çакă, çакă! — тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.(2)
Эпĕ пĕчĕкçĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çых ма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхантарса пĕтертĕм.
Анне çакна курчĕ те:
- Ачам, малтан çыхма вĕрен-халĕ, унтан тин çыхтарăп, -терĕ. (1;78)
Чакак çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать. Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», — тесе чакаклатать.(1;78)
Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:
- Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? — тесе калать тет.
Каринкки калать тет:
- Çапла тăвас, Çаманкка! — тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.(2)
Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕртке-лесе çÿрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать.
Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланн, пирĕн тавра кустарса çурет.
- Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.(3)
Арман туни
Кăçал кĕркунне пăр яп-яка шăнчĕ. Пĕр эрне кун эпир ачасемпе пухăнтăмăр та та пуртăсем илсе пăр çине выляма аптăмăр. Ачасем каларĕç: «Атьăр арман тăвар»,- терĕç. Ну вара пăр касма тытăнтăмăр. Пĕр пысăк пăр касса кăлартăмăр та çап-çаврашка туса хĕррине тикĕслерĕмĕр; варне шăтăк турăмăр. Унтан вара пăр çине пĕр юпа çапрăмăр та çав юпа çине пăра тăхăнтарса хутăмăр.
Ну ачасем çавăрма тытăнчĕç: çавăртăмăр- çавăртăмăр та, пăр ла-а-ап! Çурăлса кайрĕ. Ачасем вара пĕр-пĕрне: «Эсĕ çуртăн та эсĕ çуртăн», — тесе калама пуçларĕç.
Çапла вара шавла-шавла каç туса киле таврăнтăмăр.(1;78)
ВĂРĂМ ТУНАСЕМПЕ СТАРИК
Пĕр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççĕ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-е-ч-ч-ĕ-н», — тесе калаççĕ тет. Пĕри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», — тесе ка-лать тет. Старик выртрĕ-выртрĕ тет те: «Халĕ пĕри ĕçсе кайрĕ; эсир мĕн пĕчченĕ, темиçенĕн!» — тесе калать тет. Старик
сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.(1;78)
Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
- Çук та çук! — тесе калаççĕ тет.
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
- Араç та араç! — тесе калаççĕ тет.
- Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! — тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.
Вырăс, тутар, чăваш — пурте çын.(1;84)
Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкдĕ çунана кÿлтĕм. Хам çуна çине лартам та:
- Ну атя, Хураçка, урамалла! — тесе пушăпа дат! тутартăм. Хураçки çаттар-çаттар! çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хаварчĕ.(3)
Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.
Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:
- Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? — терĕ.
Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:
- Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.
Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ — кулачă çук.
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем.(1;79)
Пĕр ачан кулачă пит çиесси килнĕ тет, ашшĕне пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет. Пĕрре пасар кунĕ ашшĕ çакна хутаççа çăкăр чиктерет тет те кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:
-Акă, ачам, çак кăксене кăкла, çăкăрна пĕртте ан пăх, вăл хăех кулачă пулса выртать, — тесе каларĕ тет, хăй пасара кайрĕ тет. Хай ача кăклать-кăклать тет те çăкăрне пырса пăхать тет – çăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет. Каçалла та вулăнса пырать тет, ĕнтĕ хырăмĕ темĕн пекех выçса кайрĕ тет çакăн – çăкăр çапах кулачă пулман тет. Касать тет те çăкăра тăвар сапса çиет тет: ай-ай тутлăланса кайнă тет çăкăр, кулачăран та тутлă тет.
Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.
- Çăкăр кулачă пулчĕ-и, ывăлăм?- тесе ыйтать тет.
- Тĕсĕ кулачă тĕслĕ пулмарĕ те тути кулачăран та аван, — тесе калать тет лешĕ.
- Çапла çав, ачам: ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ, — терĕ тет ашшĕ.(1;79)
Манăн атте куçĕ курнă чухне тулти ĕçрен пушансассăн ялан савăт-сапа тĕплетчĕ, кăшăл çапатчĕ. Вăл ĕçленĕ чухне пирĕн валли выляма хăма татăкĕсем темĕн чухлĕ пулатчĕç.
Пĕрре эпир кÿршĕ ачи Кĕркурипе хăма татăкĕсемпе урай варринче вылякаласа ларатпăр. Кĕркури тепле ăнсăртран манăн пÿрт пеккине ишрĕ пăрахрĕ. Уншăн манăн Кĕркурие çилĕ килчĕ. Эпĕ ăна хăма татăкĕпе пуçĕнчен пат тутартăм. Кĕркури йĕре пуçларĕ. Анне илтрĕ те:
- Мĕншĕн тиврĕн? Хăна тивсессĕн аван пулĕ-и? Авă ĕнтĕ вăл киле каять; кампа выльăн вăл кайсассăн? –терĕ.
Кĕркури чăнах та çĕлĕкне, алсисене тăхăнчĕ те алăк патнелле утса кайрĕ. Эпĕ нимĕн чĕнместĕп. Тÿсеймесĕр йĕтĕм ятăм. «Мĕншĕн кăна çапрăм-ши?»- тесе ÿкĕнетĕп хам ăшăмра.
Кĕркури эпĕ йĕнине илтрĕ те:
- Ан йĕр, Алюш, ан йĕр;
- атя татах паçăрхин пек выляр, -терĕ. Мана тата питĕрех намăс пулчĕ. Чарăнаймасăр тата хытăрах йĕре пуçларăм. Кĕркури ачашлакаласассăн, йăпаткаласассăн тин чарăнтăм.
«Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?»-тесе юрлаççĕ ваттисем.
Алăкран тухса кайсассăн аллă тĕслĕ ăс кĕрет.(1;79)
Çуркунне
Çуркунне хĕвел хĕртсе пăхать. Тулта ăшă. Çил вĕрмест.
Çÿлте тăрисем юрлаççĕ. Юр ирĕле-ирĕле кăшт анчах юлчĕ. Урамра шыв чăл- чăл- чăл! Юхса выртать.
Эпир ачасемпе хăма татăкĕсенчен пĕчек кимĕнсем турăмăр. Хытăрах юхакан пĕр шырлана ятăмăр. Хамăр: «Камăн иртет! Камăн иртет!»-тесе кимĕсем хыççăн чупатпăр.
Çапла чупнса пынăçемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине те курман. Шыв лупашкине лап! Кĕтĕм ÿкрĕм. Кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе! Сивĕ, шăнтăм хам.
Кĕпе-йĕм улăштарас тесе эпĕ киле чупса кайрăм.
- Ăçта йĕпетрĕн? Епле йĕпетрĕн? – тĕпчеме пуçларĕ анне.
Эпĕ тÿррипе каласа патăм.
- Çук сана кĕпе! Кай, кăмака çине улăхса лар! Улĕм умна-хыçна чипер пăхса çÿре!- терĕ аннем.
Шывăн турачĕ çук теççĕ.(1;79)
ВИЛНĔ ЧĔПĔ ЧĔРĔЛНИ
Пĕрре мана тырă вырнă вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ, çавăнпа вĕсене пÿртех хупса хăварчĕç.
Аттесем кайсан эпĕ чĕпĕсене çитере пуçларăм. Пирĕн пÿртре таракан пит нумайччĕ. Эпĕ чĕпĕсене таракан çитерес тесе сакка илтĕм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пĕр чĕппе сăмсинчен тиврĕ те чĕпĕ çаврăна пуçларĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрĕ ÿкрĕ те вилчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те чĕрĕлмĕ-и-ха тесе хĕвел ăшшине чÿрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кĕме çук чĕре çунать, нимĕн тăва пĕлмесĕр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çÿpeççĕ. Манан выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мĕн калăп-ши ĕнтĕ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йĕрсе те илетĕп тата хам. Ача ăсĕ çав, темĕн йĕмелли пур çав чĕпĕшен! Унтан пÿрте кĕтĕм те пăхăтап: хайхи чĕпĕ чÿрече çинче лара парать. Чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармăш! Эпĕ ана чÿрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшĕ патне чупса кайрĕ. Вара тин манăн чĕре лăпланчĕ.
Каçхине аттесем вырмаран таврăнчĕç. Эпĕ мĕн пулнине вĕсене вал каçах каласа кăтартаймарăм, пĕр-икĕ эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларĕç:
- Ку айван мĕнпур чĕппе вĕлерсе пĕтерĕ, — терĕç. Çавăнтан кайран эпĕ чĕпĕсене алла тытма та хăраттăм.(3)
Эпĕ сехет çĕмĕрни
Манăн атте сехет тÿрлетме ăста. Сехет Хĕветки тесен ăна таçти çын та пĕлет. Ăна кура пĕчĕк чухне манăн та сехет тÿрлетес килетчĕ. Анчах аттесем эпĕ айваннине кура мана сехетсем тÿрлетме мар, вĕсен çумне сĕртĕнме те хушмастчĕç. Эпĕ çапах вĕсем килте çук чух тыткаласа пăхаттăм.
Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те тÿрлете пуçларĕ. Тÿрлетсен- тÿрлетсен хăй таçта тухса кайрĕ. Анне кÿрше ларма кайнăччĕ. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирĕк пулчĕ: мăлатук илтĕм те сехет ураписене шакка пуçларăм, анчах манăн çапмассерен шăлĕсем хуçăлаççĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен каялла çаврăнса пăхрăм та чÿрече витĕр атте килнине курах кайрăм. Часрах сехет ураписене хуратăп та кăмака çине улăхса выртатăп. Атте килчĕ те сехетне тÿрлетме пуçларĕ. Курать ку: хăш-хăш урапин шăлĕсем хуçăк. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те хайхискер эпĕ кăмака çинче выртнине курах кайрĕ. Ман патăма пычĕ те ыйтать:
- Элекçей, сехет урапи шăлĕсене эсĕ хуçрăн-им?-тет.
- Çу-ук, эпĕ мар, -терĕм эпĕ.
- Епле эсĕ мар, санран пуçне урăх никам та çукчĕ кунта,- терĕ.
Унтан мана çÿçрен сĕтĕрсе антарса шăпăр хулли хуçса илчĕ те тытăнчĕ çунтарма: — Ак сана сехет шăлĕ хуçма вĕрентем, ÿлĕмрен пырса ан çыпçăн,- тесе темĕнччен çаптарчĕ. Çавăнтан кайран эпĕ аттерен пит нумайччен хăраса çÿрерĕм.(1;88)
Икĕ йкĕхÿре пĕр çăмарта тупнă тет, ăна уйăрса çиесшĕн тет. Вăл çăмартанах курак та курнă тет, пырать тет кусем патнелле. Мĕн тăвас йĕкехÿресен? Ăçта чикес çăмартана? Часрах йăтса кĕрес — алăсем кĕске, тытма çитеймеççĕ; кустарса кĕрес — çĕмĕрĕлесрен хăрушă. Хайхисем пĕри часрах çăмартана тăватă урипе ыталаса месерле выртрĕ тет, тепри ăна хÿринчен ярса илсе тĕпсакайне сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ тет.(2)
Тилĕ иçĕм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçĕм çырли çупкăмĕсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççĕ тет. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пĕтрĕ тет те хайхи кайрĕ тет вара мăйне-куçне пăркаласа:
- Эй, пăхма анчах илемлĕ-çке! Çи-халĕ ăна, çăварта пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать тет хăй нимĕн тăвайман енне.(3)
Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.
- Епле эсĕ çулла ху валли çиме хатĕрлеймерĕн? — тесе
каларĕç тет кăткăсем кăна.
- Юрăсем юрланипе пушанаймарăм-çке, — тесе каларĕ тет шăрчăкĕ.
Кăткисем ахăлтатса кулса ячĕç тет те:
- Çулла выляса-кулса ирттертĕн пулсан хĕлле ташласа пăхха эппин, — тесе каларĕç тет.(3)
Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:
- Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, — тет. Путекки калать:
- Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратçм? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, — тет.
Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? — тет.
- Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, — тет.
Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:
- Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, — тенĕ.(2)
Уçăлма тухнă шăши çури
Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çÿреме тухнă тет. Çÿресен-çуресен вăл амăшĕ патне таврăнчĕ те çапла каларĕ тет:
- Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ!
- Мĕнле кайăксем вĕсем апла?- тесе ыйтрĕ тет амăшĕ.
- Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке.
Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлеклĕ, сăмси кукăр! Эпĕ ун умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çÿлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕçке! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав.
- Ара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ?
- Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ.
Вăл шурă мăйлă, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хÿрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр ăшшăн пăхать.
- Эй, айван, айван. Ачам, вăл кушак аçи вĕт, -тесе каларĕ тет амăшĕ çурине.
- Вăт унтан хăрамалла, тармалла.
Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне.
- Аккам! Ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса ярччĕ мана, — тесе ыйтать тет.
- А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? тесе каларĕ тет лешĕ.
- Ăна-кăна пĕлмерĕм эппин эпĕ, — тесе каллех тухса кайрĕ тет хай арăм.
Туман тихан пилĕкне ан худ теççĕ çав.(3)
Пер карчăкăн ĕнепе качака гаки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çÿренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:
- Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, — тенĕ.
Тепĕр каçхине качака таки кĕтÿрен ĕнинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать. Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.
Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать. Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тĕрĕсси-мĕнĕ çук иккен. Эпĕ ĕнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчĕ мана», — тет.
Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.
Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе каинă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?
Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.(3)
Икĕ çын урамра пĕр кĕнеке тупнă тет. Иккĕш те илесшĕн тет ку кĕнекене. Пĕри калать тет: Эпĕ илем»; тепĕри калать тет: «Эпĕ илем». Çапла тавлашса тăраççĕ те турам варринче. Кусем патĕнчен тепĕр çын иртсе пырать тет.
- Мĕн çинчен тавлашатăр эсир капла?- тесе ыйтрĕ тет лешĕ.
- Вулама пĕлессе пĕлместпĕр те, -терĕç тет тупакансем.
- Апла пулсассăн кĕнекепеле мĕн тăватăр эсир? Вула пĕлекене парăр пĕрех хут. Эсир капла икĕ кукша çÿçĕсене турасшăн тавлашнă пек тавлашатăр,- тесе хăварчĕ тет вара лешĕ.(1;81)
Иван амăшĕ кăвас хунă та, йÿçтĕр тесе, ăна кăмака çине лартнă, хăй кÿрше ларма кайнă. Тĕттĕм пулсан, Иван урамран килке таврăннă. Чĕнет ку, — пуртре никам та çук. Хайхискер хăйă çутма тытăнать, кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. Ахăр хĕрт-сурт пулĕ ку тесе, Иван шартахсикет те хăййине пăрахсах тара пусать. Васканипе тĕттĕм çĕрте турчка тимри çине пусать. Турчки кăна пит аван — шап! тутарать çамкинчен. Иван: — Ах, атьсем, килсе пулăшăpax! — тесе кăшкăрса ярать те тарма тытăнать. Инкек çине сенкек: çав вăхăтрах ун ури салтăннă кайнă, Çăпати кантри алăк хушшине хĕсĕнет те , Иван пăлтăра тăсăлса та ÿкет.
- Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, куршĕсем килсе çăлăрах! — тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кÿpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет.
Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă:
- Епле эсĕ йÿçекен чустапа кĕтесри турчкаран хăрарăн? Çитменнине тата ху урунти çăпату та хăратнă сана, — тесе кулнă, тет унран.(4).
Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.
Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.
Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:
- Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! — Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çÿлелле пÿрт çÿлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çÿреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет;
- калăн темĕн пулнă тесе.
Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.
- Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! — теççĕ ют ялсем.
- Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.
Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.(4)
Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе ‘тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:
- Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн?—тет.
- Пысак ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.
Çамрăк тăмани калать:
- Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,—тет.
Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.
Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.(4)
Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:
- Манăн та уçăлса хупăнас, — тет.
Анать вăкăр шыва куллен-кун.
- Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.
- Уçăлса хупăнмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать Вăкар калать:
- Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:
- Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?
- Мĕкĕрмесĕр, — тет.
— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.
- Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:
- Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.
- Хумханмасăр, — тет.
— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.
Çĕнĕ çын калать:- Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.
- Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.
- Ăсса килмесĕр, — тет.
— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.
- Манăн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:
- Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:
- Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ.
Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.
- Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ. «Ан тив çынна, ан тив çынна, ак сана!» — терĕ.
Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.(3)
Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
- Çук та çук! — тесе калаççĕ тет.
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
- Араç та араç! — тесе калаççĕ тет.
- Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! — тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.
Вырăс, тутар, чăваш — пурте çын.(1;84)
Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле, тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене пурне те кăмăл кур. Чиркÿ çыннисене, аçупа аннÿне, пуçлăхсене, пур ырă çынсене те хисеплесе, вĕсен сăмахĕнчен ан тух.
Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Пурнинпе те тÿрĕ пурăн, пĕринпе те урлă-пирлĕ ан пул. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр. Чиперех пĕлмен япала çинчен пĕлнĕ пек ан калаç, малтан тĕплĕ ыйтса пĕл. Япалана курнине пĕрне ан хапсăн, ку манăн пулинччĕ тесе ан шухăшла. Çыннăнне пĕрне те ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Çынтан кивçен илсессĕн вăхăтенче калле пар. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул. Çук çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Хăвăнтан ыйтакан çынна тÿррипе каласа пар. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.
Çак каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн, сана пĕри те тивмĕç: юлташусем, пĕлĕшÿсем пурте юратĕç, курайман тăшманусем нимĕн те тăваймĕç. Санăн пурăнăçу вара телейлĕ пулĕ.
Микихверĕн икĕ ывăл пулнă: пĕри вун ик çула яхăналла. Тепĕри вун тăватта яхăналла. Пĕрре Микихвере кÿршисем каласа кăтартнă: ун ачисем ват карчăкран кулнă имĕш.Ашшĕ кусене хăтăрарах чĕнсе ватă çынтан кулни аван мар тесе кала-кала ăнлантарнă. Ачисем чарăнма пулчĕç тет.
Пăртак пурăнсан çак ачасем хăйсем сăмах панине маннă. Пĕрре вĕсем ватă, çук çынна тĕл пулнă та унтан татах «ват супнă» тесе кула пуçланă. Ашшĕ çавна пĕлсен: «Епле ăса кĕртес-ши ку айвансене?»- тесе шухăшла пуçланă. Нумай та пурăнман- Микихвере шыва кĕртнĕ кун çитнĕ. Ачисем ашшĕ патне пынă та каланă:
- Атте, телейлĕ пурăнмалла пултăр, ĕмĕрÿ вăрăм килтĕр,- тенĕ. Ашшĕ каланă:
- Ачасем, манăн нумай пурăнассăм килмест, мана эсир часрах вилне сунăр, эпĕ ватăличченех пурăнма хăратăп.
Ав, нумай та пулмасть-халĕ, эсир пĕр ватăран «ват супнă» тесе кулĕç, — тенĕ.
Ачисем ашшĕне питĕ юратнă, çавăнпа вĕсем намăсран хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă та ниçта кайса кĕме пĕлмен. Вара çапла хăйсем йĕркесĕр хăтланнине сиснĕ те вĕсем малашне ватăсенчен кулман.(1;90)
Куракова Вера Васильевна
Шупашкар хулинчи 49-мĕш вӑтам шкулта
чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем
Ĕҫ ҫынна илем кÿрет
Паянхи пурнӑҫа илес пулсассӑн, ҫын хӑйне вӑйлӑ туясси тĕрлĕ сӑлтавран килет: ҫемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен,ĕҫ вырӑнĕнчен, сывлӑх ҫирĕп пулнинчен,ӑс- тӑн чун-чĕре пуянлӑхĕнчен, пурнӑҫа тĕрĕс пурӑнма пĕлменинчен, пултаруллӑхран, кашни тĕллеве пурнӑҫлама пĕлменинчен…
Ырми-канми ĕҫлекене те, ача- пӑча ÿстерекене те, ҫукран пур тӑвакана та, ырӑ йӑла-йĕркене тытса пыракана та ĕҫчен-маттур, ҫивĕч ҫын тетпĕр. Ĕҫ-вӑл пурнӑҫ тыткӑчи,илемĕ. Пĕр-пĕрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ĕҫ ӑнать, ырӑ ят сарӑлать. Ĕҫрен хӑраман, таса чун чĕреллĕ, ырӑ ĕмĕтлĕ ҫын кӑна пулма пултарать.
Ҫĕр ҫинче ҫын алли тĕкĕнмен ĕҫ ҫук та пулĕ. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесен кашни ҫыннӑн хӑйне килĕшекен пĕр- пĕр ĕҫе суйласа илмелле. Ҫав ĕҫре чун-чĕрене хурса ĕҫлемелле, ҫитĕнÿсем тумалла, малалли пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.
Ĕҫ- пурнӑҫ тытать, ĕҫ телей кÿрет. Кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе, хĕлĕ.Хӑв юратнӑ ĕҫе пĕр кун хаушшинче суйласа илме май ҫук. Ҫапах та пĕр-пĕр ĕҫе кӑмӑлласси пĕчĕкренех палӑрать.
Ҫĕр ҫинче мĕн пур ĕҫе ҫыннӑн ӑста аллипе, ӑс-хакӑлĕ тӑвать.Ĕҫ чӑнлӑх,сӑпайлӑх,тараватлӑх – чӑваш ҫынсен ҫак ырӑ енĕсем кашни ҫынра пулччӑр тессе шухӑшлатпӑр.
Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе-хĕлĕ, хӑйĕн телейĕ. Чылай ҫынсенчен илтме пулать. Ĕҫе уява кайнӑ пек каятӑп, ĕҫре мана питĕ лайӑх, ĕҫтешĕсемпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр, эпĕ ĕҫ вырӑнне ҫухатасран темрен хӑранӑ пек хӑратӑп теҫҫĕ. Хӑшĕ-пĕрисем хӑйсен валли хӑйсемех ĕҫ вырӑнне тупаҫҫĕ, хӑшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амӑшĕн ĕҫне малалла тӑсаҫҫĕ, теприсем ашшĕ – амӑшĕ каланипе, ыттиссем ҫут ҫанталӑк панӑ талантпа ĕҫлеҫҫĕ.
Паллах тĕнчере пур професси те лайӑх, пур професси кирлĕ. Анчах та пĕтĕм ҫын пултаруллӑ ҫуралаймасть. Пĕр ĕҫех пĕри лайӑх ĕҫлет, теприн пулсах пĕтеймест. Пурте артист та ÿнерҫĕ те пулаймасть. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑй мĕн тума пултарассине шута илсе, камӑлĕ хӑш ĕҫ патне туртӑнать – ҫавна суйласа илмелле.
Сӑмахран: мана вĕрентекен ҫуралсанах, ашшĕ чупса пынӑ тет, аллине тытрĕ тет те чуптуса ҫапла каларĕ тет. Манӑн хам вилличен сана учитель пулнине курасчĕ терĕ тет. Ашшĕ ĕнчи тӑвансем пурте вĕрентекенсем пулса ĕҫленĕ хӑй хĕрне те учитель тӑвасшӑн пулнӑ, паллах ашшĕн пехилĕ ҫитнĕ пуль. Апла пулсан вӑл ҫуралсанах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ ача пулса тухать.
Чӑнах та вĕрентекенĕн хӑйĕн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, культурӑллӑ, ҫивĕч, ĕҫчен, ӑслӑ – тӑнлӑ, культурӑллӑ пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупни — пысӑк талант..
Манӑн вĕрентекен пуринчен те ырӑ, пултаруллӑ, хисеплĕ, чуна ҫывӑх, кирек кама та ӑнланма, темĕнле йывӑр ыйтӑва тивĕҫлĕ татса пама пултаракан ҫын. Вĕрентекен ача амӑшĕ пек ыррине ҫеҫ сунать, ырӑ-сывӑ, тĕрĕс тĕкел ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшать.
Учитель ĕҫе ҫӑмӑл маррине пурте ӑнланаҫҫĕ.Чӑнипех те шкулта, чӑтӑмлӑ та ырӑ шухӑш-кӑмӑлла вĕрентекенсем ĕлеҫҫĕ.
Этемĕн тепĕр лайӑх ĕҫе — вӑл хӑйĕн чун илемĕшĕн те тӑрӑшма пултарни. Ку ҫынна тата та вӑйлӑрах тӑвать. Ҫавӑн пекех илемлĕ тĕрлĕрен илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Халĕ ĕнте ҫын-вĕҫме кӑна мар, шӑтӑк евĕр янӑравлӑ шӑрантарса юрлама, тӑпӑл – тӑпӑл ташлама, хут ҫине пурнӑҫри сӑнсене чӑн пурнӑҫри пекех ÿкреме, йĕри-тавралӑха тĕрĕ-эрешпе илемлетме, кино калӑплама, илемлĕ сӑвӑ – калавсем ҫырма пултарать. Ҫын ĕҫĕсене ĕҫленĕ чухне ҫын ҫакӑнта хӑйĕн чун телейне тупать. Ĕҫ вӑл – халӑхӑн тарӑн ӑсӑпе тĕрĕслĕх туйӑмĕ, таса кӑмӑл-сипечĕпе ҫынна пысӑкӑн юратни, чун илемĕпе характер ҫыпӑҫулӑхĕ, сӑмах-юмах виҫелĕхĕпе юрӑ-сӑвӑ хитрелĕхĕ.
Этеме ĕҫ ҫуратнӑ теҫҫĕ. Ĕҫ ӑна ҫын тунӑ. Ҫын вара хӑй таврашĕнчи ҫут ҫалталӑка улӑштарса тем тĕрлĕ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Те хӑйне пурӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесе, те хӑйне хуҫа пек тытма, те хӑйне шанчӑклӑ та ҫирĕп туйма…
Шутлама пĕлекен ҫын пурнӑҫа нихӑҫан та пурнӑҫа ахаль ирттермест, кашни ҫыннӑн хӑй хыҫҫӑн ырӑ, асамлӑ йĕр хӑвармалла. Ырӑ ят илнĕ ҫын вара яланах хисеплĕ. «Ятлӑ ҫынна ял савать» — тенĕ ваттисем. Ĕҫлемесĕр вара нимĕн те пулмасть.
Ырӑ сӑмах, ырӑ шухӑш, ырӑ ят хӑварас тесен ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ача ҫуратса тĕрĕс-тĕкĕл ÿстермелле, пÿрт лартмалла теҫҫĕ.
Хальхи вӑхӑтра ĕҫ вырӑнĕ тупма питĕ хĕн. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксен хушшинче пирус туртас, эрех ĕҫес тата чи хӑрушши накротик тутанас йӑла самаях сарӑлни палӑрать. Пирус сиенĕ ҫинчен пирĕнтен кашни аван пĕлет. Анчах ҫакна кашниех ӑша хывмасть, мĕнлерех амантса хӑварнине ӑнланма тӑрӑшмасть. Чи хӑрушши – ҫамрӑксмемпе хĕрарӑмсен хушшинче пируспа туслисем йышланса пыраҫҫĕ. Пируса пула онкологи чирĕсем аталанаҫҫĕ. Ҫак хӑрушлӑха пурте ӑнланаҫҫĕ. Ĕҫ ҫук пирки хӑйсене хӑйсемех хӑрушлӑх кÿреҫҫĕ. «Ҫамрӑк чухне лайӑххине илме хӑнӑхни-мĕн ĕмĕрĕпех ҫынӑн пурнӑҫне пуянлатать, япӑххине хӑнӑхни – ӑна чӑрмантарса, ура хурса пырать»
Мана чӑнахах та учителĕн пархатарлӑ ĕҫĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?
Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.
Адрес публикации: https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/325417-statja—ynna-ilem-kret
Кстати, как настроение после вчерашнего?
Давайте сегодня напишем хорошее Сочинение про учителя на чувашском языке для 7 класса, с переводом, по литературе.
Сочинение про учителя на чувашском языке
Лайӑх учитель вӑл-педагогран та ытларах.
Лайӑх учитель — хӑйӗн вӗренекенӗсене лекцисем вулакан, пӗлӳ паракан ҫын мар. Ку пысӑкрах япала. Лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсене лайӑх ҫынсем пулма, ҫине тӑрса ӗҫлеме, хӑйсен тӗллевӗсем патне ӑнтӑлма хавхалантарма пултарать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне йӗркелеме тата вӗсене лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ.
Лайӑх учительсем нумай пахалӑхлӑ, вӗсене халӑх хушшинчен уйӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен япалисемпе интересленеҫҫӗ, ӑнланусене интереслӗ те интереслӗ формӑпа ӑнлантарса пама вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене питӗ тӳсӗмлӗ, ӑнланаҫҫӗ, кашни вӗренекенӗ хӑйне майлӑ вӗреннине ӑнланса илеҫҫӗ. Вӗсем те питӗ лайӑх калаҫакан, хӑйсен вӗренекенӗсене тӗрӗс инструкцисем пама тата каялла ҫыхӑнтарма пултаракан ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.
Лайӑх учитель вӑл-тӗслӗх те. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе танлашма пултаракан тата вӗренме пултаракан лайӑх пахалӑхсене, хӑйсене мӗнле тыткаланине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хисеплӗ, ырӑ пулма, яланах пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнусем тӑваҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене ҫитӗнӳ тума пулӑшас тесе мӗн май килнӗ таран пурне те тума хатӗр.
Лайӑх учительсем те новаторсем тата пултарулӑх личноҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем савӑнӑҫлӑ та интереслӗ вӗрентӳ мӗнле тумаллине ӑнланаҫҫӗ. Вӗренекенсене мӗнле кӑсӑклантармаллине, вӗсене тухӑҫлӑрах вӗренме пулӑшнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тӗрлӗ меслетсене вӗренни кирлӗ пулнине тата вӗрентӳ стильне вӗренекенсен нушисемпе килӗшӳллӗн адаптациленине ӑнланаҫҫӗ.
Юлашкинчен, лайӑх учитель хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тӑрӑшать. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен вӑй-хӑватне уҫса пама пулӑшассипе чун-чӗререн интересленеҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсене хӑйсен шайӗнче пӗлме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Вӗсем вӗсен йывӑрлӑхӗсене итлеҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн ыратаҫҫӗ.
Лайӑх учитель вӑл — класс умӗнче лекцисем вулакан ахаль ҫын мар. Вӗсем хӗрӳллӗ, чӑтӑмлӑ, хавхалантаракан тата тӑрӑшакан ҫынсем. Вӗсем хӑйсен вӗренекенӗсен пурнӑҫне тӗлӗнмелле пултаруллӑ йӗркелеме, вӗсене хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Сочинение про учителя на чувашском языке (перевод)
Хороший учитель — это больше, чем просто педагог.
Хороший учитель — это не просто человек, который читает лекции своим ученикам и передает знания. Это нечто большее. Хороший учитель способен вдохновить своих учеников стать лучшими людьми, упорно трудиться и стремиться к своим целям. Они способны формировать жизнь своих учеников и оказывать положительное влияние на них.
Хорошие учителя обладают многими качествами, которые выделяют их из толпы. Они увлечены своим предметом и уделяют время тому, чтобы объяснять понятия в увлекательной и интересной форме. Они также обладают большим терпением и пониманием к своим ученикам и осознают, что каждый ученик учится по-своему. Они также являются отличными собеседниками, способными дать четкие инструкции и обратную связь своим ученикам.
Хороший учитель — это еще и пример для подражания. Они демонстрируют хорошие ценности и поведение, на которые могут равняться их ученики и у которых они могут учиться. Они поощряют своих учеников быть уважительными, добрыми и всегда стараться изо всех сил. Они поддерживают позитивные отношения между собой и своими учениками и готовы сделать все возможное, чтобы помочь своим ученикам добиться успеха.
Хорошие учителя также являются новаторами и творческими личностями. Они понимают, как сделать обучение веселым и интересным. Они знают, как заинтересовать и мотивировать учеников, что помогает им учиться более эффективно. Они также осознают важность изучения различных методов обучения и адаптируют свой стиль преподавания в соответствии с потребностями своих учеников.
Наконец, хороший учитель заботится о своих учениках. Они искренне заинтересованы в том, чтобы помочь своим ученикам раскрыть свой потенциал, и уделяют время тому, чтобы узнать своих учеников на личном уровне. Они прислушиваются к их трудностям и болеют за их успехи.
Хороший учитель — это не просто человек, который стоит перед классом и читает лекции. Они страстные, терпеливые, вдохновляющие и заботливые. Они обладают удивительной способностью формировать жизнь своих учеников и помогать им достигать своих целей.
Статья на тему:
доклад «Юлташ тени хавантан лайах пултар»
Предварительный просмотр документа:
Название файла:
yultashtenihyovyontanlayyohpultyor.doc.
Краткое описание:
Статья на тему:
доклад «Юлташ тени хавантан лайах пултар»
Нравиться файл? Нажми лайк!
Комментарии пользователей к документу:
Случайные документы:
- План-конспект по теме: Праздник цветов
- Календарно-тематическое планирование (11 класс) на тему: календарно-тематическое планирование по элективному курсу «Основы животноводства»
- Методическая разработка по истории (10 класс) на тему: Методическая разработка урока по истории в 10 классе на тему: «Суд над князем Александром Невским»
- План-конспект урока по русскому языку (5 класс) на тему: глагол
- Тест по биологии (10 класс) на тему: Тест на тему «История развития биологии. Уровни организации живой материи»
- Презентация к уроку по биологии (7 класс) на тему: Презентация к уроку биологии в 7 классе по теме «Класс Головоногие моллюски»
- План-конспект занятия по информатике и икт на тему: конспект занятия «Модель объекта»
- Материал для подготовки к ЕГЭ (ГИА) по английскому языку (9 класс) на тему: Презентация «ОГЭ»
- Презентация к уроку (биология, 10 класс) по теме: основы генетики
- Методическая разработка (10, 11 класс) на тему: Методическая разработка внеклассного мероприятия на тему: «Мода на яд, или бомба замедленного действия»

